Скачать презентацию
Идет загрузка презентации. Пожалуйста, подождите
Презентация была опубликована 9 лет назад пользователемСергей Алексеев
1 Ваттисен сăмахĕсем Ырă сăмах ылтăнран хаклă. Витĕмлĕ сăмах виçĕ ĕмĕр пурăнать. Чăваш ăсĕ-çивĕч ăс.
2 Мĕн вăл ваттисен сăмахĕсем? м ӗ н тума кирлĕ? мĕнле ушкăнсем пулаççĕ?
3 Ваттисен сăмахĕсем-этеме пурнăçра кирлĕ ăслă шухăшсене пĕтĕмлетсе кĕскен каланă сăмахсем. Вĕсенче тăван халăхăн çивĕч ăсĕ, шухăшлавĕ, философийĕ, чăваш чĕлхин ытарайми илемĕпе сăнарлăхĕ, витĕмлĕхĕ палăрать. Вĕсемпе усă курни пуплеве пурнăç чăнлăхĕпе тачă çыхăнтарать. Вырăнлă каланă ваттисен сăмахĕ пирĕн пуплеве ÿкерчĕклĕ, сăнарлă тăвать, вулаканăн е итлекенĕн асĕнче юлать. Ваттисен сăмахĕсем тăрăх эпир тĕрлĕ самана сăн-сăпатне куратпăр, пурнăçа пĕлетпĕр, халăхăн ăсне куратпăр. Ахах пĕрчи пек паха ăслăх, илемĕпе йăлтăртатса çиçсе тăракан çивĕч шухăша ăнланса илетпĕр.
4 Чăваш чĕлхинче ваттисен сăмахĕсен тĕрлĕ ушкăнĕсем тĕл пулаççĕ. Вĕренÿпе ăслăлăх çинчен Ырă ĕçе вĕрентсе калаканнисем Тĕрĕслĕхпе чăнлăх çинчен Ĕçе вĕрентсе калаканнисем Ăса вĕрентсе калаканнисем Тата ытти те
5 Вĕренÿпе ăслăлăх çинчен Пĕлÿрен хаклă пурлăх çук. Пĕлесси йывăр,пĕлсен – çăмăл. Кĕнеке вулани- ăс-хакăл пухни
6 Ырă ĕçе вĕрентсе калаканнисем Суяпа инçе каяймăн. Тĕрĕслехпе мухтаççĕ,ултава ылханаççĕ. Пĕчĕк чăнлăх пысăк суяна çĕнтерет.
7 Ĕçе вĕрентсе калаканни. Куç хăрать те ал тăвать.
8 Ачасем,ваттисен сăмахĕсене астуса юлма тăрăшăр, кулленхи пурнăçра усă курăр.
Еще похожие презентации в нашем архиве:
© 2024 MyShared Inc.
All rights reserved.