Скачать презентацию
Идет загрузка презентации. Пожалуйста, подождите
Презентация была опубликована 9 лет назад пользователемЭмма Ратаева
1 Артемьев Александр Спиридонович прозăçă, сăвăç, литература критикĕ, тăлмач çулхи авăн уйăхĕн 14- мĕшĕнче Етĕрне уесĕн (халĕ Чăваш Енĕн Элĕк районĕ) Тури Вылă ялĕнче çуралнă çулхи çурла уйăхĕн 5- мĕшĕнче Шупашкарта вилнĕ.
2 Кун-çулĕпе ĕçĕ-хĕлĕ Хĕрлĕ Чутай районĕнчи Штанашри вăтам шкулта, А. М. Горький ячĕпе хисепленсе тăракан Литература институчĕнче вĕреннĕ. Тăван ялĕнчи вулав п ӳ рчĕн заведующийĕ, «Ялав» журналăн литература ĕçченĕ, «Тăван Атăл» журналăн редакцийĕн яваплă секретарĕ пулса ĕçленĕ. Тăван Çĕршывăн Аслă вăрçине хутшăннă, фашистлă Германипе тата самурай Японипе çапăçнă.
3 Александр Спиридонович Артемьев 1924 çулта Элĕк районĕнчи Тури Выл ялĕнче хресчен çемйинче çуралнă. Вун сакăр çул тултараспа вăл Хĕрлĕ Çара каять, 1943 çулта Курск патĕнчи çапăçура аманать. Госпитальре сывалать те каллех Хĕвел анăç фронтне. Германие парăнтарнă хыççăн Хĕвел тухăçне те çитме тивет ăна, Маньчжурире вăл Япони çарĕсемпе çапăçăва кĕрет. Пулас çыравçă 1947 çулта тин киле таврăнать.
4 А. С. Артемьевăн пĕрремĕш кĕнеки 1950 çулта «Ан авăн, шĕшкĕ» ятпа тухать. Кĕнекене çичĕ калав кĕнĕ. Вĕсенче автор совет салтакĕсен вăрçăри паттăрлăхне, киле таврăнсан мирлĕ ĕçе хастаррăн хутшăннине кăтартса парать. Вăрçă хирĕнчи инкек-синкеке çыравçă хăйĕн тусĕсемпе т ӳ ссе ирттернĕ, ун хыççăнхи йывăрлăхсене те вăл тусĕсемпе пĕрле çĕнтерсе пынă. Малалла унăн кĕнекисем вĕçе-вĕçĕн тухса пыраççĕ: «Хĕрлĕ çăлтăр» (1952), «Юрату юррисем» (1953), «Салампи» (1956), «Алтăр çăлтăр» (1958), «Çунатлă çуралнисем» (1965), «Хунавлах хăрнисем» (1970), «Симĕс ылтăн» (1972), «Тăвăл умĕн (1975) тата ыттисем.
5 Салампи «Салампи» повеçе, сăмахран, паян кун та ватти-вĕтти таранах алран ямасăр вулаççĕ. Ку кĕнекере автор чăваш çамрăкĕсен вăрçă хыççăнхи нушаллă пурнăçне, вĕсен кăмăлне, çутă ĕмĕтне сăнарланă. Ахальтен мар ĕнтĕ В. Н. Яковлев режиссер «Салампи» повесть тăрăх пьеса çырса Чăваш академи драма театрĕнче лартнă. Повеçри ĕçсем композиторсене те кăсăклантараççĕ. Анисим Асламас композитор ун тăрăх «Салампи» ятлă опера та çырнă.
6 А. С. Артемьев чăваш литературинче çухалми йĕр хăварчĕ. Унăн чĕлхи пуян та илемлĕ, сăнарĕсем пурте ĕнентер ӳ ллĕ, пурте асра юлаççĕ. Çыравçăн кĕнекисене чылайăшне вырăсла куçарнă. Çавăнпа писатель пултарулăхĕпе чăвашсем кăна мар, ытти халăхсем те паллашма пултарчĕç. А. С. Артемьевăн таланчĕ чи малтан прозăра палăрнă. Çав вăхăтрах вăл поэзире те нумай ĕçленĕ, унсăр пуçне вырăс тата тĕнче классикĕсен сăввисене чăвашла куçарнă. Унăн сăввисене чылайăшне композиторсем юрра хыврĕç. Вĕсене паянхи кун та час-часах шăрантараççĕ. Акă çав юрăсенчен пĕри: « Ç ӳ л т ӳ пере çăлтăр вылять Сан куçу пек йăлтăртатса. Чул хушшипе тăр шыв юхать Сан куллу пек шăнкăртатса. Сывлăм ӳ кет садсем çине, Каç сулхăнĕ çапать çĕре. Ǎçта-ши эс çак каçхине? Сана кĕтсе çунать чĕре. Çăлтăр с ӳ нет ç ӳ л т ӳ пере, Пуриншĕн те килет ыр кун. С ӳ нми çунать хĕр ӳ чĕрем, Саншăн çунать ман çамрăк чун. »
7 Ĕçĕсем Пултарулăхăн малтанхи çулĕсенче сăвăсем çырнă. Кĕвĕçĕсем унăн сăввисемпе юрăсем хывнă: «Ах, пĕлесчĕ», «Çуралнă çĕршыв», «Салампи юрри», тата ыттисем. Александр Артемьев литература критикинче те тăрăшса ĕçленĕ. Александр Артемьев чăваш чĕлхине çак авторсен произведенийĕсене куçăрнă: А. Пушкин, М. Лермонтов, И. Тургенев, Л. Толстой, И. Гёте тата ыт.те. Пичĕтленнĕ кĕнекисем: «Ан авăн шĕшкĕ» (1950); «Салампи» (1956, 1960, 1966, 1983); «Улма йывăç авăнать» (1958); «Тăвăл умĕн» (1975); «Юлашки юрă» (1981); «Пурнăç чăнлăхĕпе писатель ăсталăхĕ» (1984); «Суйласа илнисем» (икĕ томлă, 1986); тата ыттисем.
8 Хисеп паллисем Тăван Çĕршывăн Аслă вăрçин 1- мĕш степеньлĕ орденĕ. Чăваш АССРăн халăх çыравçи (1980). «Хисеп палли» орденĕ. «Халăхсен туслăхĕн» орденĕ.
Еще похожие презентации в нашем архиве:
© 2024 MyShared Inc.
All rights reserved.