Скачать презентацию
Идет загрузка презентации. Пожалуйста, подождите
Презентация была опубликована 11 лет назад пользователемАлександр Янин
1 Чăваш республики Элēк районě Ураскилтри пěтěмěшле пěлÿ паракан вăтам шкул Краснова Кристина,Ефимова Екатерина 8 класс Вěрентекенě Терентьева Э.Н.
2 К.В.Ивановăн «Нарспи» поэминчи çут çанталăк сăнарē Хăйěн вилěмсěр поэмине автор 17 çулта çырнă.Вăл халăхăн юратнă кěнеки пулса тăнă.
3 «Силпи ялēнче»сыпăкран Пуш уйāхĕн вĕçĕнче Хĕвел пāхрĕ āшāтса, Силпи чăваш ялēнче Юр ирĕлчĕ васкаса. Тусем,сāртсем хуп-хура Юрĕ кайса пĕтнĕрен, Тухать курāк çāп-çāра Хĕвел хытā хĕртнĕрен. Сивĕ,хаяр хĕл иртет, Каять йĕрсе, хурланса; Сивĕ куççулĕпе йĕрет Иртнĕ куншāн хуйхāрса. Путāксемпе,варсемпе Çĕмĕрĕлсе шыв кĕрлет, Анчах мĕнле йĕрсен те, Хĕвел хĕртнĕçем хĕртет. Хĕл куççулĕ шавласа Юхса кайрĕ çырмара..
4 Килч ĕ ыр ă çуркунне Килчē ырă çуркунне, Килчē,ячē ăшăтса. Хēвел савать тēнчене Хēл ыйхинчен вăратса. Тēттēм вăрман чēрēлет, Ешēл тумтир тăхăнать, Çеçен хир те ешерет, Илемēпе мухтанать. Тēрлē – тēрлē чечексен Ырă шăрши сарăлать, Пур çēрте те кайăксен Лайăх юрри янăрать; Çÿлте,пēлēт айēнче, Тăри юрри илтēнет, Çемçе курăк çийēнче Путек-сурăх сиккелет.
5 Ват йăмрасем ай ĕнче Силпи ялē- пуян ял, Ларать вăрман ăшěнче. Кантур пекех çурчēсем Ват йăмрасем айěнче. Ялě тавра укăлча, Çěнě çатан укăлча, Кив капанлă анкарти, Тěрлě çимěçлě пахча. Аслă урам тăршшēпе Хăма витнē çурчěсем; Урам икě айккипе Ем-ешěлех сачěсем.
6 «Силпи ялēнче» сыпăкран Çырма юхать кēрлесе Аслă ялăн çумēпе, Хěвел тěрě тěрлесе Вылять унăн шывēпе. Тăрă шывăн ăшěнче Кăвак пěлěт явăнать, Ватă йăмра тайăлса Тěсне пăхса савăнать.
7 «Сарă хēр» сыпăкран Ешēл курăк хушшинче Сап-сарă чечек ÿсет, Аслă Силпи ялēнче Нарспи ятлă хēр ÿсет. Пичē-куçē пит хÿхēм, Хирти сарă чечек пек..
8 Валак пат ĕнче Çÿллē валак патēнче Ватă йăмра ешерет. Куллен ирех çавăнта Сетнер Нарспие кēтет.
9 «Çимěк каçě» сыпăкран Шăнкăртатса шыв юхать Çÿллē валак пуçēнче, Кěмěл пекех ялтăрать Шывě хēвел çутинче. Кēмēл мерчен тухьяпа Сарă хěрě шыв ăсать, Сарă каччă калаçса Хăй лашине шăварать. Çÿллě йăмра ăшěнче Кайăк юрлать юррине, Лаши ěçсе тăнăçем Каччă калать сăмахне.
10 Лăпкā тĕнче Силпи ялě харлатса Вилнě çын пек çывăрать. Тěнче лăпкине курса Çÿлте уйăх савăнать. Хуллен-хуллен уйăх та Вăрман хыçне пытанать. Ырă тутлă ыйхăпа Чăваш çынни çывăрать.
11 «Юмăç патĕнче»сыпăкран Хĕвел çути пайăрки Урай тăрăх ав шăвать. Акă хĕвел çутийĕ Шуса-шуса пычĕ те Сиксе ларчĕ старикĕн Кăвак çÿçлĕ пуç çине. Хĕвелĕ те выляса Çутатать çÿç пĕрчине.
12 «Тарни»сыпăкран Хĕвел анса пытанать, Силпи ялĕ лăпланать. Тĕттĕм пулса çитеспе Пирĕн туй та саланать. Вĕт çăлтăрсем тахçанах Пĕлĕт айне хупланчĕç. Вăрман тĕлне хуп-хурах Сĕм пĕлĕтсем капланчĕç. Çумăр çăвать,шыв юхать, Хура вăрман кĕр-кĕрлет. Выçă кашкăр пек ÿлет. Çиçĕм пĕрмай çутипе Вăрман ăшне çутатать.
13 Вāрман çăра, пит тискер Йывăç ларать,Улăп пек, Тĕттĕм çĕрте кашласа: «Чипер кайăр!»-теет те Пуçне таять çул парса. Çурăмпуçĕ çап-çутах, Хĕвел тухас пек тăрать. Çурăмпуçĕ шурсанах Туй халăхĕ пухăнать. Хĕвел тухать çутатса- Кирлĕ çула уçмĕ-ши? Вăрман çăра,пит тискер, Унăн ăшĕ чăв та чав! Йĕр ниçта кайма аптăрав!
14 «Икĕ туй»сыпăкран. Çуркуннепе вут хĕвел Каç еннелле сулăнать. Ял вĕçĕнчи сĕм вăрман Темĕншĕн пит янăрать. Икĕ савни тарнине Хуплаймарĕ сĕм вăрман.
15 «Хушăлкара»сыпăкран Тулта хĕвел çутатать, Кăнтăрлана сулăнать; Кĕрÿ пуçĕ ÿсĕрпе Аялалла усăнать. Çеçен хирте путене, Вăхăт-вăхăт вăл юрлать. Кăнтăрла та çитмен-ха, Каçчен вăхăт нумай-ха. Каç пуличчен туй тума Пире вăхăт нумай-ха. Шыв-шур пуçĕ пуçлансан Тĕттĕмчченех сикрĕç те Тăхтаманпа Нарспие Хĕве хупрĕç кĕлете.
16 «Çимěк иртсен» сыпăкран Хирте ака айěнче Çерем лап-лап касăлать; Усал хуйхă- суйхăран Нарспи чунě касăлать. Хирте çава айěнче Курăк вăш-ваш йăванать; Усал хуйхă-суйхăран Нарспи пуçě усăнать. Куллен-кунах тěнчене Хěвел хěртнěçем хěртет; Хуйхă-суйхă кунран-кун Нарспи чěрине çиет.
17 «Нарспи ěçě» сыпăкран Хěвел тухать,улăхать Çÿллě тусем тăррине, Хăй çутипе ăшăтать Таçти- таçти çěрсене. Çак çуллахи ырă кун Хушăлкана та савать. Пур тěнчери чěрě чун Ташлать,сикет,савăнать. Ячěç юрă юрласа Сěм вăрманти кайăксем. Акăшсем пек ярăнса Анчěç шыва сар хěрсем.
18 Нарспи п ртĕнче йĕрет Вут пек хěвел выляса Çÿл тÿпене хăпарать; Хуллен-хуллен ярăнса Кăнтăрлана сулăнать. Тулта тěнче хěпěртет, Тулта тěнче ялтăрать. Нарспи пÿртěнче йěрет, Унăн чěри çурăлать.
19 Ял в ĕçĕнче сĕм вăрман Ял вěçěнче сěм вăрман Чăшăлтатать çулçипе. Хушка çăлтăр вылятать Çÿл тÿпере çутипе. Хушăлкари чăвашсем Çывăраççě харлатса. Анкартинчи тăмана Анчах вěçет ухлатса. Уйăх кукри ярăнса Тухрě вăрман хыçěнчен. Шăппăн- шăппăн çеç утса Тухрě Нарспи пÿртěнчен.
20 Нарспи пырать вăрманпа Темшěн ытла ыткăнса. Шăппăн тăрать сěм вăрман Нарспи чунне хăратса. Армак-чармак йывăçсем Пуçěсемпе суллаççě, Нарспи иртсе пынă чух Çулне пÿлсе тăраççě. Ват йывăçсем хушшинче Арçурисем выляççē, Нарспи иртсе пынă чух Аллисене тăсаççě. Сасартăках çил тухса Асрě кайрě сěм вăрман, Йěри-тавра ахăрать:
21 Нарспи çрет в ăрманта «Тыт арăмна Тăхматан! Тыт арăмна,упăшка, Тарать усал арăму!» Вăтăр та пĕр шуйттан пек, Вăрман улать:у-у-у! Нарспи çÿрет вăрманта, Эсир ăна тупас çук,
22 «Силпире» сыпăкран. Учук хыççăн чăвашсем Айкашрĕçĕ хирсенче: Валем,купан,капансем Ларчĕç улăх варринче.
23 Тěттěм пулě, каç пулě Сетнер утрĕ пĕр-пĕччен, Кĕрсе кайрĕ вăрмана. Нарспи асапне илтсе Вилĕм сунать тăшмана: «Тĕттĕм пулĕ,каç пулĕ Тăшман патне çитиччен, Тăшман чĕри лăпланĕ Хĕвел кусса тухиччен. Хĕвел тухĕ,çутатĕ, Этем тăрĕ ыйхăран. Тăшман анчах вăранмĕ Ыйхи ытла йывăртан. Хĕвел тухĕ,çутатĕ, Эпĕ пулăп вăрманта. Тăшман,выртăн,хускалмăн, Нарспи пулмĕ çуртăнта».
24 «Вăрманта» сыпăкран Шавлать,кашлать сěм вăрман, Вēçē –хēрри курăнмасть. Кутсăр-пуçсăр çил тухсан Чарăнассăн туйăнмасть. Шавлать,кашлать сěм вăрман, Тамăкри пек ахăрать. Те арçури.те шуйттан Çав териех ашкăнать. тапхăр-тапхăр çил килет Пăлтăр-палтăр çавăрса. Тēттēм вăрман ÿхēрет Çēре çитех авăнса. Хура пēлēт пēрмаях Шăвать вăрман тăрринче. Ярать çиçēм çēр çурсах Хура пēлēт хушшинче. Аçа çапать,шартлатать, Пēтēм тēнче кисренет. Çумăр çырма пек юхать, Лупашкасенче кēрлет.
25 Пу çне тайрĕ ват юман Икē савни пēрлешсен Пуçне тайрē ват юман. Пēр-ик тапхăр çил вēрсен Шăп лăпланчē сēм вăрман. Хура пēлēт саланса Пēтрē вăрман хыçēнче. Хēвел пăхать шăратса, Кайăк юрлать йăвинче.
Еще похожие презентации в нашем архиве:
© 2024 MyShared Inc.
All rights reserved.