Тема: Сисĕм – туйăм органĕсем
Сисĕм – туйăм органĕсем : 1. Куç 2. Хăлха 3. Сăмса 4. Чĕлхе 5. Ут – тир
Куç - куракан орган.
Хăлха- илтекен орган.
Айболит сĕнĕвĕсем: Вăйлă шăв-шав хăлхана пăсать. Хăлхана супăньпе çу, хытă пĕтĕрнĕ ваткăпа тасать. Хăлха ыратма пуçласан е унта мĕн те пулин лексен тÿрех врач патне кай.
Сăмса- шăршă пĕлекен орган.
Айболит сĕнĕвĕсем: Шăнса пăcăласран сыхланмалла Пирус туртмалла мар.
Чĕлхе – тутă пĕлекен орган.
Айболит сĕнĕвĕсем: Ытлашши вĕри е сивĕ апат ан çи. Апат тутине пĕлме шăлсем те пулăшаççĕ. Вĕсене яланах таса тыт.
Ут – тир – хыпашлав органĕ.
Этемĕн сисĕм – туйăм органĕсемпе паллашрăмăр; Çав сисĕм – туйăм органĕсенчен кашни этем пурнăçĕнче мĕнле вырăн йышăнни çинчен калаçрăмăр.