Скачать презентацию
Идет загрузка презентации. Пожалуйста, подождите
Презентация была опубликована 11 лет назад пользователемДемид Сычев
1 Килти чĕр чунсемпе паллашар-и?
3 ۩ Килти выльăх- чĕрлĕхсемпе кайăк-кĕшĕксем çинчен вĕреннине пĕтĕмлетсе хăварасси. ۩Ачасен пуплевне аталантарасси. ۩Чĕр чунсене юратма, вĕсене пăхма вĕрентесси.
4 Килти чĕр чунсен шутне мĕнле чĕр чунсем кĕреççĕ?
5 Ěне выльăх яланах Ěçлекене юратать: Ěçме-çиме парсанах Ěне сĕтне антарать.
6 Лайăх лаша – тамаша, Лар та вĕçтер Канаша. Лайăх лаша çул тытать, Лаша хуçи ыр курать.
7 Этемĕн тепĕр çывăх тусĕ лаша. Ученăйсем каланă тăрăх, этем лашана 6 пин çул каярах алла вĕрентме тытăннă. Хальхи лашасем кайăк лашаран пулса кайнă, ăна тарпан тенĕ. Тарпан кĕтĕвĕсем Раççейпе Украинăн кăнтăр пайĕсенче çÿренĕ. Унта вăл вăхăтра ари текен йăхсем пурăннă.Шăпах çавсем алла вĕрентнĕ кайăк лашана. Каярахпа лаша Европăна, Азие, Африкăна сарăлнă. Çапăçусем вăхăтĕнче хуçасăр юлнă лашасем кайăкланса кайнă. Вĕсене Çурçĕр Америкăра мустанг тенĕ. Лаша ăратти йышлă: монгол лаши, якут лаши, казах лаши, кăркăс лаши, сиглави, кохейлайн, хадбан( юлашки виççĕшĕ араб ăрачĕсем).
8 Качăр-качăр Качака Карта урлă кармашать: Кавăн, кишĕр, купăста Кĕрсе çиме тăрмашать.
9 Пирĕн сăрă сурăх пур, Унăн пĕчĕк путек пур. Çăмне илсе çип тусан Пирĕн ăшă алсиш пур.
10 Нăрик-нăрик Сысна тус, Лачакапа питĕ тус: Хĕвел хĕртет-пĕçерет, Лачакапа вăл хÿтленет.
11 Кушак çури Мăрмăр Амăшĕпе пĕрешкел. Пĕчĕкçеççĕ Мăрмăр Ячĕ хитре мĕнешкел!
12 Кушак этем кил-çуртне чылай каярах пырса кĕнĕ. Этем килĕнче лаша кĕçеннĕ, йытă вĕрнĕ, ĕне макăрнă, сысна нăрăхлатнă кушак кăна илтĕнмен. Кушака чи малтан Авалхи Египетра усрама тытăннă.Атăл тăрăхне кушак пирĕн эрăри VІІ-ІХ ĕмĕрсенче çитет. Х-ХІІ ĕмĕрсенче вăл пĕтĕм Руçĕпех сарăлать. Хальхи вăхăтра кушак таçта та пурăнать. Кушак каçхи чĕр чун. Кăнтăрла ытларах çывăрать, каçхине сунара тухать.Ун куçĕ тĕттĕмре те лайăх курать. Кушак таса чĕр чун. Кунне хунчен питне çăвать, çăмне çуласа тасатать.
13 Йытă – пирĕн çывăх тус, Вăл – ĕçчен, çавна асту: Пĕрисем килте –хуралçă, Теприсем вара – сунарçă. Йытăсем характерĕпе те, йывăрăшĕпе те, пысăкăшĕпе те пĕрешкел мар. Анчах пурин те вĕсен аслашшĕ кашкăр.Этем килне тахçан авал кашкăр пырса кĕнĕ. Çын кашкăртан майĕпен-майĕпен йытă тунă, алла вĕрентнĕ. Халь тĕрлĕрен ăратлă йытăсем тĕл пулаççĕ: эрдельтерьер, доберман, терьер т. ыт. те.
14 Мĕн-мĕн ĕçлет йытă? Йытăн пĕрремĕш тивĕçĕ ăна тискер чĕр чунсем çывхарни çинчен асăрхаттарасси пулнă. Йытăн ыйхи çăмăл, хăлхи çивĕч, вăл шăрша лайăх туять. Урăхла каласан, йытă чи малтан хуралçă кăна пулнă. Каярахпа çын ăна урăх ĕçсене те вĕрентнĕ. Индире, Грецире, Римра йытăсемпе çар ĕçĕнче усă курнă. Раççейре çар йыттисем пулман. Мĕн-мĕн тăвать-ха хальхи вăхăтра йытă? Ěлĕкхи пекех, кил сыхлать. Ăна хурал йытти теççĕ. Сунарçăсемпе сунара çÿрет, кусене сунар йытти теççĕ. Пушар йыттисем пур – кусем çунакан çуртран ачасене турта- турта тухаççĕ. Йĕрлевçĕ йытăсем преступниксене тупма пулăшаççĕ. Йытта куçсăр çынсене ертсе çÿреме те вĕрентеççĕ. Вырăсла вĕсене «собаки-поводыри» теççĕ. Йытă наркотиксене те шыраса тупма пултарать. Куратăр-и, мĕн чухлĕ усăллă ĕç тăвать йытă. Вăл çыншăн шанчăлă тус кăна мар, пулăшуçă та иккен.
15 Килти кайăк-кĕшĕксен шутне мĕнле кайăксем кĕреççĕ?
16 Ку-ка-ре-ку сар автан, Ирех тăнă вăл паян. Унăн сасси ялĕпех Ян каять кашни ирех.
17 Кăт-кăт тесе чăхха чĕнеççĕ, Хăвалаççĕ кша! тесе.
18 Нарт-нарт кăвакал Шывра ишет, савăнать, Ик çунатне шарт!çапать.
19 Паян мĕн çинчен калаçрăмăр? Килти выльăхсене мĕнле пăхмалла? Килти выльăхсем пире мĕнпе усă параççĕ?
Еще похожие презентации в нашем архиве:
© 2024 MyShared Inc.
All rights reserved.