Пуш уйăхĕн 18 – мĕшĕ.
Урок эпиграфĕ : «Çут çанталăк чĕрĕлет…»
t * ** * *
Фонетика зарядки. Ет – ет – ет, хĕвел хытăрах хĕртет. Çĕ – çĕ – çĕ – çĕмĕрт çеçкене ларать. Çу – çу – çу, çумăр, вăйлă çу. Ху – ху – ху, хура курак хуп – хура.
Шурă юр ирĕлет Çеçен хир чĕрĕлет. Ешĕл курăк ÿсет, Вăл хăçан пулать – ши?
Çурхи илем
Юр ирĕлет Кайăксем вĕçсе килеççĕ Çанталăк ăшăтать Шыв юхать Йывăçсем çулçă кăлараççĕ Çуркунне Симĕс кур ă к тухать Кун в ă р ă мланать
Çемçе кăмăл хушнипе Эп кулатăп кунĕпе. Ни ăшăтма вăйăм çук Ни сивĕтме кăмăл çук. Çу уйăхĕ çырла пек, Çырларан та ырă пек.
Словарь ĕçĕ уçăлтарать кăкăра– освежает грудь кĕвĕлет – сочиняет чун – душа ыткăнать – устремится кĕмĕл пек – как серебро йăлтăрать - сверкает
Шывĕ тулать пĕвине, Петюк чунĕ савăнать. Ярать пĕчĕк киммине, - «Карап» çула ыткăнать. Ылтăн хĕвел, сар хĕвел Ирĕлтерет шур юра. Петюк тунă çут пĕве Кĕмĕл пекех йăлтăрать. Ылтăн хĕвел. Ылтăн хĕвел, сар хĕвел Ирĕлтерет шур юра. Çил чупса кĕрсе хĕве Уçăлтарать кăкăра. Петюк пĕр сăрт айккинче Пĕчĕк пĕве пĕвелет. Сарă хĕвел ăшшинче Çĕнĕ юрă кĕвĕлет.
1. Мĕнле хĕвел шурă юра ирĕлтерет? а)сарă ă)кăвак б) хĕрлĕ 2. Мĕн кăкăра уçăлтарать? а) юр ă) çил б)пăр 3. Кам пĕчĕк пĕве пĕвелет? а) Ванюк ă) Петюк б)Сашук 4. Хĕвел ăшшинче мĕнле юрă кĕвĕлет? а) кивĕ ă)пĕчĕк б)çĕнĕ 5. Пĕвене мĕн тулать? а) шыв ă) юр б) пăр 6. Петюк шыва мĕн ярать? а) самолёт ă) пăрахут б) кимĕ ТЕСТ
Тĕрĕс хуравсем 1.А 2.Ă 3.Ă 4.Б 5.А 6.Б
-Халь çулталăкăн хăш вăхăчĕ, мĕнле уйăх? - Халь çуркунне, пуш уйăхĕ. - Çуркунне хĕвел пăхать – и? - Çапла, çуркунне хĕвел пăхать. - Çуркунне мĕн вăрăмланать? - Çуркунне кун вăрăмланать. - Пÿрт тăрринчен мĕн юхать? - Пÿрт тăрринчен тумла юхать. - Кăнтăртан мĕнле кайăксем маларах вĕçсе килеççĕ? - Кăнтăртан маларах кураксем вĕçсе килеççĕ. - Сана çуркунне килĕшет – и? - Мана çуркунне питĕ килĕшет. Çуркунне.
Ушк ă нсем çине пайланса ĕçлесси 1 ушк ă н 2 ушк ă н
Юрă конкурсĕ
Урам тăрăх шыв юхма тытăнчĕ. Ачасем Атăл хĕррине тухрĕç. Март уйăхĕн вĕçĕнче çанталăк ăшăтрĕ. Юханшыв пăртан тасалать ĕнтĕ. Атăл çинчен уçă çил вĕрет. Кĕçех пысăк пăрахутсем çÿреме пуçлаççĕ. Калав тăвăр.
Март уйăхĕн вĕçĕнче çанталăк ăшăтрĕ. Урам тăрăх шыв юхма тытăнчĕ. Атăл çинчен уçă çил вĕрет.Ачасем Атăл хĕррине тухрĕç. Юханшыв пăртан тасалать ĕнтĕ. Кĕçех пысăк пăрахутсем çÿреме пуçлаççĕ. Тĕрĕc калав.
Тупмалли юмахсем. 1.Хура йăмăкăн юрри хитре. 2.Çурхи çанталăк вăрансан Ем – ешĕл эпĕ ешеретĕп, Пĕр сас палли улăштарсан Кăнтăр енчен вĕçсе килетĕп. 3.Р-пала пĕрле тăрсан Кайăк эп пулатăп. Ун вырăнне ш лартсан Шăшисем тытатăп. 4. Эпĕ пĕрремĕш чечек, кăвак тĕслĕ.
Хуравсем 1. Курăк, курак 2. Курак, кушак 3. Шăнкăрч 4. Çеçпĕл
Çуркунне ăçта – ши? Урама тухсан анне: «Çитрĕ, - терĕ, - çуркунне!» Чунтан савăнатăп – Таврана сăнатăп. Тÿперен хĕвел хĕртет: Пур чĕр чун та хĕпĕртет. Шурă юр та ирĕлет – Шыв пулать те сирĕлет.
Паллă ячĕсем туп. … урам … хĕвел … çуркунне … чĕр чун … анне … юр … тÿпе … шыв Кирлĕ сăмахсем: ăшă, сарă, шурă, кăвак, ырă, сарлака, тутлă, хитре.
Тĕрĕс хуравсем Сарлака урам сарă хĕвел Ăшă çуркунне хитре чĕр чун Ырă анне шурă юр Кăвак тÿпе тутлă шыв
Урок вĕçĕ
Пысăк тав!