Килти чĕр чунсемпе паллашар-и?. ۩ Килти выльăх- чĕрлĕхсемпе кайăк-кĕшĕксем çинчен вĕреннине пĕтĕмлетсе хăварасси. ۩Ачасен пуплевне аталантарасси. ۩Чĕр.

Презентация:



Advertisements
Похожие презентации
Сăпарлăх тĕллевĕ: чĕр чунсене юратма, чăн юратăва суя юратуран уйăрса илме вĕрентесси. Пĕлÿ тĕллевĕ: чăвашла предложенисене тĕрĕс йĕркелесси. Аталантару.
Advertisements

Василий Василий Иванович Иванович Чапаев Чапаев ( ) ( )
чӑваш халӑхӗн мӑнаҫлӑхӗпе мухтавӗ, ҫӗнӗ ҫыруллӑ сӑмахлӑха пуҫараканӗ, хура халӑха ҫутта туртаканӗ. Ӑна пурте пӗр камӑллӑн чӑваш сӑмахлӑхӗн классикӗ тесе.
В. Сухомлинский çырнă юмах 4-м ĕш класра ирттернĕ уçă урок Тилĕ çури –шкул ачи.
Тãван кêтесêм-ялãм, Эс маншãн – Çêр варри. Çырми, тÿремê,айлãм… Пач çук хитре марри!
1. Ырăлăх, ыркăмăллăх, сăпайлăх сăмахсен пĕлтерĕшне тарăнрах ăнланма тăрăшасси. Ырă çын пулас тесен мĕнлерех пулмаллине пăхса тухасси. «Сана усал тума.
Юман çирĕп, пысăк, çÿллĕ йывăç. Вăл нумай çул ÿсет, пин çул таран пурăнать. Ĕлĕк пирĕн тăрăхра юман йышлă ÿснĕ, халĕ сахал. Юман çирĕп, анчах ачаш йывăç:сивĕрен.
100 çулхи юбилей тĕлне. Ухсаевские стихи и поэмы – это биография самого поэта и его поколения. Его сонеты покоряют и глубиной мысли, и полнотой раздумий.
Лариса Геннадьевна Афанасьева Чăваш Республикин Çĕнĕ Шупашкар хулинчи муниципаллă пĕтĕмĕшле пĕлÿ паракан 4-мĕш вăтам шкулти пĕрремĕш категориллĕ чăваш.
Çын… Çĕр çинче çынран ăсли, çынран вăйли, çынран хакли мĕн пур-ши? Çĕр çинчи чи аслă хуçа вăл – Çын. Вăл çут тĕнчене килет те пурнăç тăвать. Кашни çын.
Çĕнĕ Кинчерти пĕтĕмĕшле пĕлÿ паракан тĕп шкул. Яков Ухсай - чăваш поэзийĕн çăлтăрĕ.
Аякра- аякра, тинěсре, Аякра- аякра, тинěсре, Автансем авăтман кĕтесре Автансем авăтман кĕтесре Анаслать тискер кайăк е пулă, Анаслать тискер кайăк е пулă,
1 Урок тĕсĕ: хутăш урок 1.Учитель сăмахĕ. Урок темипе кăсăклантарса ярасси, шухăшлама хистесси. 2.Эпиграф шухăшне уçса парасси. 3. Словарь ĕçĕ. 4. Вăйă.
Çанталăк Çанталăк. Юхан шыв пуллисем: çуйăн, кăртăш, çăрттан, уланкă, çупах, карас, çĕкĕ. Юхан шыв пуллисем: çуйăн, кăртăш, çăрттан, уланкă, çупах, карас,
Чÿк уй ăхĕн 30-мĕшĕ Ытлари кун Фонетика хăнăхтарăвĕ Чă-чĕ-че-чÿк уйăхĕн вĕçĕнче; Лă-лĕ-ле-уяв ячĕпеле; Çă-çе-се-чечек çыххи илсе; Ру-рÿ-ре-саламлăр асаннĕре;
Чàваш Çèршывé. Аль-Балауи Диана, 9 В. Эпé Чàваш Республикинче пурàнатàп. Унàн тéп хули- Шупашкар. Чàваш Республики Раςςейре вырнаςнà. Раςςейèн тéп хули-
« Чавса çывăх та, çыртма çук » « Сывлăх – чи хаклă пуянлăх » Урок эпиграфĕ: « Чавса çывăх та, çыртма çук » « Сывлăх – чи хаклă пуянлăх » ĕ: хутăш урок.
2012 çулхи ака уйăхĕ. Паян, 2011 çулхи чÿк уйăхĕн 11 – мĕшĕнче, шкула пуçтарăнтăмăр. Уроксем пуçланчĕç! Каникул кунĕсем иртсе кайрĕç. Халĕ ĕнтĕ çанна.
Ч ă вашла т ĕ р ĕ с ç ырма в ĕ ренер Хат ĕ рлекен ĕ : Алексеева Н. А.
Шупашкарти сăваплă вырăнсем Шупашкар хули çинчен вĕреннĕ чух усă курмалли проект Çĕнĕ Шупашкарти 3-мĕш вăтам шкулти вĕрентекенĕн Чернова Н. А. проект.
Транксрипт:

Килти чĕр чунсемпе паллашар-и?

۩ Килти выльăх- чĕрлĕхсемпе кайăк-кĕшĕксем çинчен вĕреннине пĕтĕмлетсе хăварасси. ۩Ачасен пуплевне аталантарасси. ۩Чĕр чунсене юратма, вĕсене пăхма вĕрентесси.

Килти чĕр чунсен шутне мĕнле чĕр чунсем кĕреççĕ?

Ěне выльăх яланах Ěçлекене юратать: Ěçме-çиме парсанах Ěне сĕтне антарать.

Лайăх лаша – тамаша, Лар та вĕçтер Канаша. Лайăх лаша çул тытать, Лаша хуçи ыр курать.

Этемĕн тепĕр çывăх тусĕ лаша. Ученăйсем каланă тăрăх, этем лашана 6 пин çул каярах алла вĕрентме тытăннă. Хальхи лашасем кайăк лашаран пулса кайнă, ăна тарпан тенĕ. Тарпан кĕтĕвĕсем Раççейпе Украинăн кăнтăр пайĕсенче çÿренĕ. Унта вăл вăхăтра ари текен йăхсем пурăннă.Шăпах çавсем алла вĕрентнĕ кайăк лашана. Каярахпа лаша Европăна, Азие, Африкăна сарăлнă. Çапăçусем вăхăтĕнче хуçасăр юлнă лашасем кайăкланса кайнă. Вĕсене Çурçĕр Америкăра мустанг тенĕ. Лаша ăратти йышлă: монгол лаши, якут лаши, казах лаши, кăркăс лаши, сиглави, кохейлайн, хадбан( юлашки виççĕшĕ араб ăрачĕсем).

Качăр-качăр Качака Карта урлă кармашать: Кавăн, кишĕр, купăста Кĕрсе çиме тăрмашать.

Пирĕн сăрă сурăх пур, Унăн пĕчĕк путек пур. Çăмне илсе çип тусан Пирĕн ăшă алсиш пур.

Нăрик-нăрик Сысна тус, Лачакапа питĕ тус: Хĕвел хĕртет-пĕçерет, Лачакапа вăл хÿтленет.

Кушак çури Мăрмăр Амăшĕпе пĕрешкел. Пĕчĕкçеççĕ Мăрмăр Ячĕ хитре мĕнешкел!

Кушак этем кил-çуртне чылай каярах пырса кĕнĕ. Этем килĕнче лаша кĕçеннĕ, йытă вĕрнĕ, ĕне макăрнă, сысна нăрăхлатнă кушак кăна илтĕнмен. Кушака чи малтан Авалхи Египетра усрама тытăннă.Атăл тăрăхне кушак пирĕн эрăри VІІ-ІХ ĕмĕрсенче çитет. Х-ХІІ ĕмĕрсенче вăл пĕтĕм Руçĕпех сарăлать. Хальхи вăхăтра кушак таçта та пурăнать. Кушак каçхи чĕр чун. Кăнтăрла ытларах çывăрать, каçхине сунара тухать.Ун куçĕ тĕттĕмре те лайăх курать. Кушак таса чĕр чун. Кунне хунчен питне çăвать, çăмне çуласа тасатать.

Йытă – пирĕн çывăх тус, Вăл – ĕçчен, çавна асту: Пĕрисем килте –хуралçă, Теприсем вара – сунарçă. Йытăсем характерĕпе те, йывăрăшĕпе те, пысăкăшĕпе те пĕрешкел мар. Анчах пурин те вĕсен аслашшĕ кашкăр.Этем килне тахçан авал кашкăр пырса кĕнĕ. Çын кашкăртан майĕпен-майĕпен йытă тунă, алла вĕрентнĕ. Халь тĕрлĕрен ăратлă йытăсем тĕл пулаççĕ: эрдельтерьер, доберман, терьер т. ыт. те.

Мĕн-мĕн ĕçлет йытă? Йытăн пĕрремĕш тивĕçĕ ăна тискер чĕр чунсем çывхарни çинчен асăрхаттарасси пулнă. Йытăн ыйхи çăмăл, хăлхи çивĕч, вăл шăрша лайăх туять. Урăхла каласан, йытă чи малтан хуралçă кăна пулнă. Каярахпа çын ăна урăх ĕçсене те вĕрентнĕ. Индире, Грецире, Римра йытăсемпе çар ĕçĕнче усă курнă. Раççейре çар йыттисем пулман. Мĕн-мĕн тăвать-ха хальхи вăхăтра йытă? Ěлĕкхи пекех, кил сыхлать. Ăна хурал йытти теççĕ. Сунарçăсемпе сунара çÿрет, кусене сунар йытти теççĕ. Пушар йыттисем пур – кусем çунакан çуртран ачасене турта- турта тухаççĕ. Йĕрлевçĕ йытăсем преступниксене тупма пулăшаççĕ. Йытта куçсăр çынсене ертсе çÿреме те вĕрентеççĕ. Вырăсла вĕсене «собаки-поводыри» теççĕ. Йытă наркотиксене те шыраса тупма пултарать. Куратăр-и, мĕн чухлĕ усăллă ĕç тăвать йытă. Вăл çыншăн шанчăлă тус кăна мар, пулăшуçă та иккен.

Килти кайăк-кĕшĕксен шутне мĕнле кайăксем кĕреççĕ?

Ку-ка-ре-ку сар автан, Ирех тăнă вăл паян. Унăн сасси ялĕпех Ян каять кашни ирех.

Кăт-кăт тесе чăхха чĕнеççĕ, Хăвалаççĕ кша! тесе.

Нарт-нарт кăвакал Шывра ишет, савăнать, Ик çунатне шарт!çапать.

Паян мĕн çинчен калаçрăмăр? Килти выльăхсене мĕнле пăхмалла? Килти выльăхсем пире мĕнпе усă параççĕ?