Скачать презентацию
Идет загрузка презентации. Пожалуйста, подождите
Презентация была опубликована 11 лет назад пользователемВладислав Федякин
1 1 ЧĂВАШ РЕСПУБЛИКИН ВĔРЕНЎ ТАТА ÇАМРĂКСЕН ПОЛИТИКИН МИНИСТРЕСТВИ ВĂРМАР РАЙОН АДМИНИСТРАЦИЙĔН ВĔРЕНЎПЕ ÇАМРĂКСЕН ПОЛИТИКИН МИНИСТРЕСТВИ «МĂНÇЫРМАРИ ПĔТĔМĔШЛЕ ПĔЛЎ ПАРАКАН ВĂТАМ ШКУЛ» МУНИЦИПАЛИТЕТ ВĔРЕНЎ УЧРЕЖДЕНИЙĔ Ĕçе пурнăçлаканĕ: Цыркунова Татьяна Леонарьевна, Мăнçырмари пĕтĕмĕшле пĕлÿ паракан вăтам шкулта чăваш чĕлхипе литератури вĕрентекенĕ. Мăнçырма
2 2 Тĕпчев ĕçĕн тĕллевĕсем: -çамрăк ăрăва çарпа патриотла воспитани парасси; çулсенче пынă Аслă вăрçă витĕр тухнă çĕнтерÿçĕ салтаксене яланах сума сăвасси, хисеплесси. Тĕпчев ĕçĕн задачисем: - шыравпа тĕпчев ĕçĕсенче тĕрлĕ мелсемпе тата меслетсемпе усă курасси; - вăрçăра пуç хунă мухтавлă ентешсен ячĕсене аса илесси; - Нина Капитоновăн тăванĕсемпе курса калаçасси, ăна палланă, унпа пĕрле шкулта ĕçленĕ, вăрçăра пулнă çынсемпе, вĕсен асаилĕвĕсемпе паллашасси; - Нина Капитоновăн паттарăх çулне тĕпчесси. Тĕпчев ĕçĕн актуаллǎхĕ: Çамрăк ăрусен вёр=ёра пу= хунё паттёрсене асра тытса: ветерансен аса ил.в.сене ёша хывса Тёван =.р-шыва юратма: хисеплеме в.ренмелле? Çĕр-шыв шăпи – шăпу сан пулчĕ
3 3 Нина Капитоновăн ашшĕ – Семен Романович ç. сăн ÿкерчĕк Нина Капитонова
4 4 «Нина Семеновна çÿçеллĕ шурă тутăр çыхса çÿреме юрататчĕ, яланах çав тутăрпа çÿретчĕ тесен те йăнăш мар, - тесе аса илет унăн вĕренекенĕ Галина Александровна. – Хăш-пĕр чухне вара тутăра хулпуççи çине уртса яратчĕ. Эпир, пĕчĕк хĕр пĕрчисем, юратнă вĕрентекенĕмĕр пек пулма тăрăшаттăмăр». Чупай шкулĕнче ĕçленĕ вăхăт Ачасен юратнă вĕрентекенĕ
5 мĕш çул. Нина амăшĕ патне пырса çакăн пек сăмах каланă: «Фашистсем Сталинград патнелле пыраççĕ. Хĕрсем те çар ретне тăраççĕ. Эпĕ те каям пуль, анне», - тенĕ. Çимĕк каçĕ вăрçа тухса каякансем, салтака каякансем пекех, юрă юрласа, тăван килпе, савнă ялпа, юратнă тус-юлташсемпе сывпулашса тухса кайнă. Ялтан тухса кайнă чух Нина пĕртте каялла çаврăнса пăхман.
6 6 Ăçтан, мĕнле майпа Нина Капитонова Сталинграда лекнĕ-ха? Çар ретне хăй ирĕкĕпе тăнăскер Мускав çар округĕн пĕр подразделенийĕнче санинструкторсем хатĕрлекен курсран вĕренсе тухнă. Вара ăна тинĕс пехотин 92-мĕш бригадине янă. Ку бригада Мускав облаçĕнче йĕркеленнĕ, форонта хăйсен ирĕкĕпе кайма кăмал тунă моряксенчен, тĕрлĕ халăх çыннисенчен тăнă. Сталинградра ăна 62-мĕш çар йышне кĕртнĕ. Унăн морякĕсем хулашăн тăватă уйăх çапăçнă. Бригадăна лару-тăру уйрăмах йывăрланса çитнĕ çĕре янă. Вăрçă хыççăн паттăр моряксен ячĕпе унта ятарлă палăк лартнă.
7 7 Григорий Моклаков Нина Капитоновăпа пĕр çарта – чапа тухнă 62-мĕш çарта – çапăçнă. Кун-çулĕ те пĕр евĕртерех иккен вĕсен. Иккĕшĕ те Вăрмар районĕнче 1923 çулта çуралнă, ялĕсен – Кавалпа Мăнçырман – хушши темиçе çухрăм кăна. Вăрçă вутне те çамрăклах кĕнĕ. Боецсем Нинăна хисепленĕ, юратнă. Унăн хаваслăхĕ ыттисене вăй кÿнĕ. Мамай сăрчĕшĕн çапăçу пынă. Нина тăшман пĕрмаях бомба пăрахнă, чарăнмасăр персе тăнă чухне çапăçу хирĕнчен 160 морякпа командира хĕç-пăшалĕсемпех илсе тухать, вĕсене пулăшу парса госпитале ăсатать. Кам ÿкет, хĕр тÿрех ун патне – Пулăшать кашнинех санинструктор. Çакăн пек ик çĕр çын пурнăçне Çалчĕ Нина нимрен хăрамасăр. («Тинĕс хĕрĕ» сăвăран)
8 8 Кам ÿкет, хĕр тÿрех ун патне – Пулăшать кашнинех санинструктор. Çакăн пек ик çĕр çын пурнăçне Çалчĕ Нина нимрен хăрамасăр. («Тинĕс хĕрĕ» сăвăран) Сталинград çĕрĕ çинче
9 9 Санбатра чăваш хĕрĕ Рубен Ибаруррипе тĕл пулнă. Испанин компартин генеральнăй секретарĕ Долорес Ибарурри 1939 çултанпа пирĕн çĕр-шывра эмиграцире пурăннă. Унăн ывăлĕ Рубен-Руис вăрçăра 1941 çултах Хĕрлĕ Ялав орденне тивĕçнĕ. Сталинград патĕнчи çапăçусенче пулеметчиксен ротине ертсе пынă. Йывăр аманса вилнĕ хыççăн капитана Совет Союзĕн Геройĕ ятне панă. Мăнçырма хĕрĕпе тек тĕл пулайман вăл. Иккĕшĕ те Сталинграда хÿтĕлесе вилнĕ. Нина ун чухне çирĕмре пулнă, Рубен – виçĕ çул аслăрах.
10 10 Ленин орденĕ… Çĕршывăн чи пысăк награди. Рядовойсене çеç мар, пысăк çар пуçĕсене те нумаях паман ăна ун чухне. Апла тăк чăннипех тивĕçлĕ пулнă Н.С.Капитонова çав сумлă ордена. Чăннипех улăпла паттăрлăх кăтартнă чăваш хĕрĕ. Чи малтан вăл «Паттăрлăхшăн» медале тивĕçнĕ. Шел, Нина ку ордена алла тытса курайман. Орден кĕнекине кайран унăн йăмăкне Римма Семеновна Жиленковăна 1989 çулхи сентябрĕн 18-мĕшĕнче панă.
11 11 Канаш Мусирмы Чупай Чебоксары Москва Сталинград Коллаж-карта
12 12
13 13 ПАТТĂРСЕМ МАНĂÇМАÇÇĔ Ял (Мăнçырма) палăк ял тата шкул музейĕнчи стенд пĕрле ĕçленĕ учитель ветеран тăван йăмăкĕ тăванĕсем урам
14 14 ПАТТĂРСЕМ МАНĂÇМАÇÇĔ Вăрмар посĕлокĕнчи урам ячĕ Нина ячĕпе автобус Волков И. Арçынсемпе юнашар хĕрсем те хастар çапăçнă.// - Хĕрлĕ ялав. – – мартăн 27- мĕшĕ. Илларионова З.Д. Асăну хăми уçрĕç. // Хĕрлĕ ялав – нарăсăн 17-мĕшĕ. Николаева Н.Н. Унăн сăнарĕ яланах асра. // Хĕрлĕ ялав. – Ялкир П.А. Тинĕс хĕрĕ. // Хĕрлĕ ялав. – Галкина С. Кĕрлерĕ вăрçă, çунчĕ çĕр, анчах çунмарĕ пирĕн халăх. // Хĕрлĕ ялав – апрелĕн 30- мĕшĕ. Нана Капитоновăна халалланă юрăсем Вăрмар районĕ вăрçăра пĕрле пулнă ветеран Г.В.Моклаков Чупай шкулĕнчи асǎну хǎми
15 15 ПАТТĂРСЕМ МАНĂÇМАÇÇĔ Чăваш Республики
16 16 ПАТТĂРСЕМ МАНĂÇМАÇÇĔ Раççей Емельяненко Н. Ф., Рукавцов А. А. Моряки верны традициям: [92-я отд. стрелковая бригада]. - Волгоград, Ниж.-Волж. кн. изд-во, c. ил. 20 см. Сталинград хулишĕн çапăçса пуçĕсене хунă паттăрсене халалласа лартнă палăк. Вăрмар районĕнчи Мăнçырмари вăтам шкулта йĕркеленĕ «Красные следопыты» ушкăн патне янă çырусем (документсем).
17 17 Нина Капитоновăн йăмăкĕ Жиленкова Римма Семеновна. Унăн аса илĕвĕ.
18 18 Майăн 9-мĕшĕ - Çĕнтерÿ Кунĕ. Чăваш хĕрĕ Çĕнтерÿ кунне кĕтсе илеймен. Акă 68 çул ĕнтĕ вăл Сталинград çĕрĕ çинче выртать. Çапла, чăн-чăн паттăр пулнă чăваш хĕрĕ. Чăннипех вилĕмсĕр вăл.
Еще похожие презентации в нашем архиве:
© 2024 MyShared Inc.
All rights reserved.