Скачать презентацию
Идет загрузка презентации. Пожалуйста, подождите
Презентация была опубликована 11 лет назад пользователемАртем Ященко
3 Çĕр çинче пурĕ 300 тĕрлĕ йăмра, пирĕн çĕршывра – 120 тĕрлĕ. Йăмра тата çÿçе – çÿллĕ вулăллă йывăçсем.Хăва тата хĕрлĕ хăва-тёмсем. Çак йывăç пирĕн анлă çарăлнă. Ăçта кăна ÿсмест пулĕ вăл! Ăна дамбăсене çирĕплетме, эрозипе кĕрешме нумай лартаççĕ.
4 Йăмра вăрăран та,хунавран та ĕрчет. Йăмра вăрри кăчкинче, уйрăм арчара çитĕнет. Вăрă çилпе хăвăрт вĕçсе саланать. Нÿрĕ вырăна ÿксен çавăнтах тымар ярать.
5 Йăмра хĕл ыйхинчен пуринчен те малтан вăранать. Кĕçех чечеке ларать, кăчкă кăларать. Сап-сарă кăчкă çине хурт-хăмăр сырăнать. Кăчкă праçникĕнче çинсем сарă кăчкăллă темиçе турата турăш вырăнĕ çине лартаççĕ.
6 Йăмра вулли çăмăл та çемçе, хăвăрт çĕрет. Çапах та вăрман çук вырăнсенче унпа стройкăра та усă кураççĕ. Типнĕ йăмра вулли çурăлмасть. Çавăнпа та унран валашка, такана, кункăра тунă. Йăмраранах йĕлтĕр те тунă, пĕкĕ те авнă. Хăваран вара лăпă, кăрман, пукан-кресло çыхнă. Йăмра çулçине хĕлле качкасемпе сурăхсем юратса çиеççĕ.
Еще похожие презентации в нашем архиве:
© 2024 MyShared Inc.
All rights reserved.