Андриян Григорьевич Николаев - ЧĂВАШ ЯТНЕ ТĔНЧЕ УÇЛĂХНЕ ÇĔКЛЕНĔ ПАТТĂР.

Презентация:



Advertisements
Похожие презентации
Бударин Н.М.Попов Л.И. Терешкова В.Савицкая С. Андриян Григорьевич Николаев – летчик- космонавт СССР, генерал- майор авиации, дважды Герой Советского.
Advertisements

Бударин Н.М.Попов Л.И. Терешкова В.Савицкая С. Андриян Григорьевич Николаев – летчик- космонавт СССР, генерал- майор авиации, дважды Герой Советского.
Выполнила ученица «8Б» класса: Евдокимович И.В. Преподаватель: Иванова М.П.
Николаев Андриян Григорьевич. Николаев Андриян Григорьевич родился 5 сентября 1929 года в деревне Шоршелы ("Чистые ключи"), ныне - село, Мариинско-Посадского.
Андриян Григорьевич Николаев-Чувашский космонавт.
Чǎваш ятне тнче уçлǎхне çклен паттǎр. Пур халǎх та тлнмелле Пур халǎх та тлнмелле Хǎпартан çǎлтǎрсем патне, Хǎпартан çǎлтǎрсем патне, Хǎвна çуратнǎ çр-шыва.
Хочу стать космонавтом ! Сидоров Дмитрий ученик 3 класса МОУ «Малояушская СОШ»
П Тĕллевĕсем * Степан Максимовпа Федор Павлов композиторсен пурнăçĕпе, пултарулăхĕпе, вĕсен паллăрах произведенийĕсемпе паллашасси; * Чăн-чăн музыкăна.
К 80-летию лётчика – космонавта СССР, генерал-майора авиации, дважды Героя Советского Союза Андрияна Григорьвича Николаева «…За Гагариным с Титовым В грозный.
Никола́й Никола́евич Рукави́шников (18 сентября 1932, Томск 19 октября 2002, Москва) советский космонавт. Инженер-физик по образованию, Николай Рукавишников.
Презентация учащейся 2-А класса МОУ «Средняя общеобразовательная школа 14 города Чебоксары» Бушковой Анны Александровны Руководитель: учитель начальных.
Выполнила: Воспитательница Филиппова О.А.. Старт космического корабля.
Городская библиотека- филиал 3 им. М. Сеспеля Городская библиотека- филиал 3 им. М. Сеспеля Шумерля 2008 г.
Дорога к звёздам.. А.Г.Николаев родился 5 сентября 1929 года в селе Шоршелы Мариинско- Посадского района в крестьянской семье.
Биография Родился в чувашском селе Шоршелы (чув. Шуршăл). После рождения до окончания школы носил фамилию Григорьев по имени отца, согласно традициям.
Генерал-майор Совет Союзĕн Геройĕ ( 2 хутчен) Техника наукисен кандидачĕ.
Космическая эра человечества Работа ученицы 4 класса Гимназии 1 г.Чебоксары Емельяновой Надежды.
Исследовательская работа Выполнил учащийся 2 «Г» класса Школа 33 Казанцев Александр.
Работу выполнила ученица 4 класса МОУ «Кадикасинская НШ-ДС» Моргаушского района Яковлева Александра Васильевна (10 лет)
Освоение космоса. 4 октября 1957 года запущен первый искусственный спутник Земли (Спутник-1) (СССР)
Транксрипт:

Андриян Григорьевич Николаев - ЧĂВАШ ЯТНЕ ТĔНЧЕ УÇЛĂХНЕ ÇĔКЛЕНĔ ПАТТĂР

Андриян Григорьевич Николаев чăваш космонавчĕ! 1929 çулхи авăн уйăхĕн 5-мĕшĕнче Чăваш Енĕн Сĕнтĕрвăрри районĕнчи Шуршăл ялĕнче çуралнă. Пĕчĕк чухнех çăлтăрсем хушшине çул хывма ĕмĕтленнĕ чăваш хресченĕн ывăлĕ. Виççĕмĕш космонавт, тĕнче уçлăхĕнче вĕçсе, хăйĕн йышлă мар, анчах талантлă та ĕçчен чăваш халăхне мухтав кÿчĕ.

ÇĂЛТĂРСЕМ ПАТНЕ ПĔРРЕМĔШ УТĂМСЕМ 1947 çулта Сĕнтĕрвăрринчи вăрман хуçалăх техникумĕнчен вĕренсе тухсан Карелире «Южкареллес» трестра вăрман каснă çулта çар хĕсметне кайнă çулта Фрунзери çар авиаци летчикĕсен училищинче вĕренме пуçланă çулта училище хыççăн Мускав çывăхĕнчи авиаци пайĕсенче хĕсметре тăнă.

1960 çулта совет космонавчĕсен ушкăнне чĕнсе илнĕ. «ВОСТОК» ятлă карапсем çинче вĕçев ĕçĕсене вĕреннĕ. ТРЕНИРОВКĂСЕНЧЕ ÇĂМĂЛ ПУЛМАН

ГЕРМАН ТИТОВПА туссем пулн ă 1961çулхи çурла уйăхĕнче Г. С. Титов «ВОСТОК-2» космос карапĕ çинче вĕçнĕ чухне унăн дублёрĕ пулнă.

ЗАДАНИЕ ПУРНĂÇЛАНĂ! 1962 çулхи авăнăн – мĕшĕсенче «ВОСТОК-3» космос карапĕ çинче хăйĕн пĕрремĕш космос вĕçевне тухнă. Тĕнчере пĕрремĕш ушкăнлă космос карапĕсен («Восток-3» тата «Восток-4») вĕçевне хутшăннă. Космосра 3 талăк та 22 сехет те 22 минут вăхăт ирттернĕ.

ÇĂЛТĂРЛĂ ÇЕМЬЕ 1963-мĕш çулта çемье çавăрать. Пĕрремĕш хĕрарăм- космонавта – Валентина Тарешковăна – качча илет. Вĕсен пĕртен- пĕр хĕр Алёнушка çуралать.

ПĔРРЕМĔШ ВĔÇЕВРЕН – ТЕПĔР ВĔÇЕВЧЧЕН… çулсенче космонавтсен ушкăнĕн командирĕ. Ĕçленĕ чухнех 1968 çулта Çар-вĕçевçĕ инженерсен Н. Е. Жуковский ячĕллĕ академинчен вĕренсе тухнă çулсенче - космонавтсене хатĕрлекен Ю. А. Гагарин ячĕллĕ Тĕпĕн пуçлăхĕң çумĕ. Уйăх çине вĕçме хатĕрленнĕ çулхи чÿк уйăхĕнче СОЮЗ-8 карапăн дубль экипажăн командирĕ пулнă.

ИККĔМĔШ ВĔÇЕВ 1970 çулхи çĕртме уйăхĕн мĕшĕсенче СОЮЗ-9 карапăн экипажăн командирĕ пулса Виталий Севостьянов борт- инженерпа пĕрле вăл вăхăтри чи тăсăк космос вĕçевне иртернĕ. Çĕр çине ансан космонавтсем хăйсене питĕ начар туйнă, урисемпе утайми пулнă. Çак амаклăха медицина литературинче «Николаев ээффекчĕ» теме йышăннă. Вĕçевĕ 17 талăк та 16 сехет те 58 минут та 55 секунд пынă. Пĕтĕмпе космосра - икĕ хут хăпарса -21 талăк та 15 сехет те 20 минут та 55 секунд çултанпа - космонавтсене хатĕрлекен Ю.А.Гагарин ячĕллĕ Тĕпĕн пуçлăхĕн пĕрремĕш çумĕ.

ТĂВАН ÇĔРШЫВШĂН ТĂРĂШСА РСФСР Аслă Канашлăвěн чěнěвěсен депутачě çулсенче РСФСР халăх депутачě. Уйăх çинчи кратера Николаев ятне панă. Андриян Григорьевич таçта та кĕтнĕ хăна пулнă.

АНДРИЯН НИКОЛАЕВСЕМ ПИРĔН ПЛАНЕТĂРА НУМАЙЛАНСА КАЙНĂ Пĕрремĕш, Иккĕмĕш тата Виççĕмĕш космонавтсен аташĕсем. Виççĕш те вĕсем Новокузнецк хулинче «Байдаевское» шахтăри А.Шишкин забойщик çемйинче çуралнă. Бразилири виççĕмĕш космонавт аташĕ, ăна та Андриян Николаев тесе чĕнеççĕ.

Хисепěсем: Совет Союзěн икě хут Паттăрě. Ленин икě орденěпе, Ěçлě Хěрлě Ялав, Хěрлě Çăлтăр орденěсемпе, медальсемпе чысланă. К. Э. Циолковский ячěллě, «Космос» де Лаво тата Ю. А. Гагарин ячěллě ылтăн медальсемпе тивěçтернě. НРБ Социализм Ěç Паттăрě. ДРВ Ěç Паттăрě. МНР Паттăрě. Георгий Димитров, Кириллпа и Мефодий (Болгари), Ялавăн бриллиантсемпе I степеньлě (Венгри), Сухэ-Батор (Монголи), Çăлтăр II класлă (Индонези), Ожерелье Нила (Египет) орденěсене парса чапланă. Даниэльпе Флоренс Гуггенхеймсен премине илме тивěç пулнă. Тěнчери астронавтика академин хисеплě членě. СССР патшалăх преми лауреачě (1981). Калуга, Смоленск, Ржев, Махачкала, Нальчик, Каспийск (Раççей), Караганда(Казахстан), Дархан (Монголия), София, Петрич, Стар-Загора, Варна, Плевен (Болгари), Карлови-Вари (Чехи), Буира (Алжир) хулисен хисеплě гражданинě.

ЧĂВАШ ÇĔРНЕ ЮРАТАКАН ПАТТĂР! Пуринчен ытла çĕр çинчен калатăп, шăпах вăл мана ĕçлекен çын турĕ. Çĕре юратмасан, тÿпере ĕç те çук.

СЫВПУЛЛАШМА П Ĕ Т Ĕ М Т Ĕ НЧЕ ПУÇТАРĂНЧ Ĕ 2004 çулхи утă уйăхĕн 3-мĕшĕнче чĕре тапма чарăннипе вилсе каять. Пиншер чăваш халăхĕ Шуршăла чăн-чăн чăваш паттăрне юлашки çула ăсатма пухăнать.

ЧĂВАШСЕМ МУХТАВЛĂ ЫВĂЛА МАНМАÇÇĔ! Шуршăлти космонавтика музейне А.Г.Николаев ятчĕпе уçни, шкулсем, библиотекăсем А.Г.Николаев ячĕпе хисепленсе тăни, тĕрлĕрен памятниксем лартни, çĕнĕрен-çĕнĕ кĕнекесем тухни, астăвăм каçĕсем ирттерни çакă мар-и вара вăл чыс, хисеп, мухтав тата халăх юратăвĕ?

ВИÇÇĔМĔШ КОСМОНАВТА ХАЛАЛЛАСА …