Скачать презентацию
Идет загрузка презентации. Пожалуйста, подождите
Презентация была опубликована 11 лет назад пользователемФилипп Рочегов
1 (5-9-МĔШ КЛАССЕМ ХУШШИНЧЕ ИРТТЕРНĔ УЯВ) ч чăвашсен авалхи йăли-йĕркисене тытса пырасси; илемлĕхе курма, туйма вĕрентесси; тăван халăха юратма, упрама вĕрентесси; КИРЛĔ ХАТĔРСЕМ: факелсем, çãварни карчãкĕн катемпийĕ, пãрçа, çунашкасем, çãварни карчãкĕпе старикĕ, пушãт. УЯВА ИРТТЕРЕКЕНСЕМ: БАРИНОВА МАРГАРИТА ПЕТРОВНА ИВАНОВА МАРГАРИТА ПЕТРОВНА ХРАБРОВА ГАЛИНА ГУРЬЕВНА (ЧĂВАШ ЧĚЛХИ УЧИТЕЛĚСЕМ)
2 Ертсе пыракан (çăварни кĕвви майĕпе): - Килтен-киле хĕрупраç Каллĕ-маллĕ чупкалаç. Çăварни сăри хатĕр-и? Улах парни патăр-и? Çăварни çитрĕ çаврăнса, Хĕрсем тухрĕç çавтăнса. Кăсăясем чи-чи-чи, Яш-кĕрĕмĕн катаччи. Эй, çăварни, çăварни, Çăвар карса килтĕн-и? Çăварлăхланнă тур лашин Çăварни çуни лайăх-и? Çăварни карчăк ăшталанса Йăва-икерч ăшалать. Çăварни ачи тăм алапа Тăрмашăнсах ярăнать.
3 (Çăварни кĕвви майĕпе виçĕ ача факелсемпе тухаççĕ. Çав вăхăтрах икĕ ача çăварни карчăкĕн катемпине площадка варрине лартса хураççĕ).
4 1-мĕш ача: - И, çăварни, çăварни! Çăвар тулли икерчи, Кĕсъе тулли кулачи, Эрне хушши катаччи! 2-мĕш ача: - Çăварни, çăварни! Çăварни килет, куртăр-и? Çуркунне çитет, сисрĕр-и? Хирĕç тухса илтĕр-и? 3-мĕш ача: - Çитрĕ, çитрĕ çăварни, Кĕçех çитĕ çу эрни. Эй, яш-кĕрĕм, ачапча, Чупса юлар катаччи!
5 Ертсе пыракан: -А-Ачасем! Тăвансем! -В-Васкăр, килĕр! Çăварни çитрĕ, çу çитрĕ! Çерçи ури хуçмалли вăхăт çитрĕ. Çăварни, çăварни, çăварна карса кил! Кап-кап икерчĕ хып!
6 - Кантăрĕ тулли пултăр, Кантăрĕ вăрăм пултăр !
7 4-мĕш ача: -Катаччи! Катаччи! -Катаччи çитрĕ, çу çитрĕ! Катаччи тăвĕ турăмăр, Мамăк шывĕ сапрăмăр, Хăрах тупанне катрăмăр… Катаччи! Катаччи! 5-мĕш ача: - И, йу-у кайтăр, чу-у кайтăр! Çырма урлă каçсах кайтăр! Йĕтĕн-кантăр вăрăм пултăр! Кантăр вăрри тутлă пултăр! Çерçи ури шарт! хуçăлтăр! Çие-пуçа çĕнĕ кĕпе-йĕм пултăр, Кĕпи пĕттĕр те пуçĕ юлтăр 6-мĕш ача: - Катаччи те çăварни, Кĕсъе тулли пĕремĕкĕ, Эрне хушши катаччи - Ма çăварни теес мар.
8 7-мĕш ача: - Çăварни çитрĕ, çу çитрĕ! Çерçи ури хуçмалли вăхăт çитрĕ! Çăварни, çăварни, çăварна карса кил! Кап-кап икерчĕ хып! Картлă-картлă пашалу, Карчĕ тăрăх çу юхать. Хурăн тăрри хумханать, Хура халăх пуçтарăнать. Катаччи! Катаччи!
9 8-мĕш ача: - Катаччи! Катаччи! Çăварни çитет, çу çитет! Выртан каска йăванать, Хурăн тăрри хумханать, Хура халăх пуçтарăнать, Апай икерчĕ пĕçерет, Пире кĕтсе тăрать пуль! У-ух, катаччи, катаччи! 9-мĕш ача: - Шăнкăрав сасси янăрать, Çамрăк кĕрĕм савăнать. Çăварни килет çич кунлăх, Ма килмест-ши çĕр кунлăх? 10-мĕш ача: - Шăнкăр-шăнкăр йĕс шăнкăрав, Шăнкăрав сасси çул çинче. Çак çăварни çитсессĕн Сар хĕр сасси ял çинче.
10 Ертсе пыракан: - Чăваш халăхĕ çăварни эрни тăршшĕпех савăннă. Эпир те çав йăлана тытса пырар. Ташлар пурте! (Пурте такмаксем каласа ташша яраççĕ).
16 Ачасем юрлаççĕ, (частушки-такмаксем): 1) Сарă кĕрĕк тăхăнса 5) Атте лаши - тур лаша. Саркаланса тухар-и? Çавра çуни - сар çуна. Çăварни çитрĕ çаврăнса, Чĕнтĕрлĕ те хуçмалла, Ай, катаччи чупар-и? Иккĕн-виççĕн лармалла. 2) Ăшă кĕрĕк пит лайăх 6) Ай юрлар-и янратса, Çуна çине ларсассăн, Тĕттĕмчченех чупăпăр. Çăварни чупма пит лайăх Кайран лаша тавăрса Çумра савни пулсассăн. Ăш витене хупăпăр. 3) Катаччине чупар-и 7) Çавра çуна - сар çуна Аслă уяв кăмăлне, Тупань тимĕр кирлĕччĕ. Мăн шур пÿрте кĕрер-и Çак самантра чун савни Çиме аннÿ кукăльне? Çумма ларма кирлĕччĕ. 4) Çитрĕ, çитрĕ çăварни, 8) Шăнкăр-шăнкăр йĕс шăнкăрав Кĕçех çитĕ çу эрни. Шăнкăрав сасси çул çинче. Эй, яш-кĕрĕм, ачапча, Çак çăварни çитсессĕн Чупса юлăр катаччи! Сар хĕр сасси ял çинче. 11-мĕш ача: 12-мĕш ача: - Çăварние ăсатнă чух, вырсарни кун, - Асра тытан-и е манса кайнă: Çынсем - тăван-и вăл е кÿршĕ-аршă - Тарăхнипе е тĕлсĕр сăмах майăн Усал сăмах каланăшăн ним маршăн. Сана эп кÿрентернĕтĕк, каçар. Вырсарни кун вара пĕр-пĕринчен Пĕрне-пĕри нихçан усал-хаяр, Ыйтаççĕ каçару чун-чĕререн. Çук, сунар мар. Утар-ха чыслăн, туслăн юнашар. 13-мĕш ача: - Эй, çăварни çуни сап-сар çуна! Атя-ха ут кÿлер те - ярăнар, Пĕрне-пĕри каçарнă хыçĕнчен, Йăл кулă вăй вылятăр пит çинче! 14-мĕш ача: - Ĕнтĕ кĕр те тăвар, шав та тăвар. Юрлар, ташлар, тăван, выляр-кулар. Мĕн виличчен пĕрле пурăнар! Эпир мĕн выляни-кулнисем Кайччăр ĕмĕр тăршшĕне. Мĕн юрлани-ташланисем Кайччăр хула талккишне.
18 (Çăварни карчăкĕпе старикки сиксе тухаççĕ. Чир-чĕр кайтăр тесе пушăпа çапса çÿреççĕ, кантăр-пăрçа сапаççĕ. Юрпа перкелешеççĕ, ачасене турта-турта кăлараççĕ).
19 Ертсе пыракан: - Çăварни вĕçленнĕ май катемпие çунтарса ярар!
20 Пурте: - Çăварни карчăкĕ сывă пул!
22 Ертсе пыракан: - Выляр-кулар, юрлар-ташлар! Вăй виçер те тупăшар. Çамрăк пуçăмăрта сывлăх пур чухне.
Еще похожие презентации в нашем архиве:
© 2024 MyShared Inc.
All rights reserved.