(5-9-МĔШ КЛАССЕМ ХУШШИНЧЕ ИРТТЕРНĔ УЯВ) ч чăвашсен авалхи йăли-йĕркисене тытса пырасси; илемлĕхе курма, туйма вĕрентесси; тăван халăха юратма, упрама вĕрентесси;

Презентация:



Advertisements
Похожие презентации
Предметсем: литература вулавĕ, тăван тавралăх, технологи Проекта хатĕрлекенсем: Нĕркеçри пĕтĕмĕшле пĕлÿ паракан вăтам шкулта 3 –мĕш класра вĕренекенсем.
Advertisements

Василий Василий Иванович Иванович Чапаев Чапаев ( ) ( )
1 Урок тĕсĕ: хутăш урок 1.Учитель сăмахĕ. Урок темипе кăсăклантарса ярасси, шухăшлама хистесси. 2.Эпиграф шухăшне уçса парасси. 3. Словарь ĕçĕ. 4. Вăйă.
1. Ырăлăх, ыркăмăллăх, сăпайлăх сăмахсен пĕлтерĕшне тарăнрах ăнланма тăрăшасси. Ырă çын пулас тесен мĕнлерех пулмаллине пăхса тухасси. «Сана усал тума.
2012 çулхи ака уйăхĕ. Паян, 2011 çулхи чÿк уйăхĕн 11 – мĕшĕнче, шкула пуçтарăнтăмăр. Уроксем пуçланчĕç! Каникул кунĕсем иртсе кайрĕç. Халĕ ĕнтĕ çанна.
Чĕмпĕр чǎваш шкулĕ – культура вучахĕ Красноармейски иккĕмĕш шкулĕн 10 б класĕнче вĕренекен Спиридонова Мальвина хатĕрленĕ Ертÿçи – Михайлова З.П
Çын… Çĕр çинче çынран ăсли, çынран вăйли, çынран хакли мĕн пур-ши? Çĕр çинчи чи аслă хуçа вăл – Çын. Вăл çут тĕнчене килет те пурнăç тăвать. Кашни çын.
Чÿк уй ăхĕн 30-мĕшĕ Ытлари кун Фонетика хăнăхтарăвĕ Чă-чĕ-че-чÿк уйăхĕн вĕçĕнче; Лă-лĕ-ле-уяв ячĕпеле; Çă-çе-се-чечек çыххи илсе; Ру-рÿ-ре-саламлăр асаннĕре;
Чăваш республики Элēк районě Ураскилтри пěтěмěшле пěлÿ паракан вăтам шкул Краснова Кристина,Ефимова Екатерина 8 класс Вěрентекенě Терентьева Э.Н.
Ватти сывă чух,çамрăка хуйхă çук Пĕтĕмлетÿ урокĕ.
Лариса Геннадьевна Афанасьева Чăваш Республикин Çĕнĕ Шупашкар хулинчи муниципаллă пĕтĕмĕшле пĕлÿ паракан 4-мĕш вăтам шкулти пĕрремĕш категориллĕ чăваш.
1 ЧĂВАШ РЕСПУБЛИКИН ВĔРЕНЎ ТАТА ÇАМРĂКСЕН ПОЛИТИКИН МИНИСТРЕСТВИ ВĂРМАР РАЙОН АДМИНИСТРАЦИЙĔН ВĔРЕНЎПЕ ÇАМРĂКСЕН ПОЛИТИКИН МИНИСТРЕСТВИ «МĂНÇЫРМАРИ ПĔТĔМĔШЛЕ.
Сăпарлăх тĕллевĕ: чĕр чунсене юратма, чăн юратăва суя юратуран уйăрса илме вĕрентесси. Пĕлÿ тĕллевĕ: чăвашла предложенисене тĕрĕс йĕркелесси. Аталантару.
Иван Яковлевич Яковлев. Чăвашсен ку тарана çити упраннă пуянлахĕ тата тĕлĕнтермĕшĕ вăл – чĕлхе, юрă, тĕрĕ. Чăвашсен çĕр пин сăмах, çĕр пин юрă, çĕр пин.
Предмет: Чăваш литератури Урок: 35 Тема: Петěр Хусанкайн «Таня» тата выр ă с çыравçин Маргарита Алигер ă н «Зоя» поэмисенчи патт ă р хĕр с ă нарĕ Контингент:
Килти чĕр чунсемпе паллашар-и?. ۩ Килти выльăх- чĕрлĕхсемпе кайăк-кĕшĕксем çинчен вĕреннине пĕтĕмлетсе хăварасси. ۩Ачасен пуплевне аталантарасси. ۩Чĕр.
Урок теми: Урок тĕллевĕсем: Сапăрлăх тĕллевĕсем: 1.Тăван тавралăха юратма, упрама вĕрентесси; 2. Çут çанталăк илемне курма пĕлекен çын ырă кăмăллă пулнине.
Выполнила работу Андреева Галина Павловна год.
Пуçлансассăн П-пала Шутсăр кирлĕ япала. Лав çинчи утта ялан Унпала туртса çыхан. Пуçлансассăн Т-пала Пирĕн кăмăл тулмалла, Тĕрлĕ халăх асĕнче Çак сăмах.
100 çулхи юбилей тĕлне. Ухсаевские стихи и поэмы – это биография самого поэта и его поколения. Его сонеты покоряют и глубиной мысли, и полнотой раздумий.
Транксрипт:

(5-9-МĔШ КЛАССЕМ ХУШШИНЧЕ ИРТТЕРНĔ УЯВ) ч чăвашсен авалхи йăли-йĕркисене тытса пырасси; илемлĕхе курма, туйма вĕрентесси; тăван халăха юратма, упрама вĕрентесси; КИРЛĔ ХАТĔРСЕМ: факелсем, çãварни карчãкĕн катемпийĕ, пãрçа, çунашкасем, çãварни карчãкĕпе старикĕ, пушãт. УЯВА ИРТТЕРЕКЕНСЕМ: БАРИНОВА МАРГАРИТА ПЕТРОВНА ИВАНОВА МАРГАРИТА ПЕТРОВНА ХРАБРОВА ГАЛИНА ГУРЬЕВНА (ЧĂВАШ ЧĚЛХИ УЧИТЕЛĚСЕМ)

Ертсе пыракан (çăварни кĕвви майĕпе): - Килтен-киле хĕрупраç Каллĕ-маллĕ чупкалаç. Çăварни сăри хатĕр-и? Улах парни патăр-и? Çăварни çитрĕ çаврăнса, Хĕрсем тухрĕç çавтăнса. Кăсăясем чи-чи-чи, Яш-кĕрĕмĕн катаччи. Эй, çăварни, çăварни, Çăвар карса килтĕн-и? Çăварлăхланнă тур лашин Çăварни çуни лайăх-и? Çăварни карчăк ăшталанса Йăва-икерч ăшалать. Çăварни ачи тăм алапа Тăрмашăнсах ярăнать.

(Çăварни кĕвви майĕпе виçĕ ача факелсемпе тухаççĕ. Çав вăхăтрах икĕ ача çăварни карчăкĕн катемпине площадка варрине лартса хураççĕ).

1-мĕш ача: - И, çăварни, çăварни! Çăвар тулли икерчи, Кĕсъе тулли кулачи, Эрне хушши катаччи! 2-мĕш ача: - Çăварни, çăварни! Çăварни килет, куртăр-и? Çуркунне çитет, сисрĕр-и? Хирĕç тухса илтĕр-и? 3-мĕш ача: - Çитрĕ, çитрĕ çăварни, Кĕçех çитĕ çу эрни. Эй, яш-кĕрĕм, ачапча, Чупса юлар катаччи!

Ертсе пыракан: -А-Ачасем! Тăвансем! -В-Васкăр, килĕр! Çăварни çитрĕ, çу çитрĕ! Çерçи ури хуçмалли вăхăт çитрĕ. Çăварни, çăварни, çăварна карса кил! Кап-кап икерчĕ хып!

- Кантăрĕ тулли пултăр, Кантăрĕ вăрăм пултăр !

4-мĕш ача: -Катаччи! Катаччи! -Катаччи çитрĕ, çу çитрĕ! Катаччи тăвĕ турăмăр, Мамăк шывĕ сапрăмăр, Хăрах тупанне катрăмăр… Катаччи! Катаччи! 5-мĕш ача: - И, йу-у кайтăр, чу-у кайтăр! Çырма урлă каçсах кайтăр! Йĕтĕн-кантăр вăрăм пултăр! Кантăр вăрри тутлă пултăр! Çерçи ури шарт! хуçăлтăр! Çие-пуçа çĕнĕ кĕпе-йĕм пултăр, Кĕпи пĕттĕр те пуçĕ юлтăр 6-мĕш ача: - Катаччи те çăварни, Кĕсъе тулли пĕремĕкĕ, Эрне хушши катаччи - Ма çăварни теес мар.

7-мĕш ача: - Çăварни çитрĕ, çу çитрĕ! Çерçи ури хуçмалли вăхăт çитрĕ! Çăварни, çăварни, çăварна карса кил! Кап-кап икерчĕ хып! Картлă-картлă пашалу, Карчĕ тăрăх çу юхать. Хурăн тăрри хумханать, Хура халăх пуçтарăнать. Катаччи! Катаччи!

8-мĕш ача: - Катаччи! Катаччи! Çăварни çитет, çу çитет! Выртан каска йăванать, Хурăн тăрри хумханать, Хура халăх пуçтарăнать, Апай икерчĕ пĕçерет, Пире кĕтсе тăрать пуль! У-ух, катаччи, катаччи! 9-мĕш ача: - Шăнкăрав сасси янăрать, Çамрăк кĕрĕм савăнать. Çăварни килет çич кунлăх, Ма килмест-ши çĕр кунлăх? 10-мĕш ача: - Шăнкăр-шăнкăр йĕс шăнкăрав, Шăнкăрав сасси çул çинче. Çак çăварни çитсессĕн Сар хĕр сасси ял çинче.

Ертсе пыракан: - Чăваш халăхĕ çăварни эрни тăршшĕпех савăннă. Эпир те çав йăлана тытса пырар. Ташлар пурте! (Пурте такмаксем каласа ташша яраççĕ).

Ачасем юрлаççĕ, (частушки-такмаксем): 1) Сарă кĕрĕк тăхăнса 5) Атте лаши - тур лаша. Саркаланса тухар-и? Çавра çуни - сар çуна. Çăварни çитрĕ çаврăнса, Чĕнтĕрлĕ те хуçмалла, Ай, катаччи чупар-и? Иккĕн-виççĕн лармалла. 2) Ăшă кĕрĕк пит лайăх 6) Ай юрлар-и янратса, Çуна çине ларсассăн, Тĕттĕмчченех чупăпăр. Çăварни чупма пит лайăх Кайран лаша тавăрса Çумра савни пулсассăн. Ăш витене хупăпăр. 3) Катаччине чупар-и 7) Çавра çуна - сар çуна Аслă уяв кăмăлне, Тупань тимĕр кирлĕччĕ. Мăн шур пÿрте кĕрер-и Çак самантра чун савни Çиме аннÿ кукăльне? Çумма ларма кирлĕччĕ. 4) Çитрĕ, çитрĕ çăварни, 8) Шăнкăр-шăнкăр йĕс шăнкăрав Кĕçех çитĕ çу эрни. Шăнкăрав сасси çул çинче. Эй, яш-кĕрĕм, ачапча, Çак çăварни çитсессĕн Чупса юлăр катаччи! Сар хĕр сасси ял çинче. 11-мĕш ача: 12-мĕш ача: - Çăварние ăсатнă чух, вырсарни кун, - Асра тытан-и е манса кайнă: Çынсем - тăван-и вăл е кÿршĕ-аршă - Тарăхнипе е тĕлсĕр сăмах майăн Усал сăмах каланăшăн ним маршăн. Сана эп кÿрентернĕтĕк, каçар. Вырсарни кун вара пĕр-пĕринчен Пĕрне-пĕри нихçан усал-хаяр, Ыйтаççĕ каçару чун-чĕререн. Çук, сунар мар. Утар-ха чыслăн, туслăн юнашар. 13-мĕш ача: - Эй, çăварни çуни сап-сар çуна! Атя-ха ут кÿлер те - ярăнар, Пĕрне-пĕри каçарнă хыçĕнчен, Йăл кулă вăй вылятăр пит çинче! 14-мĕш ача: - Ĕнтĕ кĕр те тăвар, шав та тăвар. Юрлар, ташлар, тăван, выляр-кулар. Мĕн виличчен пĕрле пурăнар! Эпир мĕн выляни-кулнисем Кайччăр ĕмĕр тăршшĕне. Мĕн юрлани-ташланисем Кайччăр хула талккишне.

(Çăварни карчăкĕпе старикки сиксе тухаççĕ. Чир-чĕр кайтăр тесе пушăпа çапса çÿреççĕ, кантăр-пăрçа сапаççĕ. Юрпа перкелешеççĕ, ачасене турта-турта кăлараççĕ).

Ертсе пыракан: - Çăварни вĕçленнĕ май катемпие çунтарса ярар!

Пурте: - Çăварни карчăкĕ сывă пул!

Ертсе пыракан: - Выляр-кулар, юрлар-ташлар! Вăй виçер те тупăшар. Çамрăк пуçăмăрта сывлăх пур чухне.