Скачать презентацию
Идет загрузка презентации. Пожалуйста, подождите
Презентация была опубликована 9 лет назад пользователемАлёна Кригер
1 ПИРĔН ЮХАН ШЫВСЕМПЕ КЎЛĔСЕНЧИ ПУЛĂСЕМ Ĕçе пурнăçлаканĕ Пафнутьева Оля 3 «Б» класс Ĕçе тĕрĕслекенĕ Пафнутьева С.В.
2 Карас – Карась ылтăн тата кĕмĕл тĕсли пулать. Кÿлĕсемпе пĕвесенче пурăнать. 5-6, сантиметр вăрăмăш, грамм тата 1 килограмм йывăрăш. Июнь пуçламăшĕнче хăмăшлă – курăклă вырăнсенче вăлча сапать.
3 Çăрттан – Щука вăйлă юхăмлă, тĕрлĕ ÿсен – тăранлă шывсене килĕштермест сантиметр вăрăмăшлисем (1 килорамм çурăран пуçласа 3 килограмм таран) пулаççĕ. 1 метр вăрăмĕшлисем виçи 10 килограма çитет. Апрель – май уйăхĕсенче вăлча сапать, çул пурăнать.
4 Çуйăн – Сом. Сăрпа Атăлта пурăнать, сайра тĕл пулать. Пĕчĕк юхан шывсемпе кÿлĕсенче ĕрчемест. 50 килограмм таран çитĕнет. Май уйăхĕн вĕçĕнче шыв температури градуса çитсен пулă амии вăлча сапать, аçи вĕтĕ пулăсем пуличчен вăлчасене сыхлать. Хĕлле çуйăн çывăрать.
5 Уланкă – Окунь кÿлĕсемпе пĕвесенче, юхан шывсенче пурăнать. Сивĕ шыва кăмăлламасть. Унăн тĕсĕ мĕнле шывра пурăннинчен килет. Йывăрăшĕ – грамм (1 килограма çитет), вăрăмăшĕ – сантиметр. Май уйăхĕнче вăлча сапать.
6 Кăртăш – Ерш йывăрăшĕ 200 грамм, вăрăмăшĕ сантиметр. Ытларах шыв тĕпĕнче пурăнать. Çак пулă йăлмакпа витĕннĕ, вăл ăна хÿтĕленме пулăшать. Май уйăхĕнче вăлча сапать.
7 Сазан – вăйлă тата хитре пулă. Ытларах чухне Сăрта, Мăн Çавал юппинче тата Куславкка хули çывăхĕнче Атăлта пур. Ăшă шыва кăмăллать, шыв тĕпĕнчи хурт-кăпшанкăпа, çамрăк ÿсен-тăранпа апатланать. 1-2 килограмм (12 килограмм таяканнине те тытнă) йывăрăш, сантиметр вăрăмăш пулать.
8 Хура пулă, хура карас – Линь. Вăйсăр юхăмлă е пачах та юхман, хăмăшлă шывсенче яланах пĕр вырăнта пурăнать. Ытлах хускалмасть, шыв тĕпĕнче пулма тăрăшать. Пĕчченшерĕн ишсе çÿрет. Пулă йывăрăшĕ грамран пуçласа 5 килограмм таран çитет. Курăкпа, рак йышшисемпе, вĕтĕ моллюсксемпе тăранса пурăнать.
9 Хĕрлĕ çунат, хĕрлĕ куç – Красноперка. Çăра курăк, хăмăш çитĕнекен юхан шывсенче ĕрчет. Атăлăн сулахай енчи курăклă, утравлă вырăнсенче йышлă. Хĕрлĕ çунат юхăмлă шывсене кăмăлламаст, курăк хушшинчен сайра - хутра кăна тухать сантиметр вăрăмăш, грамм йывăрăш пулать. Кăнтăрла кăна апатланать.
10 Кутам, партас – Голавль. Ăптă евĕрлĕх, анчах кăшт тачкарах. Пĕчĕк юхан шывсенче чуллă, хăйăрлă вырăнсенче пурăнать. Ушкăнпа ишмест сантиметр вăрăмăш, грамм йывăрăш пулать. Хурт- кăпшанкăпа, ăманпа, пĕчĕк шапасемпе, вĕтĕ пулăсемпе тăранса пурăнать. Вăйлă юхăма хирĕç май уйăхĕнче 200 пин вăлча сапать.
11 Манăн атте çу кунĕсенче кашни канмалли кун пулла çÿреме юратать. Эпĕ те хăш чухне унпа пулла çÿретĕп. Мана вăлтапа пулă тытма килĕшет. Эпир час-часах карп тытатпăр. Карп тутлă пулă. Эпир ăна ăшалатпăр.
Еще похожие презентации в нашем архиве:
© 2024 MyShared Inc.
All rights reserved.