Скачать презентацию
Идет загрузка презентации. Пожалуйста, подождите
Презентация была опубликована 11 лет назад пользователемЕвгений Аушев
1 Чăваш чĕлхи орфографиĕн, гармматикин тĕп правилисен пайĕ
2 1§. Чăваш алфавитĕнче 37 сас палли. Вĕсен йĕрки тата ячĕсем çакăн пек: Аа(а), Ăă(ă), Бб(бă), Вв(вă), Гг(гă), Дд(дă), Ее(йэ) Ёё(йо), Ĕĕ(ĕ), Жж(жă), Зз(зă), Ии(и), Йй(йă), Кк(кă), Лл(лă), Мм(мă), Нн(нă), Оо(о), Пп(пă), Рр(рă), Сс(сă), Çç(çă), Тт(тă), Уу(у), Ӳӳ ( ӳ ), Фф(фă), Хх(хă), Цц(цă), Чч(чă), Шш(шă), Щщ(щă), ъ(хытăлăх палли), Ыы(ы), ь(çемçелĕх палли), Ээ(э), Юю(йу), Яя(йа)..
3 2§. Алфавитра сас паллисем çакăн пек ушкăнланаççĕ: пĕр сасса пĕлтерекеннисем тата икĕ сасса пĕлтерменнисем. Сасса пĕлтерекеннисем хăйсем икĕ ушкăна уйрăлаççĕ: 1)пĕр сасса пĕлтерекеннисем; 2) икĕ сасса пĕлтерекеннисем. Пĕр сасса пĕлтерекеннисем уçă сасса тата хупă сасса кăтартаççĕ. Уçă сасса кăтартаканнисем 9: а, ă, ĕ, и, у, ӳ, ы, э, о. Хупă сасса кăтартаканнисем 21: б, в, г, д, ж, з, й, к, л, м, н, п, р, с, ç, т, ф, х, ц, ч, ш. Икĕ сасса пĕлтерекеннисем 5: е, ё, ю, я, щ. Сасса пĕлтерменнисем 2: ъ, ь. Чăваш сăмахĕсенчи хупă сасăсем икĕ ушкăна уйрăлаççĕ: 1) ялан янăравлисем: в, й, л, м, н, р; 2) шавлă хупă сасăсем: к, п, с, ç, т, х, ч, ш.
4 3§. Чăваш сăмахĕсенче а, ă, у, ы сас паллисене уçă сасăсем хытă хупă сасăсемпе юнашар чухне çыраççĕ: асап, вăхăт, утă, ыран. Е, ĕ, и, ӳ, э сас паллисене уçă сасăсем çемçе хупă сасăсемпе юнашар тăнă чухне çыраççĕ: тенкел, ĕмĕр, илем, ӳ лĕм, кĕт ӳ, этем. Асăрхаттарни. А, ă, у сас паллисенс хăш-пĕр чух ль, нь, ть çемçе сас паллисем умĕн те, хыççăн та çыраççĕ: ахаль, мăкăнь, выльăх, пуль. 4§. О, ё сас паллисене вырăсларан çыру урлă кĕрекен сăмахсенче çыраççĕ: общество, область, оборона, самолёт 5§. Е, ё, ю, я сас паллисене çакăн пек чухне çыраççĕ: 1. Сăмах пуçламăшĕнче тата уçă сас паллисемпе ъ, ь паллăсем хыççăн йэ, йо, йу, йа сасăсен пĕрлешĕвне палăртма: енчĕк, ёлка, юрă, ялав; çиет, заём, каю, туя, мăрье, çемье, статья, адъютант. Асăрхаттарнисем. 1. Ютран çыру урлă йышăнакан хăш-пĕр сăмахсен пуçламăшĕнче тата уçă сас паллисем хыççăн ё вырăнне йо çыраççĕ: йод, район, майор, Нью-Йорк, Йошкар-Ола. 2. Ютран çыру урлă йышăнакан хăш-пĕр сăмахсенче ё вырăнне о çыраççĕ, ун умĕн ь лартаççĕ: батальон, почтальон, медальон, лосьон. 3. Умĕнчи хупă сасăсем çемçине палăртма: наряд, выля, темĕн, самолёт, Ванюк.
5 6§. Э сас паллине сăмах пуçламăшĕнче тата вырăсларан йышăннă сăмахсенче уçă сасă хыççăнхи э сасса палăртма çыраççĕ: эпĕ, поэт, аэропорт. 7§. Ç, ч сас паллисем хыççăн и е ы çырмалли йĕрке çакăн пек: пуçламăш формăра хытă хупă сас палли умĕн ы çырмалла (çын, чылай, çыр, чышкă), çемçе хупă сас палли умĕн и (çил, çип, чикĕ, чир). Вырăсларан йышăннă сăмахсенче ч хыççăн и çыраççĕ: числителъ, учитель, чикан. 8§. Ă е ĕ сасă тухса ӳ кме е кĕрсе ларма пултаракан сăмахсене икĕ тĕрлĕ те çырма юрать (ă, ĕ сас паллисемпе е вĕсемсĕр): алă е ал, сасă е сас, вунă е вун, халĕ е халь, пулăçă е пулăç, çĕвĕçĕ е çĕвĕç; вĕлтĕрен е вĕлтрен, нихăçан е нихçан, пурăнăç е пурнăç, пурăнатăп е пурнатăп. 9§. У, ă, ы сасăсем вырăнти калаçусенче пĕр-пĕринпе ылмашăнаççĕ. Унашкал сăмахсене епле çырассине орфографи словарĕ татса парать: çумăр (çăмăр мар), йывăр (йăвăр мар), çывăр (çăвăр мар), хывăх (хăвăх мар). 10§. Вырăсларан çыру урлă йышăннă хупă сасăпа вĕçленекен сăмахсен юлашки уçă сассине пур формăра та вырăсли пек палăртмалла: трактор тракторăн, директор директорăн.
6 11§. Чăваш сăмахĕсенче к, п, с, ç, т, х, ч, ш шавлă хупă сасăсем икĕ уçă сасă хушшинче тата умĕнхи ялан янăравлă хупă сасăпа хыççăнхи уçă сасă хушшинче янăраса (кĕскен) е янăрамасăр (вăрăммăн) илтĕнеççĕ. Янăраса (кĕскен) илтĕннĕ чухне вĕсене пĕр сас паллипе (атă, сасă, лаша, пурçăн, килчĕ), янăрамасăр (вăрăммăн) илтĕннĕ чухне икĕ сас паллипе палăртмалла (атта, сасса, ăшша, ирччен, килсеччĕ). Ытти чухне чăваш сăмахĕсенчи шавлă хупă сасăсем янăрамаççĕ, вĕсене пĕр сас паллипе кăтартаççĕ (кукша, пĕтрĕ, кустăрма, пахча). Асăрхаттарни. Вырăсларан çыру урлă йышăнакан сăмахсенче янăрамасăр илтĕнекен шавлă хупă сасăсене, вырăс çырулăхĕнчи пекех, пĕр сас паллипе те, икĕ сас паллипе те палăртаççĕ: парта, акаци, лампа, раса, офицер; анчах та аттестат, аппарат, касса, аккорд, эффект.
7 12§. Б, г, д, ж, з, ф, ц, щ сас паллисене вырăс чĕлхинчен çырупа йышăннă сăмахсенче çеç çырмалла: бригада, завод, ферма, Блок, Гладков, Жаров, цирк, ящур. 13§. Ялан янăравлă в, й, л, м, н, р хупă сасăсене кĕскен илтĕннĕ чухне пĕр сас паллипе, вăрăммăн илтĕннĕ чухне икĕ сас паллипе палăртмалла. Танл.: сăвă сăвви, вăйă вăййи, пулă пулли, вăрăм вăрăмми, ана анне, тырă тырри. Асăрхаттарни. Й хупă сасă вăрăммăн илтĕннине пур формăра та пĕрешкел икĕ сас паллипе палăртмалла: вăйă вăййăм, вăййу, вăййи, вăйпа; хăйă хăййăм, хăййу, хăййи, хăййа.
8 14§. Сăмах вĕçĕнчи ă е ĕ сасă умĕн пĕр хупă сасă пулсан япала ячĕсен сăпат тата камăнлăхпа пару падеж аффиксĕ умĕн икĕ сыпăкла чăваш сăмахĕсенче икĕ пĕр пек хупă сас палли çырмалла, ытти падеж формисенче пĕрре çеç: тулă туллăн, тулли, тулăра, тулăран; сĕлĕ сĕллĕн, сĕлле, сĕлли, сĕлĕре, сĕлĕрен. Асăрхаттарнисем. 1. Çын сăмах формисене çырасси çак йĕркенех пахăнать: çын çыннăн, çынна, çынни, çыннăм, çынну, çынра, çынран. 2. Хăш-пĕр пĕрлеш ӳ сенче юлашки хупă сасă вăрăмланмасть: пыл тути, çавар тути (тутти мар) улăх ути; кун (хĕвел е уйăх) çути; анчах утта тух, çутта кăлар.
9 15§. Ум, çум япала ячĕсене пару падежĕнче пĕр м-па çырмалла: ума, çума (умма, çумма мар). 16§. Ă е ĕ сасăпа пĕтекен япала е паллă ячĕсенче çав сасă умĕн пĕр хупă сасă çеç тăрать пулсан -ăн(-ĕн) аффмкс хушăннă чух вăрăмланакан хупă сасса икĕ пĕр пек сас паллипе палăртмалла: ала аллăн (пар), тырă тыррăн (ил); шурă шуррăн (курăнать), уçă уççăн (кала); ă(ĕ) умĕн юнашар икĕ хупă сасă тăрать пулсан пĕр сас палли çырмалла: лăпкă лăпкăн, й ӳ çенкĕ й ӳ çенкĕн. -Ăн(-ĕн) аффикс хупă сасăпа пĕтекен япала ячĕ çумне хушăнать пулсан çав аффикс умĕн пĕр хупă сас палли çеç çырмалла: алăкăн тĕпелĕн, айăн çийĕн.
10 17§. Хупă сасăпа пĕтекен паллă ячĕсем çумне -ăн(-ĕн) аффикс хушăннă чухне икĕ пĕр пек сас палли çырмалла: вăрăм вăрăммăн, чалăш чалăшшăн, хаяр хаяррăн, çирĕп çирĕппĕн. 18§. Япала ятне ăнлантаракан хисеп ячĕсенче пĕр хупă сас палли, ытти пуплев пайне ăнлантараканнисенче икĕ сас палли çырмалла: икĕ çын иккĕ хутла, çичĕ тетрадь çиччĕ виç, алă кĕнеке аллă тултар. 19§. Темиçе иртнĕ вăхăт форминчи глаголсене 1-мĕшпе 2- мĕш сăпатсенче пурлă формăра икĕ т-па, çуклă формăра пĕр т- па çырмалла: каяттăм каймастăм, каяттăн каймастăн. 20§. -Тар(-тер) аффикс уçă сасăпа е р хупă сасăпа пĕтекен икĕ е темиçе сыпăклă глагол çумне хушăннă чухне аффиксра икĕ т çырмалла (сыхла сыхлаттар, эрешле эрешлеттер, шăвар шăварттар, х ӳ тĕле х ӳ тĕлеттер), пĕр сыпăклă глагол çумне хушăннă чухне пĕр т (хыр хыртар, п ӳ л п ӳ лтер, çу çутар, ш ӳ ш ӳ тер).
11 21§. Хушу наклоненийĕнчи глаголăн 3-мĕш сăпатри нумайлă хисеп аффиксĕнче миçе ч çырасси сăмах мĕнле сасăпа пĕтнинчен килет: глагол янăравсăр хупă сасăпа пĕтет пулсан аффиксра пĕр ч çырмалла (чуп чупчăр,кас касчăр, иш ишчĕр); янăравлă хупă сасăпа е уçă сасăпа пĕтет пулсан икĕ ч (ан анччăр, савăн савăнччăр, кала калаччăр, т ӳ ле т ӳ леччĕр). 22§. Пулас причасти аффиксĕнче -ăн(-ĕн), -и, сăпат тата пару падеж аффиксĕсем умĕн икĕ с çырмалла: курас курассăн, пĕлес пĕлессе, вĕренес вĕренесси, ĕçлес ĕçлессĕм, ĕçлесс ӳ, ĕçлесси, ĕçлессĕмĕр, ĕçлессĕр. 23§. Пулмалли причасти аффиксĕнче икĕ л çырмалла: юрла юрламалла, кур курмалла, ĕçле ĕçлемелле, т ӳ ле т ӳ лемелле, пĕл пĕлмелле. 24§. Хальхи причастире -и аффикс умĕн икĕ н çырмалла: кăмăллакан кăмăллаканни, килĕштерекен килĕштерекенни.
12 25§. -Лăх(-лĕх), -лан(-лен) аффикссенче яланах пĕр л çырмалла: пултару пултарулăх, хăю хăюлăх, виçе виçелĕх, çăмăл çăмăллăх, несĕл несĕллĕх, лайăх лайăхлан, хĕрÿ хĕрÿлен, нуша нушалан, тăвăл тăвăллан, кăмăл кăмăллăн, çекĕл çекĕллен. 26§. -Лă(-лĕ), -ла(-ле) аффикссем уçă сасăпа пĕтекен сăмах çумне хушăнсан аффиксра икĕ л çырмалла: ача ачаллă, ачалла; пукане пуканеллĕ, пуканелле; иккĕ иккĕллĕ, иккĕлле. Хупă сасăпа пĕтекен сăмахсенче яланах пĕр л çырмалла: кăвар кăварлă, кăварла, çиçĕм çиçĕмлĕ, çиçĕмле, тус туслă, тусла.
13 27§. -Чĕ(-ччĕ), -чен(-ччен) аффикссене янăравсăр хупă сасăпа пĕтекен сăмах çумне хушатпăр пулсан вĕсене пĕр ч-па, ытти чухне икĕ ч-па çырмалла: каç каçчĕ, каçчен; тасатас тасатасчĕ; ир ирччĕ, ирччен; виççĕ виççĕччĕ, виççĕччен; пиллĕк пиллĕкчĕ, пиллĕкчен; хитре хитреччĕ; тасатнă тасатнăччĕ, тасататтăм тасататтăмччĕ, тасататтăн тасататтăнччĕ. 28§. Ялан янăравлă (в, й, л, м, н, р) хупă сасăпа пĕтекен сăмах çумне хушăннă -ка(-ке) аффиксра икĕ к, ытти чухне пĕр к çырмалла: ырхан ырханкка, мăран мăранкка, вăрăм вăрăмкка, йăпăл йăпăлкка, чипер чиперкке; çавра çаврака, кăпăш кăпăшка.
14 Хупă сасăсен çемçелĕхне палăртасси 29§. Ъ палла вырăсларан çыру урлă йышăннă сăмахсенче икшер сасса пĕлтерекен е, ё, ю, я сас паллисем умĕн çыраççĕ: объект, подъезд, адъютант, разъезд, съезд. Анчах: карьера, каръер, рантье т. ыт. те. 30§. Ь палла çакăн пек чух çыраççĕ: 1. Чăваш сăмахĕсенче икшер сасса пĕлтерекен е, ю, я сас паллисем умĕн: кĕсье (анчах кĕсй ӳ, кĕсйи); тухья, тухью (анчах тухйи), мăрье (анчах мăрйи), Марье, Тарье, Патăрьел. Кун пек чухне ь çемçелĕхе кăтартмасть, е, ю, я сас паллисене йэ, йу, йа пек вуламаллине пĕлтерет. 2. Хытă сыпăкри хупă сасă çемçен илтĕннине ун хыççăн ь лартса паллă тăваççĕ: мăкăнь, супăнь, выльăх, юрать, пуль. Асăрхаттарнисем. 1. Вырăсларан çыру урлă йышанакан сăмахсенче çемçе уçă сасă хыççăнхи хупă сасă çемçелĕхне ь лартса палăртмалла: акварель, лагерь, вермишель, мишень, сельдь, Ильмень (к ӳ лĕ). Чăваш сăмахĕсенче çемçе уçă сасă хыççăнхи хупă сасă çемçелĕхне ь паллăпа кăтартмаççĕ: кĕлет, кĕрĕк, çивĕт, пĕлĕт, килет.
15 2. Чăваш сăмахĕсенче хыта сыпăкри л, н хупă сасăсем ç, ч умĕн калаçура çемçем илтĕнме пултараççĕ, анчах вĕсем хыççăн ь лартмаççĕ: мунча, кунча, пылчăк, çулçă, шалçа, кулчĕ, канчĕ. Л, н, т сасăсемпе пĕтекен япала ячĕсене 3-мĕш сăпатра пару падежĕнче каланă чух сăмах тĕпĕнчи хупă сасă çемçен илтĕнет пулсан та ь çырмаççĕ: ял ялне, ывăл ывăлне, тăван тăванне, автан автанне, çурт çуртне, пат патне. 31§. Тĕп падежри ят сăмах майлашăвĕн пайĕсене çыхăнтаракан 3- мĕш сăпат аффиксĕ калаçура тухса ӳ кнĕ пирки çемçелĕх палли (ь) çырсан та (шыв арманĕ шыв армань, çуна тупанĕ çуна тупань, пахча алăкĕ пахча алăкь, ял сăмахĕ ял сăмахь) пару падежĕнче ку палла лартмалла мар: шыв арманне, çуна тупанне, пахча алăкне, ял сăмахне. Ытти чухне сăмах вĕçĕнчи çемçелĕх паллине (ь) хупă сас паллипе пуçланакан пур аффикс умĕнче те çырмалла: мăкăль мăкăльпе, мăкăльсĕр, мăкăльлĕ, мăкăльне; медаль медальпе, медальсĕр, медальлĕ, медальне; мăкăнь мăкăньпе, мăкăньсĕр, мăкăньлĕ, мăкăньне; степень степеньпе, степеньсĕр, степеньлĕ, степеньне; словарь словарьпе, словарьсĕр, словарьлĕ, словарьне, шыв арманьсĕр, çуна тупаньчен, пахча алăкьсем, ял сăмахьшĕн.
16 32§. Вырăсларан калаçу урлă кĕнĕ самахсене калаçури пек çырмалла: нас(с)ус, суха, пĕремĕк, пичке, катка, чирку, пуп, хваттер, ешчĕк, пирус; çыру урлă кĕрекеннисене вырасли пек: делегат, депутат, завод, журнал, шкаф, нефть, бензин. Чылай сăмаха калаçури пек те (чăвашлатса), вырăс çырăвĕнчи пекте (чăвашлатмасăр) çырма юрать: пăравус паровоз, пăрахут пароход, пуйăс поезд, чукун чугун, налук налог, савăт завод, пульница больница, тухтăр доктор (врач) т. ыт. те. Кун пек сăмахсене мĕнле çырассине словарьте кăтартнă. 33§. Ударенисĕр -ий, -ия, -ие сасăсемпе пĕтекен вырăс сăмахĕсен вĕçĕнче чăвашла -и çырмалла: пролетари, революци, расписани, Болгари, Финлянди, анчах ударени ӳ книне кура Россия сăмаха вырăс чĕлхинчи пекех çырмалла. Асăрхаттарнисем. 1. Вырăсла -ий, -ия пĕрлеш ӳ пе пĕтекен хушаматсемпе ятсене чăвашла пуçламăш формăра çаплипех хăварса ытти формăсенче й, я сас паллисĕр çырмалла: Горький Горькин, Горькие; Малиновский Малиновскин, Малиновские; Анатолий Анатолин, Анатолие; Ксения Ксенипе. 2. Ударенисĕр -ия пĕрлеш ӳ пе пĕтекен вырăсла хушаматсемпе хушма ятсене чăвашла пур формăра та çавăн пекех çырмалла: Лурия Луриян, Лурияна, Лурияпа. Анчах та çак пĕрлеш ӳ пех ударенисĕр пĕтекен ятсене чăвашла пуçламăш формăра вырăсли пек, ытти формăсенче вĕçĕнчи я сас паллисĕр çырмалла: Валерия Валерин, Валерие, Валерипе. Ударениллĕ -ия пĕрлеш ӳ пе пĕтекен хушаматсемпе ятсене чăвашла пур формăра та çав хальлĕнех хăвармалла: Сария Сарияна, Сарияпа.
17 34§. Ударениллĕ -ея пĕрлеш ӳ пе пĕтекен вырăс сăмахĕсене чăвашла пуçламăш формăра вырăсли пекех çырмалла (идея, батарея), ытти формăсенче сăмах тĕпĕнче -я вырăнне -й çырмалла (идейăсăр, батарейăсем). Ударениллĕ -ия вырăнне пур формăра та -и çырмалла (аллерги, аритми, аплергипе, аритмие). 35§. Вырăсла ударенисĕр а, я, о, е сас паллисемпе пĕтекен пайăр тата пайăр мар ятсене чăвашла пуçламăш формăра çав хальлĕнех хăварса ытти формăсенче çав сас паллисем вырăнне ă, ĕ сас паллисем çырмалла: сцена сценăн, общество обществăра, башня башньăн, кофе кофĕрен, Генуя Генуйăра, Россия Российăн. Асăрхаттарнисем. 1. Ютран йышăнакан хăш-пĕр сăмахсенче сăмах вĕçĕнчи ударенисĕр о пур формăра та çаплипех юлать: какао какаон, какаошăн; Борнео (утрав) Борнеон, Борнеора; Конго Конгон, Конгора; радио радион, радиопа, радиосăр. 2. Ударенисĕр а, о, е, я сас паллисемпе пĕтекен хушаматсемпе ятсене пуçламăш формăра вырăсли пекех хăварса ытти формăсенче ă, е сас паллисемпе çырмалла: Петрова Нина Петровăн, Ефименко Тамара Ефименкăн, Вера Ивановна Ивановнăн.
18 36§. Ударениллĕ а, о, е, я сас паллисемпе пĕтекен сăмахсем чăвашла пур формăра та çаплипех юлаççĕ: слюда слюдан, слюдапа; кино кинора, киноран; кафе кафен, кафере; статья статъян, статъяра. 37§. Вырăсла -ый, -ая, -ое, -ее сас паллисемпе пĕтекен япала ячĕсене çапла çырмалла: 1. Ударенисĕр -ый, -ая, -ое пĕрлеш ӳ вырăнне чăвашла пур формăра та - ăй çырмалла: вожатăй вожатăйăн, вожатăйпа; столовăй столовăйăн, столовăйра; сказуемăй сказуемăйăн, сказуемăйпа; Таловăй Таловăйра; Песочнăй Песочнăйран (ял, поселок, станци ячĕсем). 2. Вырăсла -ая пĕрлеш ӳ пе пĕтекен хушаматсене чăвашла пур формăра та çав хальлĕнех çырмалла: Яровая Яроваян, Яроваяна, Яроваяпа. Анчах та çак пĕрлеш ӳ пех пĕтекен ятсене чăвашла пуçламăш формăра вырăсли пек, ытти формăсенче вĕçĕнчи я сас палли вырăнне -йă çырмалла: Аглая Аглайăн, Аглайăпа, Аглайăран; Идея Идейăн, Идейăна. З. Вырăсла -ская, -ское вырăнне -ски çырмалла: парикмахерски парикмахерскин, парикмахерские; Некрасовски, Семеновски (ял ячĕсем) Некрасовскин, Семеновскирен. 4. Ударениллĕ -ская, -ское, -ая, -ое вырăнне -ой çырмалла: мастерской мастерскойăн; Тверской, Ямской Тверскойăн, Ямскойăн. (Çак пĕрлеш ӳ семпех пĕтекен хушаматсемпе ятсене çырассине 33-мĕш параграфра пăхмалла.) 5. Ударенисĕр -ее пĕрлеш ӳ вырăнне -и çырмалла: подлежащи, горючи.
19 38§. Вырăсла -сть, -сь, -зь сас паллисемпе пĕтекен сăмахсене чăвашла пуçламăш формăра вырăсли пекех хăварса ытти формăсенче ç çырмалла: промышленность, перепись, князъ промышленноçăн, перепиçре, княçран. 39§. Вырăсла икĕ пĕр пек хупă сас паллипе пĕтекен сăмахсене чăвашла пуçламăш формăра вырăсли пек, ытти формăсенче пĕр хупă сас паллипе çырмалла: класс, металл, Валътер Скотт, Кардифф класра, металăн, Вальтер Скотăн, Кардифра. 40§. Хытă хупă сасăпа тата й сасăпа пĕтекен япала ячĕсем çумне хытă вариантлă аффикс хушăнать: критик критикпа; гектар гектара, гектартан; бензин бензинпа, бензинсăр; сюжет сюжетăн, сюжетлă; музей музейăн, музейра; юбилей юбилея, юбилейра; хоккей хоккея, хоккейра, хоккейла; еврей еврейăн, еврейпа, еврейла. Асăрхаттарни. Хăш-пĕр чухне хытă хупă сасăпа тата й сасăпа пĕтекен сăмах çумне те çемçе аффикссем хушăнма пултараççĕ: номер номерте, номертен, номерлĕ; интерес интереслĕ, интереслен; ответ ответле; критик критикле; арест арестле; мир мирлеш, миршĕн; музей музейĕн, музейре; юбилей юбилее, юбипейре; хоккей хоккее, хоккейре; еврей еврейĕн, еврейпе; кий кийĕн, кие.
20 41§. -Сть, -сь, -зь вырăнне ç каланă чух аффиксăн хытă е çемçе вариантне хушасси ç çумĕнчи уçă сасăран килет: уçă сасă хытă пулсан хытă вариант хушăнать (областъ облаçăн, облаçра; Русь Руçăн, Руçра), уçă сасă çемçе пулсан çемçе вариант хушăнать (повестъ повеçĕн, повеçре; перепись перепиçĕн, перепиçре; известь извеçĕн, извеçсĕр; ферзь ферçĕн, ферçре, ферçпе). 42§. Ă, ĕ сасăсемпе пĕтекен япала ячĕсене пару падежĕнче çапла çырмалла: 1. Сăмах вĕçĕнчи ă, ĕ сасăсем тухса ӳ кеççĕ, -а(-е) падеж аффиксĕ хупă сасă çумне хушăнать: пулăçă пулăçа; карланкă карланка; тимĕрçĕ тимĕрçе; тенкĕ тенке; евчĕ евче; пĕрчĕ пĕрче; каччă качча. 2. Вырăсларан йышăнакан сăмахсенче юлашки ă, ĕ çумне -на(-не) хушмалла: общество обществăна; кофе кофĕне.
21 43§. У, ӳ сасăсемпе пĕтекен япала ячĕсенче, камăнлăхпа пару падежĕсен тата сăпат аффиксĕ умĕн, асăннă сасăсем вырăнне -ăв(-ĕв) çырмалла: кану канăвăн, канăва, канăвăм, канăву, канăвĕ; пĕл ӳ пĕлĕвĕн, пĕлĕве, пĕлĕвĕм, пĕлĕву, пĕлĕвĕ. У сасăпа пĕтекен сăмах вырăсларан кĕни пулсан падеж аффиксĕсем сăмах тĕпĕ çумне т ӳ рех хушăнаççĕ: Баку Бакун, Бакуна, Бакура; кенгуру кенгурун, кенгуруна, кенгурупа. Кун йышши сăмахсем камăнлăх аффиксĕсене те йышăнасшăн мар. Асăрхаттарни. О сасăпа пĕтекен вырăс сăмахĕсем чăвашла виççĕмĕш сăпат аффиксĕн -и е -ĕ вариантне йышăнаççĕ: производство производстви, общество обществи, перо пери, пальто пальти, звено звени; бюро бюровĕ; депо деповĕ. Анчах о сасăпа пĕтехен хăш-пĕр вырăс сăмахĕсем 3- мĕш сăпат аффиксне йышăнасшăн мар: трио, сольфеджио.
22 44§. А, е сасăсемпе пĕтекен япала ячĕсене камăнлăх падежĕнче -н аффикспа çырмалла, пару падежĕнче -на(-не): лаша лашан, лашана; ĕне ĕнен, ĕнене. 45§. И сасăпа пĕтекен япала ячĕсене пару, вырăн, туху падежĕсенче çапла çырмалла: хутсăр чăваш сăмахĕсене яланхи йĕркепе (ур. к. 3-мĕш сăпат аффиксне йышăнман пек): пăри пăрие, пăрире, пăрирен; тăри тăрие, тăрире, тăрирен; шăши шăшие, шăшире, шăширен; 3-мĕш сăпат аффиксне йышăннă пек: хĕрри хĕррине, хĕрринче, хĕрринчен; вăрри вăррине, вăрринче, вăрринчен; сăмах майлашăвĕнчен пулса кайнисене икĕ терлĕ (юлашки и сасса сăпат аффиксĕ тесе ăнланса е ун пек ăнланмасăр) çырма юрать: анкарти анкартине, анкартинче, анкартинчен е анкартие, анкартире, анкартирен; çăраççи çăраççине, çăраççинче, çăраççинчен е çăраççие, çăраççире, çăраççирен; вырăсларан йышăннисене икĕ тĕрлĕ: станци станцие, станцире, станцирен е станцине, станцинче, станцинчен; парикмахерски парикмахерские, парикмахерскире, парикмахерскирен е парикмахерскине, парикмахерскинче, парикмахерскинчен.
23 46§. Л, н сасăсемпе пĕтекен япала ячĕсене вырăнпа туху падежĕсенче мĕнле çырасси епле каланинчен килет. Ытларах -та(-те), -тан(-тен) аффиксемпе калаççĕ пулсан çырасса та çавăн пекех çырмалла: ял ялта, ялтан; кил килте, килтен; ытларах -ра(-ре), -ран (-рен) аффикссемпе калаççĕ пулсан çырасса та çавăн пекех çырмалла: тыл тылра, тылран; план планра, планран; пĕр сăмахах икĕ формине те йышăнма пултарать пулсан икĕ тĕрлĕ çырма пулать: килтен киле е килрен киле. 47§. Хупă сасăпа пĕтекен чылай япала ячĕ 3-меш сăпат аффиксен икĕ вариантне те йышăнма пултарать: уртăш йывăçĕ уртăш йывăççи; кайăк çуначĕ кайăк çунатти; п ӳ рт кĕтесĕ п ӳ рт кĕтесси. 48§. Тăванлăха палăртакан сăмахсене 3-мĕш сăпатра -ăшĕ(- ĕшĕ) аффикспа çырмалла (хытă сăмахра -ăшĕ, çемçе сăмахра - ĕшĕ): аппа аппăшĕ, кукка куккăшĕ, йысна йыснăшĕ; пичче пиччĕшĕ, инке инкĕшĕ. Юлашки ĕ калаçура та, çырура та тухса ӳ кме пултарать: амăшĕ е амăш, пиччĕше е пиччĕш. Асăрхаттарни. Атте ашшĕ, анне амăшĕ, асатте аслашшĕ, асанне асламăшĕ, кукаçи кукашшĕ, кукамай кукамăшĕ, кинемей кинемĕшĕ.
24 49§. Сăмах тăвакан -ăш(-ĕш) аффикса хытă сăмах хыççăн хытă вариантпа, çемçе сăмах хыççăн çемçе вариантпа çырмалла: сарлака сарлакĕшĕ, анлă анлăшĕ, таран тарăнăшĕ, хулăн хулăнăшĕ, пысăк пысăкăшĕ, чылай чылайăшĕ, ытларах ытларахăшĕ; çинçе çинçĕшĕ, ç ӳ ллĕ ç ӳ ллĕшĕ. Юлашки ĕ кунта та тухса ӳ кме пултарать: сарлакăшĕ сарлакăш, ç ӳ ллĕшĕ ç ӳ ллĕш. 50§. Т, ть, д, дь сас паллисемпе пĕтекен япала ячĕсенче юлашки хупă сас палли вырăнне 3-мĕш сăпатра камăнлăх, пĕрлелĕх, çуклăх, пирке падежĕсенче ч сасăпа ылмашать, ыттисенче ылмашмасть: а) хут хучĕ, хучĕпе, хучĕшĕн, хучĕсĕр; тетрадь тетрачĕ, тетрачĕн, тетрачĕпе, тетрачĕшĕн, тетрачĕсĕр; ă) хутне, хутĕнче, хутĕнчен; тетрадьне, тетрадĕнче, тетрадĕнчен.
25 51§. Паллă ячĕ р сасăпа пĕтет пулсан танлаштару форминче -тарах(-терех) çырмалла: йывăр йывăртарах; й, л, н сасăсемпе пĕтнĕ чухне -рах(-рех) те, - тарах(-терех) те çырма юрать: çăмăлрах çăмăлтарах; нумайрах нумайтарах; вĕçкĕнрех вĕçкĕнтерех. Ытти сасăсемпе пĕтекен сăмахсенче яланах -рах(-рех) çырмалла: пысăкрах, çивĕчрех, тасарах.
26 52§. Йĕрке хисеп аффиксĕ яланах çемçе вариантлă (-мĕш): çиччĕмĕш, вуннăмĕш. 53§. 3-мĕш сăпат аффиксĕ -шĕ хисеп ячĕсен тулли форми çумне хушăнать: иккĕшĕ, виççĕшĕ, улттăшĕ, вуннăшĕ. Хисеп ячĕ хытă хупă сасăпа пĕтнĕ чух -ăшĕ, çемçе хупă сасăпа пĕтнĕ чух -ĕшĕ хушăнать: саккăрăшĕ, тăххăрăшĕ, вăтăрăшĕ, пиллĕкĕшĕ, çирĕмĕшĕ. Камăнлăх падежĕнче иккĕшĕн, виççĕшĕн (иккĕшин, виççĕшин мар), тăваттăмĕшĕн (тăваттăмĕшин мар).
27 54§. Сăпат местоименийĕсен камăнлăх падежне икĕ тĕрлĕ çырма юрать: манăн е ман, санăн е сан, унăн е ун. 55§. Нумайлă хисепри сăпат местоименийĕсене эпир, эсир е эпĕр, эсĕр çырма юрать. 56§. 1-мĕшпе 2-мĕш сăпат местоименийĕсене нумайлă хисепре вырăнпа туху падежĕнче тулли формăпа та, кĕске формăпа та çырма юрать: пирĕнте е пирте, пирĕнтен е пиртен, сирĕнте е сирте, сирĕнтен е сиртен. 57§. Ку местоимение пур формăра та у сас паллипе çырмалла: ку кун, куна, кунта, кунтан, кунпа, кунсăр, куншăн. Анчах вăл-ку местоимение пару падежĕнче ăна-кăна çырмалла. 58§. Ху (хăв) местоименин хăш-пĕр падеж формисем икшер вариантлă пулма пултараççĕ: Тĕп ху(хăв) Кам. хăвăн Пару хăвна Выр. хăвăнта Туху хăвăнтан Пĕрл. хупа (хăвăнпа) Çукл. хусăр (хăвăнсăр) Пирке хушăн (хăвăншăн)
28 59§. 3-мĕш сăпатри таврăну местоименине пĕрлелĕх, çуклăх, пирке падежĕсенче икĕ тĕрлĕ вĕçлеме юрать: Пĕрл. хăйпе (хăйĕнпе) Çукл. хăйсĕр (хăйĕнсĕр) Пирке хăйшĕн (хăйĕншĕн) 60§. 3-мĕш сăпатри хăш (хăшĕ) тата леш (лешĕ) местоименисене пур формăра та ĕ сас паллипе çырмалла (и сас паллипе мар), пару падежĕнче ĕ тухса ӳ кет: Тĕп хăшĕ лешĕ Кам. хăшĕн лешĕн Пару хăшне лешне Выр. хăшĕнче лешĕнче Туху хăшĕнчен лешĕнчен Пĕрл. хăшĕнпе лешĕнпе Çукл. хăшĕнсĕр лешĕнсĕр Пирке хăшĕншĕн лешĕншĕн
29 61§. 3-мĕш сăпатри пурĕ местоименире тĕп тата пару падежĕсемсĕр пуçне пуринче те ĕ вырăнне и çырмалла: пурĕ пурин, пурне, пуринче, пуринчен, пуринпе, пуринсĕр, пуриншĕн. 62§. Пĕри, тепри местоименисен падеж формисене çакнашкал çырмалла: Тĕп пĕри, тепри Кам. пĕрин, теприн Пару пĕрине, теприне (е пĕрне) (е тепĕрне) Выр. пĕринче, тепринче Туху пĕринчен, тепринчен Пĕрл. пĕринпе, тепринпе (е пĕрипĕ) (е теприпе) Çукл. пĕринсĕр, тепринсĕр (е пĕрисер) (е теприсĕр) Пирке пĕриншĕн, теприншĕн (е пĕришĕн) (е тепришĕн) 63§. Кашни местоименин падеж формисене çакнашкал çырмалла: Тĕп кашни Кам. кашнин Пару кашнине Выр. кашнинче Туху кашнинчен Пĕрл. кашнинпе (е кашнипе) Çукл. кашнинсĕр (е кашнисĕр) Пирке кашниншĕн (е кашнишĕн) Асăрхаттарни. Вăйлату татăкĕ -ах(-ех) йышăннă чух камăнлăх падежĕнче кашниннех çырмалла (Кашниннех çакна асра тытмалла).
30 64§. Хушу наклоненийĕнчи глаголсенче 3-мĕш сăпатра хытă сыпăк хыççăн -чăр, çемçе сыпăк хыççăн -чĕр çырмалла: вула вулаччăр, итле итлеччĕр. 65§. Хальхи вăхăтри глаголсене тулли формăра çырмалла, вырăнти калаçури пек кĕскетме те, вăрăмлатма та юрамасть. Пĕрреллĕ хисеп 1-мĕш сăпат вулатăп (вулап мар), вуламастăп (вуламас, вуламасп, вуламап мар) 2-мĕш сăпат вулатăн (вулан мар) 3-мĕш сăпат вулать (вулатĕ мар), вуламастъ (вуламаç, вуламас мар) Нумайлă хисеп 1-мĕш сăпат вулатпăр (вулаппăр мар) 2-мĕш сăпат вулатăр (вулаттăр мар), вуламастпăр (вуламаспăр, вуламаппăр мар) 3-мĕш сăпат вулаççĕ (вулаç, вулаччĕ мар), вуламаççĕ (вуламаç мар)
31 66§. Темиçе иртнĕ вăхăтри глаголсене 3-мĕш сăпатра пурлă формăра та, çуклă формăра та тч-па çырмалла: ăмсан ăмсанатчĕ, ăмсанмастчĕ; килĕш килĕшетчĕ, килĕшместчĕ. 67§. Кай глагола пĕрре иртнĕ вăхăтра й-па çырмалла: кай кайрăм, кайрăн, кайрăмăр, кайрăр, кайрĕç. 68§. Юрилĕх причасти аффиксне пурлă формăра и сас паллипе, çуклă формăра ă(ĕ) сас паллисемпе çырмалла: кур куриш, курмăш; илт илтиш, илтмĕш (пул). 69§. Тухиччен, çитиччен, çийиччен йышши формăсенче -аччен (-еччен) мар, -иччен çырмалла. 70§. -Сассăн(-сессĕн) аффикса туллин те, кĕскен те çырма юрать: вуласассăн е вуласан, чĕнсессĕн е чĕнсен. 71§. -Нăçемĕн(-нĕçемĕн) аффикса туллин те, кĕскен те çырма юрать: пурăннăçемĕн е пурăннăçем, тĕрекленнĕçемĕн е тĕрекленнĕçем.
32 72§. Евĕрлев сăмахĕсенчи тата междометисенчи сасă вăрăммăн илтĕннине палăртма икĕ-виçĕ пĕр пек сас палли çырма юрать. Ун пек чухне пĕр пек сас паллисем хушшине дефис лартаççĕ: а) ту-у-ут, ши-и- и, шан-н, шатăр-р-р, ă) тс-с-с, ы-ых, и-и-и, аха-а.
33 73§. Пĕрле çырмалла: 1. Калькăласа кĕскетсе тунă мĕн пур хутлă сăмаха: райхаçат, ялкор, литпĕрлеш ӳ, бензопăчкă, автохуçапăх, политпай, электроçутă. 2. -Ах(-ех) татăка: аванах, паянах, çитсенех. 3. Пайăр мар ятсен çыхăнăвĕнчен пулнă ял ячĕсене: Вăрманкас, Карăкçырми, Вăтапуç, К ӳ лхĕрри, Çĕньял, Хурăнуй, Çичп ӳ рт, Пĕчченхыр. Асăрхаттарни. Пайăр мар ятсен çыхăнăвĕнчен тăракан шыв-шур, çырма-çатра, улăх-çаран ячĕсене уйрăм çырмалла: Автан çырми, Мăнулăх, Утар çучĕ, Чакак варё, Лкăш к ӳ лли, Малти улăх. 4. Вырăс чĕлхинчен йышăннă аббревиатура формине улăштарма пулать, ун пек чухне аффикссене пĕрле çырмалла: ГИТИСран, ООНра.
34 74§. Дефиспа çырмалла: 1. Ик хут калакан сăмахсене: пысăк-пысăк, хăш-хăш, тĕлме-тĕл, ларсан-ларсан, пин-пин, ç ӳ рерĕ-ç ӳ рерĕ, çултан- çул, хăш-хăшне. 2. Сăмахăн пĕр-пĕр пайне икшер хут каланă чух: çĕп-çĕнĕ, кăн-кăвак, çап-çамрăк. 3. Мăшăр сăмахсене: уй-хир, шыв-шур, лару-тăру, ватă- вĕтĕ, хаçат-журнал, виç-тăват, паян-ыран, шăй-шай, йăлтăр-ялтăр, хăр-хар, ай-уй, хăшĕ-пĕри, хăш-пĕр. 4. Пĕр тан ăнлава палăртакан сăмахсен пĕрлешĕвне: чăвашла-вырăсла-венгрла (словарь), шурă-кăвак-хĕрлĕ (ялав). 5. -Ха, -çке, -и, -ши, -им, -шим,-мĕн, -тем, -тăр(-тĕр), -иç татăксене: вула-ха, çĕнĕ-ха, вăл та-ха, аван-çке, эсĕ те-çке, пур-и? килте-и? сывах-ши? вăл та-ши? таврăннă та-мĕн, пĕлнĕ-тем, ĕлкĕрет-тĕр, кунтах-иç. 6. Шухăш енчен пысăк пĕлтерĕшлĕ сăмаха: пы-ысăк çурт, вă-ăрăм çул, ва-атă карчăк, ç ӳ - ӳ рет пахчара, ла-аратъ тĕпелте. 7. Аффикс йышăннă араб цифрине: майăн 9-мĕшĕ, октябрĕн 7-мĕшĕ, 3-мĕш ретре, 15-шер тенкĕ.
35 75§. Уйрăм çырмалла: Сăмах майлашăвĕсене вĕсем мĕнле пĕлтерĕшлĕ пулнине пăхмасăрах, тĕпрен илсен, уйрăм çырмалла: ĕç укçи, ĕç çынни, ĕç халăхĕ; ял хуçалăхĕ, вăрман хуçалăхĕ; хур çăмарти, пит çăмарти; кукша пуç, кăвакал ури, кăвакарчăн куçĕ, чăрăш тăрри, утмăл турат; хĕрлĕ çунат, хĕрлĕ пĕсехе, вĕлтрен тăрри т. ыт. те. Асăрхаттарни. Текста тĕрĕс ăнланма чăрмантарман чухне сăмах майлашăвĕсене уйрăм сырмалла. Çапах та çынсен ăс-тăнĕнче чылăй сăмах ушкăнне вĕсен пĕлтерĕшĕпе формине кура пĕр сăмаха пĕрлештерес туртăм пур. Çак туртăмпа килĕш ӳ ллĕ, ку таранччен пĕрле çырма хăнăхнă сăмахсене малашне те çаплах çырма юрать: авăнçи, айсарăм, акапуç, акатуй, акаçи, алăсталăх, алăстаçă, ăлăсти, алĕç, алпалли, алçыру, алылмаш, арçын, арçури, амаçури, атпăри, ăçтиçук, ĕçкунĕ, кĕлту, кĕраки, мăнакка, мĕнпур, пурпĕр, пуçхĕрлĕ, сакай, сăн ӳ керчĕк, сăхсăх, сухапуç, çăматă, çĕршыв, çураки, çутĕç, улатакка, хĕрача, хытхура, чĕрçитти, чупту, шурăмпуç, шурут; тунтикун... вырсарникун; вунпĕр... вунтаххăр, сакăрвуннă, тăхăрвуннă, икçĕр... тăхăрçĕр; икчĕлхелĕх, пĕрпеклен, çулç ӳ рев, тавракурăм, тĕлпулу т. ыт. те. Пĕрле çырассине текста тĕрĕс те уçăмлă ăнланăссипе çыхăнтармалла: пĕр кун пĕркун (хальтерех), пĕр май пĕрмай (ялан), çур утрав (утравăн çурри) çурутрав (материк пайĕ); çур çĕр (талăк саманчĕ) çурçĕр (тавралăх енĕ), арçын ача (ар çын ача çырни ăнланма йывăрлатнă пулĕччĕ) т. ыт. те.
36 79§. Сăмаха хупă сас паллипе пĕтерсе кĕскетмелле; ур. к. урăхла каласан; т. ыт. те тата ытти те; с. страница; ват. сăм. ваттисеи сăмахĕ. 80§. Юнашар икĕ пĕр пек хупă сас палли пулсан вĕсенчен пĕрне çеç хăвармалла: пĕр. х. пĕрреллĕ хисеп; çек. çеккунт; грам. йăн. грамматика йăнăшĕ. 81§. Юнашар тăракан хупă сас паллисем пĕрешкел мар чухне юлашкине сыхласа хăвармалла: танл. танлаштарăр; подл. подлежащи; ск. сказуемăй; опр. определени; гл. глагол.
37 82§. Сăмахăн пĕр йĕркене кĕреймен пайĕсене тепĕр йĕркене куçарнă чухне сăмах сыпăксем çине мĕнле пайланнине асăрхаса куçармалла: ла-ша, са-ма-на, кĕ-не-ке, тух-тăр, çă-кăр, пĕ-лес-шĕн, ат-те, юр-ри, те-лĕн-тер-мĕш. Асăрхаттарни. Хупă сасă пĕрлешĕвĕсене тĕрлĕрен уйăрма пулать: çăр-ттан е çăрт-тан, ыранч-чен е ыран-ччен, çĕнĕ-лле е çĕнĕл-ле. 83§. Пĕр сас паллине сăмахран уйăрма юрамасть. 84§. Ъ, ь паллăсене хăйсен умĕнчи хупă сас паллисенчен уйăрмалла мар: тухья-па, мăрь-ерен, шинель-пе, мăкăнь-лĕ.
Еще похожие презентации в нашем архиве:
© 2024 MyShared Inc.
All rights reserved.