Скачать презентацию
Идет загрузка презентации. Пожалуйста, подождите
Презентация была опубликована 11 лет назад пользователемТатьяна Ясырева
1 С.М. Михайлов. (1821 – 1861)
2 «Чăваш йăхěнчен тухнă тата аслă шкулсенче вěренмен çын путлě япалана ăçтан çырайтăр?» - тесе ыйтанçи пулать мăнттайланнă вырăс тÿри – шари. Вырăс сăмахлăхěн патриар- хě Михаил Васильевич Ломоносов та пулăç ачи кăна пулнă. В.Жуковский çыравçă каларăшле, вăл аслашшěнчен çăка шăхăр- чăк илсе юлнă, мăнукěсене вара пальма шăхличсем парса хăвар- нă… Çпла шутласа, эпě те, хам М.В.Ломоносовăн пушмак тěпě çеç пулсан та, пуçланă ěçрен пăрăнас теместěп…» С.М.Михайлов.
3 Спиридон Михайлов Юнка Ах, эсě, Юнка, ман тăван кěтес, Ман сăпкана сиктернě çěрěм, Сыв пул, сыв пул – чунпа йěрсе Эп сансăр тăлăх пулăп ěмěр. Тăван çěршывăм, сывă пул, Сыв пул, сыв пул, ачалăх кунě. Таçти юта кайсан та, чун Сире савса пěр вěçсěр çунě. Йăлт илсе каймě урхамах, Юлать кунта ман пурнăç пайě. Илсем ăна яланлăхах – Ман чěрене санпа çеç лайăх! 1852 ç
4 Пирěн ентеш С.М.Михайлов – Янтуш. Спиридон Михайлович Михайлов – чăваш хушшинчен тухнă чи пирвайхи писатель, этнограф, тата историк. Вăл Хусан кěпěрнине кěнě Чикме уезěнчи Мăн Сěнтěр вулăсěнче, Юнкă- пуç ялěнче,(хальхи Чăваш Республикин Муркаш районě) хрес- чен кил – йышěнче, 1821 çулхи ноябрěн 28-мěшěнче çуралнă. Вăл çичě çултах ашшě-амăшне пулăшма тытăннă. Спиридон Михайлович ача чухне ку таврара шкулсем пулманпа пěрех. Çавăнпа та вăл, хутла вěренме ěмěтленнěскер, хăйне хулана яма ыйтнă. Вара унăн ашшě ăна Чикме хулине Михеев сутăç патне вырăсла калаçма, вулама тата çырма вěренмешкěн янă. Унта вăл чиркÿ азбукине тата тěн кěнекине вулама хăнăхнă. Вěрентме пулнă купсан чăваш ачипе аппаланас килмен.
5 Вăл ытларах хăйěн усламěшěн хыпса çуннă. Чăваш ачин ытларах тарçă пулса ěçлеме тата хăйне тěллěн вěренме тивнě. Хула мещенěсемпе купса тарçисем чăваш ачинчен тăтăшах мăшкăлласа кулнă çулта пулас пи- сатель купса çуртěнчен пăрахса кайнă та чăваш вулăсěн кантурне ěçе выр- наçнă. Выçăллă-тутăллă пурăннине пăхмасăрах пултаруллă ача хăй тěл- лěнех хут ěçне хăнăхса пынă. Вăл тěрлě вулăс правленийěсенче, земство полицийěнче ěçленě çултан пуçласа мěн виличченех С.М.Михайлов (Янтуш) Чикмери земство сучěн куçаруçи пулнă.Пушă вăхăтра вăл суд архивěнчи кивě журналсемпе хаçатсене пăхкаласа ларма юратнă. Вун тăваттăра чухне С.Михайлов тěрлě çыру ěçне пуçăнать. Йывăр пулсан та, С.Михайлов вěренес тесе тăрăшнă. Вăл Пушкин, Гоголь, Лермонтов, Дер- жавин, Жуковский, Крылов произведенийěсене, хаçатсемпе журналсене тă- тăшах вуласа тăнă. Вăл вырăс тата чăваш халăх историйěпе те интересленнě. Каярахпа вăл хăй литературă ěçне тытăнать. Чăвашсен аслашшěсем Атăлçи пăлхарсем пулнă текен шухăш унăн Н.И.Второвăн «Памятники древности в Казанской губернии» статйине вуланă хыççăн тěвěленнě. Карах вăл çак шухăша хăйěн очеркěсемпе калавěсенче те çирěплетме тăрăшнă.
6 1852 çулта писатель çине-çинех очерксем çырса пичетлет: «Балдран- базар в Козьмодемьянском уезде», «Предания чуваш», «Чувашские свадьбы» т.ыт.те. Çав очерксен йěкěрешěсем пур – диалога тěпе хунă ремаркăллă калаçусем. Вěсене автор очерксем валли материал пуçтарнă май, очерк- сен тěп шухăшне куç умне кăларса тăракан ÿкерчěксем урлă, хальхи вă- хăтра пулса иртекен ěç пек ăсталанă. Вěсенчен хăшěсем пěчěк сценка евěрле пулса тухнă, пысăкраххисене вара инсценировка тесе каламалла. С.Михайлов 1851 çулта чăвашсем çинчен икě пайлă кěнеке çырма шут тытнă, унта çак пайсем кěмелле пулнă: 1) чăвашсен йăли-йěркине çырса кăтартни, 2) чăваш калаçăвěсемпе юррисем. Вěсене вăл 1852 çулхи çулла вěçлеме палăртнă. С.Михайловăн «Чувашские разговоры и сказки» ятлă кěнеки 1853 çул- та çапăнса тухать. Унта «Краткое этнографическое описание чуваш» ятлă очерк, ултă инсценировкăпа сценка тата юмахсемпе халăх сăмахлăхěн ытти хăш-пěр тěслěхсем кěнě. Ку кěнекене 1851 çул вěçěнче е 1852 çул пуçламěшěнче çырма палăртнă кěнекен иккěмěш вариан- чě теме пулать.
7 С.Михайлов ытларах вырăсла çырнă. Кунта икě сăлтав пулнă. Пěри – писатěлěн чăваш ячěпе вырăс умне тухса чăваш та ытти халăхсем пекех хисепе тивěç, чăвашăн та авалăхěпе пуянлăхě пур, унăн пуласлăхě пирки шутласа пăхмалла тесе калас килни. Йышлă халăх, çав шутра влаçсем те илтчěр тесен вырăсла çырма тивнě. Тепри – чăвашла çырнă япалпсене пичетлесе кăларма çав вăхăтра питě йывăр пулни.Çав çулсенчи чăваш хушшинче хут вěреннě çынсем те сахал курăннă. Вěсем те ытларах вырăсла вулама-çырма вěреннě. Çапла вара, С.Михайлов хăйěн ěçěсене вырăсла çырса вěсене çăмăлрах пичетлеме пултарнă. С.Михалов калав жанрěнче те ăнăçлă ěçленě. Ахальтен мар ăна чăваш калавěн жанрне пуçласа яраканěсенчен пěри тесе шутлаççě. Унăн малтан- хи очеркěсенче романтика туртмěсем вăйлах палăраçç-ха. Вěсенчи автор-калуçă – ěмěтленÿçě, хăвăрт тěлěнме пултаракан герой.
8 С.Михайлов ытларах йăла, ěç-пуç черетленěвне детальлесе кăтартма кă- мăллать, пěр япала çинчен çырнă хушăрах теприн çине хăвăрт куçса кайма пултарать. Янтуш литература ěçне явăçлă тěле вырăс литератури обществăллă анлă трибуна пулса тăнă ěнтě. Вырăссен литературинче реализм вăй илнě, илемлě очерк жанрě чечекленнě. С.Михайлов та, демократиллě шухăшсене çывах йышăннăскер, чăваш литературинчи учченхи традицисемпе кăна çырлахса ларма пултарайман. Чи малтанах вăл çěнě жанра – илемлě очерк жанăрне – алла илме тăрăшать, очерксем çырать. Вěсенче реакционерсем чăвашсем пирки каланă шовенистла шухăшсем тěрěс маррине, Раççейри вырăс мар халăхсем Европăри халăхсенчен ним енчен те катăк маррине ěнентернě. Кашни çыннăн ăс-тăн аталанăвě вăл хăш халăх ывăлě-хěрě пул- нинчен килмест – çак шухăша писатель ěненмелле уçса кăтартнă. Хăй те, хура халăхран тухнăскер, илемлě литературăра çав шухăша çирěплетекен çынсенчен пěри пулнă. С.Михайлов писательпе тěпчевçěн чи ăнăçлă ěçленě тапхăрě тата çулсенче тивет çулсенче С.Михайлов чăвашсен наци ыйтăвěпе тата социаллă пурнăç ыйтăвěсемпе ытларах та ытларах кăсăкланма пуçланă. Çакă вăл писатель пултарулăхě ÿссе пынинчен, унăн тěнче курăмě анлăланса çирěпленнинчен тата чăваш общество ăнě улшăнса пынинчен килнě.
9 Тăван халăха ытти халăхсемпе тан праваллă тăвассишěн, унăн культурине хăпартассишěн, ăна çутта кăларассишěн, унăн литературипе искусствине аталантарассишěн нумай тăрăшнă вăл. Унăн чăваш халăхě çинчен çырнă истори, этнографи, литература ěçěсем паллă вырăс учёнăйсепе писателěсене интереслентерсе янă. Вěсем малашне чăваш халăхěн пурнăçне, йăла-йěркисене, чěлхине, сăмахлăхне çине тăрсах тěпчеме тытăнни С.Михайлов ěçěсемпе паллашнă хыççăн пуçланнă.
10 Çпирка школě. Спиридон Михайлович тăван халăхшăн, унăн литературишěн, историпе-этнографийěшěн калама çук пархатарлă ěçсем туса хăварнă. Унăн чěринче яланах тăван халăха аслă вырăс халăхěпе çывăхланас, хут вěрентсе çутта кăларас, вырăссен пуян культурипе паллаштарас, вырăс культури витěмěпе вара чăвашсене ěмěрхи тěттěмлěхрен хăтарас ěмěт-шухăш вěресе тăнă. Дмитрий пиччěшě каласа панă тăрăх, пěррехинче вăл яла хăй алăпа çырса ÿкерчěксемпе илемлетнě чăвашла букварь, хут, кăранташсем илсе килнě те ашшě килěнче кÿршěри темиçе ачана Микола шăллěпе хут вěрентме пуçлать. Ялта вара çакна «Çпирка школě» теме пуçлаççě. Хăйсен ялěнчех вулама-çырма вěреннине курма Литуш Михали патне кÿкшě-аршă та пухăннă, тěлěннě, çап-çамрăк учитěле çăвара карса итленě. Кайран та Спиридон Михайлович ялти çамрăксене хăй патне вěренме чěннě. Ун патне час-часах çÿрнисем вулама-çырма самаях вěренсе çитнě пулнă, иккěшě Чикмере вěренсе, яла учитель пулса ěçлеме кайнă. Вăл ăсласа хатěрленě букварь ашшě килěнче турăш хыçěнче упраннă.
11 Ăна Дмитрий пиччěшě кайран учитěльсене кăтартнă çулсенче Чăвашра пирвайхи шкулсем уçма пуçласан, Спиридон Михайлович Етěрне ялěсенчи, çавăн пекех Чемейри шкулсене уçассишěн чылай вăй хунă. Вăл хăй вăхăтěнчи çынсемшěн чăннипех те чи ырă тěслěх пулнă. Ваттисем те унăн кашни сăмахне ырласа тăнланă. Унтан илтнě сăмах каларăшěсене ялйышра халě те астăваççě тата унăнах тесе шутлаççě. Акă вěсенчен хăшě-пěрисем: «Тăван чěлхÿне маниччен хăвăн ятна ман». «Çын ăслă калаçма, лайăх вулама, илемлě çырма, хăвăрт шутлама пěлтěр». «Нумай чěлхе пěлни ăса нумайлатать». «Икě чěлхе-икě ăс, виçě чěлхе-виçě ăс». «Чăвашпа чăвашла калаç, вырăспа вырăсла калаç, çармăçпа çармăçла калаç». «Асли ăслă мар, ăсли аслă». «Упа вăйлă, анчах этем ăслă, çавăнпа этем упаран вăйлăрах» т.ыт.те. (Муркаш рай-чи «Çěнтерÿ ялавě» хаçат, 1972 ç.,5-мěш.). Халăхра çакăн пек ырă сăмах та юлнă. Каланă тăрăх кантур таврашěнче хут ěçěпе пурăннă май, Спиридон Михайлович 1842 çулта Шурча вăрçине тата 1852 çулта Ёлкăн ялěнчи И.Цветков улпута вěлерме хутшăннă хресченсене влаçсем умěнче тÿрре тухма та пулăшнă пулать.
12 С.Михайловăн малтанхи вěрентекенě, хăй каланă тăрăх, А.Писриев чиновник пулнă. Чăваш историне юратма чи малтан çав вěрентнě. С.Михайлова наука çулě çине тухма вырăссен паллă археологě, этнографě тата нумизмачě П.Савельев та сахал мар пулăшнă.
13 Яндуш сăнÿкерчĕкĕ. Чăшсен XIX ěмěрти çыравçисен сăнĕсем пурин тенĕ пекех паллă. Иртнě ěмěрте фотографи вăй илсе кăна пынă. Çавăнпа та çав ĕмĕр варринче пурăннă С.М.Михайлов-Яндушăн ик-виç сăнÿкерчĕкрен мала пулма пултарайман. Маларах М.Хлебников çырăвĕ тăрăх унăн пĕр сăнÿкерчĕк пулни кăна паллă, ăна та пуллин усрав хĕрĕ качча тухсан хăйпе пĕрле Уржум хулине илсе кайнă. Çапла вара, чăвашсен пĕрремĕш çыравçин сăнÿкерчĕк йĕрĕ çухалнă. Ăна халь те тĕпчевçĕ- сем шыраса тупайман. Художниксем пурне ÿкермен, фотографи халĕ кăна тухнă пулин те пур литература хайлавĕсенче тенĕ пекех авторсен сăнĕсене кăтартаççĕ. Художниксем ĕлĕкхи çыравçăсен сăнĕсене тунă чухне вĕсен хайлавĕсен содержанийĕсене шута илсе пĕр-пĕр витĕмлĕ сăн шутласа тупаççĕ. С.М.Михайлов-Яндуш сăнне тума чăвашсен паллă художникне Никита Сверчкова хушаççĕ. Чи малтан вăл Спиридон пиччĕшĕ Митри шăллĕ пирки М.Хлебникова каланине шута илет:
14 «В последствии, как вырос, был даже, можно сказать, ростом велик, также толщиною. Волосы у него были, также и борода с усами, рыжие, бороду не носил, брил, лицо и нос были чистые, приятные, только на правой щеке около глаз был самый маленький рубчик, образовавшийся оттого, что во время игры с пустыми пузырьками поранил как- то нечаянно; глаза были серые…Одевался он по-русски». Спиридон сăнне тума художник Юнкăпуçĕнчи Яндушкинсемпе паллашать. Вĕсенчен пĕрин сăнне, Макар Васильевич Яндушкинăнне, ÿкерме палăртнă прототип вырăнне йышăнать. М.В.Яндушкин аслашшĕ Çимон авалхи Яндуш несĕлĕ Праньккан мăнукĕ пулать. Макарăн пиччĕшĕ Степан Васильевич Васильев (1964 çулта вилнĕ) Шупашкарти пединститутра химидоценчĕ пулнăччĕ. Сверчков художник хăйĕн ĕçĕнче çак Яндушкинсем хăйсен пысăк çемйипе 1917 çулта çапăннă сăнÿкерчĕкĕпе усă курнă. Вěсен килěнче халě почта уйрăмĕ вырнаçнă.
15 Пирĕн паллă художник ÿкернĕ С.М.Михайлов-Яндуш портречĕ халĕ чăваш çырулăхĕпе çыхăннă пур кĕнекесенче те пичетленет. Никита Сверчков портрета икĕ хут ÿкернĕ, вĕсенчен пĕри хамăр районти Юнкăри вăтам шкулта упранать, ăна вăл çак шкула 1966 çул вĕçĕнче С.М.Михайлов ятне панă май парнеленĕ.
16 Вĕсем Янтуш йăхĕнчен. Республика анчах мар, пирĕн район та паллă çынсемпе пуян. Ноябрь уйăхĕнче пирĕн паллă ентешĕн С.М.Михайлов-Янтушăн çуралнă кунĕ. Юнкă тăрăхĕнче Янтуш йăхĕнчи çынсем халĕ те пурăнаççĕ. Юханшыв умĕнче çÿлĕрех вырăнта пÿрт ларать. Унта Янтуш йăхĕнчи ĕçпе вăрçă ветеранĕ П.Е.Яндушкин пурăнать. Çак вырăнта пулас учёнăй С.М.Михайлов-Яндуш вунă çула яхăн пурăннă. Вĕсен ăр никĕсĕ çакăн пек. Анна Матвеевнăпа ( ) Ефрем Степановсен ( ) икĕ ывăлпа икĕ хĕр çуралнă. Вĕсен çемйи питĕ ĕçчен пулнă. Уйрăмах Анна Матвеевнăнă пĕчĕк ачисемпе ватăсене пăхса пурăнма питĕ йывăр пулнă. Мăшăрĕ граждан вăрçинче виçĕ çул хушши çапăçнă. Вăрçăран таврăннă хыççăн вăл хăйĕн хуçалăхĕнче тимленĕ, пур ĕç патне те унăн алли çапăçнă. Токарь станокĕпе ĕçленĕ чух ăна Çеменпе Анисия мăнукĕсем пулăшнă. Анчах Çемен ир, ачаллах вилнĕ. Халĕ вара амăшне пĕтĕм ĕçре Анисин пулăшма тивнĕ.
17 Юнкă шкулěнче 7 класс пěтернě хыççăн вăл Урпаш каçхи шкулта вěренме тытăннă. Хыççăн чăвашсен учитель институчĕн вырăс чĕлхи факультетне вĕренме кĕнĕ. Халăх Тăван çĕршыва хÿтĕлесе хăварассишĕн çапăçнă. Ун чухне института Сĕнтĕрвăррине куçарнă. Анисия окопсем чавнă, ытти хÿтлěхсем тунă çěрте ěçленě. Вăрçă çулěсенче институт пěтернě хыççăн малтан Елчěк районěнчи Патреекел, кайран Мăн Елчěкре учительте вăй хунă. Çав вăхăтрах тăвансенчен аякра ěçлесе пурăнма çăмăл пулман, отпуск вăхăтěнче колхозра ěçлеттернě. Уншăн колхоз çăнăх, пахчаçимěс панă. Совет Çарěн офицерě С.Ф.Романова пěрлешнě. Унăн мăшăрě çара кайиччен Юнкăри пуçламăш шкул ачисене вěрентнě. Çарта чух Украинăра Коломна хулинче пурăннă. Хулан çуррине яхăн, уйрăмах еврейсем пурăннă пайне çапса аркатнă пулнă. Юнашар республикăра выçлăх хуçаланнă. Хулара вара националистсем- бендеровецсем лăпкăн пурăнма ирěк паман.
18 Анисия Ефремовна хăйěн специальноçěпе питě ěçлесшěн пулнă пирки мăшăрě запаса тухнă çулта Мăн Хураçкари 8 çул вěренмелли шкулта учительте ěçлеме пуçланă, унта тивěçлě канăва туххичченех, 1979 çулччен тимленě, çитěнекен ăрăва вěрентсе воспитани парассишěн тăрăшнă. Вěсем мăшăрěпе иккěшě икě ывăл пăхса ÿстернě, кăçалхи октябрь уйăхěнче хăйсем пěрлешнěренпе 50 çул çитнине паллă тунă. Янтушсен ывăлě – Полубий Ефремович Яндушкин (1926ç.çурал- нă), ěçпе вăрçă ветеранě Юнкăра пурăнать. Юнкăри шкулта 7 çул вěреннě хыççăнн пěр тапхăр колхозра ěçленě. Вăрçă вăхăтěнче ашшě вырăнěнче магазинта тимленě. Вăл таврăнсан ăна Инçен Хěвелтухăçне янă. Самурайсемпе çапăçнăшăн, хаяр çапăçусене хутшăннăшăн нумай орденсемпе медальсене тивěçнě. Хыççăн Магаданра службăра пулнă.
19 Çартан 1951 çулта таврăннă хыççăн «Родина», «Новая Юнга» колхозсенче тěрлě должноçсенче ěçленě. Нумай çулсем хушши сěт-çу фермине ертсе пынă. Вăл та мăшăрěпе Маринăпа икě ывăл пăхса ÿстернě. Пěр ывăлě, Полуфий, хăйěн арăмěпе Лидăпа, икě хěрěпе Шупашкарта пурăнать. Тепри, Александр, Мускавра водительте ěçлет. Арăмěпе Надеждăпа Руслан ятлă ывăлне ÿстереççě. Полувий Ефремович Спиридон Михайлова халалласа унăн ячěпе парк ÿстерет, унта тěрлě йывăçсем ÿсеççě, варринче- çавра сěтелпе тенкелсем. Кěçěн хěрě Валерия Григорий Назарович Хошкина качча тухнă, пилěк хěрпе пěр ывăл ÿстернě. Хěрěсем çунат сарса Раççей тăрăх саланнă. Ывăлě, Вячеслав кăна амăшěпе юлнă. Вăл хуçалăхсем хуш- шинчи «Моргаушская» строительство организацийěнче ěçлет. Тепěр хěрě, Светлана, Çармăçкассинче сутуçăра ěçленě, çав ялах качча тухнă. Хăйěн мăшăрěпе икě ача – хěрпе ывăл ÿстенеççě. Вěсем Юнкăри вăтам шкулта вěренеççě.
20 Пурăнать –ха Янтушсен йăхě, ăруран ăрăва малалла куçать. Вěсем те, ытти çынсем пекех, С.М.Михайлов- Янтушпа тивěçлипех мăнаçланаççě
Еще похожие презентации в нашем архиве:
© 2024 MyShared Inc.
All rights reserved.