2012 çулхи ака уйăхĕ. Паян, 2011 çулхи чÿк уйăхĕн 11 – мĕшĕнче, шкула пуçтарăнтăмăр. Уроксем пуçланчĕç! Каникул кунĕсем иртсе кайрĕç. Халĕ ĕнтĕ çанна.

Презентация:



Advertisements
Похожие презентации
Чăваш чĕлхи кабинечĕ шкулăн 2-мĕш хутĕнче вырнаçнă. Унăн лаптăкăшĕ 46 тăваткал метр шутланать. Кунта 2 доска, 4 шкаф, компьютер, ун валли сĕтел, проектор,
Advertisements

Çын… Çĕр çинче çынран ăсли, çынран вăйли, çынран хакли мĕн пур-ши? Çĕр çинчи чи аслă хуçа вăл – Çын. Вăл çут тĕнчене килет те пурнăç тăвать. Кашни çын.
1. Ырăлăх, ыркăмăллăх, сăпайлăх сăмахсен пĕлтерĕшне тарăнрах ăнланма тăрăшасси. Ырă çын пулас тесен мĕнлерех пулмаллине пăхса тухасси. «Сана усал тума.
Манăн ĕмĕт архитектор артист агроном адвокат автомеханик астроном акушер автослесарь.
Çын… Çĕр çинче çынран ăсли, çынран вăйли, çынран хакли мĕн пур-ши? Çĕр çинчи чи аслă хуçа вăл – Çын. Вăл çут тĕнчене килет те пурнăç тăвать. Кашни çын.
Михайловкăри вăтам шкул: «Çĕнĕ шкулăн» çĕнĕ утăмсем.
Сăпарлăх тĕллевĕ: чĕр чунсене юратма, чăн юратăва суя юратуран уйăрса илме вĕрентесси. Пĕлÿ тĕллевĕ: чăвашла предложенисене тĕрĕс йĕркелесси. Аталантару.
Предмет: Чăваш литератури Урок: 35 Тема: Петěр Хусанкайн «Таня» тата выр ă с çыравçин Маргарита Алигер ă н «Зоя» поэмисенчи патт ă р хĕр с ă нарĕ Контингент:
Фамилия Прохорова Имя, отчествоЛюдмила Николаевна Дата рождения (число, месяц, год) 5октябрь 1958 год Серия и паспорта, кем и когда выдан
В. Сухомлинский çырнă юмах 4-м ĕш класра ирттернĕ уçă урок Тилĕ çури –шкул ачи.
Чÿк уй ăхĕн 30-мĕшĕ Ытлари кун Фонетика хăнăхтарăвĕ Чă-чĕ-че-чÿк уйăхĕн вĕçĕнче; Лă-лĕ-ле-уяв ячĕпеле; Çă-çе-се-чечек çыххи илсе; Ру-рÿ-ре-саламлăр асаннĕре;
Василий Василий Иванович Иванович Чапаев Чапаев ( ) ( )
1 Урок тĕсĕ: хутăш урок 1.Учитель сăмахĕ. Урок темипе кăсăклантарса ярасси, шухăшлама хистесси. 2.Эпиграф шухăшне уçса парасси. 3. Словарь ĕçĕ. 4. Вăйă.
Чĕмпĕр чǎваш шкулĕ – культура вучахĕ Красноармейски иккĕмĕш шкулĕн 10 б класĕнче вĕренекен Спиридонова Мальвина хатĕрленĕ Ертÿçи – Михайлова З.П
Урок эпиграф\: Урок эпиграф\: «Ват сын – т=ват сын» «Ват сын – т=ват сын» (Ваттисен с=мах\) (Ваттисен с=мах\) Ěç пурнǎçлаканĕ: Павлова Елена, МОУ «Тузисярмусская.
Предметсем: литература вулавĕ, тăван тавралăх, технологи Проекта хатĕрлекенсем: Нĕркеçри пĕтĕмĕшле пĕлÿ паракан вăтам шкулта 3 –мĕш класра вĕренекенсем.
Артемьев Александр Спиридонович прозăçă, сăвăç, литература критикĕ, тăлмач çулхи авăн уйăхĕн 14- мĕшĕнче Етĕрне уесĕн (халĕ Чăваш Енĕн Элĕк районĕ)
Элěк районě Вырăс Сурăмěнчи пěтěмěшле пěлÿ паракан вăтам шкул.
Лариса Геннадьевна Афанасьева Чăваш Республикин Çĕнĕ Шупашкар хулинчи муниципаллă пĕтĕмĕшле пĕлÿ паракан 4-мĕш вăтам шкулти пĕрремĕш категориллĕ чăваш.
Çĕнĕ Шупашкарти 3-мěш в ăтам шкулти вĕрентекенĕн Леонтьева Л.Н. проект ěçĕ Чăваш Республикинчи хуласем тата паллă вырăнсем Чăваш Республикинчи хуласемпе.
Транксрипт:

2012 çулхи ака уйăхĕ

Паян, 2011 çулхи чÿк уйăхĕн 11 – мĕшĕнче, шкула пуçтарăнтăмăр. Уроксем пуçланчĕç! Каникул кунĕсем иртсе кайрĕç. Халĕ ĕнтĕ çанна тавăрса ĕçлеме тытăнмалла.. Шкула республикăри «Çамрăксен хаçачĕн» корреспонденчĕсем – «Этем тата çут çанталăк», «Спорт», «Сывлăх утравĕ» страницăсене, «Ачапча» рубрикăна ертсе пыракан Любовь Петрова, Ольга Калитова, Регина Кубайкина - ятарлă тĕл пулăва килнĕ. Вĕсем Юманай шкулĕнче вĕренекен ачасене редакцийĕн ĕçĕ – хĕлĕпе, çĕнĕлĕхсемпе паллаштарчĕç. Кашниех ачасене хаçатпа çыхăну тытма сĕнчĕ. Çут çанталăк илемне упрама ачаранах хăнăхса пымалла, пурин те çут çанталăк тусĕсем пулма тăрăшмалла тесе палăртрĕç пирĕн пата килнĕ хăнасем. Республика шайĕнче тухса тăракан хаçатра, чăннипех те, çамрăксем ĕçлени савăнтарать. Çамрăк корреспондентсем пирĕн шкулта вĕренекен ачасемпе тĕл пулма килни пурне те кăмăла кайрĕ. Тĕрлĕ класра вĕренекен ачасем хаваслансах хăйсен шкул пурнăçĕнчи çитĕнĕвĕсемпе паллаштарчĕç. Хăпартланмалăх пур, мĕншĕн тесен Юманай шкулĕнче вĕренекенсем республика, Раççей шайĕнче те сахал мар палăраççĕ. Григорьева З.А., чăваш чĕлхипе литератури учителĕ

Пĕл ӳ тĕнчине, чăннипех те, кĕрсе ӳ крĕмĕрех пулас. Ҫ уллахи кунсем кашни кун тенĕ пекех хыçала та хыçала юлса пыраççĕ. Акă шкулта предмет олимпиадисем пуçланчĕç. 8 – 11- мĕш класра вĕренекен ачасем чăваш чĕлхипе тата литературипе хăйсен пĕлĕвне тĕрĕслерĕç. Олимпиада ыйтăвĕсем çăмăлах мар. Ҫ апах та ачасем çухалса каймарĕç, тĕрĕс те тулли хурав пама тăрăшрĕç. Чăваш чĕлхи предмечĕпе 8 – мĕш класра вĕренекен Исаков Дениспа 9 – мĕш класра вĕренекен Капитонова Елена малти вырăна йышăнчĕç. Чăваш литератури олимпиадинче вара 8-мĕш класра вĕренекен Семёнова Зинаидăпа 9 – мĕш класри Игнатьева Надежда ыттисенчен маттуртарах пулчĕç. Ҫ ĕнтер ӳ çĕсене çитес линейкăра Хисеп хучĕсемпе чыслăпăр, районта ирттерекен олимпиадăра та япăхах мар результатсем кăтартма çитĕн ӳ сем сунăпăр. Яланах çакăн пек пултăрччĕ! З.А. Григорьева, чăваш чĕлхипе литератури учителĕ. Пĕл ӳ тĕнчине, чăннипех те, кĕрсе ӳ крĕмĕрех пулас. Ҫ уллахи кунсем кашни кун тенĕ пекех хыçала та хыçала юлса пыраççĕ. Акă шкулта предмет олимпиадисем пуçланчĕç. 8 – 11- мĕш класра вĕренекен ачасем чăваш чĕлхипе тата литературипе хăйсен пĕлĕвне тĕрĕслерĕç. Олимпиада ыйтăвĕсем çăмăлах мар. Ҫ апах та ачасем çухалса каймарĕç, тĕрĕс те тулли хурав пама тăрăшрĕç. Чăваш чĕлхи предмечĕпе 8 – мĕш класра вĕренекен Исаков Дениспа 9 – мĕш класра вĕренекен Капитонова Елена малти вырăна йышăнчĕç. Чăваш литератури олимпиадинче вара 8-мĕш класра вĕренекен Семёнова Зинаидăпа 9 – мĕш класри Игнатьева Надежда ыттисенчен маттуртарах пулчĕç. Ҫ ĕнтер ӳ çĕсене çитес линейкăра Хисеп хучĕсемпе чыслăпăр, районта ирттерекен олимпиадăра та япăхах мар результатсем кăтартма çитĕн ӳ сем сунăпăр. Яланах çакăн пек пултăрччĕ! З.А. Григорьева, чăваш чĕлхипе литератури учителĕ.

Никам та поэт пулса çуралмасть. Сăвăç таланчĕ хăй вăхăчĕпе палăрма тытăнать. Те кăвак хуппи уçăлнă самант пулать, те ачан кăмăлĕ уçăлса каять – пĕлме çук. Юманай шкулĕнче вĕренекен ачасем çулсеренех хăйсен пултарулăхĕпе савăнтараççĕ. Ĕнер кăна акă шкулта 5 – мĕш класра вĕренекен ачасемпе стена хаçачĕ кăлартăмăр. Ахальтен тетĕр – и? Çук. Кĕçех паллă поэтăмăр Ухсай Яккăвĕ çуралнăранпа 100 çитет. Çавна май тахçанах тума палăртнă ĕçе туса пĕтертĕмĕр – пĕтертĕмĕрех. Хаçатра 5 – 11 класра вĕренекен ачасен хайлавĕсем кун çути курчĕç. 11 – мĕш классем сăвă – калав шăрçалама хăнăхса çитнĕ ĕнтĕ. 5 – мĕш классем вара тин кăна вĕренсе пыраççĕ. Çавăнпа та ман вĕсене малашне те çавăн пек пултаруллă пулма сĕнес килет. Григорьева З.А., чăваш чĕлхипе литератури учителĕ çулхи чÿк уйăхĕ

Эпир каллех Шупашкарта çулхи ака уйăхĕн 16 – мĕшĕнче ачасемпе Санкт – Петербургри патшалăх университечĕн Шупашкарти филиалĕ ирттерекен «Чувашия – жемчужина Поволжья» оимпиадăна хутшăнтăмăр. Юманай шкулĕн чысне 8, 10 – мĕш класра вĕренекен Капитонова Елена, Попова Вероника, Ундрицова Наталия, Тихонова Ольга, Григорьева Мария хÿтĕлерĕç. Çакăн йышши конкурса эпир пĕрремĕш хут хутшăнтăмăр. Ачасем тĕрлĕрен этапсем витĕр тухрĕç, Чăваш ен историйĕпе, культурипе çыхăннă ыйтусем çине хуравларĕç. Уйрăмах спортпа çыхăннă конкурссем килĕшнĕ ачасене. Пирĕн хĕрупраçсем çакăн пек республика шайĕнче ирттерекен мероприятие хутшăнма тÿр килнишĕн, чăннипех те, савăннă. Хальлĕхе çĕнтерÿçĕсем кам пулни паллă мар – ха. Григорьева Зоя Аркадьевна, чăваш чĕлхипе литератури учителĕ.

Шурă Шупашкара çитрĕмĕр. Çитме сăлтавĕ те пулчĕ. Кăçал та ЧПУра ирттерекен «Малашнехи утăмсем-3» наукăпа практика конференцине хутшăнтăмăр. 11-мĕш класра вĕренекен Григорьева Мария тăван ен культури секцийĕнче «Пирĕн тăрăхри калаçу чĕлхин хăйнеевĕрлĕхĕ» тĕпчев ĕçĕпе паллаштарчĕ. Тĕпчев ĕçне Çĕмĕрле тăрăхĕнчи Юманай, Элĕк районĕнчи Яккушкăнь ялĕнче пурăнакан çынсем калаçура усă куракан уйрăм сăмахсене, сăмах çаврăнăшĕсемпе каларăшсене, ваттисен сăмахĕсене, халăх хушшинче çÿрекен шÿтсене, чăваш литературинчи паллă драматургсен Ф. Павловăн « Судра» тата « Ялта» пьесисенчи, П. Осиповăн « Айтар» драминчи ятлаçупа питлев сăмахĕсене кĕртнĕ. Мария кашни сăмахăн, каларăшăн пĕлтерĕшĕн кĕске историйĕпе паллаштарчĕ. Ачасен, ватă çынсемпе вăйпитти çынсен пурнăçĕнче пулса иртнĕ интереслĕ, кулăшла самантсене хут çине çырса хăварни питĕ вырăнлă тесе шутлатăп. Конференци сисĕнмесĕрех иртсе кайрĕ. Мария 2-мĕш степеньлĕ диплома илме пултарчĕ. Тĕпчев ĕçĕнче пулăшнă Якуртушкăнь ялĕнчи К. З. Гавриловăна, Юманай ялĕнчи асаннене Ю. П. Григорьевăна, Уйпуç ялĕнчи Н. И. Морозовăна, Элĕк районĕнчи Яккушкăнь ялĕнче кукамая, Ю. Н. Ильинана, çав ялтах пурăнакан Ф.А. Белецкаяна, шкулти учительсене пурне те пысăк тав сăмахĕ калас килет. З.А. Григорьева, чăваш чĕлхипе литератури учителĕ 2012 çулхи ака уйăхĕ