Скачать презентацию
Идет загрузка презентации. Пожалуйста, подождите
Презентация была опубликована 9 лет назад пользователемСвятослав Борков
1 Предметсем: литература вулавĕ, тăван тавралăх, технологи Проекта хатĕрлекенсем: Нĕркеçри пĕтĕмĕшле пĕлÿ паракан вăтам шкулта 3 –мĕш класра вĕренекенсем Проекта хÿтĕлекенĕ: Максимова Анастасия Ертÿçи: Краснова Галина Петровна Ĕç вăхăчĕ: 3 сехет Проект тĕсĕ: ушкăнпа ĕçлесси Çăварни уявĕ
2 Проектăн тĕллевĕ : Чăваш халăхĕн ырă та илемлĕ çурхи уявĕ çăварни çинчен тĕпчесси, сценарине хатĕрлесси. Задачăсем: 1)тĕрлĕ литературăна усă курса çăварни уявĕ çинчен пĕлесси; 2)ялти ватăсенчен уявăн сăвви – юррине ыйтса çырасси, ушкăнри ачасене паллаштарасси; 3) çăварни «карчăкне» ăсталасси, икерчĕ пĕçерме хăнăхасси; Проблема: Ĕлĕкхи йăла – йĕркесем çинчен манас марччĕ. Аслисенчен вĕренсех пырасчĕ
3 Проектпа ĕçленĕ май хуравламалли ыйтусем: 1)Мĕншĕн çак уява Çăварни тесе каланă? 2)Çак уявăн тĕп апачĕ мĕншĕн икерчĕ пулнă? 3)Ĕлĕк Нĕркеç ялĕнче çак уява мĕнле ирттернĕ?
4 Проекта пурнăçа кĕртмелли меслетсемпе мелсем: шырав тĕпчев сÿтсе явни тишкерÿ пĕтĕмлетÿ. Кирлĕ хатĕрсем: уяв çинчен çырса панă кĕнекесем,журналсем альбом ручка.
5 Пĕрремĕш сехет: Тĕпчев, шырав тапхăрĕ Ушкăнсем çине пайланасси, ĕç суйласси, информации пуçтарасси: 1 – мĕш ушкăн çăварни уявĕ çинчен тĕпчет. 2 - мĕш ушкăн Çăварни карчăкне ăсталас йĕркене ыйтса пĕлет, икерчĕ пĕçерме вĕренет. 3 – мĕш ушкăн уявăн сăвви – юррине, каларăшне ялти ватăсенчен пуçтарать. 2 - мĕш ушкăн Çăварни карчăкне ăсталас йĕркене ыйтса пĕлет, икерчĕ пĕçерме вĕренет.
6 Çăварни уявĕ çинчен Хĕле чыслăн ăсатмасан вăл çуркуннене кĕтсе илме чăрмантарасса авалхи чăвашсем çирĕп ĕненнĕ. Çавăнпа та çăварнине питĕ савăнăçлăн ирттерме тăрăшнă.Ĕлĕк çак уяв икĕ эрнене тăсăлнă: аслă çăварни, кĕçĕн çăварни. Христос тĕнĕ сарăлнă май ăна вырăссемпе пĕр вăхăтра ирттерме пуçланă, чăвашсем те эрне хушши çеç уявлама тытăннă. Çăварни вăл - çу эрни. Вăл çак эрнере çуллă икерчĕ, тутлă апат – çимĕç çимеллине те пĕлтерет. Çуллă икерчĕ вара хĕвел майлă, çавăн пекех çаврака, тĕсĕ те унăн хĕвелпе пĕр пек. Халăх уява малтан хатĕрленме тытăннă. Хĕрсем çĕнĕ кĕпе çĕленĕ, тутăрĕсемпе саппунĕсене тĕрлесе илемлетнĕ. Каччăсем катаччи чупма лашисене сĕлĕ çитернĕ, çунисене юсанă, сăрланă. Аслисенчен ачасем те юлман: тăвайккине шыв сапса якатнă, çунашкисене майланă, пăрала ăсталанă.
7 Ача – пăча уявра Лидия Ивановна каласа панинчен… Çăварни уявне ача – пăча пуçланă, Ятарласа тунă тăвайккинчен чи малтан ярăнса анакан ачана ака-суха ĕçне пуçлаттарнă. Çак ачана шыв çулĕ уçакан тенĕ. Ăна икерчĕпе, мăйăрпа хăналанă. Тăвайккинчен ярăнса аннă май такмакламалли сăвă йĕркисем: Киле кайма кун çути, Çерçи ури хуçăлтăр, Катăк çатма икерчи. Кантăр вăрăм пултăр!
8 Яшсемпе хĕрсем Петрова Вера Васильевнăран çырса илни Уявра çамрăксем катаччи чупнă. Лашисене шăнкăравпа, тутăрсемпе илемлетнĕ. Хĕрсем икĕ аркăллă чăваш кĕпи тăхăннă, тĕрĕллĕ саппун çакнă, тĕрленĕ тутăр çыхнă. Вăхăт иртнĕçемĕн пысăк çÿçеллĕ тутăр çыхма пуçланă. Лашапа катаччи чупнă май юрламалли юрă йĕркисем: 1) Катач çуни çапла ай, пулать – и, катач çуни çапла пулать – и, Пар ут кÿлмесĕрех шăвать – и? 2) Катач хăни çапла ай, пулать – и, катач хăни çапла пулать – и, пĕр юрламасăрах каять – и? 3)Юр шурă та çиме ай, юрамасть, юр шурă та çиме юрамасть, Тăван хамрăн пăрахма юрамасть.,
9 Çăварни уявĕ Нĕркеçре… Любовь Степановна Ивановăран çырса илни: Нĕркеçре уява питĕ савăнăçлă ирттеретчĕç. Ваттисем тăвайккинчен çунапа ярăнатчĕç. Вĕсене çăварни карчăкĕ, старикĕ тетчĕç. Тăвайккинче çуллă икерчĕ çинĕ, юрă юрланă. Юлашки кун ватти – вĕтти чуп туса пĕр - пĕринчен каçару ыйтнă. ăсталанă çăварни карчăкне çунтарса янă.
10 Иккĕмĕш сехет. Пуçра- ăс, алăра- ĕç 1- мĕш ушкăн çăварни карчăкне асталать; 2- мĕш ушкăн икерчĕ пĕçерет. 3 - мĕш ушкăн вăйăсем хатĕрлет. Пĕрле вăйă – юрă сăмахĕсене вĕренетпĕр, сценари çыратпăр
11 Результат Çырнă сценари тăрăх уява ирттерни
12 Усă курнă литература: Арлан М. Çăварни килет/ Тантăш. 9, Егоров Н. Çăварни/ Халăх шкулĕ. 1,1993. Кульева А. Р, Кульев О.Г. Уявсем, проектсем, тĕрĕслев ĕçĕсем. Шупашкар.: Чернова Н. Н. Пирĕн уявсем. Шупашкар.: 2006
Еще похожие презентации в нашем архиве:
© 2024 MyShared Inc.
All rights reserved.