Скачать презентацию
Идет загрузка презентации. Пожалуйста, подождите
Презентация была опубликована 11 лет назад пользователемshkul.su
1 Комсомольски районĕн 70 çулхи юбилейĕ тĕлне хатĕрленĕ «Чечеклен, илемлен, ман юратнă Каçал ен» конкурс презентацийĕ Презентацие хатĕрлекен: Хирти Мăнтăр пĕтĕмĕшле пĕлÿ паракан вăтам шкулта чăваш чĕлхипе литературине вĕрентекен Л.Н.Яковлева
2 Каçал ен хăй çĕрĕ çинче чылай паллă çынна пăхса ÿстернĕ
5 Ик çырма хушшинче, Хăвасен айĕнче Илемлĕн курăнса ларать Ман Йăлмахва Йăлмахва, Йăлмахва, Йăлмахва, Йăлмахва, Хуть ăçта эп кайсан та Хуть ăçта эп кайсан та Эсĕ ман асăмра, Эсĕ ман асăмра, Йăлмахва! Йăлмахва! Çак ялта çуралса Ÿснĕ çывăх çынсем: Асатте, асанне Тата манăн атте Инçете эп кайсан Аса илĕп яла, Аттене, аннене Тата шăллăмсене
6 Çип çапнă пек тÿп- тÿрĕ урамлă, çитмĕл те çичĕ йăмраллă Йăлмахваçăм! Хĕл çитсессĕн шурă пĕркенчĕк тăхăнатăн, кĕркунне улма-çырла шăршипе тулатăн. Çук пулĕ çĕр çинче санран хакли, санран илемли. Сана савса ял çыннисем Мухтав юрри юрлаççĕ Çип çапнă пек тÿп- тÿрĕ урамлă, çитмĕл те çичĕ йăмраллă Йăлмахваçăм! Хĕл çитсессĕн шурă пĕркенчĕк тăхăнатăн, кĕркунне улма-çырла шăршипе тулатăн. Çук пулĕ çĕр çинче санран хакли, санран илемли. Сана савса ял çыннисем Мухтав юрри юрлаççĕ
7 Гурий Гурьевич Чаржов 1940-мĕш çулхи июнĕн 25-мĕшĕнче Комсомольски районĕнчи Йăлмахва ялĕнче çуралнă. Вăтам шкул хыççăн Шупашкарти тĕрлĕ стройкăсенче, Чăваш радио комитетĕнче, Комсомольски районĕнчи «Октябрь ялавĕ» (халĕ «Каçал ен»), Шупашкар районĕнчи «Ленинец» хаçатсенче, Чăваш кĕнеке издательствин илемлĕ литература редакторĕнче ĕçленĕ. Вăл Мускаври А.М.Горький ячĕпе хисепленекен Литература институтĕнче аслă пĕлÿ илнĕ мĕш çулхи июнĕн 25-мĕшĕнче Комсомольски районĕнчи Йăлмахва ялĕнче çуралнă. Вăтам шкул хыççăн Шупашкарти тĕрлĕ стройкăсенче, Чăваш радио комитетĕнче, Комсомольски районĕнчи «Октябрь ялавĕ» (халĕ «Каçал ен»), Шупашкар районĕнчи «Ленинец» хаçатсенче, Чăваш кĕнеке издательствин илемлĕ литература редакторĕнче ĕçленĕ. Вăл Мускаври А.М.Горький ячĕпе хисепленекен Литература институтĕнче аслă пĕлÿ илнĕ.
8 Гурий Чаржовăн малтанхи сăввисем «Вĕçев» кĕнекере пичетленнĕ. Кун хыççăн поэтăн «Тымар», «Хунав», «Вăхăш шăнкăравĕ», «Тăван кил» кĕнекисем тухнă. Поэтăн кĕнекисенче Тăван çĕр-шыв, мир, ялпа хула çыннисен ĕçĕ- хĕлĕ, ĕмĕчĕ-шухăшĕ çинчен çырнă сăвăсем тĕп вырăн йышăнаççĕ. Çавăн пекех кунта таса юратупа туслăх сăввисем те пур Гурий Чаржовăн малтанхи сăввисем «Вĕçев» кĕнекере пичетленнĕ. Кун хыççăн поэтăн «Тымар», «Хунав», «Вăхăш шăнкăравĕ», «Тăван кил» кĕнекисем тухнă. Поэтăн кĕнекисенче Тăван çĕр-шыв, мир, ялпа хула çыннисен ĕçĕ- хĕлĕ, ĕмĕчĕ-шухăшĕ çинчен çырнă сăвăсем тĕп вырăн йышăнаççĕ. Çавăн пекех кунта таса юратупа туслăх сăввисем те пур Петров Ю. Пултарулăх çулĕпе // Коммунизм ялавĕ. – – 17 çĕртме Юман А. Гурий Чаржов // Канаш (Ульяновск обл.). – – 17 çĕртме Гурий Чаржов 65 çулта // Каçал ен (Комсомольски р-нĕ). – – 29 çĕртме
10 Гурий Чаржовăн хăйне майлă тĕлĕнмелле пултарулăхĕ пур. Эпĕ кун пирки нимĕн чухлĕ те иккĕленместĕп. Талантлă поэтăн хăйне евĕрлĕ почеркĕ, кĕске сăмахлă çырма пĕлни, характерĕ уççăн курăнса тăрать сăввисенче. Вĕсенче чуна пырса тивекен темĕнле хăйне майлă интонаци, хăйне майлă ирхи çутă пур. Унăн сăввисен пейзажĕсем лăпкă та витĕмлĕ, геройĕсем кăмăллă та ырă Гурий Чаржовăн хăйне майлă тĕлĕнмелле пултарулăхĕ пур. Эпĕ кун пирки нимĕн чухлĕ те иккĕленместĕп. Талантлă поэтăн хăйне евĕрлĕ почеркĕ, кĕске сăмахлă çырма пĕлни, характерĕ уççăн курăнса тăрать сăввисенче. Вĕсенче чуна пырса тивекен темĕнле хăйне майлă интонаци, хăйне майлă ирхи çутă пур. Унăн сăввисен пейзажĕсем лăпкă та витĕмлĕ, геройĕсем кăмăллă та ырă Егор Лисаев, Ленин премийĕн лауреачĕ
11 Хунав çумне хунав тухать, Турат çумне турат хушать. Турачĕсĕр йывăç пулмасть, Йывăççисĕр сачĕ пулмасть. Уйра кашлать тырри-пулли, Тырри-пулли куçăм тулли. Уй-хирĕсĕр тыр-пул пулмасть, Тыр-пуллисĕр çăкăр пулмасть. Хунав çумне хунав тухать, Турат çумне турат хушать. Турачĕсĕр йывăç пулмасть, Йывăççисĕр сачĕ пулмасть. Уйра кашлать тырри-пулли, Тырри-пулли куçăм тулли. Уй-хирĕсĕр тыр-пул пулмасть, Тыр-пуллисĕр çăкăр пулмасть. Ял-йыш çуллен çĕн çурт лартать, Çĕн çурт лартать, çĕн туй тăвать, Кил-çурчĕсĕр кил-йыш пулмасть, Кил-йышĕсĕр ял-йыш пулмасть. Йывăç лартсан, сад çитĕнет. Уй-хир пулсан, тыр-пул ÿсет. Кил-йышпала ял-йыш пурнать, Ял-йышпала пурнăç пулать. Гурий Чаржов Гурий Чаржов Ял-йыш çуллен çĕн çурт лартать, Çĕн çурт лартать, çĕн туй тăвать, Кил-çурчĕсĕр кил-йыш пулмасть, Кил-йышĕсĕр ял-йыш пулмасть. Йывăç лартсан, сад çитĕнет. Уй-хир пулсан, тыр-пул ÿсет. Кил-йышпала ял-йыш пурнать, Ял-йышпала пурнăç пулать. Гурий Чаржов Гурий Чаржов
12 Эс упра çăкăра, Сума су эс ăна. Пысăка ан хурсам Нихăçан эс хăвна Çăкăрта – пуласси, Асра тыттăр кашни: Çăкăра упрани – Çĕр-шыва упрани Гурий Чаржов Гурий Чаржов Эс упра çăкăра, Сума су эс ăна. Пысăка ан хурсам Нихăçан эс хăвна Çăкăрта – пуласси, Асра тыттăр кашни: Çăкăра упрани – Çĕр-шыва упрани Гурий Чаржов Гурий Чаржов
13 Сăпка юрри (Мари фольклорěнчен) Ай, ачам, пĕчĕкçĕ ачам, Ан тив, пултăр кĕпÿ сан хурама çулçи. Ан тив, пултăр кĕпÿ сан хурама çулçи. Ай, ачам, пĕчĕкçĕ ачам, Ай, ачам, пĕчĕкçĕ ачам! Ан тив, пултăр вырăну сан çăка çулçи. Ан тив, пултăр вырăну сан çăка çулçи. Ай, ачам, пĕчĕкçĕ ачам, Ай, ачам, пĕчĕкçĕ ачам! Ан тив, пултăр аçу сан карсак-мулкач, карсак-мулкач.
14 Çывăр, пĕчĕкскерĕм Çÿллĕ тÿпере кулать Сарă питлĕ уйăх. Халь ăна хавас парать Мăшăр çăлтăр туйĕ. Шÿлкемеллĕ инкесем Çав туйра чиперрĕн Ташăра кÿреç илем. Çывăр, пĕчĕкскерĕм… Гурий Чаржов
Еще похожие презентации в нашем архиве:
© 2024 MyShared Inc.
All rights reserved.