Скачать презентацию
Идет загрузка презентации. Пожалуйста, подождите
Презентация была опубликована 11 лет назад пользователемЭдуард Калашников
1 100 çулхи юбилей тĕлне
2 Ухсаевские стихи и поэмы – это биография самого поэта и его поколения. Его сонеты покоряют и глубиной мысли, и полнотой раздумий о будущем, о любви к родине. Борис Бассаргин Яков Ухсай - талантливый,самобы- тный художник, отлично знающий жизнь, людей слагающий гимн земле, в которую влюб лен, и понимающий, почему про эту землю «стоит говорить». ВикторТельпугов Яков Гаврилович Ухсай - ячĕпе кăна мар, пĕтĕм чунĕпе чăн-чăн халăх поэчĕ. Унăн пултарулăхĕ, тăван çĕртен сĕткен илсе, хăватлăран та хăватлăрах уссе пырать. Ухсай тăван çĕре юратать, пуринчен ытла çĕр ĕçĕпе пурăнакан çынсем çинчен çырать. Поэт сасси-тăван çĕр сасси. Ухсайăн геройĕсем - ĕçчен çынсем, ăслă та хаваслă çынсем. Аркадий Ĕ ç хĕл
3 Слакпуç ытарма çук илемлĕ вырăнта ларать.Ту хĕрринчи шурă чулсем хушшинчен сип-сивĕ çăлсем тухаççĕ, çуллĕ валаксем тăрăх шарласа юхаççĕ.Тавралăх хăйĕн улăхĕсемпе, вăрманĕсемпе,çеçен хирĕсемпе хитре. Слакпуçĕнчен виçĕ çухрăмра, пуриншĕн те паллă Силпи улăхĕ. Ку вырăн хĕлле те хăйĕн мухтавне çухатмасть, çуллахи шавсем хыççăн та ывăнса шăпланма пĕлмест. Я.Ухсай Я.Ухсай Кирле ( ) Валя ( ) Униççе ( ) Ашшĕ- Кевриш ( ) Амăшĕ- Алтаччи ( ) Улька ( ) Якку ( ) Лиза (1914-?)
4 Хăйĕн « Юратрăм эп, хирсем, сире » сăввинченех тăван ç ĕре мĕн тери юратнине Ухсай Яккăвĕ акă епле сăмахсемпе каласа парать: Юратрăм эп, хирсем сире, Сана та, сĕм хура вăрман! Них ç ан та шухă чĕрере Ку юрату çухалмĕ ман. Нихçан та эп хăватăра Манмастăп, хамăн юррăмра Ура тапса, пуçа ухса Сире мухтатăп эп, Ухсай. Ç акăнтан пуçласа халăх поэчĕ çĕр темипе кăвапаран çыхнă пек тачă çыхăннă. Хăйсен тăван çĕрне, тăван çĕршывне вĕçĕмсĕр юратакан çĕр ĕçченĕсем - поэтăн сăвви-поэмисенчи тĕп сăнарсем. Юратрăм эп, хирсем, сире Ентешсмпе Уй-хир ытамĕнче
5 Эп час-часах яла кайса пурăнатăп,çулталăкăн кирек хăш вăхăтĕнче те. Ниме пăхăнман çил-тăмана та, кĕрхи чарусăр çумăра та, çуллахи шăрăха та, чечеклĕ çуркуннене те юрататăп. Çурхи ешерÿ çинчен кăна çыракан поэтсен сăввисене тарăхса вулатăп. Вĕсен туйăмĕсем мана шапа евĕрлĕ туйăнаççĕ. Шапа çанталăк сивĕтсен шăнса хытать те пăр айĕнче хĕлĕпе çывăрать.çурхи ăшă ешерÿ çитсен вăранать те хайхи – пĕтĕм вăйĕпе кăваклатма тытăнать. Поэт чĕринче те шапан сивĕ юнĕ кăна пулни – питĕ начар япала. Ку вăл сăвăç чунĕнче тĕп туйăм – çĕр-аннемĕре юратни çуккине пĕлтерет, çавна кура манăн та пĕр вăхăтрах кăштах агроном та, физик та, химик та пулмалла: вара тин эпĕ хĕвел айĕнчи, уйăх айĕнчи, çăлтăрлă тÿпе айĕнчи çĕрĕн поэзилĕхне ăнкарса илме пултарăп. Ухсай Яккăвĕ асаилĕвĕнчен Ухсайпа кĕçĕн хĕрĕ Лена Аслă хĕрĕпе-Ольгăпа-Силпи улăхĕнче
6 Яков Ухсайăн пĕтĕм пултарулăхĕ-сăввисемпе очеркĕсем, поэмисемпе романĕ- сем-«çут çанталăкпа этем» пробемăпа çыхăннă. Поэт е писатель çут çанталăка ывăлĕ амăшне хисепленĕ пек хисеплемелле, ăна произведение илемлĕх кÿрекен япала пек анчах усă курмалла мар. Ухсай çĕр ĕçченĕн шăпишĕн те чылай пăшăрханать, йывăр лару-тăрăвĕнчен тухмалли çул-йĕре кăтартса парать. «çĕре, çут çанталăка ăнланакан çын» пурнăçĕ поэтăн публицистикинче пысăк вырăн йышăнса тăрать. Унăн тĕп сăнарĕсем – ял ĕçченĕпе çĕр. Поэт вĕсен хушшинчи килĕшĕве упрама чĕнекен йыхравçă. Ухсай çырнă статьясем тĕрлĕ вăхăтра республикăра тата унăн тулашĕнчи хаçатсенче тухса тăнă: «Чăваш хресченĕ»(30-мĕш çулсем), «Чăваш коммуни», «Коммунизм ялавĕ», «Красная Чувашия», «Советская Чувашия», «Литература и жизнь», «Литературная Россия» т. ыт. те. Вĕсенче çак ыйтусене çивĕччĕн çутатса панă: эрози сарăлса пыни; çĕр пулăхлăхĕ чакни; юхан шывсене тата сывлăша варалани; вăрмансене касса пĕтерни;тискер чĕр чунсен йышĕ чакса пыни. Ухсай Яккăвĕ çут çанталăк çине хресчен куçĕпе пăхнă. Чăваш хресченĕ таса чунлă çĕр ăсти пулнине, çут çанталăка çывăх пĕлнине вăл лайăх ăнланса çырнă. «çăка çулçи çаврака, мĕн каласа çырнă-ши?» - тесе юрланă ĕлĕкхи чăвашсем. Чăнах та, тăван тавралăха упрама пĕлмесен мĕн калĕç-ши пирĕн çинчен килес ăрусем?» («Пурнăç çăлкуçĕ»). çапла Ухсайăн «çут çанталăк публицистикин» тĕп шухăшĕ.
7 Çак тĕрленчĕксенче –Чăваш халăх поэчĕ Яков Ухсай тăван çут çанталăка мĕнлерех хакланин хăш-пĕр тĕслĕхĕсем. Пĕрре кăна мар вăл хăйĕн калаçăвĕсенче: «Эпĕ Кĕслету тăрринче çулелле,кăвак тупенелле пăхса выртăп, манпа çилсем те çумăрсем калаçĕç,»-тенĕ.
8 «Акăшкул» (1955) «Дед Кельбук» (1956) «Кĕлпук мучи» (1958) «Стаи белых лебедей» (1963) «Суйласа илнисем. Тутимĕр» (1975) «Суйласа илнисем. Хура тапра» (1977) «Суйласа илнисем» (2009) Кĕнекисем Талантлă сăвăç, драматург, куçаруçă, публицист, тĕпчевçĕ, 60 кĕнеке авторĕ
9 КлассХайлав ячĕ 5 класс «Çурхи ÿкерчĕк» сăвă 9 класс«Атте-анне» поэма 9 класс«Çумăр»,«Мана тутар сăнарлă теççĕ…», «Кăвак хуппи»,«Мана анне тирпейлĕ пиеленĕ» сăвăсем 11 класс«Шурă хурăнпа калаçни» поэма «Кĕлпук мучи» поэма сыпăкĕсем «Атă кунчинчи тетрадь» ярăмри сăвăсем «Силпи енчи çилсем» ярăмри сăвăсем Шкул программине кĕнĕ хайлавсем
10 « Чĕррисене - этем хисепĕ, вилнисене - хура тăпра» «Илемлĕ çут çанталăкран çынна ан уйăр эс, çулçа ан тат нихçан та йывăçран». «Çăкăр кăвапи тавра çаврăнса çÿрет тĕнче». «Çакă çутă тĕнчере чи мăнни пĕр çăкăр çех!» «Çăкăр кăвапи» ярăмран «Çĕре-Анне, ĕçе-Аттемĕр тейĕр ырра вĕрентĕр çамрăк- кĕрĕме». «Эсир, туссемĕр, хамăр паттăр йăхăн чапне çап-çамрăк халăх умĕнче ан ярăр». «Тирпейлĕ аннĕрсем çуратнă чĕре çуркамăç йăмăксем. Типтерлĕ аçăрсем юратнă куç шăрçисем пек шăллăмсем…пуç тайăр ĕçре чап илнĕ хамăр халăха!» «Атте-анне» поэмăран
11 Хирте çеçке ÿсмен чухне Хитре хура тăпра хавачĕ, Сĕткенлĕ пашкăрса кулачă Пырса ларать сĕтел çине. Вара ун тутлă сĕткенне Мухтатăп эп, тăпра поэчĕ. «Иванов вăрманĕ» Халăх тарĕпе ĕçченĕ, Уйăхпа хĕвел çути Тырпула кĕрсе пĕрлешнĕ Пур унта тăпра тути. «Кĕлпук мучи» Кайăк пек кĕрет хаваслăх Халăх кăмăлне вĕçсе. Туртăнать хăватлă алă, Тулалла, хире, ĕçе! «Ту урлă çул» Сухара чăваш çынни тарланă, Ĕшенсе çитсен çĕрле вара Çывăрма минтер пек курăк сарнă, Хунă пуç айне хура тăпра. «Акăшкÿл» Эх, хура çĕр, тĕнчере Çук санран та мăнтăрри, Çавăнпа та чĕрере Çуралать мухтав юрри. «Ту урлă çул» Вăл сана куллен çитернĕ, Унăн хаклă тăпринчен Илнĕ пысăк вăй сĕткенĕ Пулнă кăкăр сĕтĕнче Çĕр сана усранă тутă - Хисепле те сума су. «Акăшкÿл»
12 Анчах, ыльăм, çук иккен Тĕнчере чи-чи кирли Пĕтĕм халăх çиекен Ырă çăкăртан тутли.. Çакă çутă тĕнчере Чи мăнни пĕр çăкăр çех! Çыннăн çăкăр çинипе Вăй-хал та пур, ăс та пур. Пĕтĕм халăх умĕнче Çăкăр пур чухне анчах Туйăнать пире тĕнче Тăкнă пек ума ахах. Эс, ачам, тĕпренчĕке Ывăтса ярсан, тÿрех Вăл лекет те инкеке Макăрать ача пекех. Ĕçлесе аран-аран Тупнă çăкăр ылтăн пек, Умĕнчи кулачăран Тутлă та çемçе, сипек. «Кĕлпук мучи» «Çăкăр кăвапи»
13 Эп - хресчен ачи Эп пулнă пĕчĕк ачаран Силпи таврашĕнчи сухаçă. «Çĕртме» Уй-хир пуянлăхĕ манра. Ÿт-тирĕм йĕтĕр пек чăп-чăмăр. «Çурла уйăхĕ» Ĕçре чукмар пек пулнă аллăн тупанĕ хытă-акă паллă!- Хĕвел хуратнă ман сăна. «Кĕрхи кĕреке» Уй-хирте пуçтарнă вăй-хăват ÿтĕме тулли кĕрсе шăранчĕ. «Çурхи ÿкерчĕк» Уяр çанталăкра кĕлте кĕртме çÿретнĕ урапа, тусан вĕçтернĕ, каç лашапа васканă çереме. «Шуратăл хĕрринче» Манра типмен ĕçчен йăхсен тымарĕ, кахаллăх иленмен вĕри юна. «Кăмăллă калаçу» Пусă саралсан, çурла тытрăм эп хыткан алла. Пĕтĕм халăх пур вăйпа тăватшарăн кар тăрса авăн çапнă вăхăтра эп эхлетрĕм тăпачпа. «Çул çинче» Çĕмĕрле районĕнчи «Комбинат» совхоз механизаторĕпе -Иван Трофимович Кузьминпа
14 Авторĕсем:Иванова Ирина Васильевна, Васильева Алина Георгиевна, ЧР Вǎрмар районĕнчи Пысǎк Енккассинчи пĕтĕмĕшле пĕлÿ паракан вǎтам шкул вĕрентекенĕ
Еще похожие презентации в нашем архиве:
© 2024 MyShared Inc.
All rights reserved.