Юман çирĕп, пысăк, çÿллĕ йывăç. Вăл нумай çул ÿсет, пин çул таран пурăнать. Ĕлĕк пирĕн тăрăхра юман йышлă ÿснĕ, халĕ сахал. Юман çирĕп, анчах ачаш йывăç:сивĕрен хăрать. Юманлăхра лантăш лайăх ÿсет. Юманăн вăрри – йĕкел. Йĕкелсене хыр сысни питĕ юратать. Юманран сĕтел-пукан, пичке ăсталаççĕ. Юман
Хыр Хыр çулла та хĕлле те симĕс тĕслĕ. Вăл питĕ илемлĕ, сывлăхшăн усăллă йывăç. Çавăнпа хырлăхра санаторисем тăваççĕ. Хыр йĕкелне чĕр чунсемпе кайăксем юратаççĕ. Çамрăк хыр айĕнче çуркунне кăтра кăмпа, çулла хитре сарă хыр кăмпи çитĕнет. Хыр вутти лайăх, хыр хăми паха. Хыр лăссинче С витамин нумай.
Çăка Çăка яштака, çÿллĕ, çын кăмăлне хаваслăх кÿрекен йывăç. Çăка çу уйăхĕнче чечеке ларать. Çăка пылĕ чи пахи шутланать. Çу варринче йывăç айĕнче шур кăмпа ÿсет. Çăка хуппинчен ĕлĕк кăшкар, пĕрне, çăпата тунă. Хальхи вăхăтра та ăстаçăсем кашăк-чашăк, ывăс ăсталаççĕ. Çăкана халĕ хула урамĕсемпе паркĕсенче лартаççĕ.
Вĕрене хутăш вăрманта ÿсет. Унăн сарлака çулçисем аякранах курăнаççĕ. Уйрăмах кĕркунне ылтăн, хĕрлĕ çулçăсем тавралăха илем кÿреççĕ. Вĕренерен сĕтел-пукан, музыка инструмечĕсем тăваççĕ. Вĕрене
Хурăн çĕр çинчи чи хитре йывăç. Вăл çулçăллă йывăç, çулçи вĕтĕ те илемлĕ. Хурăнлăхра хурăн кăмпи, шур кăмпа, çĕр çырли ÿсеççĕ. Хурăн милĕкĕ çемçе те усăллă. Хурăнран сĕтел-пукан, фанера, паркет тăваççĕ. Хурăн вутăра та лайăх. Ăна ытларах хитришĕн лартаççĕ. Хурăн