Юхма Мишши – чăваш халăх писателĕ МОУ «Убеевская СОШ» Красноармейского района.

Презентация:



Advertisements
Похожие презентации
Юхма М ишши : «Я свято верю, что по моим произведениям будет формироваться дух чувашского народа...»
Advertisements

/ёе пурн=ёлакан\: Ет\рне район\н Палтайри в=там шкулта 8-м\ш класра в\ренекен Анисова Анна Ертъёи: Ет\рне район\н Палтайри в=там шкулта ч=ваш ч\лхипе литературине.
«Чăваш чĕлхи вăл -манăн чун та ĕмĕт, Хĕвел те уйăхăм – тăван чĕлхе». Ухсай Яккăвĕ.
Юхма Мишши – чăваш халăх писателĕ МОУ «Убеевская СОШ» Красноармейского района.
Чăваш Республикин Вĕренÿ тата çамрăксен политикин министерстви Куславкка район администрацийĕн вĕрентÿ управленийĕ Карачри пĕтĕмĕшле пĕлÿ паракан тĕп шкул,çе.
Юхма Михаил Николаевич – Чăваш халăх писателĕ, Чăваш, Тутар, Удмурт, Мари Эл Республикисен тава тивĕçĕлĕ ĕçченĕ. Вăл пурĕ 200 ытла кĕнеке кăларнă. Унăн.
Транксрипт:

Юхма Мишши – чăваш халăх писателĕ МОУ «Убеевская СОШ» Красноармейского района

«Кун-çул сукмакĕ » Юхма Мишшши ( Ильин Михаил Николаевич) Чăваш Республикинчи Патăрьел районне кĕрекен Сăкăт ялĕнче 1936-мĕш çулхи ака уйăхĕн 10- мĕшĕнче çуралнă. Чăваш патшалăх педагогика институтĕнчен вĕренсе тухнă. Шкулта, хаçатра, кĕнеке издательствинче, краеведени музейĕнче ĕçленĕ. Чăвашсен обществăлла культура центрĕн ертÿçи, «Вучах» хаçат редакторĕ. «Вучах» хаçат редакторĕ. 1993ç.

Чăваш, Тутар, Удмурт, Мари Эл Республикисен культурин тава тивĕçлĕ ĕçченĕ, Пĕтĕм тĕнчери «Информациллĕ обществăна аталантарас ĕçри тава тивĕçлĕ ĕçсемшĕн» аслă орденĕн, «Чăваш Республики умĕнчи тава тивĕçлĕ ĕçсемшĕн» орден медалĕн кавалерĕ, çавăн пекех Турцин чи хисеплĕ» Тĕрĕк халăхĕсен умĕнчи тава тивĕçлĕ ĕçсемшĕн» наградине тивĕçнĕ. «Ĕçне кура хисепĕ»

Литературапа тĕпчев ĕçĕсенчи çитĕнĕвĕсемшĕн çыравçăна Пĕрлешнĕ Нацисен Организацийĕн Пĕтĕм тĕнчери премине тата ылтăн медальне, ача-пăча писателĕсен Тĕнчери пĕрлешĕвĕн Г.Х.Андерсен ячĕллĕ преми дипломне, нимĕçсен «Çĕн йĕркелÿ», армянсен П.Севак, азербайджансен С.Вургун ячĕллĕ СССР Писателĕсен союзĕн премине, Раççей литература премине, Тĕнчери А.Фадеев, К.Симонов, В.Пикуль ячĕллĕ премисене панă. «Ĕçне кура хисепĕ»

Юхма Мишши пурĕ 200 ытла кĕнеке кăларнă. Унăн хайлавĕсене 100 ытла чĕлхене куçарнă. Тĕрлĕ çĕр-шывсен вĕрентÿ кĕнекисене кĕртнĕ. Юхма çырнă произведенисем шухăш – туйăма палăртакан сăнарлăхпа, чун – чĕрене тыткăнлакан сăнлăхпа уйрăлса тăраççĕ. Халăх сăмахлăхĕпе туллин усă курни те хайлавсене чĕрĕлĕх парать. «Ĕçĕ-хĕлĕ»

«Аслă çул» Кĕнекене 2 çĕнĕ произведени кĕнĕ, пĕри «Ылтăнту» – тăван кил (Метте – хунсен çар пуçĕ)», тепри «Аттил патша (Çын куççулĕ çĕре ÿкмест)» ятлă. Вĕсем чăваш халăх писателĕн 12 хайлавĕнчен тăракан «Хур кайăк çулĕ» ятлă историлле романсен ярăмĕнчи 3,4 романсем. Кĕнеке 2010 çулта тухнă.

? «Анне çăкăрĕ» Çак произведени «Вилĕмсĕрлĕх» ятлă тетралогине кĕрекен 3-мĕш роман. «Анне çăкăрĕ» романри ĕçсем çирĕммĕш ĕмĕр пуçламăшĕнче пулса иртеççĕ. «Вилĕмсĕрлĕх» ятлă тетралоги: 1-мĕш кĕнеки – «Эткер» (1986) 2-мĕш кĕнеки – «Термен» (1990) 3-мĕш кĕнеки - «Анне çăкăрĕ» (1991) 4-мĕш кĕнеки – «Атте пахчи» (1992)

«Термен» Унти ĕçсем 19-мĕш ĕмĕр вĕçĕнче тата 20-мĕш ĕмĕр пуçламăшĕнче пулса иртеççĕ.

«Элпи чечекĕсем» Юхма Мишши çырнă чи паллă, чи сумлă кĕнекесенчен пĕри. Ăна вăл халăх сăмахлăхĕпе усă курса çырнă. Вырăсла Мускавра 2 хутчен пичетленсе тухнă. Кĕнекери уйрăм хайлавсене тĕнчери 10- шар чĕлхене куçарнă. Вĕсем тăрăх тĕрлĕ çĕр-шывра пьесăсем, пысăк калăплă музыка хайлавĕсем, сăрăллă ÿкерчĕксем тата тĕпчев ĕçĕсем çырнă.

«Мускав çулĕ» Чăваш халăхĕн 17-мĕш ĕмĕрти йывăр пурнăçĕпе йăли-йĕрки, кĕрешĕвĕ, туслăхĕ çинчен çырса кăтартать автор хăйĕн романĕнче. Пĕтĕм çĕр-шывра поляксемпе сутăнчăк боярсем хуççаланаççĕ. Халăха пĕр шелсĕр пусмăрлаççĕ вĕсем. Пĕртен-пĕр çăлăнăç та – вырăссемпе пĕрле пулса поляксене çĕр-шывран хăваласа янинчен килессе чăваш турханĕ Пăрттас лайăх ăнланать, халăха кĕрешĕве чăмăртать.

«Çилçунат» Хайлавра çынпа лаша туслăхĕ çинчен çырса кăтартнă. Урхамах этеме вилĕмрен çăлнипе паллашатпăр. Кĕнеке 1976 çулта пичетленсе тухнă.

«Вирьял хĕрĕ – сарă хĕр» Кĕнеке 19 хайлавран тăрать

«Çăлтăрсем чĕнеççĕ» Хайлава автор космонавт амăшне – ырă кăмăллă Анна Алексеевнăна халалланă. Хайлава вуласа тухсан Андриян Николаев ачалăхĕпе паллашма пулать. Кĕнеке 1965 çулта тухнă. Шуршăл ял ячĕ Шурçăл шыв ятĕнчен пуçланнă тет автор.

Кунта чаплă йăхсем çинчен çырса парать. Кĕнеке 1996 çулта тухнă. «Авалхи чăвашсенчен тухнă Раççейĕн чаплă йăхĕсем»

Кунта çыравçă тăван халăхăн тĕрлĕ тапхăрти кун-çулне, культурине, йăла-йĕркине сăнлать, терлĕ чаплă çынсем çинчен каласа парать. «Аваллăх арчинчи ахах»

Авалхи чăвашсен 10 ĕмĕрти пурнăçне çырса кăтартнă. Алмас патша авалхи чăваш патшалăхне, Атăлçи Пăлхарстана, çирĕплетес, ăна пĕтĕм тĕнчери ытти патшалăхсемпе тĕрлĕ килĕшÿсем туса тата та вăйлатас тенине çырса кăтартнă. «Атăл шывĕ юха тăрать»

Чăваш халăхне çутта кăларакан И.Я.Яковлев çуралнăранпа 160 çул тултарнă тĕле кăларнă ку кĕнекене. Шарал тесе вĕрентекене калаççĕ. Шарал - ватă çын, тем те пĕлет; вăл пурăннă чух, ачасем, унран вĕренсе юлăр. Ăста Наçтук калани Кĕнеке 12 пайран тăрать çулта пичетленсе тухнă.

Ку романра тутарсен çулăм чĕреллĕ революционерĕ Мулланур Вахитов пурнăçĕпе ĕçĕ- хĕлне, вăл хăйĕн юлташĕсемпе пĕрле халăх телейĕшĕн епле кĕрешнине ăстан çырса кăтартать. «Кункăш – вилĕмсĕр кайăк»

«Шурă кашкăр эткерĕ» Ку кĕнеке чăваш литературин антологийĕ. Пĕтĕмпе 4 томпа пичетленет. 1 томĕ - «Авалхи чăваш литератури». 2 томĕ – «Термен тапхăрĕнчи литература» 3 томĕ – «Революци хыççăнхи чăваш литератури» 4 томĕ – «Хальхи чăваш литератури»

. Ку кĕнекене автор Афганистанри тискер вăрçăра паттăррăн кĕрешсе вăхăтсăр пуçне хунă юратнă тăванне, Евгений Триллинские, халалланă.

Кĕнекен тĕп шухăшĕ – çут çанталăка юратма вĕрентесси. «Ватă хурама вăрттăнлăхĕ»

Космонавтсем çинчен те çырать Кĕнекесенче космонавт пулма ĕмĕтленекен çамрăк ăрăва Андриян Николаев пек паттăр чăваш пулма хистет. Виççĕмĕш космонавт ачалăхне лайăх уçса панă.

«Пурнескепе унăн тусĕсем», «Улăм пукане», «Тĕлĕнтермĕш мыскара», «Туслăхран вăйли çук», «Чуста паттăр», «Мулкач валли шурă кĕрĕк» тата ытти вуншар пьеса тĕрлĕ – тĕрлĕ чĕлхепе тĕнчери чылай театрсенче ачасене савăнтараççĕ. Ахальтен мар писателе ача – пăча писателĕсен Тĕнчери пĕрлешĕвĕн Г.Х. Андерсен ячĕллĕ преми-дипломĕпе чысланă. Драматурги лаççинче «Никĕс» пьесăна лартнă хыççăнхи самант

Юхма Мишшин хăш- пĕр хайлавĕсене шкул программине те кĕртнĕ. Ачасем вĕсемпе юратсах паллашаççĕ. Шкул программинче

Ачасен юратнă хайлавĕсем

Юхма Мишшин чăвашлăха упрас тĕллевпе туса пыракан анлă ĕçĕсене тата çак ĕçпе çыхăннă произведенисен витĕмлĕхне шута илсе 1993 çулта Чăваш Республикин Аслă Совечĕн Президиумĕ ăна Чăваш халăх писателĕ хисеплĕ ята парса чыслать. Раççейри чылай кĕтесре, çывăхри тата аякри чикĕ леш ен çĕр-шывĕнче те Юхма Мишши 75 çул тултарнине анлăн паллă тăваççĕ. Юхма ячĕпе хамăр çĕр-шывран, ют çĕр-шывсенчен вуншар- вуншар телеграмма килет. 70 çулхи юбилейĕнче вара Чăваш Республикин пĕрремĕш Президенчĕ Н.В. Федоров Юхма ĕçĕ-хĕлне хак парать, За заслуги перед Чувашской Республикой медальпе наградăлать. «Халăх ывăлне хисепе хурать»

Эп – чăваш! Рассеяни тесе Ан кала эс мана. Эп ч ӑ ваш!.. Выр ӑ слан эс тесе Чул ан хур ман чуна. Эп ч ӑ ваш!.. Юн таппийĕ те ман ч ӑ вашлах, Чун-чĕре те пурнать ч ӑ вашлах. Ч ӑ вашла шух ӑ шлап, Ч ӑ вашла кала ҫ ап. Эп ч ӑ ваш!.. Ман атте те ч ӑ ваш, Ман анне те ч ӑ ваш, Эп ч ӑ ваш!.. Ч ӑ ваш хал ӑ хĕ пур пин-пин ҫ ул, Пулт ӑ р, пултăр тата пин-пин ҫ ул. Шуса иртрĕ ҫ ҫ ÿлтен П ӗ лĕтсем кай ӑ к пек. Эп ч ӑ ваш!.. Хĕл иртет те килет Ҫ уркунне cap х ӗ р пек. Эп ч ӑ ваш!.. Ч ӑ н ч ӑ вашл ӑ х манра упранать, Пур ӑ нма, ӗҫ леме в ӑ л хушать. Ат ӑ л шыв ӗ юхать, Хум ҫ апать ҫ ырана. Эп ч ӑ ваш!.. Ка ҫ иртет, Кун пулать, Улш ӑ нать самана. Эп ч ӑ ваш!.. Ачасем, т ӑ вансем те ч ӑ ваш. Пулччăр ман мăнуксем те чăваш! «Эп чăваш» сăвă

Геройсен шăпи кăсăклă Юхма Мишши хăйĕн пĕтĕм тĕнчипе анлă сарăлнă «Шурçамка» повеçĕн тĕп геройĕн прототипĕпе Валяхха сунарçăпа. Шупашкар. 1987ç.

Юхма Мишшине Турци президенчĕ Сулейман Демирель «Тĕрĕк тĕнчишĕн тунă мухтавлă ĕçсемшĕн» ятлă преми парать 1998 çул. Чыслав саманчĕ Юхма Мишшине удмурт халăхĕн Кузебай Герд ячĕллĕ наци премине пани. Ижевск хули 1994ç

Чăваш Республики Красноармейски районĕ Упи ялĕ Сапожников урамĕ, 10- мĕш çурт Пĕтĕмĕшле пĕлÿ паракан Упи вăтам шкул Пирĕн адрес