Скачать презентацию
Идет загрузка презентации. Пожалуйста, подождите
Презентация была опубликована 9 лет назад пользователемВиктория Круковецкая
1 Аякра- аякра, тинěсре, Аякра- аякра, тинěсре, Автансем авăтман кĕтесре Автансем авăтман кĕтесре Анаслать тискер кайăк е пулă, Анаслать тискер кайăк е пулă, Анчăкран та хăрушă …. Анчăкран та хăрушă ….
2 Автан мар- авăтать, Ыйха сирет, вăратать, Хăйĕн çине пăхтарать. Мĕн- ши вăл, кам калать?
3 Вирхĕнсе пырать вăл сассăр, Газ е тĕтĕм кăлармасть. Ярăнас килет пулсассăн Педаль тивĕ çавăрма.
4 Кукăр-макăр турат пур, Турат çинче çимĕç пур. Татрăм, типĕтрĕм-икек: Пулчĕ ватă карчăк пек.
5 Тăпăл- тăпăл та ĕлккен Тетте çакнă чиперкке, Çěнě çул уявĕнче Савăк унăн умěнче.
6 Хитререн те хитрине Илетпĕр те суйласа, Саламлатпăр пĕр-пĕрне Ырă сăмах хайласа.
7 Мăйĕ вăрăм та- хур мар, Ирĕк çеç ăна эс пар: Ав епле мăйне тăсса Кăрлатсах çăтать тусан.
8 Уçăлать те хупăнать, Хупăнать те уçăлать: Кěнекен, пенал, тетрадь Шкул ачи унта упрать.
9 Сěтел çинче мăнтăркка Тĕкĕр пекех йăлтăркка: Пăр та яка пăркăчне, Ларт чашăкна чей ĕçме.
10 Алла тытрĕ Катя Пĕчĕк хулăн катер. Лÿчěркеннě пиншака Самант турě яп-яка.
11 Тěлěнтермĕш япала, Сăнчăрта эп яланах. Йытă мар эп, тупата, Вěçертсемĕрччĕ мана.
Еще похожие презентации в нашем архиве:
© 2024 MyShared Inc.
All rights reserved.