Скачать презентацию
Идет загрузка презентации. Пожалуйста, подождите
Презентация была опубликована 9 лет назад пользователемЗинаида Казаринова
1 Камăнлăх формин пĕлтерĕшĕ улшанма пултарни
2 Çак сăмах майлашăвĕсем пĕр- пĕринчен мĕнпе уйрăлса тăраççĕ? Колхоз уйĕ Ача амăшĕ Хĕр тутри Анне чĕри Арман хуçи Йăмăк ĕмĕчĕ Колхозăн уйĕ Ачан амăшĕ Хĕрĕн тутри Аннен чĕри Арманăн хуçи Йăмăкăн ĕмĕчĕ
3 Çак сăмах майлашăвĕсем пĕр- пĕринчен мĕнпе уйрăлса тăраççĕ? Колхоз уйĕ Ача амăшĕ Хĕр тутри Анне чĕри Арман хуçи Йăмăк ĕмĕчĕ 3-мĕш сăпат аффиксĕ япалан хуçине çеç мар, икĕ япала хушшинчи çыхăнăва та кăтартать. Колхозăн уйĕ Ачан амăшĕ Хĕрĕн тутри Аннен чĕри Арманăн хуçи Йăмăкăн ĕмĕчĕ Сăмах майлашăвĕн малтанхи сăмахне камăнлăх падежĕнче лартсан япала камăннине е мĕнĕннине пайăррăн палăртать, конкретлăрах тăвать.
4 Предложени никĕсне, шухăш интонацине палăртăр. Уйкас вăрманĕн хĕрри курăнать. Уйкас вăрманăн сылтăм енче вырнаçнă.
5 Уйкас вăрманĕн хĕрри курăнать. -ĕ – 3-мĕш сăпат аффиксĕ, -н – камăнлăх падежĕн аффиксĕ Уйкас вăрманăн сылтăм енче вырнаçнă. -ăн – камăнлăх падежĕн аффиксĕ Предложени никĕсне, шухăш интонацине палăртăр.
6 Панă сăмах майлашăвĕсене конкретлăрах тăвăр Тарçă пурнăçĕ Чăваш ташши К ӳ ршĕ йытти Юлташ сăмахĕ Пичче тракторĕ Асанне юмахĕ Атте пилĕ Ача сасси
7 Иккĕмĕш ретри 3 сăмах майлашăвĕпе предложенисем çырăр. Тарçă пурнăçĕ Чăваш ташши К ӳ ршĕ йытти Юлташ сăмахĕ Пичче тракторĕ Асанне юмахĕ Атте пилĕ Ача сасси Тарçăн пурнăçĕ Чăвашăн ташши К ӳ ршĕн йытти Юлташăн сăмахĕ Пиччен тракторĕ Асаннен юмахĕ Аттен пилĕ Ачан сасси
8 155-мĕш хăнăхтарăва сăмахпа пурнăçлатпăр. Паллă тунă сăмах майлашăвĕсен пĕлтерĕшĕсене ăнлантарăрпăр. Словарь ĕçĕ: Кантăр вăрри – конопляное семя Йĕтĕн – лён Çеçен хир – степь Тулă – пшеница
9 Кану саманчĕ Эпĕ хам килĕме юрататăп, Эпĕ хам шкулăма юрататăп, Эпĕ хам çĕр-шыва юрататăп, Эпĕ хам чĕлхеме юрататăп. Эпĕ хам юлташа юрататăп, Эпĕ - маттур ача.
10 1-мĕш сăпатрисене хĕрлĕпе 2-мĕш сăпатрисене кăвакпа 3-мĕш сăпатрисене симĕспе Пĕрреллĕ хисплисене - аялтан туртмастпăр Нумайлă хисеплисене – аялатан туртатпăр Тĕслĕхрен: Аннемĕр чĕри пысăк. Аннемĕр – камăнлăх форминче, 1 сăпатра, нумайлă хисепре. Чĕри – камăнлăх форминче, 3 сăпатра, пĕрреллĕ хисепре.
11 Камăнлăх форминчи сăмахсен сăпачĕпе хисепне тивĕçлĕ мелсемпе палăртăр. Хырпа чăрăш тураттисем хулăн юрпа хупланнă, усăнса аннă. Ăнсăртран перĕнетĕн те вĕсене – кăпăшка юр лăстăр вĕçсе анать, пит-куçăма хупласа та хурать. Хăвăрт силленетĕп те каллех малалла каятăп. Йĕлтĕрĕм çăмăллăн шăвать, кăчăртатмасть. Йĕри-тавра т ӳ лек. Кайăк сасси те илтĕнмест. Ниçта та пĕр чĕр чун юлман пекех. Çуках-ши? (Г.Орлов)
12 ТĔРĔСЛЕТПĔР! Хырпа чăрăш тураттисем хулăн юрпа хупланнă, усăнса аннă. Ăнсăртран перĕнетĕн те вĕсене – кăпăшка юр лăстăр вĕçсе анать, пит-куçăма хупласа та хурать. Хăвăрт силленетĕп те каллех малалла каятăп. Йĕлтĕрĕм çăмăллăн шăвать, кăчăртатмасть. Йĕри-тавра т ӳ лек. Кайăк сасси те илтĕнмест. Ниçта та пĕр чĕр чун юлман пекех. Çуках-ши? (Г.Орлов)
13 Тăван чĕлхемĕрçĕм… Ку сăмахсене кирек кам та хăйĕн пĕтĕм юратăвне, чĕрери туйăмне пĕрле пуçтарса калать. Шухăшлатан та тĕлĕнетĕн: мĕнле тарăн пĕлтерĕшлĕ çак икĕ сăмах! «Чĕлхем» тени те çитмелле пек. Анчах çук, капла кăна халăхăн хавхалануллă шухăш-туйăмне палартаймăн: манăн тăван чĕлхем, сирĕн те тăван чĕлхĕр, çавăнпа ĕнтĕ пурсăмăрăн та – тăван чĕлхемĕр. Кун пек те çитмест-ха: «-çĕм» хушнипе, «тăван чĕлхемĕрçĕм» тесе хамăр тăван чĕлхемĕре сума суса юратнине тата вăйлăрах палартатпăр. Çапла, чĕререн юратса, пĕр тăвансем амăшне «аннемĕрçĕм» теççĕ. Тăван чĕлхе те пĕр халăхăн тăванла ачисемшĕн чи çывăххи, Тăван çĕр-шыва ас тутарса тăраканни. Çавăнпа та-и, тен, ют çĕрте тăван сăмахăмăрсене илтсен чĕрем хăвăртрах тапма пуçлать. (Г.Н.Волков)
14 Тăван чĕлхемĕрçĕм… Ку сăмахсене кирек кам та хăйĕн пĕтĕм юратăвне, чĕрери туйăмне пĕрле пуçтарса калать. Шухăшлатăн та тĕлĕнетĕн: мĕнле тарăн пĕлтерĕшлĕ çак икĕ сăмах! «Чĕлхем» тени те çитмелле пек. Анчах çук, капла кăна халăхăн хавхалануллă шухăш-туйăмне палартаймăн: манăн тăван чĕлхем, сирĕн те тăван чĕлхĕр, çавăнпа ĕнтĕ пурсăмăрăн та – тăван чĕлхемĕр. Кун пек те çитмест-ха: «-çĕм» хушнипе, «тăван чĕлхемĕрçĕм» тесе хамăр тăван чĕлхемĕре сума суса юратнине тата вăйлăрах палартатпăр. Çапла, чĕререн юратса, пĕр тăвансем амăшне «аннемĕрçĕм» теççĕ. Тăван чĕлхе те пĕр халăхăн тăванла ачисемшĕн чи çывăххи, Тăван çĕр-шыва ас тутарса тăраканни. Çавăнпа та-и, тен, ют çĕрте тăван сăмахăмăрсене илтсен чĕрем хăвăртрах тапма пуçлать. (Г.Н.Волков)
15 Киле ĕç «Хĕллехи вăрманта» калав çырăр, камăнлăх форминчи япала ячĕсемпе усă курăр.
Еще похожие презентации в нашем архиве:
© 2024 MyShared Inc.
All rights reserved.