Скачать презентацию
Идет загрузка презентации. Пожалуйста, подождите
Презентация была опубликована 11 лет назад пользователемРуслан Чурин
1 Упи, Васильева Анна Валентина Элпи – ача пăча çыравçи номинаци «Чăвашлăх тĕнчи» Фестиваль национальной культуры «Искорка дружбы» Красноармейски районĕ Упи вăтам шкулĕ
2 Упи, Васильева Анна Ĕç тĕллевĕ Валентина Элпи çыравçă ача-пăча валли çырнă хайлавĕсене тишкерсе хак парасси. Тĕпчев ĕçĕн задачисем Хам тĕллĕн ĕçлес ăсталăха ÿстересси. Валентина Элпи çыравçăн пурнăçĕпе ĕçĕ-хĕлне тата пултарулăхне, хушма ятне тишкерсе тухасси. Çыравçă усă куракан фразеологизмсене, ваттисен самахĕсене, илемлĕх мелĕсене тупасси. Писателĕн нумай енлĕ талантне çутатса парасси Ăс-тăна тата тавра курăма анлăлатасси, чĕлхе пуянлăхне ÿстересси. Хамăн пултарулăха, çырас-тĕпчес ăсталăха тĕрĕслесе пăхасси. Тăван чĕлхе тата тăван литература пуянлăхне кăтартасси
3 Упи, Васильева Анна Тĕпчев ĕçĕн кирлĕлĕхĕ: Ку ĕç литература урокĕсенче, автора халалласа ирттерекен литература каçĕсенче, ачасене тĕрĕс пăхса ÿстерес тĕлĕшпе ашшĕ-амăшĕ валли йĕркелекен вĕрентÿре усăллă пулĕ. Хăйне хисеплекен кашни çыннăн чăвашăн маттур çынни çинчен пĕлмеллех тесе шутлатăп эпĕ. Пĕлтерĕшĕ: авторăн чĕлхе пуянлăхĕ çамрăк ăрăва воспитани парас ĕçре пулăшĕ. Кунта ырри яланах çĕнтерни витĕм кÿмелле. Çĕнĕлĕхĕ: Валентина Элпи хайлавĕсенче ваттисен сăмахĕсемпе, фразеологизмсемпе анлă усă курнине тупса палăртнă. Автор ача-пăча валли çырнă хайлавĕсене ку таранччен те тивĕçлĕ хаклани çук. Апла пулин те май çитнĕ таран хаклама тăрăшрăм.
4 Упи, Васильева Анна Умĕн калани Ача-пăча çыравçи Валентина Эльпи 2013 çулхи кăрлачăн 31- мĕшĕнче 100 çул тултарчĕ. Манăн çав пултаруллă çын çинчен ытларах пĕлес килчĕ. Пурнăçĕ тата пултарулăхĕпе паллашнă хыççăн чи малтанах унăн кĕнекисене алла тытса пăхас кăмăл çуралчĕ. Унăн 5 хайлавне шкул программине кĕртнĕ. Пĕтĕмпе 20 ытла кĕнеке тухнă. Ĕçе пурнăçлама хаçат-журналти материалсем, илемлĕ литература кĕнекисем, интернет чылай пулăшрĕ. Мана унăн псевдонимĕ те кăсăклантарчĕ, пĕлтерĕшне шырас кăмăл çуралчĕ. Çавăн пекех Валентина Эльпи çырнă кĕнекесен темине, хайлавсене жанр тарăх ушкăнлама шутларăм, илемлĕх мелĕсене, ваттисен сăмахĕсемпе фразеологизмсене те шыраса пăхас кăмăл çуралчĕ. Пурнăçĕпе пултарулăхне, кĕнекисене хăйне евĕр таблицăна вырнаçтарма шутларăм.
5 Пурнăçĕпе пултарулăхĕ ÇулсемЭлпи пурнăçĕн тапхăрĕсемЛитературăри ĕçĕ-хĕлĕ Ку вăхăтри паллă событисем 1913-мĕш çулхи декабрĕн 18- мĕшĕ Тăвай районне кĕрекен Кивĕ Пуянкассинче çуралнă 1-мĕш тĕнче вăрçи умĕнхи тапхăр Ялти шкулта 4 класс вĕренсе пĕтернĕНЭП фонĕнчи выçлăх çулĕсем Вăрмар районĕнчи Кавалти сакăр çул вĕренмелли шкула пĕтернĕ 1930 çул Шупашкарти медицина техникумне вĕренме кĕнĕ, анчах та пĕтереймен Коллективизаципе индустриализаци тапхăрĕ ( çулсем) Пăртасри участок больницинче (Вăрмар районĕ) медсестрара ĕçленĕ 1932–1934 çулcенче Куславкка район хаçат редакцинче ĕçленĕ Литература организацийĕсене урăхлатса çĕнетес тапхăр 1934 çул Канаш хаçат (халĕ Хыпар) редакцинче ĕçленĕ Чăваш çыравçисем I съезчĕ иртет 1935 çултаХаçат редакцинче ĕçленĕ 1-мĕш калавĕ «Ачасемшĕн» ятпа «Канаш» хаçатра çапăннă «Çурма çутă çанталăкăн» хура каçĕ хуçаланнă тапхăр 1936–1938 çулХаçат редакцийĕсенче ĕçлеме хатĕрлекенсен шкулĕнче вĕреннĕ Упи, Васильева Анна
6 Пурнăçĕпе пултарулăхĕ 1938–1968 çулcенче Чăваш АССР Министрсен Совечĕ çумĕнчи радиовещанипе телевидени комитетĕнче ача- пăча передачисен редакторĕ пулса ĕçленĕ Вăрçă тапхăрĕ, вăрçă хыççăнхи тапхăр 1956 çул 1959 çул 1960 çул 1963 çул 1964 çул Литературăри пултарулăхĕ «Куçса çÿрекен çурт» калавсен пуххи Мускавра вырăсла пичетленсе тухнă «Вун тăваттă тултарас умĕн» кĕнеке «Çав кунсен чапĕ çухалмĕ» тăватă пайлă, эпилоглă драма «Куçса çÿрекен çурт» калавсем «Эпĕ халь телейлĕ» повесть «Тăрăр вăйă картине» калавпа повесть «Утмăлмĕшсен» тапхăрĕ 1965 çултанп а СССР писателĕсен Союзĕн членĕ 1966 çул«Ĕçри хастарлăхшăн» медальпе чысланă 1975 çул « –мĕш çулсенчи Тăван çĕр-шывăн аслă вăрçинчи Çĕнтерÿ 30 çул тултарни» юбилей медалĕ 1989 çулта Чăваш АССРăн тава тивĕçлĕ культура ĕçченĕ ятне тивĕçнĕ «Пулас кинсем» роман Перестройка тапхăрĕ 1993, 2002 ç çул Тивĕçлĕ канура «Качча кайиччен» «Качча кайсан» 2006 çулТивĕçлĕ канура «Пепке çуралсан» кĕнеке чи сумлă кĕнекесен шутне кĕнĕ. Упи, Васильева Анна
7 Эльпи – хушма ят Эльпи тени мĕне пĕлтерет? Мана çак ыйту тарăн шухăша ячĕ. «Пирĕнтен инçех мар Эль текен юхан шыв юхса иртет. Хушма ят суйланă чухне çавна шута илнĕ те эпĕ», - тесе пĕлтерет Валентина Эльпи. «…Эльпи хушма ят Эль кÿлли çумне хÿхĕм тенине пĕлтерекен -пи аффикс хушăннипе пулнă. Эль тĕпсĕр кÿлĕ пирки вара тĕрлĕ халап çÿрет»,- хыпарлаççĕ «Хыпар» ĕçченĕсем. Чăнах та ку мелпе пулнă хĕр ача ячĕсем чылай: Пинерпи, Нарспи, Салампи, Юрăпи, Нарпи… Ман шутпа, çак йышши ятсем – хутлă сăмахсем. Вĕсем сăмах майлашăвне кĕскетнипе пулнă. Тĕслĕхрен, Юрăпи – юрă юрлама юратакан хĕр ача. Эльпи вара Эль тĕпсĕр кÿлĕ хĕрринче çуралса ÿснĕ хĕр ача пулса тухать. Эльпи сăмаха чăваш орфографи правилине пăхăнса çырман. Чăвашла çырас пулсан Элпи сăмахра ь палли кирлĕ мар, мĕншĕн тесен чăваш сăмахĕсенче çемçе уçă сасăсем хăй умĕнче тата хăй хыçĕнче тăракан хупă сасăсене çемçетеççĕ. Апла пулсан Эль чăваш сăмахĕ мар. Эль кÿлли Чăваш Енре анчах мар иккен. Иракра Эль-Хаббани тĕл пулать, Тунисра – Шотт-эль-Джерид тĕл пулать. Эфиопинче – Эль Сод тенине куратпăр. Анчах та асăннă вырăнсем вĕсем пурте тăварлă кÿлĕсем. Тен, «Эль» тени тахăш чĕлхере тăвар тенине пĕлтерет. Тăвара вара шывран кăлараççĕ-çке! Эльписен ялĕнчи тĕпсĕр кÿлĕрен тен тăвар тахçан кăларман-ши? Каллех ыйту сиксе тухать. Ку ыйтăва каярахпа тĕпчес кăмăл пур. Упи, Васильева Анна
8 Ача-пăча валли çырнă кĕнекесем Кĕнекисем Тухнă çулĕ, вырăсла ячĕ СтраницаТемаЖанрСăнарсемŸсĕм «Йăл кулсан» 1977 «Улыбка» 80 стр. Шкул ачисен пурнăçĕ 2 повеçпе пĕр калав Акук, Исмаль, учитель, ачасем, Эньтук Ачасем валли «Куçса çÿрекен çурт» 1956 «Кочующий домик» 32 стр. Ачасен туслăхĕКалавсем Аркаш, Оля, Слава, аппăшĕ, йăмăкĕ, ачасем Ачасем валли «Малтанх савни» 1977 «Первая любовь» 80 стр. Шкул ачисен пĕрремĕш юратăвĕ. Повеçсемпе калав Подростоксем Вăтам çулсенчи ачасем валли «Пулас кинсем» 1989 «Невесты» 416 стр. Паттăрлăх темиРоманХĕрсем Аслă классем валли «Çав кунсен чапĕ çухалмĕ» 1960 «Этих дней не смолкнет слава» 58 стр.Хĕрлисем паттăррăн çапăçни ДрамаШуррисемпе хĕрлисем Ачасем валли Упи, Васильева Анна
9 Ача-пача валли çырнă кĕнекесем «Çĕр-шывăн пулас хуралçисем» 1980 «Будущие пограничники» 112 стр Аслисене пулăшни Повесть Вера Ксенофонтова, Нил, ачасем, Борис Аххов Михаил, Йăкăнат Вăтам çулсенчи ачасем валли «Тăрăр вăйă картине» 1964 «Встаньте в хоровод» 60 стр.ТуслăхКалавпа повестьАр çын ачасем Кĕçĕн тата вăтам çулсенчи ачасем валли «Тинĕс чечекĕ» 1993 «Морской цветок» 224 стр. Тинĕс вăрттăнлăхĕ Калавсем Водолаз-семпе погранич- никсем Вăтам çулсенчи тата аслă класра вĕренекен ачасем валли «Хăюллă пионер» 1970 «Смелый пионер» 96 стр. Ачасен фермăри ĕçĕ Калавсемпе исценировкăсем Фермăра ĕçлекен ачасем Ачасем валли «Чĕнтĕрлĕ кĕпер» 1967 «Узорча-тый мост» 120 стр Тимлĕх (вĕренÿре те, пурнăçра та) Калавсем Микки, ачасем, милици Вăтам çулсенчи ачасем валли «Эпĕ халь телейлĕ» 1963 «Теперь я счастлив» 80стрЭлпин ĕçĕ-хĕлĕ пурнăçĕ Автобиогрфилл е повесть Ача шăпиВăтам çулсенчи ачасем валли Упи, Васильева Анна
10 Телейлĕ ачалăх Вĕренÿпе кану Ĕç Çамрăксемпе ача-пăчан туслăхĕ Ыркăмăллăх Тăванлăх Тĕрĕслĕхпе чăнлăх Тараватлăх Аслисене сума суни Кĕçĕннисене пулăшни Ĕçченлĕх Çут çанталăк – этем тусĕ Чĕр чунсен тĕнчи Паттăрлăхпа хăюлăх Тăван çĕр-шыв – чи хакли Граждан вăрçи Илем Вăрçă вăхăтĕнчи халăхăн пурнăçĕ …
11 Упи, Васильева Анна Фразеологизмсем Ĕçсĕр тунсăхларĕ, икĕ пĕççине шарт çапрĕ, чи хĕрÿ вăхăт, çиçĕмле хăвăртлăх, пайти сахал, серепене лектеретпĕр, пуçран çап, ылтăн алă, ал-ура çыпçăнмасть, çамка çине тар тух, хуйха ер, ухмаха тух, айăп чĕпĕтет, ура ярса пусман, пĕçертсе пăрах, çил пек вĕçтер, пыран выльăх, сăмах вакланать, кил ăш-чикки çуталчĕ, çанă тавăрса ĕçле, хуйхă çитнĕ, ĕç ăнать. Ваттисен сăмахĕсем Кашăк-тирĕк шакăртатмарĕ. Туман тиха пилĕкне ан хуç. Каскалама пĕлмен ал-уран чĕрни вĕçне шăрпăк кĕрет. Илемлĕхе курма кашнине пÿрмен. Ача пултаруллă ÿсни – пысăк телей. Ĕçне кура хисепĕ. Ĕç çынна илем кÿрет. 3
12 Упи, Васильева Анна Эпитетсем Валентина Элпи эпитетсемпе нумай усă курать: чаплă вырăн, ырă кун-çул, сĕлкĕш куçлă, хĕрÿ ĕç, илемлĕх туйăмĕ, айван чун, ăста алă. Повторсем Чăваш Республикин культурăн тава тивĕçлĕ ĕçченĕ хăйĕн произведенийĕсенче повторсемпе те вырăнлă усă курать: Тĕксĕм, тĕксĕм мĕнлерех! Хăмăр хĕрлĕ, йăмăх хура тата йăлтăркка («Илемлĕхе курма пÿрнĕ ача»). Е тата Э-э-э-эх, анне, аннеçĕм; атя санпа тус пулар, атя санпа тус пулар («Тус пулар») 3
13 Упи, Васильева Анна ««Пулас кинсем» роман 1971, 1975, 1989 Тинĕс чечекĕ» калавсем «Малтанхи савни» повеçсемпе калав 1977 «Йăл кулсан» повеçсем, калав 1977 «Çĕр-шывăн пулас хуралçисем» повесть «Юратнă мăшăрсăр» 1983 «Пулас кинсем» роман 1989 «Тинĕс чечекĕ» калавсем 1993 «Качча кайиччен» 1993, 2002 «Качча кайсан» 2002 «Куçса çÿрекен çурт» 1956 «Вун тăваттă тултарас умĕн» 1959 «Çав кунсен чапĕ çухалмĕ» тăватă пайлă, эпилоглă драма 1960 «Куçса çÿрекен çурт» калавсем 1960 «Эпĕ халь телейлĕ» повесть 1963 «Тăрăр вăйă картине» калавпа повесть 1964 «Чĕнтĕрлĕ кĕпер» калавсем 1967 «Хăюллă пионер» калавсемпе инсценировкăсем ытла кĕнеке авторĕ
14 Упи, Васильева Анна Калав: «Чĕнтĕрлĕ кĕпер», «Хăюллă пионер», «Тинĕс чечекĕ», «Малтанхи савни», «Куçса çÿрекен пÿрт», «Аппапа пĕрле», «Анне» «Водолаз» … Повесть: «Эпĕ халь телейлĕ» автобиографилле повесть, «Тăрăр вăйă картине», «Çĕр- шывăн пулас хуралçисем», «Кулă» … Роман: «Пулас кинсем», «Йăл кулсан», «Качча кайиччен», «Малтанхи савни» … Драма: «Çак кунсен чапĕ çухалмĕ» 3 Тĕрлĕ жанрта
15 Упи, Васильева Анна Чăваш АССР Министрсен Совечĕ çумĕнчи Радиовещанипе телевидени комитечĕн ачасем валли кăларакан передачисен редакторĕнче нумай çул тăрăшуллă ĕçленĕшĕн Валентина Элпине «Ĕçри хастарлăхшăн» (1966) медальпе чысланă Литературăри ÿсĕмсемшĕн 2 хутчен ЧАССР Верховнăй Совет Президиумĕн грамотипе наградăланă Партии обкомĕн тата ЧАССР Министрсен Совечĕн грамотипе чысланă ЦК ВЛКСМăн грамотипе значокне те илме тивĕçнĕ «Ĕç ветеранĕ» медале те илнĕ « мĕш çулсенчи Тăван çĕр-шывăн аслă вăрçинчи Çĕнтерÿ 30 çул тултарни» юбилей медалĕ Чăваш Республикин культурăн тава тивĕçлĕ ĕçченĕ (1989) » … Ĕçне кура хисепĕ
16 Упи, Васильева Анна Андреева Валентина Андреевна - ача-пăча çыравçи, калавсемпе повеçсен ăсти, драматург, Чăваш Республикин культурăн тава тивĕçлĕ ĕçченĕ. Андреева Валентина Андреевна - ача-пăча çыравçи, калавсемпе повеçсен ăсти, драматург, Чăваш Республикин культурăн тава тивĕçлĕ ĕçченĕ. Эльпи – хутлă сăмах. Вăл сăмах майлашăвне кĕскетнипе пулнă. Эльпи Эль тĕпсĕр кÿлĕ хĕрринче çуралса ÿснĕ хĕр ача. Валентина Эльпи сăнарсене пурнăçран илнĕ. Унăн хайлавĕсем ырăпа усала уйăрма вĕрентеççĕ. Асăннă хайлавсенче шыв та тĕл пулать. Автор Чăваш Республикинчи Атăл, Сăр шывĕсем çинчен çырать. Эльпи ытти çыравçăсем пек тĕссемпе нумай вылямасть. Эльпи – хутлă сăмах. Вăл сăмах майлашăвне кĕскетнипе пулнă. Эльпи Эль тĕпсĕр кÿлĕ хĕрринче çуралса ÿснĕ хĕр ача. Валентина Эльпи сăнарсене пурнăçран илнĕ. Унăн хайлавĕсем ырăпа усала уйăрма вĕрентеççĕ. Асăннă хайлавсенче шыв та тĕл пулать. Автор Чăваш Республикинчи Атăл, Сăр шывĕсем çинчен çырать. Эльпи ытти çыравçăсем пек тĕссемпе нумай вылямасть. Хайлавсен темисем: телейлĕ ачалăх, вĕренÿпе кану, ĕç, çамрăксемпе ача-пăчан туслăхĕ, ыркăмăллăх, тăванлăх, тĕрĕслĕхпе чăнлăх, тараватлăх, аслисене сума суни, кĕçĕннисене пулăшни, ĕçченлĕх, çут çанталăк – этем тусĕ, чĕр чунсен тĕнчи, паттăрлăхпа хăюлăх, илем. Валентина Эльпи фразеологизмсемпе, ваттисен сăмахĕсемпе, эпитетсемпе, повторсемпе вырăнлă усă курать. Писателĕн повеçĕсемпе калавĕсем тăван чĕлхене, халăх сăмахлăхне тарăн та ăста пĕлнипе, кашни сăмаха шухăшласа усă курнипе, характерсене сăнланă чухне чăн-чăн халăх кăмăлне ăнланнипе, халăх чунне уçса пама пĕлнипе, персонажсен калаçăвĕн сăнарлăхĕпе уйрăмах палăрса тăраççĕ. Хайлавсен темисем: телейлĕ ачалăх, вĕренÿпе кану, ĕç, çамрăксемпе ача-пăчан туслăхĕ, ыркăмăллăх, тăванлăх, тĕрĕслĕхпе чăнлăх, тараватлăх, аслисене сума суни, кĕçĕннисене пулăшни, ĕçченлĕх, çут çанталăк – этем тусĕ, чĕр чунсен тĕнчи, паттăрлăхпа хăюлăх, илем. Валентина Эльпи фразеологизмсемпе, ваттисен сăмахĕсемпе, эпитетсемпе, повторсемпе вырăнлă усă курать. Писателĕн повеçĕсемпе калавĕсем тăван чĕлхене, халăх сăмахлăхне тарăн та ăста пĕлнипе, кашни сăмаха шухăшласа усă курнипе, характерсене сăнланă чухне чăн-чăн халăх кăмăлне ăнланнипе, халăх чунне уçса пама пĕлнипе, персонажсен калаçăвĕн сăнарлăхĕпе уйрăмах палăрса тăраççĕ. Пĕтĕмлетÿ
Еще похожие презентации в нашем архиве:
© 2024 MyShared Inc.
All rights reserved.