Скачать презентацию
Идет загрузка презентации. Пожалуйста, подождите
Презентация была опубликована 11 лет назад пользователемВиктория Гамзулина
1 Элěк районě Ураскилтри пěтěмěшле пěлÿ паракан вăтам шкул Сорокина Алиса 9 класс Вěрентекенě Терентьева Э.Н.
2 Çěнтерÿçěсем манăçмаççě А.С.Артемьев пурнăçěпе пултарулăхě тăрăх
3 Артемьев Александр Спиридонович- пултаруллă çыравçă, хĕрÿллĕ салтак
4 Манă çми çыравç ă Александр Артемьев 1924 çулта сентябрĕн 14- мĕшĕнче Чăваш Республикин Элĕк районĕнчи Тури Выла ялĕнче хресчен çемйинче çуралнă.
5 Пурнăç утăмĕсем ç.-шкул çулĕсем ç.-ял совечĕн секретарĕ ç.-Аслă вăрçă çулĕсем ç.-Япун самурайĕсене хирĕç çапăçнă çулсем 1947 ç.-вулав çуртĕнче ĕçленĕ вăхăт ç.-«Ялав»,«Тăван Атăл» журнал редакцийĕнче ĕçленĕ çулсем ç.-М.Горький ячĕпе хисепленекен литература институч ĕ
6 Эп юлман хастарсенчен Кĕрешсе, юн юхтарса та, Эп юлман хастарсенчен. Ырă ятăм, хам кайсан та, Каймĕ халăх асĕнчен.
7 Вăр ç ă в ăхăч ĕ Штанашри вăтам шкултан вĕренсе тухсан Совет Çарне кайнă. Тăван çĕр-шывăн Аслă вăрçинче вăл малтан ахаль салтак,каярахпа кĕçĕн командир пулнă.Нимĕçсен фашистла хурахĕсене çĕнтернĕ хыççăн Инçет Хĕвелтухçĕнче Япони самурайĕсене хирĕç çапăçнă.Çапăçусенче виçĕ хутчен аманнă. Паттăрлăхпа хăюлăх кăтартнăшăн ăна сакăр медальпе наградăланă.
8 Хаяр вăрçă çулĕ Ăçта кăна çитермест пулĕ ăна хаяр вăрçă çулĕ! Курск пĕкки, Львов,, Монголи, Маньчжури... Çамрăк пулемётчик, унтан связистĂçта кăна çитермест пулĕ ăна хаяр вăрçă çулĕ! Курск пĕкки, Львов,, Монголи, Маньчжури... Çамрăк пулемётчик, унтан связист
9 А.Артемьев радист хăюллă та паттăр çапăçнине С. Ф.Данильченко генерал-майор хăйĕн аса илĕвĕнче çапла çырса кăтартать:шăпах питĕ кирлĕ донесение раципе пĕлтернĕ вăхăтра радиста амантаççĕ.Шинелĕ витĕр юн йăрласа юхса аннă, хăй шурса хутланнă пулин те, ĕçе пĕтериччен пăрахса кайман.
10 Чăн –чăн ěç халăх ывăлě Эппин, Тăван çĕр-шывăн аслă вăрçинче А. Артемьев хăй юнĕпе те, чунĕпе те чăн-чăн ĕç халăх ывăлĕ пулса тăрать. Ак ăçта иккен писатель халăхлăхĕн çăл куçĕ! Хура-шурă курман, тар шăрши пĕлмен çын пултарайнă пулĕччĕ-ши халăх кăмăлне унашкал тĕпрен ăнланма?!
11 Эрудицине ÿстернē Вăрçăра тĕрлĕ халăх çыннисемпе çывăх паллашни пулас писателе пысăк усă кÿнĕ. Вăл вырăс, украина, нимĕç, китай, монгол, корей халăхĕсен кăмăл уйрăмлăхĕсене, йăлисемпе культурине хăй куçĕпе курса ăнланать. Нимĕçле, китайла, вулама вĕренет.Çаксем пулас писатель эрудицине ÿстернĕ, пурнăçа тарăнрах курма, геройсен сăнарĕсене реализмлăрах çутатса пама пулăшнă.
12 Малтанхи калав А.Артемьевăн пичетре тухнă чи малтанхи калавĕ- «Пĕчĕк Лийăн пысăк савăнăçĕ»(1947ç.) Унта пире тĕлĕнмелле экзотика тĕнчи çеç кăсăклантармасть, ытларах китай халăхĕн ĕçчен те кăмăллă çыннисемпе вĕсен кулленхи пурнăçĕ интереслентерсе ярать.Каярахпа писатель тата Корея халăхне ирĕке кăларассишĕн пынă кĕрешĕве ача-пăча валли çырнă «Хĕрлĕ çăлтăр» повеçре (1952ç.) ĕненмелле çутатса парать.
13 1947 çулта А.АртемьевТăван çĕр-шыва таврăнать. Пĕр хушă ялта вулав çуртĕнче ĕçлет, вăрçă хыççăнхи колхоз нушисемпе талпăнăвĕсене курать. Унтан Шупашкара куçать, типографире ĕçлет, рабочи- сен пурнăçĕпе паллашать.
14 Юрату вил ĕме парăнтарнă Епле вăйлă пулнă Артемьевăн юратăвĕ-виçĕ хутчен вĕлерет,анчах чĕрĕлет,юрату сăмсахĕ çинчен савни тĕл пулăва пыманнишĕн Атăла сикет- спасательсем туртса кăлараççĕ;вăрçăран хуйхăсем яла çитеççĕ – çапăçу чарăнсан салтак киле çитет,амăшĕ тÿрех алăк уçмасть,,- тет;пĕчĕк чухне йывăр чирленĕ Саша вилсе выртать,пытарма хатĕр тăванĕсем умĕнче чĕрĕлсе тăрса ларать:киле,тăван яла,савнине юратнă.Çавăнпа Поэта вилĕм илеймен.
15 Вăрçă опычě Вăй питти йĕкĕтĕн хăй курнă-тÿснĕ вăрçăн йывăр опытне çырса кăтартас кăмăл тулса çитет. Вăл çине- çинех калавсемпе новеллăсем çырать:«Асран кайми тĕл пулусем»(1948),«Çул уçă»(1948),«Ан авăн,шĕшкĕ».1950 çулта пĕрремĕш кĕнеки «Ан авăн, шĕшкĕ» тухать. Вулакансем ăна ăшшăн йышăнаççĕ, критикăра та ырăпа асăнаççĕ.А.Артемьев ячĕ чăваш литература тÿпинче палăрма пуçлать.1950 çулта вăл Мускаври чăваш литературипе искусствин декадине хутшăнма тивĕç илнĕ.
16 Салампи Аллăмĕш çулсенче А.Артемьев творчествине уçă сывлăш кĕрет. Ку вăл уйрăмах «Салампи» романра палăрать.
17 «Салампи»( ) романăн теми –вăрçă хыççăнхи çамрăксен юратăвĕпе туслăхĕ, кăмăлĕпе сипечĕ. Çамрăк писатель пĕтĕм чун-чĕрипе пысăк идейăна ăнланса илет: историн ăшши-сиввинче пурнăç урапине малалла тĕкекен шанчăклă вăй, самана урапин тĕнĕлĕ вăл – ĕç халăхĕ. Ĕç – пурнăç тыткăчи.Çак шухăш-кăмăл Артемьевăн нумай произведенийĕсен тĕшши пулса тăрать.
18 Алтăр çăлтăр Çапăçу уй-хирĕсенче юн тăкнă писатель-патриот, паянхи пурнăçăн çивĕч ыйтăвĕсемпе пĕрлех, иртнĕ вăрçă çинчен те çырмасăр пултарайман.Çак темăпа унăн калавĕсемпе очеркĕсем, повеçĕсем хушшинче «Алтăр çăлтăр»(1962) повесть уйрăмах палăрса тăрать. Кунта автор вăрçă опытне этемĕн кăмăл- сипечĕ(мораллĕ тасалăхĕ) енчен философилле пĕтĕмлетсе парас задача лартнă.
19 «Алтăр çăлтăр » сыпăкĕнчен Фронтра Атнаров юрату инкекĕ пек мар капашсăр пысăк асапа - Тăван çĕр-шыв вутра çуннине курать.Хăй те паттăррăн çапăçса аманать, тăнне çухатса тыткăна лекет, этем кун-çулĕнчи чи пысăк нушапа чыссăрлăха тÿссе ирттерет.
20 Симěс ылтăн Вăрçă темине А.Артемьев час-часах пурнăç ыйтăвĕсемпе çыхăнтарать.Акă «Симĕс ылтăн»(1977) повесть пурнăç кăткăслăхĕпе, тĕллĕн-тĕллĕн хаярлăхĕпе, çивĕч конфликтпа палăрса тăрать.«Сталинградра çĕр çунать, чул шартлатса çурăлать, тимĕр ирĕлсе шăранать... Этем мĕнле тÿсет- ши?» - тет автор.Çак вăрçă тамăкĕнче паттăрлăх кăтартнă, орден илме тивĕç пулнă Валентин Актаев çапăçура тăнне çухатса нимĕçсен тыткăнне лекет.Темиçе çултан,этем чăтайман асапсем тÿссе,суранлă, чирлĕ Валентин Тăван çĕр-шыва таврăнать.
21 Т ăван ялĕнче 2004 çулта асăну хăми уçнă.
22 Артемьевăн Тури Вылари килĕ умĕнче вăл çуралнăранпа 85 çул çитнĕ кун çурла уйăхĕн 14-мĕшĕнче паллă çынсем пухăннă.Вăл пурăннă çурт çине сăн ÿкерчĕкне вырнаçтарнă.
Еще похожие презентации в нашем архиве:
© 2024 MyShared Inc.
All rights reserved.