Скачать презентацию
Идет загрузка презентации. Пожалуйста, подождите
Презентация была опубликована 11 лет назад пользователемИлья Недобитов
1 Ачасем валли çыракан хěрарăм çыравçă (Ева Николаевна Лисина) Авторě Петрова Анна
2 Пурнăç утăмěсем http://aida.ucoz.ru çулхи утă уйăхěн 26- мěшěнче Патăрьел районне кĕрекен Именкасси ялĕнче вĕрент ӳ çĕ кил-йышĕнче çуралнă. Мускав ял хуçалăх академийěнче агроном-биолога вĕренсе тухнă. Мускав патшалăх университечěн ботаника садĕнче, Мускаври ют çěр чěлхисен литература библиотекинче, Щепкин ячěллě театр училищинче вĕрент ӳ çĕре ĕçленĕ, Театр институтĕнче пулас чăваш артисчĕсене чăваш чĕлхипе литературине вĕрентнĕ.
3 Ĕçě-хěлě Прозаик тата куçаруçă.60- мěш çулсен вěçěнче çырма пуçланă.1988-мěш çултанпа СССР писателěсен Союзěн членě.1987-мěш çулта иртнě Тěнчери «Чи лайăх ача-пăча кěнеки» конкурс лауреачě.1990-мěш çулта «Çăкăр чěлли» калавě «Нимěç хумě» радиостанци ирттернě конкурсра пěрремěш вырăн йышăннă.
4 Чапа кăларнă хайлавсем мěш çулта иртнě Тěнчери «Чи лайăх ача-пăча кěнеки» конкурсра «Лопоухий Илюк» хайлавě 2-мěш вырăн йышăннă.1990-мěш çулта «Çăкăр чěлли» калавě «Нимěç хумě» радиостанци ирттернě конкурсра пěрремěш вырăн йышăннă. Хайлав тăрăх нимěçле пьеса та çырнă.
5 Куçаруçă А.Н. Островский, Эдуард де Филиппо, Пьетро Гаринеи, Сандро Джованнини, Юджин О'Нил пьесисене, Варлам Шаламов калавěсене, Орхан Вели сăввисене чăвашла куçарнă
6 Пархатарлă ěç 1991 çултанпа Библие чăвашла куçарассипе ĕçленĕ çулсенче Библие редакцилесе пичете хатěрленě.
7 Хисеплесе Литературăра ăнăçлă ěçленěшěн Ева Лисинǎна 2001 çулта «Чăваш Республикин хисеплĕ культура ĕçченĕ» ята панă. Митта Ваçлей премийĕн лауреачĕ. «Чăваш Республики умĕнчи тивĕçĕсемшĕн» орден медалĕпе чысланă
8 Пичетленнě паллăрах хайлавěсем «Сказки» (1969), «Çĕньял ачисем» (Дети Синьяла, 1971, 1977, 2005), «Хĕле кĕрес умĕн» (Накануне зимы, 1974), «Хупах хăлха Илюк» (Лопоухий Илюк, 1979, 1986), «Тепĕр çул та килетпĕр» (Мы вернемся, 1989), «Пăркка мучи калавĕсем» (Рассказы дедушки Пркка, 1991), «Çăкăр чĕлли» (Кусок хлеба, 1994), «Христос Çуралнă Çĕр» (Ночь Рождества Христова, 2000), «Улăхпи» (Улыхби, 2002) и др
9 Хайлавěсем çинчен Ева Лисинăн кашни кěнекинчех тěпре-ача сăнарě,кашни кěнекинче тенě пекех –чун ыратăвě.Чăваш литературинче хěр ача чунне Лисина пек витěр куракан,ун черченлěхне,ачашлăхне витěмлě палăртакан сайра.Тěнче синкерне,вěçěмсěр ыратăвне çыравçă тасалăхпа,çынлăхпа тавăрать. Юрий Яковлев,литература тěпчевçи
10 Ача-пăча валли Лисина, Е. Н. Дети Синьяла : повесть / Ева Лисина ; пер. с чуваш. И. Сергеева ; худож. Ю. Вечерский. – М. : Дет. лит., – 96 с. : ил. Вăрçă хыççăнхи çулсенче выçăпа вилнĕ Çěньял ачисене асăнса 1970 çулта çырнă. Калава нумай ют чĕлхене куçарнă. Кĕçĕн çулхи ачасем валли
11 Лисина Е.Н.Лопоухий Илюк : повесть-сказка/Ева Лисина;пер.с чуваш.Ильгиз Каримов;худож.Л.Владимирс кий.-М.:дет.лит., с. Индирен хăйне кěтекен чăваш хěрачи патне çула тухнă Илюк ятлă слонпа пулса иртекен тěлěнтермěшсем çинчен каласа парать. Кěçěн çулхи ачасем валли
12 Лисина Е.Н. Пăркка мучи калавěсем/Ева Лисина.- Шупашкар:Чăваш кěнеке изд-ви,1991,-96с. Пăркка мучи калавěсем хресченěн йывăр пурнăçне уçса параççě. Кěçěн çулхи ачасем валли
13 Лисина Е.Н. Çăкăр чěлли: повеçсемпе калавсем/Ева Лисина.-Шупашкар: Чăваш кěнеке изд-ви, с.Пер.загл.:Кусок хлеба Ял ачисемпе çамрăкěсен вăрçă хыççăнхи пурнăçě. Кěнекери хайлавсем аслисене хисеплеме,чăтăмлă пулма вěрентеççě. Вăтам классенче вěренекенсем валли.
14 Лисина, Е. Н. Çĕньял ачисем : повеçсемпе калав / Ева Лисина. – Шупашкар : Чăваш кĕнеке изд-ви, – 176 с. – Пер. загл.: Дети синьяла. Ял ачисен пурнăçне уçса паракан хайлавсем. Вăтам классенче вĕренекенсем валли
15 Лисина Е.Н. Тепěр çул та килетпěр: повеçсем/Ева Лисина.- Шупашкар:Чăваш кěнеке изд-ви, с.- Пер.загл.: Мы вернемся Виçĕ повесть çуллахи каникула яла килнĕ хула ачисен пурнăçне,вĕсем тăван тавралăха юратма вĕреннине уçса параççĕ.
16 Лисина Е.Н. Улăхпи: повесть/Ева Лисина; худож. Н.Н.Тихонова.-Шупашкар: Чăваш кěнеке изд-ви, с.-Пер.загл.: Улыхби Хăйěн ачалăхне аса илсе автор вăрçă вăхăтěнче çынсене кăна мар,выльăхсене те йывăр килнине çырса кăтартать.Ĕне çемьене выçлăхран çăлнисěр пуçне лаша вырăнне те ěçлет.
17 Виç енлě дневник Мěн пěлнěМěн пěлтěмМěн пěлес килет Ева Лисина-ача –пăча çыравçи Библи чăвашла куçарнăМěнле ěмěтпе пурăнать? «Çăкăр чěлли» авторěКуçаруçă пулнăАча-пăча валли çырма кăмăлě пур-и? Г.Айхи йăмăкěКу таранччен вуламан хайлавěсемпе паллашрăм
18 Вуласа пěлме пулать Лисина E. «Вăй çитнĕ таран ĕçлесчĕ» /Eва Лисина; Г.Юмарт калаçнă // Хыпар.– 1999.– 24 утă.– С. 6. Юмарт Э. «Eва Лисина персонажĕсем кĕрешсе тасалаççĕ» / Э.Юмарт // Тантăш.– 1999.– 29 утă ( 31).– С. 3. Яковлев Ю. Пурнăç хĕвĕшĕвĕ тата чун тăнăçлăхĕ / Юрий Яковлев // çамрăксен хаçачĕ.– 1999.– 6 çурла ( 29).– С. 9. Яковлев Ю. «Чăваш ялĕнчен çурт илесшĕн» / Юрий Яковлев // Чăваш хĕрарăмĕ.– 1999.– 31 утă ( 28).– С. 2. Яковлев Ю.В. Хальхи чăваш литературинчи синкер тĕнчетуйăмăн хăш–пĕр тĕсĕсем / Юрий Яковлев // Хальхи чăваш литератури: илемлĕ ăсталăх ыйтăвĕсем.– Шупашкар, 1990.– С. 20–30. Хузангай А. Солнечные поляны Синьяла // Дружба народов
Еще похожие презентации в нашем архиве:
© 2024 MyShared Inc.
All rights reserved.