Скачать презентацию
Идет загрузка презентации. Пожалуйста, подождите
Презентация была опубликована 11 лет назад пользователемАнтонина Бушмина
1 Манăн ĕмĕт
2 архитектор артист агроном адвокат автомеханик астроном акушер автослесарь
3 «Уссе çитсен хамăн çĕр-шыва юрăхлă çын пуласчĕ»,-тесе ĕмĕтленет кашни ача. Эпĕ пĕчĕкренех хама мĕнле професси суйласа илесси çинчен шухăшлатăп. Суйласа илме питĕ йывăр, паллах. Тĕнчере питĕ нумай професси: учитель, воспитатель, инженер… Пурте вĕсем хăйне евĕр интереслĕ. Мана вара ытларах врач профессийĕ кăмăла каять. Ман шутпа, врач ĕçĕ пурнăçра чи кирли. Мĕнле телей-ха вăл çынна усă тăвасси, çынна пулăшасси, тĕрлĕрен чирсенчен чĕртесси! Манăн врач пулас килет. Тĕплĕнрех каласан – врач-стоматолог. Çыннăн шăлĕ яланах сывă, кулли илемлĕ пултăр тесе чуна хурса ĕçлес килет. Манăн ĕмĕт пурнăçланасса шансах тăратăп. Светопольская Елена
4 Çĕр çинче питĕ нумай професси. Вĕсене шутласа та кăларма çук. Профессисем пурте кирлĕ, унсăрăн вĕсене шутласа та кăларман пулĕччĕç. Çĕр çинче питĕ нумай професси. Вĕсене шутласа та кăларма çук. Профессисем пурте кирлĕ, унсăрăн вĕсене шутласа та кăларман пулĕччĕç. Ман шутпа, вĕсен шучĕ кăна мар, пĕлтерĕшĕ те питĕ пысăк. Профессисем лайăххисем е начаррисем пулмаççĕ. Вĕсем пурте лайăх. Мана геолог ĕçĕ килĕшет. Эпĕ тĕрлĕ чулсем пухма юрататăп. Вĕсемпе паллашатăп, ас туса юлма тăрăшатăп. Ку мана пуласлăхра кирлĕ пулать. Геологăн тĕп тĕллевĕ – çĕр айĕнчи пуянлăха тупса палăртасси. Кунта географине лайăх пĕлни те кирлĕ. Çавăнпа та эпĕ карттăсемпе те ĕçлеме тăрăшатăп. Манăн ĕмĕт пурнăçлантăр тесен шкулта тăрăшса вĕренмелле. Хам суйласа илнĕ профессие алла илес тесен кирлĕ предметсене ытларах вăй хурса вĕренмелле. Ман шутпа, вĕсен шучĕ кăна мар, пĕлтерĕшĕ те питĕ пысăк. Профессисем лайăххисем е начаррисем пулмаççĕ. Вĕсем пурте лайăх. Мана геолог ĕçĕ килĕшет. Эпĕ тĕрлĕ чулсем пухма юрататăп. Вĕсемпе паллашатăп, ас туса юлма тăрăшатăп. Ку мана пуласлăхра кирлĕ пулать. Геологăн тĕп тĕллевĕ – çĕр айĕнчи пуянлăха тупса палăртасси. Кунта географине лайăх пĕлни те кирлĕ. Çавăнпа та эпĕ карттăсемпе те ĕçлеме тăрăшатăп. Манăн ĕмĕт пурнăçлантăр тесен шкулта тăрăшса вĕренмелле. Хам суйласа илнĕ профессие алла илес тесен кирлĕ предметсене ытларах вăй хурса вĕренмелле. Мартышкин Руслан
5 Мĕн пĕчĕкрененех мана пĕр шухăш канăç памасть. Эпĕ ÿссен шофёр пулас ĕмĕтпе пурăнатăп. Мĕн пĕчĕкренпех эпĕ атте машина тÿрлетнине пăхса тăратăп. Аттене пăхса тăнă чух манăн шофер пулас ĕмĕт çуралчĕ, унпа пĕрле тÿрлетес килчĕ, ăна мĕнле те пулин пулăшас туйăм çуралчĕ. Çавăн хыççăн машина ванмассерен эпĕ аттепе гаража тухса пĕрле ремонт тăватпăр. Атте вара хăйне пулăшнипе хĕпĕртесе тăрать. Çавăнпа та манăн шкулта лайăх вĕренес пулать. Шкул вĕренсе пĕтернĕ хыççăн шоферсене хатĕрлекен шкултан вĕренсе тухас пулать, ун хыççăн юратнă ĕçпе пурăнас килет. Мĕн пĕчĕкрененех мана пĕр шухăш канăç памасть. Эпĕ ÿссен шофёр пулас ĕмĕтпе пурăнатăп. Мĕн пĕчĕкренпех эпĕ атте машина тÿрлетнине пăхса тăратăп. Аттене пăхса тăнă чух манăн шофер пулас ĕмĕт çуралчĕ, унпа пĕрле тÿрлетес килчĕ, ăна мĕнле те пулин пулăшас туйăм çуралчĕ. Çавăн хыççăн машина ванмассерен эпĕ аттепе гаража тухса пĕрле ремонт тăватпăр. Атте вара хăйне пулăшнипе хĕпĕртесе тăрать. Çавăнпа та манăн шкулта лайăх вĕренес пулать. Шкул вĕренсе пĕтернĕ хыççăн шоферсене хатĕрлекен шкултан вĕренсе тухас пулать, ун хыççăн юратнă ĕçпе пурăнас килет. Чермаков Андрей
6 Манăн ÿссен сутăçă пулас ĕмĕт пур. Мана çак ĕç питĕ килĕшет. Эпĕ шкултан лайăх вĕренсе тухсан, сутăçă пулма училищăна вĕренме кĕрĕп, ун хыççăн лавккара ĕçлĕп. Лавккара суту-илÿ тунă май çынсен кăмăлне тивĕçтерес килет. Яланах вĕсемпе уçă кăмăллă, тарават пуласчĕ. Манăн ÿссен сутăçă пулас ĕмĕт пур. Мана çак ĕç питĕ килĕшет. Эпĕ шкултан лайăх вĕренсе тухсан, сутăçă пулма училищăна вĕренме кĕрĕп, ун хыççăн лавккара ĕçлĕп. Лавккара суту-илÿ тунă май çынсен кăмăлне тивĕçтерес килет. Яланах вĕсемпе уçă кăмăллă, тарават пуласчĕ. Веселина Марина
7 Эпĕ хальлĕхе пĕчĕккĕ-ха, шкулта вĕренетĕп. Шкул пĕтерсен пирĕн ĕç суйласа илмелле. Мана шофёр ĕçĕ питĕ килĕшет, мĕншĕн тесен машинăпа таçта та çитме пулать. Пысăк хуласене курма, вĕсемпе паллашма та пулать. Васильев Кирилл
8 Манăн ĕмĕт – ÿссен юрăçă пуласси. Эпĕ юрра-ташша питĕ кăмăллатăп. Шкул пĕтерсен Шупашкара музыка енĕпе вĕренме каяс кăмăл пур. Пысăк сцена çине тухса халăха савăнтарас, вĕсен кăмăл- туйăмне хăпартас, хавхалану, савăнăç кÿрес килет. Манăн тата питĕ пысăк ĕмĕт – ют çĕр-шывсем тăрăх курса çÿресси. Хам шухăшланă шухăшсем малашне те пурнăçланса пырасса шанатăп. Кирек хăçан та лайăххи пирки шухăшламалла, хăвна кăтартма, хисеплеме пĕлмелле. Шаурбина Кристина
9 Эпĕ ÿссен футболист пуласшăн. Мĕншĕн тесен эпĕ ултă çултанах футболла выляма пуçланă. Эпĕ çиччĕре пĕрремĕш хут стадиона выляма хăпарса пăхрăм. Мана выляса пĕтернĕ хыççăн мухтарĕç. Халĕ эпĕ тăваттăмĕш класра вĕренетĕп. Мана футболлла выляма куккасем вĕрентнĕ. Уссен манăн хама килĕшекен футболист пек выляс килет. Вăл – Тьери Анри. Эпĕ телевизорпа «Спорт» канал пăхма юрататăп. Хама килĕшекен команда мала тухсан е футболист хапхана мечĕк кĕртсен питĕ савăнатăп. Нумаях пулмасть эпĕ Раççейпе Англи матчне куртăм. Пирĕн футболистсем 2:1 шутпа акăлчансене çĕнтерчĕç. Эпĕ питĕ савăнтăм. Халĕ пирĕн футболистсем 2008-мĕш çулхи тĕнче чемпионатне хутшăнма хатĕрленеççĕ. Манăн та ÿссен футболист пулас килет. Эпĕ спорт шкулне кайма ĕмĕтленетĕп. Лапин Александр
10 Эпĕ халь 4-мĕш класра вĕренетĕп. Манăн малашнехи ĕмĕт – шофёр пуласси. Манăн атте те шофёр. Эпĕ те ун пек пуласшăн, çынсене усă кÿресшĕн. Шофёр ĕçĕ пур çĕрте те кирлĕ ĕç. Çавăнпа та унсăр нимĕн те тăваймăн. Эпĕ халь 4-мĕш класра вĕренетĕп. Манăн малашнехи ĕмĕт – шофёр пуласси. Манăн атте те шофёр. Эпĕ те ун пек пуласшăн, çынсене усă кÿресшĕн. Шофёр ĕçĕ пур çĕрте те кирлĕ ĕç. Çавăнпа та унсăр нимĕн те тăваймăн. Ижедеров Андрей
11 Мана дизайнер ĕçĕ килĕшет. Дизайнер – пурнăçа илемлетекен çын. Вăл тĕрлĕ ĕçсем тăвать: кивĕ куркаран çĕнĕ курка туса кăларать. Тортсене, канфетсене илемлетет. Пÿлĕмре хăй патне туртакан, чуна илĕртекен сĕтел-пукана та пĕлсе вырнаçтарать, пÿлĕмре ÿсекен чечексене те тирпейлет, чÿрече каррине те суйласа илме пулăшать, пур çĕрте те илем кÿме сĕнÿ парать. Унăн илемлĕ ÿкерме пĕлмелле. Кавирсене мĕнле илемлĕ тĕртмеллине, чĕнтере мĕнле эрешлемеллине, пусмасене мĕнле чечеклемеллине, пальто-кĕпесене мĕнлерех çĕлемеллине вĕрентет. Дизайнерăн ĕçĕ хăйне кăна мар, çынна та килĕшмелле. Унăн хăйне ĕç паракан çынпа та килĕштерсе ĕçлемелле. Мана дизайнер ĕçĕ килĕшет. Дизайнер – пурнăçа илемлетекен çын. Вăл тĕрлĕ ĕçсем тăвать: кивĕ куркаран çĕнĕ курка туса кăларать. Тортсене, канфетсене илемлетет. Пÿлĕмре хăй патне туртакан, чуна илĕртекен сĕтел-пукана та пĕлсе вырнаçтарать, пÿлĕмре ÿсекен чечексене те тирпейлет, чÿрече каррине те суйласа илме пулăшать, пур çĕрте те илем кÿме сĕнÿ парать. Унăн илемлĕ ÿкерме пĕлмелле. Кавирсене мĕнле илемлĕ тĕртмеллине, чĕнтере мĕнле эрешлемеллине, пусмасене мĕнле чечеклемеллине, пальто-кĕпесене мĕнлерех çĕлемеллине вĕрентет. Дизайнерăн ĕçĕ хăйне кăна мар, çынна та килĕшмелле. Унăн хăйне ĕç паракан çынпа та килĕштерсе ĕçлемелле. Çапла ăнланатăп эпĕ дизайнер ĕçне. Çапла ăнланатăп эпĕ дизайнер ĕçне. Смирнова Анна
12 Пушă вăхăта эпĕ компьютер умĕнче ирттерме юрататăп. Çак техникăна эпир тăватă çул каяллах туяннă. Компьютерпа ĕçлеме эпĕ çăмăллăнах вĕрентĕм. Халĕ хама кирлĕ информацине компьютерпа усă курса Интернет урлă хăвăрт шыраса тупатăп. Эпĕ ÿссен программист пуласшăн. Мĕншĕн тесен программистсем компьютера тата тĕплĕнрех пĕлеççĕ. Манăн та вĕсем пекех тĕрлĕрен программăсем тăвас килет. Цветков Евгений
13 Манăн юратнă ĕç - вĕрентекен. Мĕшĕн тесен вĕрентекен çĕр çинче чи пултаруллă, ăслă, хисеплĕ çын. Çав вăхăтрах вăл пуринчен те ырă, чуна çывăх, кирек кама та ăнланма, темĕнле йывăр ыйтăва та тивĕçлĕ татса пама пултарать. Сывлăхне шеллемесĕр çамрăксене ăс парасшăн ырми-канми тăрăшать. Манăн юратнă ĕç - вĕрентекен. Мĕшĕн тесен вĕрентекен çĕр çинче чи пултаруллă, ăслă, хисеплĕ çын. Çав вăхăтрах вăл пуринчен те ырă, чуна çывăх, кирек кама та ăнланма, темĕнле йывăр ыйтăва та тивĕçлĕ татса пама пултарать. Сывлăхне шеллемесĕр çамрăксене ăс парасшăн ырми-канми тăрăшать. Вĕрентекен - чи кирлĕ çын. «Вĕретекен пур чухне вĕренсе юл»,- тенĕ ваттисем. Манăн та пурнăç тăршшĕпех вĕренес те, вĕрентес те, пуриншĕн те усăллă çын пулас килет. Çавăнпа эпĕ вĕрентекен пулас тесе тăрăшса вĕренетĕп. Вĕрентекен - чи кирлĕ çын. «Вĕретекен пур чухне вĕренсе юл»,- тенĕ ваттисем. Манăн та пурнăç тăршшĕпех вĕренес те, вĕрентес те, пуриншĕн те усăллă çын пулас килет. Çавăнпа эпĕ вĕрентекен пулас тесе тăрăшса вĕренетĕп. Прохорова Галина
14 Эпĕ ÿссен врач- кардеолог пулма ĕмĕтленетĕп. Çынсене чĕре ыратнинчен сиплĕп. Мĕнле лайăх-çке вăл çынсене сиплеме! Çынсем сана тав сăмахĕ калаççĕ. Пĕтĕм вăй-халне, вăхăтне чирлĕ çынсене параççĕ. Çавăнпа ĕнтĕ врач – чи кирлĕ професси теççĕ. Корнилова Мария
15 Мĕнле çын-ха вăл тракторист? Ман шутпа вăл ăслă, çирĕп, ырă кăмăллă çын. Унăн хăйĕн техникине юратмалла, вăхăтра юсамалла, тирпейлĕ тытмалла. Эпĕ тракторист пулма шухăшлатăп. Ефимов Петр
16 Эпĕ пуласш ã н Эпĕ пултарат ã п Эпĕ кирлĕ
Еще похожие презентации в нашем архиве:
© 2024 MyShared Inc.
All rights reserved.