Çын… Çĕр çинче çынран ăсли, çынран вăйли, çынран хакли мĕн пур-ши? Çĕр çинчи чи аслă хуçа вăл – Çын. Вăл çут тĕнчене килет те пурнăç тăвать. Кашни çын хăйĕн пурнăçне хăй йĕркелесе пырать.
ШАНЧĂК – ачана аталантарас енĕпе хатĕрленĕ программа Автор - Кавалти пĕтĕмĕшле пĕлÿ паракан тěп шкулти 8-мĕш класс ертÿçи тěп шкулти 8-мĕш класс ертÿçи Авакова Надежда Юрьевна
– шухăшлă – актуаллă – несĕллĕ – чăн-чăн – ăнланмалла – кăсăклантаракан Программăна 8-мĕш класра вĕренекен Смирнова Таньăн аталанăвĕ тăрăх ăнлантарса, кăтартса парăп Чăваш несĕлĕсем епле кĕрнеклĕ, Юман тымарĕ мĕн тери тĕреклĕ, … Эс çавăн пек пулсам, ачам! Ю.Сементер
Ăруран ăрăва куçса пыракан ырă та илемлĕ йăла- йĕркесене манма пуçларăмăр Ватлăха хисеплеме пăрахрăмăр Сăпайлăх çаврăмĕсемпе сайра усă куратпăр Тăванлăх пĕтме пуçларĕ Сывлăха хавшатма, халăх историйĕн аталанăвне манма пуçларăмăр Тăван чĕлхене ним вырăнне хумастпăр… Чуна ыраттарать…
Программăн тĕп тĕллевĕ: чăвашлăха упраса хăварасси (чăвашлăх вăл – эпир хамăр чăваш çынни пулнине уççăн, мухтанса, хавхаланса пĕлтерни) Тĕллеве пурнăçлас тесен хамăра хамăр хисеплемелле; чăваш çĕрне тата тăван халăхăмăра юратмалла; наци мăнаçлăхне туймалла; ăруран ăрăва куçса пыракан ырă та илемлĕ йăла-йĕркесене аталантармалла. «Чăн-чăн çын пулас тесен, ĕçлеме тата вĕренме ÿркенмелле мар, йывăрлăхран, нушаран хăрасан çын хăйне хăй пĕтерме пултарать. И.Я.Яковлев
Ĕçсем çулран çул ылмашăнса пыраççĕ, анчах та этапĕсем ылмашмаççĕ. Чăвашлăх вăл – эпир хамăр чăваш çынни пулнине уççăн, мухтанса, хавхаланса пĕлтерни
Ĕçе хăнăх Ĕçе вĕренни – пурнăç пурăнма вĕренни Ваттисен сăмахĕ Таньăн чăваш халăхĕн ĕмĕртен пыракан хăватне - ĕçченлĕхне – сÿнме парас марччĕ
Ăслă-тăнлă пул! Тăван чĕлхесĕр чăн-чăн пĕлÿ çук И.Я.Яковлев
Ăслă-тăнлă пул! Пĕлÿрен хаклă пурнăç çук Ваттисен сăмахĕ Таньăн «вĕренни – хамăршăн» принципне сыхласа хăвармалла, малашне те йывăрлăхсене çĕнтерме пулăшмалла
Сывлăха упра! Сывлăх – чи хаклă пурлăх, Сывлăх – чи пысăк ырлăх, Сывлăхсăр – пурнăç – юрлăх Р.Сарпи Сывлăх – чи кирлě пурлхă
Туслă пул! Манăн тĕллев – Таньăн туслăх туйăмне упраса хăварасси Тусу çук пулсан, тупма тăрăш, тупсан – упрама тăрăш Ваттисен сăмахĕ
Тĕрĕслĕх – чи хаклă пуянлăх Чи хаклă пуянлăха – тĕрĕслĕхе – çухатма парас марччĕ Тĕрĕслĕхе савакан –тÿрĕ çулпа утакан
Ырă ĕç ту, несĕле упра Пурнăçа ырă ĕçсем тума панă Ваттисен сăмахĕ Таньăн пурнăç никĕсĕнчи виçĕ çирĕп чула – ырă шухăша, ырă сăмаха, ырă ĕçе пĕтерес марччĕ
Чун-чĕре илемĕ Пурте илемлĕ пулмалла çынра: сăнĕ-пичĕ те, тыткаларăшĕ те, юрри- ташши те, калаçăвĕ те, çийĕ-пуçĕ те, ĕçĕ-хĕлĕ те, пурнăçĕ те… Илемлĕхе аталантарса пыма пулăшмалла
«Савăнатăп эпĕ чăваш пулнишĕн. Шăнкăр-шăнкăр юхакан юрришĕн, Тăпăл-тăпăл тăпăлти ташшишĕн, Асамат кĕперĕ пек тĕрришĕн, Атăл шывĕ пек çемçе чĕлхишĕн, Савăнатăп эп вĕсем пурришĕн» Антонина Тямина Шанчăк пуррисем телейлĕ