Скачать презентацию
Идет загрузка презентации. Пожалуйста, подождите
Презентация была опубликована 11 лет назад пользователемАлександра Второва
2 Шупашкарти сăваплă вырăнсем Шупашкар хули çинчен вĕреннĕ чух усă курмалли проект Çĕнĕ Шупашкарти 3-мĕш вăтам шкулти вĕрентекенĕн Чернова Н. А. проект ĕçĕ
3 Шупашкарти сăваплă вырăнсем
4 Кÿртěм Кунсерен пирĕн ума пурнăç çивĕч ыйтусем кăлара-кăлара тăратать. Паянхи кунăн тĕп тĕллевĕ - Раççейĕн вĕрентÿ енĕпе хатĕрленĕ наци проектне пурнăçласси. Ку тĕлĕшпе пурин те çанна тавăрса ĕçлемелле: ачасен те, ашшĕ - амăшĕн те, вĕрентекенсен те. Нимĕнле çĕнĕлĕх те вăй хумасăр, тăрăшмасăр çĕнтерсе пыраймасть. Пурнăçпа тан утса пыма темиçе хут хастартарах, пуçаруллăрах, тавçăруллăрах пулмалла. Ун пек пулма вара пире çивĕч ăс-хакăл та пуян чун-чĕре кирлĕ çула пирĕн республикăра Н.В.Федоров указĕпе «Ăс-хакăлпа чун аталанăвĕн çулталăкĕ» тесе палăртнăччĕ. Мĕнре палăрать-ха çыннăн чун-чĕре пуянлăхĕ? Мĕнре курăнать вăл? Чи малтанах харпăр хăйне çĕр çинче чăн-чăн çын пек туйса тăнинче, хăйĕн тивĕçне пурнăçласа пынинче, хăйне хăй тата ашшĕ-амăшне, тăванĕсене, тус- юлташĕсене хисеплеме пĕлнинче. Ун хыççăн -тăван чĕлхене, тăван халăха юратма, хисеплеме пултарнинче. акăнпа пĕрлех хамăра кирек ăçта та, кирек кам умĕнче те сăпайлă, культурăллă тыткалама пĕлмелле, ырă шухăш-кăмăлпа, ырă ĕçпе, çынсене сума суса, пурнăç техĕмне туйса пурăнмалла. акна чи малтанах аслисен асра тытмалла, ачасене, çамрăксене тĕслĕх парса вĕрентсе тăмалла. Апла пулсан паян пирĕн вĕрентÿпе пĕрлех воспитани çине те темиçе хут тимлĕрех пăхмалла.
5 Шкул тата чиркÿ хутшăнăвĕсем, вĕрентÿ ĕçĕ тата тĕн ĕненĕвĕ- çак ыйтусене хускатсан ĕлĕкрех çапла каланине илтме пулатчĕ: «Пирĕн çĕр-шывра патшалăх тата чиркÿ ĕç-хĕлне пĕр-пĕринчен уйăрнă, çавăнпа та шкулсенче ачасене пĕлÿ, воспитани парасси ниепле те чиркÿпе çыхăнма пултараймасть». Чылайăшĕ паян кун та çапла шухăшлать. Вĕсемпе, тен, килĕшме те пулĕ, анчах чиркĕве патшалăхран уйăрсан та, халăхран, обществăран никам та уйăрман, апла тума май çук. Юлашки çулсенче çамрăк ăрăва воспитани парас ĕçре йывăрлăхсем чылай капланчĕç. Çакă обществăра чун-хакăл пуянлăхĕн шайĕ чакса кайнипе тÿррĕнех çыхăннă. Мĕн тумалла-ха? Нумайăшĕ шкулта православи культурин никĕсне вĕрентме сĕнет. Ку шухăша хирĕçлекенсем те пур. Мĕн тăвăн- чун тасалăхĕн çăлкуçĕсем патне таврăнас çул çăмăл мар. Çак тата ытти ыйтусем тавра калаçмалли те, тумалли те питĕ нумай. Эпир, чăваш чĕлхипе литературине вĕрентекенсем, ÿссе пыракан ăрăва тăван халăхăн историйĕпе паллаштарас тĕллевпе тимлетпĕр. Тăван халăхĕн историйĕпе мухтанса ачасен мăнаçлăх туйăмне çĕклесси, чăвашлăха аталантарасси, çамрăксен тавра курăмне пуянлатасси, ĕçе юратма, тирпейлĕ, кăмăлпа тума, çын ĕçне хисеплеме вĕрентесси пирĕн пĕрремĕш тивĕç тесе шутлатпăр. Хальхи вăхăтра эпир вырăс шкулĕнче чăваш чĕлхи вĕрентессин тĕп тĕллевĕ кулленхи пурнăçра ачасене чăвашла калаçса хутшăнма хăнăхтарасси тетпĕр. ак тĕллеве тĕпе хурса ачасене чăваш халăхĕн историйĕпе паллаштарас ĕçре вĕрентĕвĕн тĕрлĕ формипе усă куратпăр. Вĕсенчен пĕри – проект технологийĕ.
6 Проект ĕçĕсене пурнăçланă май ачасен чăвашла пуплевĕ лайăх аталанать. ак мелпе ĕçлени ачасен илемлĕх туйăмне те аталантарать. авăн пекех ачасем ушкăнсенче килĕштерсе ĕçлеме, пĕр-пĕрин ĕçне хаклама, хăйсен шухăшĕсене çирĕплетсе калама, йăнăшĕсене вăхăтра курса тÿрлетме вĕренсе пыраççĕ. Эпир туса пыракан ĕç кулленхи пурнăçра пысăк пĕлтерĕшлĕ. Ачасене Тăван çĕр-шыва, тăван халăха, унăн культурине, историне, йăли-йĕкине, чĕлхине юратма, йывăрлăхсене çĕнтерсе палăртнă тĕллевсене пурнăçлама, ырă чунлă пулма хăнăхтармалли майсем пурах. Çак проектра ачасене Шупашкарти сăваплă вырăнĕсемпе паллаштармалли материал сĕнетпĕр. Проект чăваш чĕлхи урокĕсенче «Шупашкар» (4 класс), «Юрататăп, çĕр-шывăм, сана»(5 класс), «ĕнелет ман ватă Шупашкар», « Асанне, эсĕ турра ĕненетĕн-и?»(6 класс), «Шупашкар кунĕ»(7 класс), «Республикăри хуласем»(8 класс), «Ÿсет, капăрланать республикăн тĕп хули», «Чиркÿре ача ятне хуртарни», «Христос хăçан çуралнă?» (9 класс) темăсене, тăван ен культури урокĕсенче « Чăваш енри тĕн» («Религия в современной Чувашии») темăсене вĕрентме усăллă пуласса шанатпăр.
7 Проектăн тĕп ыйтăвĕ: Тěнчене мěн улăштарма Тěнчене мěн улăштарма пултарать-ши? пултарать-ши? Проблемăллă ыйтусем: Проблемăллă ыйтусем: Революциччен Шупашкар хулинче миçе чиркÿ пулнă? Революциччен Шупашкар хулинче миçе чиркÿ пулнă? Хальхи вăхăтра мěнле чиркÿсене юсаса çĕнетнĕ, мĕнле çěнě чиркÿсем туса лартнă? Хальхи вăхăтра мěнле чиркÿсене юсаса çĕнетнĕ, мĕнле çěнě чиркÿсем туса лартнă? Çамрăк ăрăва ăс парса ÿстернĕ чух православи мĕнле витĕм кÿрет? Çамрăк ăрăва ăс парса ÿстернĕ чух православи мĕнле витĕм кÿрет?
8 Дидактика тěллевěсем: Дидактика тěллевěсем: 1. Мăн асаттесен еткерне хисеплеме вĕрентесси; 2. Вĕренекенсен ăс- хакăл культурине православи тĕнĕ урлă аталантарасси; 3. Тăван çĕр-шывăн пулăмĕсене ăнкарса илсе патриотизм туйăмне витĕмлентересси. Введенский собор Троицкий монастырь Церковь Михаила Архангела
9 Проблемăсене палăртса тухни 1.Чăваш чěлхи, тăван ен урокĕсенче Шупашкарти сăваплă вырăнсемпе паллашасси. 2.Чиркÿсем, храмсем çинчен тăван ен, истори урокĕсенче вěреннине аса илесси.
10 Тĕллевсем 1.Чăваш Республикин историне тěпчесси; 1.Чăваш Республикин историне тěпчесси; 2.Панă темăпа кирлĕ материал тупма вĕрентесси; 2.Панă темăпа кирлĕ материал тупма вĕрентесси; 3. Шупашкарти тата ытти хуласенче сăваплă вырăнсене курма, тасалăха тытса пыма вĕрентесси; 3. Шупашкарти тата ытти хуласенче сăваплă вырăнсене курма, тасалăха тытса пыма вĕрентесси; 4. Вĕренекенсен сăмах йышне ÿстересси, 4. Вĕренекенсен сăмах йышне ÿстересси, калаçу чĕлхине пуянлатасси, вĕсене тĕрĕс çул çине тăма пулăшасси; калаçу чĕлхине пуянлатасси, вĕсене тĕрĕс çул çине тăма пулăшасси; 5. Вĕренекенсен ăс- хакăлне, тавракурăмне аталантарасси. 5. Вĕренекенсен ăс- хакăлне, тавракурăмне аталантарасси.
11 Пулмалли ĕçĕн сăнарĕ Проект валли кирлĕ материал шырасси; Проект валли кирлĕ материал шырасси; Материалпа паллашасси; Материалпа паллашасси; Экскурсисене каясси; Экскурсисене каясси; Пуçватмăшсем тăвасси, рефератсемпе сочиненисем çырасси; Пуçватмăшсем тăвасси, рефератсемпе сочиненисем çырасси; Проекта пурнăçа кĕртесси; Проекта пурнăçа кĕртесси; Проекта хÿтĕлесси. Проекта хÿтĕлесси.
12 Пулмалли результат Проектпа ĕçленĕ чух ачасем тăван республикăн историйĕпе, аталанăвĕпе,сăваплă вырăнĕсемпе тата культурипе тĕплĕнрех паллашаççĕ Вĕренекенсем хăйсен сăмах йышне ÿстереççĕ,тавракурăмне,ăс -хакăлне аталантараççĕ, кăмăл- туйăмне уçса яраççĕ
13 Результата пурнăçа кĕртесси Тема тăрăх кирлĕ материал тупасси Тема тăрăх кирлĕ материал тупасси Тĕпчев ĕçĕ ирттересси Тĕпчев ĕçĕ ирттересси Рефератсем çырасси Рефератсем çырасси Кроссвордсем тăвасси Кроссвордсем тăвасси Ачасен пĕлĕвне тĕрĕслемелли тĕрлĕ ĕçсем туса ирттересси Ачасен пĕлĕвне тĕрĕслемелли тĕрлĕ ĕçсем туса ирттересси
14 Методика задачисем: Методика задачисем: Церковь Новомученников и церковь Рождес- Церковь Новомученников и церковь Рождес- исповедников Российских тва Христова исповедников Российских тва Христова Шкул ачисене тěрлě информаци çăлкуçěсемпе ěçлеме вěрентесси; Шкул ачисене тěрлě информаци çăлкуçěсемпе ěçлеме вěрентесси; Илнě информацие тишкересси, тÿрлетсе лайăхлатасси, пĕтĕмлетесси; Илнě информацие тишкересси, тÿрлетсе лайăхлатасси, пĕтĕмлетесси; Кашни харпăр хăй проект тунă чухне компьютер технологийěсемпе ěçлес меслетсемпе тěрěс те вырăнлă усă курасси. Кашни харпăр хăй проект тунă чухне компьютер технологийěсемпе ěçлес меслетсемпе тěрěс те вырăнлă усă курасси.
15 Проекта ирттермелли тапхăрсем Проекта ăса хывни: Шупашкарти чиркÿсем, храмсем çинчен Шупашкарти чиркÿсем, храмсем çинчен тěрлě йышши информаци, материал шыраса тупасси, хулара пурăнакансенчен ыйтса пěлесси; тěрлě йышши информаци, материал шыраса тупасси, хулара пурăнакансенчен ыйтса пěлесси; Проекта пурнăçласси: Ăсталăх çыннисен, литераторсен, журналистсен ушкăнě тухса каласси; буклет, кроссворд тăвасси; Ăсталăх çыннисен, литераторсен, журналистсен ушкăнě тухса каласси; буклет, кроссворд тăвасси; Пěтěмлетÿ тăвасси: Тěрěслев тестне çырасси, «Шупашкарти сăваплă вырăнсем» презентаци хатĕрлесе хÿтěлесси. Пěтěмлетÿ тăвасси: Тěрěслев тестне çырасси, «Шупашкарти сăваплă вырăнсем» презентаци хатĕрлесе хÿтěлесси. Покровско-Татианинский собор Церковь Иоанна Кронштадтского
16 Историрен Историрен XIX ĕмĕрте Чăваш территорийĕнче 299 чиркÿ тата темиçе теçетке часавай пулнă. Шупашкарта чиркÿ çителĕклĕ пулнă,вĕсем хулана илем кÿнĕ, архитектурăна чĕрĕлĕх кĕртнĕ. Сыхланса юлнă чиркÿсенчен нумайăшне XVIII ĕмĕрте туса лартнă. Хула халăхĕ сахал пулнă пирки чиркÿ приххутне çÿрекенсем йышлах пулман. Тупăшĕ,паллах, çитмен. Перекетлес тĕллевпе чиркÿсене хĕллехи тата çуллахи вариантпа туса лартнă. Чиркÿ тума ытларах халăхран пуçтарнă укçана янă. Воскресенская церковь Успенская церковь Церковь Успения Божией Матери иСвято-Троицкий мужской монастырь
17 Иртнĕ ĕмĕр пуçламăшĕнче Шупашкарта 16 чиркÿ ĕçленĕ. Шел пулин те, вĕсенчен нумайăшĕ паянхи кунччен сыхланса юлман: Иртнĕ ĕмĕр пуçламăшĕнче Шупашкарта 16 чиркÿ ĕçленĕ. Шел пулин те, вĕсенчен нумайăшĕ паянхи кунччен сыхланса юлман: Вознесенская церковь (построена в 1703 г.). В ней обнаружена метрическая запись о рождении легендарного героя гражданской войны В.И. Чапаева. Снесена в 1940-х гг., находилась на берегу Волги рядом с постройками Свято-Троицкого мужского монастыря Вознесенская церковь (построена в 1703 г.). В ней обнаружена метрическая запись о рождении легендарного героя гражданской войны В.И. Чапаева. Снесена в 1940-х гг., находилась на берегу Волги рядом с постройками Свято-Троицкого мужского монастыря Крестовоздвиженская церковь (построена в 1702 г.). Не сохранилась – попала в зону затопления водохранилища, находилась на нижней части восточного косогора, бывш. ул. Кадыкова Крестовоздвиженская церковь (построена в 1702 г.). Не сохранилась – попала в зону затопления водохранилища, находилась на нижней части восточного косогора, бывш. ул. Кадыкова Церковные сооружения, находившиеся в центральной части города и снесенные в х гг.: Благовещенская церковь и церковь Рождества Христова (построена в 1708г.) Церковные сооружения, находившиеся в центральной части города и снесенные в х гг.: Благовещенская церковь и церковь Рождества Христова (построена в 1708г.) Церковь Св. великомученицы Параскевы. Состояла в приходе Михаило-Архангельской церкви, не сохранилась – снесена в 1920-х гг. Церковь Св. великомученицы Параскевы. Состояла в приходе Михаило-Архангельской церкви, не сохранилась – снесена в 1920-х гг. Покровская церковь (построена в начале XVIII в., колокольня – в XIX в.). Не сохранилась – попала в зону затопления, находилась в пойме р. Чебоксарка, бывш. Речной переулок Покровская церковь (построена в начале XVIII в., колокольня – в XIX в.). Не сохранилась – попала в зону затопления, находилась в пойме р. Чебоксарка, бывш. Речной переулок
18 Хулара çак храмсене юсаса çĕнетнĕ тата çĕнĕ чиркÿсем туса лартнă: Хулара çак храмсене юсаса çĕнетнĕ тата çĕнĕ чиркÿсем туса лартнă: 1. Церковь Преображения Господня (построена в 1720 г.), бывшая церковь Владимирской Божьей Матери, ныне на территории действующего Спасо-Преображенского женского монастыря. 2. Церковь Св. Иоанна Кронштадского (построена в 1911 г.), бывшая часовня-усыпальница купцов Ефремовых. 3. Свято-Троицкий мужской монастырь (основан в середине XVI в.).Закрыт в 1924 г., вновь действует с 1993 г 4. Церковь Св. Федора Стратилата (построена в XVIII в.) на территории ныне действующего Свято- Троицкого мужского монастыря Церковные сооружения на территории ныне действующегоСвято- Троицкого мужского монастыря: 5. Собор Живоначальной Троицы (построен в 1748 г.) 6. Церковь Толгской Божьей Матери (построена в 1713 г.) 7. Успенская церковь (построена в 1763 г.), ныне действующая. В 1934 г. разобраны колокольня, вход и пристрой. В 1970-х гг. в связи с подготовкой к затоплению водохранилища засыпан первый этаж, бывш. ул. Р. Люксембург 8. Михаило-Архангельская церковь (построена в 1702 г.). Ныне действующая, восстановлена в 1996 г. (колокольня и 2-я церковь не сохранились), ул. К. Иванова 9. Часовня-храм Св. мученика Иоанна-воина на территории Мемориального комплекса «Победа» 10. Церковь Иконы Божией Матери «Взыскание погибших», ул. Гражданская 11. Церковь Новомученников и исповедников Российских, построенная в новоюжном жилом массиве. 12. Церковь Рождества Христова на площади Республики (построена в честь 2000-летия Рождества Христова) 13. Покровско-Татианинский собор
19 Шупашкар ГЭСне туса лартни хула сăнне палламалла мар улăштарчĕ çулта тĕп хулара паллă Тасалăх çулĕ туса хучĕç. Вăл XX ĕмĕр вĕçĕнче таса чунлăх аталаннине кăтартакан хăйне евĕрлĕ палăк пулса тăчĕ.
20 «Чиркÿ- çыннăн чунне сиплекен» ыйтса пĕлни ( 50 çынран ыйтса пĕлнĕ) «Чиркÿ- çыннăн чунне сиплекен» ыйтса пĕлни ( 50 çынран ыйтса пĕлнĕ) Ыйтăвĕсем: Эсир çак каларăшпа килĕшетĕр-и? Эсир çак каларăшпа килĕшетĕр-и? Эсир чиркÿ çине мĕнле кăмăлпа пăхатăр? Эсир чиркÿ çине мĕнле кăмăлпа пăхатăр? Чиркÿсене юсаса çĕнĕтни çине мĕнле пăхатăр? Чиркÿсене юсаса çĕнĕтни çине мĕнле пăхатăр? акă çын тыткаларăшне улăштарма пулăшать-ши? акă çын тыткаларăшне улăштарма пулăшать-ши? Эсир мĕнле шутлатăр, пирĕн правительство чиркĕве пулăшса тăрать-и? Эсир мĕнле шутлатăр, пирĕн правительство чиркĕве пулăшса тăрать-и? Эсир чиркĕве çÿретĕр-и? Эсир чиркĕве çÿретĕр-и? Чиркĕве кĕрсе тухсан эсир хăвăра мĕнле туятăр? Чиркĕве кĕрсе тухсан эсир хăвăра мĕнле туятăр? Хуравĕсем «çапла» е «çук»
21 Пĕтĕмлетÿ: Хальхи Чăваш Ен территорийĕнче 299 чиркÿ тата темиçе теçетке часавай пулнă. Иртнĕ ĕмĕр пуçламăшĕнче Шупашкарта 16 чиркÿ ĕçленĕ. Шел пулин те, вĕсенчен нумайăшĕ паянхи кунччен сыхланса юлман. Хальхи Чăваш Ен территорийĕнче 299 чиркÿ тата темиçе теçетке часавай пулнă. Иртнĕ ĕмĕр пуçламăшĕнче Шупашкарта 16 чиркÿ ĕçленĕ. Шел пулин те, вĕсенчен нумайăшĕ паянхи кунччен сыхланса юлман. Хулара кивĕ храмсене юсаса çĕнетнĕ тата çĕнĕ чиркÿсем туса лартнă: 1.Церковь Преображения Господня Церковь Св. Иоанна Кронштадского 2. Церковь Св. Иоанна Кронштадского 3.Свято-Троицкий мужской монастырь 4.Церковь Св. Федора Стратилата 5.Собор Живоначальной Троицы Церковь Толгской Божьей Матери 6. Церковь Толгской Божьей Матери 7.Успенская церковь 8.Михаило-Архангельская церковь Часовня-храм Св. мученика Иоанна-воина 9. Часовня-храм Св. мученика Иоанна-воина 10.Церковь Иконы Божией Матери «Взыскание погибших», Церковь Новомученников и исповедников Российских 11. Церковь Новомученников и исповедников Российских 12. Церковь Рождества Христова(построена в честь 2000-летия Рождества Христова) 12. Церковь Рождества Христова( построена в честь 2000-летия Рождества Христова) 13. Покровско-Татианинский собор
22 Христиан тĕнĕ пĕтĕм пирĕн çемьери, социаллă, политика çыхăнăвĕсене, хутшăнăвĕсене çутатса тăрать. Вăл çын чунне, ÿтне мĕн кирлине пĕтĕмпех çителĕклĕ парать. Вĕрентÿ академийĕн академикĕ Бестужев-Лада Игорь Васильевич çапла каланă: «Люди в стране тотально деморализованы. Сложнейшая проблема их реморализации абсолютно неразрешима без содействия религии, в центре внимания которой находятся такие ключевые понятия, как совесть, стыд, долг и т. п.». Кунта Серафим Саровскин сăмахĕсем те питĕ вырăнлă: «Молитва, пост, бдение и всякие другие дела христианские, сколь не хороши они сами по себе, однако не в делании только их состоит цель нашей христианской жизни, хотя они и служат необходимыми средствами для достижения ее. Истинная же цель жизни нашей христианской состоит в стяжании Духа Святого Божьего.» Христиан тĕнĕ пĕтĕм пирĕн çемьери, социаллă, политика çыхăнăвĕсене, хутшăнăвĕсене çутатса тăрать. Вăл çын чунне, ÿтне мĕн кирлине пĕтĕмпех çителĕклĕ парать. Вĕрентÿ академийĕн академикĕ Бестужев-Лада Игорь Васильевич çапла каланă: «Люди в стране тотально деморализованы. Сложнейшая проблема их реморализации абсолютно неразрешима без содействия религии, в центре внимания которой находятся такие ключевые понятия, как совесть, стыд, долг и т. п.». Кунта Серафим Саровскин сăмахĕсем те питĕ вырăнлă: «Молитва, пост, бдение и всякие другие дела христианские, сколь не хороши они сами по себе, однако не в делании только их состоит цель нашей христианской жизни, хотя они и служат необходимыми средствами для достижения ее. Истинная же цель жизни нашей христианской состоит в стяжании Духа Святого Божьего.» Церковь Феодора Стратилата Собор Живоначальной Троицы
23 1996 çулта, Чăваш Ен Патшалăх кунне уявланă чухне Николай Васильевич Федоров президент чĕннипе пирĕн республикăна (историнче пĕрремĕш хут) Мускав тата Пĕтĕм Раççей патриархĕ II Алексий килсе курчĕ. Вырăс Чăн Тĕн Чиркĕвĕн иерархĕ Чăваш Республикине килни чи малтан Н. Федоров Раççей çыннисен чунлăхне аталантарас, истори тĕрĕслĕхне çĕнĕтес ĕçре тава тивĕçлĕ пулнине кăтартать. Чунпа вăйлă çын çеç çĕнĕ Раççейĕн, çĕнĕ Чăваш енĕн чăн- чăн тăваканĕ пулма пултарать.
24 Усă курнă литература: 1. Государственные образовательные стандарты начального общего, основного общего, среднего (полного) общего образования в Чувашской Республике. Национально- региональный компонент. –Чебоксары, Чăваш чĕлхи: вырă шкулĕсен I- IX класĕсен программи / И. А. Андреев çырса хатĕрленĕ.- Шупашкар, Голицына Н. С. Проектный метод: Пособие для учителя/ Н. С. Голицына, И. Б. Сенновская. –М., Гуленко Н. Н. Проблемы внедрения метода проектов в школе/ Н. Н. Гуленко// Образование в современной школе Браславский Л. Ю. Храмы, приходы и монастыри Чебоксарской и Чувашской епархии. - Чебоксары, Чăваш халăхĕн пултарулăхĕ. Ваттисен сăмахĕсем.- Шупашкар: Чăваш кĕнеке издательстви, Данилов В. Д., Павлов Б.И. История Чувашии.-Чебоксары, Григорьев В. Г. Чăн тĕн букварĕ. –Шупашкар, 2006.
25 Усă курнă интернет-ресурссем: sobory.ru/distr/index. ezh.sedmitza.ru/index /
26 Хушма материал Хушма материал пайĕнче ачасен кăмăл-туйăмне уçса яракан сăвăсемпе калавсем, ваттисен сăмахĕсем, урокра ирттермелли хăш-пĕр ĕçсем, кроссворд, тест. Чăвашла куçарăр. Церковь. Икона. Заповедь. Молитва. Лавра. Пасха. Венчание. Монастырь. Совесть, стыд. Распятие. Благословение. Рождество. Грех, искушение. Крещение. Крестная мать. Крестный отец. Колокол. Купол. Милосердие. (Чиркÿ.Турăш, таса сăн. Йĕрке, Турă хушни. Кĕлĕ. Нумай чиркÿллĕ пысăк монастырь. Мăнкун. Мăшăрланни.Монахсен çурчĕ- йĕрĕ. Намăс. Пăталани.Пил, пиллĕх. Çурални. Çылăх. Шыва кĕртни. Хреснамăшĕ. Хреснашшĕ. Чан. Чиркÿ тăрри. Ыркăмăллăх.)
27 Ваттисен сăмахĕсем 1. Чăваш чиркĕве виççĕ кĕрет: ят хунă чух, венчет тăнă чух, çĕре кĕнĕ чух. 2. Ай-хай кукамай, ĕçе кайма «вăй çук» тет, чирĕке кайма «ăçта манăн туя» тет. 3. Тур вăй патăр теççĕ. 4. Кунне те, апатне те Турă парать. 5. Тур хăйне хăй тасатать. 6. Тур панине пухса пыр, ху тупнине хушса пыр. 7. Турă кашкăра упа вăй, упана кашкăр чăрсăрне паман. 8. Турă çине шанассине шан та, анчах ху та ахаль ан лар. 9. Мунчара çăвăннипе çылăх тасалмасть. 10. Пĕр арăмпа ĕмĕр ĕмĕрлекен сăваплă. 11. Усал суниччен ыр сунма хушнă. 12. Ыр сунакан ыр курĕ, хур тăвакан хур курĕ. 13. Ыр сунса панă путек карта пуç пулнă. 14. Ыр çынсене сăйлани сăвап пулĕ. 15. Пĕр сăваплă сăмах çĕр те пĕр шухăш çуратать. 16. Ĕçре тупнă телей сăваплă.
28 Çĕнĕ Шупашкарти 3-мěш в ăтам шкулти вĕрентекенĕн Чернова Н. А. проект ěçĕ Шупашкарти сăваплă вырăнсем Чăваш Республикинчи Шупашкар хулинчи чиркÿсем çинчен вĕреннĕ чух усă курмалли проект. Тасалăх Суйма пěлмен ачан çут куçĕ пек Сенкер тÿпе паян таса. Шап-шур чиркÿ хĕреслĕ вĕçĕпе Тăрать умра псалом çырса. Тÿпе пекех сенкер, ачаш куçпа Ача пăхать чиркÿ енне. Хĕвел пек çутă ăс-пуçпа Вăл йăпшăнать: «Атя, аннем…» Ун халь часрах шала кĕрес килет, Шалта сыптарĕç Тур Юнне. Çинçе саспа чан кĕлĕ кĕвĕлет Хĕмлентерсе ача чунне. Хĕрес çине çакланнă хĕвеле Просфорка тейĕн чăнласах. Тĕнкĕлтетсе чан кĕлĕ кĕвĕлет, - Чунра ачан çут куçĕ пек таса! Виталий Енĕш Виталий Енĕш
29 Çулпуç Виçĕ утăм эпĕ турăм Çичĕ çылăха кĕрсе… Каçарсамччĕ ĕнтĕ, Туррăм, Ан тăксамччĕ пĕтерсе. Çĕнĕрен çуралнă ывăл Ман пулас килет паян. Хăп, тасал кунтан эс, явăл, Айккине ан турт, шуйттан! Тÿрĕ пултăр манăн утăм, Туррăмран илместĕп куç. Малалла вара эп пытăм, Туррăм маншăн халь – çулпуç.
30 Чи маттурри–Урине Çитĕнсе çитнисем çĕрулми кăлараççĕ. Эпир, ачасем, кăларнине пухатпăр. Ванюк шăллăм: «Эсир пĕр ала миçе çĕрулми кĕртме пултаратăр? – терĕ сасартăк. – Акă манăн алăра – çичĕ çĕрулми». Пуçларăмăр ăмăртма. Чи вĕттисене пуçтаратпăр. Хамăр мухтанатпăр: «Ман алăра сакăр çĕрулми», «ман – тăххăр». Часах анне сас пачĕ: «Пĕчĕкçĕ Урине сирĕнпе ăмăртмарĕ, - терĕ, - анчах вăл пуринчен те мала тухрĕ. Унăн алли, сирĕннипе танлаштарсан, пуринчен те пысăкрах!» Эпир пурте тĕлĕнсе кайрăмăр: «Епле апла? Ун аллине икĕ-виçĕ çĕрулми те кĕмест-иç…». «Эсир усăсăр айкашнă вăхăтра унăн пĕчĕкçеççĕ аллисем икĕ витре çĕрулми пухма пултарчĕç. Акă тулли витресем сирĕн куç умĕнчех лараççĕ. Сирĕн витрĕрсем вара пурин те пуш- пушах. Чи матурри кунта – Урине!...». Роль тăрăх вулăр. Роль тăрăх вулăр.
31 ……………………………. Пирĕн кушак çурипе нумаях пулмасть тĕлĕнмелле ĕç пулса иртрĕ. Радио итлетпĕр. Вĕçен кайăксем çин- чен каласа параççĕ. Çерçисем çывăхрах чĕвĕлтетнине илтсен, лăпках выртнă ку- шак тăчĕ, тутлăн карăнса илчĕ. Вара ра- диоприемник еннелле куç сиктермесĕр пăхма тытăнчĕ. Унтан эпир сиссе ĕлкĕриччен чалт сикрĕ те шач пырса çапăнчĕ радиоприемник çумне. Хытах çапăнчĕ пулас: урайне лапах персе анчĕ. Мана тăк тĕртсе атте: «Çапла çав хальхи саманара, - терĕ, - техникăна пĕлмесен мăкăль тухать çамкана. Эсĕ, ачам, ĕнер çул урлă вылянса сиккелесе каçса кайрăн. Малашне эс хĕрлĕ çутă чух çул урлă ан каç. Симĕс çутă çунма пуçласан çынсем каçса çÿрекен çĕртен кăна каç. Татах калатăп: техникăна пĕлмесен мăкăль тухать çамкана». Калава вулăр та ят парăр. Калава вулăр та ят парăр.
32 Ан çапăçăр – вăйăра лайăх тытăр хăвăра Пиччепе эпир вутă купалатпăр. Канма лартăмăр. Ман таврах явăнкаланă кушак çури хапха сулхăнĕнче ларакан хурсем патнелле йăпăртатса чупса кайрĕ. Вылясси килчĕ пулас: чĕпсем патнех пычĕ, пĕрне малти тяппипе унтан та кунтан тĕрткелерĕ. Чĕрнине те кăларчĕ-шим? Хур чĕппи, хытă шиплетсе, амăшĕ çумнелле йăпшăнчĕ. Хур аçи, хур касăвĕн тимлĕ хуралçи, кушак çурине хăлхинчен сăмсипе кап ярса илчĕ. Эх, çухăртрĕ пĕр кана! Унтан, кушак çурине айккинелле ывăтса, хĕрлĕ аттипе пĕр вырăнта тăпăртатса тăчĕ: «Ка-ка-ка! – терĕ хыттăн. – С-с-с!» «Кай, кай кунтан, сăхатăп!» - терĕ пулас. - Вăйă вылясси шÿт мар, -терĕ пичче кушак çури енне пăхса, - чĕрнÿне эс ан кăлар. Ан çапăçăр –вăйăра лайăх тытăр хăвăра; ан мухтанăр вăйăрпа – вăйлинчен те вăйли пур. Текст патне ыйтусем лартăр. Текст патне ыйтусем лартăр.
33 Ăсу пытăр малта, ĕмĕтÿ – хыçалта Часах, чĕрнисемпе юпана качăртаттарса, çĕрелле персе анчĕ: унталла- кунталла сулкаланса йывăç тĕмисем хушшине кĕрсе çухалчĕ. Пахчара аппапа çум çумлатпăр. Пăхатпăр та вăл урамри çÿллĕ юпа вĕçĕнчех асапланса тăнине куратпăр: ни çÿлелле улăхмалăх, ни анмалăх вăйĕ юлман шереметĕн. Часах, чĕрнисемпе юпана качăртаттарса, çĕрелле персе анчĕ: унталла- кунталла сулкаланса йывăç тĕмисем хушшине кĕрсе çухалчĕ. Пахчара аппапа çум çумлатпăр. Пăхатпăр та вăл урамри çÿллĕ юпа вĕçĕнчех асапланса тăнине куратпăр: ни çÿлелле улăхмалăх, ни анмалăх вăйĕ юлман шереметĕн. Санăн ăсу малта, тăвас тесе ĕмĕтленнĕ ĕмĕтÿ ăсу хыçĕн- че пытăр. - Пĕр-пĕр ĕçе пике- ниччен малтан, - терĕ мана аппа, - малтан шутла: вăю- халу çитейĕ-и ăна тума? Кушак çури мяуклатни Кушак çури мяуклатни илтĕнсе кайрĕ. Предложенисене Предложенисене йĕркелесе калав тăвăр.
34 Тарăхакан улмуççи - Асатте! – йăлăнатăп эпĕ. – Асатте, эпĕ пахчана тухам-и? - Асатте! – йăлăнатăп эпĕ. – Асатте, эпĕ пахчана тухам-и? - Эс, мăнукăм, унта тухма аван пĕлетĕн-ха, - терĕ асатте. Йĕркеллĕ çÿреме çеç пĕлейместĕн. Улмасене халех, сăпас çитме- сĕрех, çимеççĕ ăна. Эсĕ вара мĕн тутине пĕл- се çиетĕн? Юрĕ, тух, пахчара урăх ан алхас… Чылай çÿрерĕм пахчара. Пĕр улмуççи кутне пырса тăтăм. Çăвар шывланса кайрĕ: панулми çиес килет. Асатте куриччен, турат-ран тытса, пĕтĕм вăйран силлерĕм. Шап тутарчĕ пĕр улмийĕ çамкаран сасартăк, тепри – тутаран. Хыпаласа пăхатăп та, тутан çÿлти хупаххи улма пекех хăпарса тухнă. Хыçалта лĕх-лĕх кулни илтĕнсе кайрĕ. Асатте иккен: «Çапла вăл, мăну-кăм, каланине итлемесен, аслаçу, çеç мар, улмуççи те тарăхма пултарать.» Намăсланнипе ман пит- куçăм пал-л пĕçерсе кайрĕ. Текст планне тăвăр. Текст планне тăвăр.
35 Асаннем кăна çук Хуларан Миша кукка килчĕ. Ванюк шăллăм ун çумне çыпçăнсах ларчĕ. Асанне ăна: «Куккуна ытлашши ан йăлăхтар-ха эс», тесе ÿкĕтлерĕ. Асанне Ванюка çапла темиçе хутчен те асăрхаттарчĕ. Ванюк юлашкинчен: «Асанне, эпĕ пурăнма кукка патне каятăп, - терĕ пăшăрханса. – Вара сан пата тек нихăçан та килместĕп: ялан ятлатăн эс…» «Юрĕ, каях эппин», - терĕ çеç асанне. Килне кайнă чух кукка Ванюкпа пĕрле мана та илсе кайрĕ. Кăштах пурăнсан: «Кукка, мана киле леçсе яр», теме тытăнчĕ Ванюк. «Ма халех каясшăн эс? – тĕлĕнчĕ кукка. – Вылямалли теттесем авă мĕн чухлĕ! Трактор, машина, вертолёт, самолёт, хитре ÿкерчĕксемлĕ кĕнекесем… Каласам, сана тата мĕн çит- мест, ачам?» «Сан кунта тем те пур, - кĕç-вĕç йĕрсе ярас- лах каларĕ Ванюк, - анчах ас- анне кăна çу-ук… Мана асан- несĕр шутсăр-шутсăр кичем…» Палăртнă предложенисем Палăртнă предложенисем патне ыйтусем лартăр. патне ыйтусем лартăр.
36 2 ШАНТАЛ 3 МĂНКУН 4 С И П Л ЕК Е Н 5 ЛАВРА 6 ТУРĂШ 7 ЯКОВЛЕВ 8 ЕЛКА ПРОСФОРА 1 9 Кроссворд шутлăр
37 1. Чăваш Республикин тĕп хули. 2. Чиркÿри çурта вырăнĕ. 1. Мĕнле чиркÿ уявĕнче çăмарта сăрлаççĕ? 2. «Чиркÿ - çыннăн чунне … ? 5. Нумай чиркÿллĕ пысăк монастырь. 1. Таса сăн. 2. Чиркÿ шкулĕсем чылай уçнă, Библине чăвашла куçарнă аслă аттемĕр. 3. Христосуралнине пĕлтерекен çăлтăра асăнса хатĕрленĕ капăр чăрăш.
38 Хăвăн юлташупа калаç(диалог). - Пирĕн çĕр-шывра тĕне ĕненекенсене тиркеççĕ- и? -Тĕн çынна усал тума хушать- и? - Эсĕ чиркÿре пулса курнă- и? - Эсĕ чиркÿ службине курнă- и? - Вăл сана килĕшет-и? - Сана чиркÿре шыва кĕртнĕ-и? - Вырăссем те, чăвашсем те мĕнле тĕне ĕненеççĕ? - Тутарсем мĕнле тĕне ĕненеççĕ? - Эсир тата мĕнле-мĕнле тĕн çинчен илтнĕ?
39 Тест ĕçĕ 1.Религия современных чувашей- это … а) иудаизм б) ислам в) христианство г) язычество 2. Храмы, построенные в Чебоксарах в XVII в., - это… а) Введенский собор б) церковь Толгской Божией Матери в) церковь Федора Стратилата Ответы: А. б, в Б. а В. а,б,в 3. Место в православном храме, куда мирянам вход запрещен, - это … а) притвор б) алтарь в) паперть г) клирос
40 4. Крупнейший монастырь Чувашии в XVI – XVII вв. – это … а) Чебоксарский Троицкий б) Алатырский Троицкий в) Цивильский Тихвинский 5. В каком из церквей была найдена запись о рождении легенларного героя В. И. Чапаева? а) Вознесенская церковь б) Покровская церковь в) Крестовоздвиженская церковь 6. В каком году была построена известная всем Дорога к храму? а) в 1998 году б) в 1996 году в) в 2001 году 7. Сколько церквей было на территории Чувашской Республики в XIX в.? а) 199 б) 299 в) 399
Еще похожие презентации в нашем архиве:
© 2024 MyShared Inc.
All rights reserved.