Сăмах тĕпчевĕ «Анне» Ĕçе пурнăçлаканĕ: 2класра веренекен Мидушкин Николай Вĕрентекенĕ: Л.Ф.Ермолаева Хĕрлĕ Чутай – 2008.

Презентация:



Advertisements
Похожие презентации
Ко дню матери России. Р. Рождественский. Ушли метели, светит апрельское солнце, и на землю нашей страны приходит светлый праздник – день матери России.
Advertisements

Хĕвел пек ç ут ǎ çынн ǎ м, … ! Çук санран çыв ǎ ххи тĕнчере. Эс кÿретĕн кил-çурт илемне, Юратса ÿстеретĕн пире!
Октябрĕн 28-мĕшĕ Юпа уйӑхĕн ҫирĕм тӑваттӑмĕшĕ. Тема: Пирĕн аннесем, пирĕн аттесем.
Чÿк уй ăхĕн 30-мĕшĕ Ытлари кун Фонетика хăнăхтарăвĕ Чă-чĕ-че-чÿк уйăхĕн вĕçĕнче; Лă-лĕ-ле-уяв ячĕпеле; Çă-çе-се-чечек çыххи илсе; Ру-рÿ-ре-саламлăр асаннĕре;
Дорогая мамочка! Дорогой человек для меня - это мама. Мы её очень любим и дорожим ей. Нашу маму зовут Ирина Александровна. Она красивая. Люблю её улыбку.
Мама милая, родная: Мама милая, родная: Повторять я не устану, Ты уже почти седая, Только краше всех красавиц. Твои руки и улыбка – Оберег от всех напастей,
Иван Яковлевич Яковлев. Чăвашсен ку тарана çити упраннă пуянлахĕ тата тĕлĕнтермĕшĕ вăл – чĕлхе, юрă, тĕрĕ. Чăвашсен çĕр пин сăмах, çĕр пин юрă, çĕр пин.
Мăн асаттесен талăкри вăхăт курăмĕ (суточное время наших предков) Лексикологипе хронологи тишкерĕвĕ Тĕпчев ĕçĕн авторĕ – Красноармейски иккĕмĕш шкулĕн.
Для счастья женщина приходит в этот мир. И так любить и ожидать Никто, как мать, не может тоже.
Род и семья – исток нравственных отношений. 4 класс
И.С.Тургенев «Отцы и дети». Тема урока: Испытание героя:
Çын… Çĕр çинче çынран ăсли, çынран вăйли, çынран хакли мĕн пур-ши? Çĕр çинчи чи аслă хуçа вăл – Çын. Вăл çут тĕнчене килет те пурнăç тăвать. Кашни çын.
6 класс Logo Logo Семья!
Презентация к уроку (3 класс) по теме: Презентация "Конкурс пословиц о матери"
Тема урока «Свет материнских глаз» (Дневник матери) «Чти отца твоего и МАТЕРЬ твою, да благо тебе будет, и долголетен будешь на земле». 5 – я Заповедь.
МАДОУ 264 группы 5 «Бруснички» С праздником наши родные и любимые мамочки!!!
С ДНЁМ МАТЕРИ !. Самым любимым мамам. Мама ! Самое прекрасное слово на земле – мама. Это первое слово, которое произносит человек, и оно звучит на всех.
Мěн вǎл çынлǎх? Эпиграф: Этем нумай çěр çинче, çын сахал. Каларǎш.
МА-МА Мама – единственный в мире человек, который любит тебя таким, какой ты есть.
Комсомольски районĕн 70 çулхи юбилейĕ тĕлне хатĕрленĕ «Чечеклен, илемлен, ман юратнă Каçал ен» конкурс презентацийĕ Презентацие хатĕрлекен: Хирти Мăнтăр.
Транксрипт:

Сăмах тĕпчевĕ «Анне» Ĕçе пурнăçлаканĕ: 2класра веренекен Мидушкин Николай Вĕрентекенĕ: Л.Ф.Ермолаева Хĕрлĕ Чутай – 2008

Содержани: 1.М.И.Скворцов « Чăвашла-вырăсла словарь» 2.Н. Ашмарин « Чăваш халăх сăмахĕсем» 3.Е.Ф. Васильева « Синонимсен словарĕ» 4.М.Р. Федотов «Этимологи словарĕ» 5.«Анне» сăмах ваттисен сăмахĕсенче 6.«Анне» сăмах хайлавсенче 7. Анне çинчен çырнă сочинени 8. «Анне» сăмахпа сăмах майлашĕвĕсем 9. ÿкерчĕксем 10. Усă курнă литература

Чăвашла-вырăсла словарь. Анн|е 1. [моя] мать, мама || материнский, мамин, материн; ~емçĕм мамочка; ~ÿ твоя мать; çĕр~е мать-земля, земля- матушка; ~е çуралнă кун мамин день рождения; ~ÿ чĕлхине хисепле уважай родной ( букв.материнский) язык; тавах, ~е, юратнăшăн фольк.спасибо, мама, за твою любовь 2. межд. Выражает сильное удивление матушки; ~ем! питне тăм илнĕ-çке! матушки! да ты обморозил лицо! çĕнĕ ~е, ~е çури диал. мачеха.

Чăваш халăх сăмахĕсем. Анне (ан'н'э), mater mea, m. nostra, моя, наша мат. Сред.Юм. Анне кепе, унпа вăрçма йурамасть. Моя мать для меня священна ( как Кааба), с нею браниться нельзя [Изречение; Ср.тат. энкемез к'бэмез дорогая наша матушка (из письма)]. Байгеево Чеб. Манăн анне çамрăклах вилнĕ. Епĕ анне вилнине астăваймастăп (scr. Астуваймастăп). Моя мать умерла молодою. Смерти матери я не помню. Hinc derivata sunt: отсюда аннем (ан'н'э), mater mea, моя мать: аннÿ ( ан'н'ÿ, аннÿвĕ, qenet. род.п. аннĕвĕн, аннÿн) sive (или) анну (qenet. род.п. аннĕвĕн), mater tua, твоя мать; аннемĕр (ан'к'ээ), mater vestra, ваша мать. Ст.Чек. Анне килте çук-тĕ. Матери не было дома. Ib. Сирĕн аннĕр çта карĕ? Куда ушла ваша мать? Формы аннем, аннемĕр заключают в себе оттенок близкого участия, уважения, нежности.

Синонимсем. Анне – апай, апок, апи, мама.

Этимологи словарĕ. АННЕ моя, наша мать. Анне кепе, унпа вăрçма юрамасть. Моя мать для меня священна (как Кааба), с нею браниться нельзя. (Изречение. Ср. тат. энкэмез к'бэмез дорогая наша матушка.- Из письма). Производные формы: асанне, асланне (< аслă анне) бабушка (т.е. мать моего отца); аннеçĕм моя матушка, не так выразительно, как анемçĕм; аннев Протяжный крик, которым зовут в лесу мать: аннев, хăрарăм-çке! Матушки, как я испугалась! Тюркские соответствия: алт., тел., шор., леб. äнä мать, кирг., саг., кач., енä мать; туба., леб., бар., тоб., тар., каз., крым., ком., чаг.,вт., карлт., тур., уйг. ана мать; тетка (туба), почтенная женщина; матрона; сама (каз.); главная часть вещи (тур.) Тунгусо-маньчжурские формы: эн'ин, эн'э (ан'é ~ ен'е ~энэ), энэн, энэ, эннэ и др. мать; самка ( рыбы, зверя, птицы). Др.-тюрк. апа, як. ийэ мать.

Ваттисен сăмахĕсем. Атте аннерен хакли никам та çук тĕнчере. Атте-анне ятне ярас мар. Виççĕри ывăл ача ашшĕне пулăштăр, виççĕри хĕр ача амăшне пулăштăр. Аçупа аннÿне хисепле, хăвнах ырă пулĕ. Атте–аннерен хакли çук. Атте-анне пурри – телей. Атте-анне пурри – ăраскал. Атте-анне паман ăса кĕнеке те параймĕ. Атте-анне пилĕ пурнăç парать. Атте-анне усал пул темест, ырă пул тет. Ашшĕ-амăшĕ ирĕкĕнчен тухакан пуçне çухатнă. Атте-анне пур çинче мĕн шухăш пур пуç çинче. Атте-анне пурри – пуянлăх. Анне кĕлли тинĕс тĕпĕнчен кăларать. Анне пĕрре, Тăван çĕр-шыв пĕрре.

Хайлавсем. А. Ильин « Анне» (сăвă) Г. Мальцев « Анне уявĕ» (хайлав) А. Отачкин « Ку вăл пирĕн юратнă анне» (сăвă) Р. Сарпи « Тăван аннене суйламаççĕ» (сăвă) А. Орлов « Хĕвел шевли – анне кули…(сăвă) П. Хусанкай « Анне» (поэма) В. Давыдов-Анатри « Анне манна çунат пиллет …» Ухсай Яков « Атте-анне» (сăвă) Турхан Яккăвĕ «Анне» (сăвă)

Сăмах майлашĕвĕсем. Юратнă анне, тăван анне, манми анне, юратса ÿстерекен анне, аннен ăшă кăмăлĕ, анне чĕри, аннен ырă чунĕ, анне ăшши, анне юратăвĕ, анне кăмăлĕ, анне пилленĕ çунат, анне пурри-пуянлăх, анне чĕлхи, анне шăпи, анне тĕрекĕ, анне куççулĕ, анне телейĕ…

Сочинени. Чи çывăххи, чи шанчăкли. Анне… Мĕн тери çывăх çын вăл пирĕншĕн. Пĕчĕкренех ачашласа пăхса ÿстерет. Шăнса пăсăласран, чирлесрен сыхлать. Вăхăт çитсен лайăх тумлантарса, тутлă апат çитерсе шкула ăсатать. Лайăх вĕренме, ĕçе юратма, ваттисене хисеплеме вĕрентет. Анчах та эпир тепĕр чухне аннесене итлеместпĕр, кÿрентеретпĕр те. Шухăшласа пăхсан вара… Ĕмĕр-ĕмĕр парăмра эпир аннесем умĕнче. Пирĕн аннесем тĕрлĕ вырăнта ĕçлеççĕ. Вĕсем – учительсем, врачсем, инженерсем, колхозниксем, рабочисем. Анне – пирĕншĕн чи çывăх, чи шанчăклă çын.

Анне манна çунат пиллет, Ытарайми чĕкеçĕм, тет. Чĕкеçĕм, тет, ăс вĕрентсе, Ăс вĕрентсе, хисеплесе.

Анне манна телей пиллет, Çурхи чипер хĕвелĕм тет, Хĕвелĕм, тет юратнипе, Юратнипе, савăннипе.

Кам пире мĕн пĕчĕкрен ÿстерет савса куллен? Вăл – анне, тăван анне. Тавтапуç сана, анне! А.Ильин

Усă курнă литература. 1.Артемьев Т.В. «Тăван сăмах»: 4-мĕш класс вали/- Шупашкар: Чăваш кĕнеке издательстви, Ашмарин Н.И. «Чăваш халăх сăмахĕсем».- Етĕрне – Шупашкар: Чăваш кĕнеке издательстви, 1928 – Васильева Е.Ф. «Синонимсен словарĕ».- Шупашкар: Чăваш кĕнеке издательстви, Лукоянов Г.В., Маслова Н.Н. Çеçпĕл: Хушма вулав кĕнеки: 1-мĕш класс вали. – Шупашкар: Чăваш кĕнеке издательстви, Михайлов В.М., Михайлова З.П. Сочиненисем. Шупашкар, 2000.I пайĕ. 6.Скворцов М.И. «Чăвашла-вырăсла словарь» 7.Федотов М.Р. «Этимологический словарь чувашского языка». В 2-х тт. Т.1.А-Р. Чебоксары: Чувашский государственный институт гуманитарных наук, 1996.