Чăваш чĕлхи кабинечĕ шкулăн 2-мĕш хутĕнче вырнаçнă. Унăн лаптăкăшĕ 46 тăваткал метр шутланать. Кунта 2 доска, 4 шкаф, компьютер, ун валли сĕтел, проектор,

Презентация:



Advertisements
Похожие презентации
2012 çулхи ака уйăхĕ. Паян, 2011 çулхи чÿк уйăхĕн 11 – мĕшĕнче, шкула пуçтарăнтăмăр. Уроксем пуçланчĕç! Каникул кунĕсем иртсе кайрĕç. Халĕ ĕнтĕ çанна.
Advertisements

Чĕмпĕр чǎваш шкулĕ – культура вучахĕ Красноармейски иккĕмĕш шкулĕн 10 б класĕнче вĕренекен Спиридонова Мальвина хатĕрленĕ Ертÿçи – Михайлова З.П
Юхма Михаил Николаевич – Чăваш халăх писателĕ, Чăваш, Тутар, Удмурт, Мари Эл Республикисен тава тивĕçĕлĕ ĕçченĕ. Вăл пурĕ 200 ытла кĕнеке кăларнă. Унăн.
Михайловкăри вăтам шкул: «Çĕнĕ шкулăн» çĕнĕ утăмсем.
Предмет: Чăваш литератури Урок: 35 Тема: Петěр Хусанкайн «Таня» тата выр ă с çыравçин Маргарита Алигер ă н «Зоя» поэмисенчи патт ă р хĕр с ă нарĕ Контингент:
Манăн ĕмĕт архитектор артист агроном адвокат автомеханик астроном акушер автослесарь.
Фамилия Прохорова Имя, отчествоЛюдмила Николаевна Дата рождения (число, месяц, год) 5октябрь 1958 год Серия и паспорта, кем и когда выдан
(Вырăс шкулĕн 3-мĕш класĕнче ИКТпе усă курса ирттермелли урок) Сапăрлăх тĕллевĕсем% 1? Çынсем хушшинче хăвна тытма е калаçма пĕлни яланах пысăк пĕлтерĕшлĕ.
Василий Василий Иванович Иванович Чапаев Чапаев ( ) ( )
1. Ырăлăх, ыркăмăллăх, сăпайлăх сăмахсен пĕлтерĕшне тарăнрах ăнланма тăрăшасси. Ырă çын пулас тесен мĕнлерех пулмаллине пăхса тухасси. «Сана усал тума.
Комсомольски районĕн 70 çулхи юбилейĕ тĕлне хатĕрленĕ «Чечеклен, илемлен, ман юратнă Каçал ен» конкурс презентацийĕ Презентацие хатĕрлекен: Хирти Мăнтăр.
Вăрнар районĕ, Санарпуçĕнчи пĕтĕмĕшле пĕлÿ паракан вăтам шкул Александров Константин пурнăçланă.
Столовăйра Пирěн шкулта столовăй пур. В ă л п ě ррем ě ш хутра вырна ç н ă. Столов ă й пыс ă к та илемл ě. Унта ç ě н ě с ě тел-пукан, хитре дизайн!
Ачасем валли çыракан хěрарăм çыравçă (Ева Николаевна Лисина) Авторě Петрова Анна.
Чăваш Республики – ман Тăван çĕршыв. Урок теми : Ефимова Ирина Васильевна, Çĕнĕ Шупашкар хулин 9-мĕш шкулти чăваш чĕлхипе литературине вĕрентекенĕ.
Çĕнĕ Шупашкарти 3-мěш в ăтам шкулти вĕрентекенĕн Леонтьева Л.Н. проект ěçĕ Чăваш Республикинчи хуласем тата паллă вырăнсем Чăваш Республикинчи хуласемпе.
Кĕркунне Ку хăçан пулать? Хĕвел ялан пăхать. Кунсем ăшă. Тÿпе кăвак. Çынсем вăрманта кăмпа-çырла пуçтараççĕ, канаççĕ. Ачасем шкулта вĕренмеççĕ. Вĕсем ялта.
Чÿк уй ăхĕн 30-мĕшĕ Ытлари кун Фонетика хăнăхтарăвĕ Чă-чĕ-че-чÿк уйăхĕн вĕçĕнче; Лă-лĕ-ле-уяв ячĕпеле; Çă-çе-се-чечек çыххи илсе; Ру-рÿ-ре-саламлăр асаннĕре;
Предметсем: литература вулавĕ, тăван тавралăх, технологи Проекта хатĕрлекенсем: Нĕркеçри пĕтĕмĕшле пĕлÿ паракан вăтам шкулта 3 –мĕш класра вĕренекенсем.
К.В.Иванов пурнăçĕпе пултарул ӑ хĕн паллă енĕсем К.В.Иванов пурнăçĕпе пултарул ӑ хĕн паллă енĕсем Романова Людмила Геннадьевна чăваш чĕлхипе литератури.
Транксрипт:

Чăваш чĕлхи кабинечĕ шкулăн 2-мĕш хутĕнче вырнаçнă. Унăн лаптăкăшĕ 46 тăваткал метр шутланать. Кунта 2 доска, 4 шкаф, компьютер, ун валли сĕтел, проектор, магнитофон, проигрыватель, çĕнĕ 15 парта тата 30 пукан. Ачасен куç вăйĕ ан япăхлантăр тесе доска çинче софит та пур. Кабинетра чăваш тĕрриллĕ 3 чÿрече карри. Класс пÿлĕмне илем кĕртме тĕрлĕ- тĕрлĕ чечексем те ÿстеретпĕр. Вĕсене ачасем пăхса тăраççĕ.

Кабинета икĕ хутчен Çĕнĕ Шупашкарăн Вĕренÿпе Çамрăксен политикин пайĕ Хисеп грамоти парса чыс турĕ

Тумалли ĕçсемВăхăтЯваплă çын рез уль тат1 Пÿлĕме çĕнĕ вĕренÿ çулне хатĕрлесси: капиталлă ремонт тăвасси, свет ламписене улăштарасси класс 2 Тестсемпе валеçÿ карточкисем хатĕрлесси Ч.ч.учителĕ сем 3 Тĕрлĕ темăсемпе папкăсем хатĕрлесси: «И.Я.Яковлев пултарулăхĕ» «Петĕр Хусанкай пултарулăхĕ» «Çеçпĕл Мишшин пултарулăхĕ» «К. В.Иванов пултарулăхĕ» Чăваш чĕлхи учителĕсем 4 Вĕренекенсене паллă поэтсемпе писательсем çинчен презентацисемпе проектсем хатĕрлеттересси Ч.ч.учителĕ сем 5 Тĕпчев ĕçĕсем пурнăçласси Ч.ч.учителĕ сем 6 Таблицăсемпе схемăсем хатĕрлесси Ч.ч.учителĕ сем 7 Кабинета дидактика материалĕсемпе пуянлатасси Ч.ч.учителĕ сем 8 Предметпа,педагогикăпа, методикăпа, воспитани ыйтăвĕсемпе çыхăннă материалсене,статьясене хаçат-журналсенчен пухасси Ч.ч.учителĕ сем 9 Чăваш чĕлхи эрнине хатĕрленесси Ч.ч.учителĕ сем Вĕренÿ çулĕнче мĕнле ĕçсем тунине тишкересси Ч.ч.учителĕ сем Кабинетăн перспективлă аталану планĕ

Чăваш чĕлхипе литература кабинечĕн расписанийĕ вĕренÿ çулĕ Тунти кун Ытлари кун Юн кун Кĕçнерни кун Эрне кун Шăмат кун 110А8Б3Б7А5А 29Б5А9Б3А9Б7А 39А1А9А4А1А9А 48А5А4Б7Б 58Б7А7Б8Б 68А7Б8А Консультаци иртермелли расписани Тунти кун- 14 сехет те 30 минутра Эрне кун-14 сехет те 30 минутра Экзамена хатĕрленекен ачасем валли- юн кун 14 сехет те 25 минутра

Кабинетăн кĕнеке фончĕ: Методика литератури – 22 кĕнеке Словарьсем- 61 кĕнеке Илемлĕ литература-64 кĕнеке Хушма литература- 60 кĕнеке Килти вулав кĕнеки- 15 Шкул библиотекин кĕнеке фончĕн электронлă списокĕ класри компьютер çинче упранать

Учителĕн вĕрентÿ лабораторийĕнче 1.Чăваш Республикин карти 2. ÿкерчĕксем ( 30 темăпа) 3. Сюжетлă ÿкерчĕксем(50 темăпа) 4.Таблицăсем ( 24 тĕрлĕ) 5.Слайдсем ( 24 темăпа) 6.Портретсем ( 61) 7.Валеçсе памалли карточкăсем ( 35 тĕрлĕ ĕç) 8.Диалогсем ( 63 темăпа) 9.Ачасен пĕлĕвне тĕрĕслемелли тестсем (2-11 классен ) 10. Электронлă пособисем(Чăваш Республикин вĕренÿ тата çамрăксен министерстви усă курма ирĕк паннисем 16 ) 11.Аудиокассетăсем 1-4 классем валли 12.Грампластинкăсем ( 6) 13.Ачасем хатĕрленĕ проектсемпе презентацисем ( 43 тĕрлĕ темăпа) 14.Видеофильмсем ( 9)

Кашни çул ачасемпе « Тетте», « Самант» журналсем тата « Тантăш» хаçат çырăнса илетпĕр. Вĕсен шучĕ экземпляра çитрĕ ĕнтĕ кăçал. Çак хаçат- журнал редакцийĕ пире яланах Çамрăксен театрне спектакль курма хăнана чĕнет.

Ачасен вĕренÿ туйăмне ÿстерсе пыма тата тăван ен кĕтесĕ йĕркеленĕ. Вăл 12- мĕш çул ĕçлет. Кунта эпир экскурсисем, тĕрлĕрен калаçусем ирттеретпĕр. 5А класс ачисем ( Соколова О., Гаврилов Н.,Юнусова Д., Иванова С.) пĕчĕк экскурсисем те ирттерме пултараççĕ. Вĕсем манăн пулăшакансем.

Уроксенче тĕрлĕ информаципе хутшăну технологийĕсемпе усă курма тăрăшатăп.Çак технологисем ачасен тавра курăмне аталантарма,ăс-тăнне çивĕчлетме, пĕлÿ шайне ÿстерме пулăшаççĕ. Кабинетра интернет та пур. Компьютерпа çыхăннă технологисен усси тĕрлĕ енлĕ палăрать: 1)Интернет кабинетра пулни тĕрлĕ сайтра, порталта кирлĕ информаци хăвăрт тупма май парать; 2)Чылай çăмăллăх кÿрет, ĕç хăвăртлăхне ÿстерет; 3) Электронлă пособисем усă курни в ĕрентĕвĕ пыс ăк шайра йĕркелеме май параççĕ.

мĕш вĕренÿ çулĕнче пирĕн шкулта хула шайĕнче директор çумĕсем валли семинар пулса иртрĕ. Унта ИКТпа усă курса ирттернĕ урока çÿллĕ шайра хурса хакларĕç. Грамота парса чыс турĕç.

Кашни чĕрĕкрех ачасен пĕлĕвне тĕрлĕ мелсемпе тĕрĕслетĕп. Çак диаграмма тăрăх ачасен пĕлÿ шайĕ ÿссе пыни курăнать.

Кашни çул 9- мĕш класс ачисем чăваш чĕлхипе экзамен параççĕ. Çак диаграмма ачасем вăтамран миçе балл илнине кăтартса парать.

Кабинетра уроксене пысăк шайра ирттерме условисем çителĕклĕ тесе калас килет манăн. Ку вăл шкул ачисем класс тулашĕнчи ĕçсенче хутшăннинчен те курăнать. Кашни çулах ачасем чăваш чĕлхипе литература олимпиадисенче, « Чĕвĕлти чăваш чĕлхи» вăйă-конкурсра, « Çăлтăрчăк», « Шевле», « Азамат» конкурссенче йышлăн хутшăнаççĕ, малти вырăнсене те йышăнаççĕ. Уроксем хыççăн вĕсемпе уйрăммăн ĕçлетĕп. Вĕсем валли уйрăм папкăсем хатĕрленĕ.

вĕренÿ çулĕнче хула шайĕнчи олимпиадăра 2- мĕш вырăн йышăнчĕ вĕренÿ çулĕнче – 3- мĕш вырăн вĕренÿ çулĕнче – 3- мĕш вырăн. Воронина Мария Ачасем наукăпа практика конференцийĕсене те тăрăшсах хутшăнаççĕ. Кăçал ( вĕренÿ çулĕнче ) 8А класра вĕренекен Денисова Кристина «Тăван ен культури» секцинче хăйĕн « Çĕнĕ Шупашкарти алă ăстисем» ĕçĕпе 2-мĕш вырăна тивĕç пулчĕ вĕренÿ çулĕнче хула шайĕнчи « Шевле» конкурса хутшăнса Дмитриева Александра 3-мĕш вырăн йышăнчĕ. Дмитриева Александра Денисова Кристина

Пĕтĕм Раççейре иртекен « Чĕвĕлти чăваш чĕлхи» вăйă-конкурса та ачасем çултан- çул нумайрах хутшăна пуçларĕç: вĕренÿ çулĕнче – 123 вĕренекен ( 30 ачи эпĕ вĕрентекеннисем) вĕренÿ çулĕнче -130 вĕренекен (37 ача) вĕренÿ çулĕнче -136 вĕренекен ( 40 ача) Çак вăйăра та ачасем нумай баллсем пуçтараççĕ вĕренÿ çулĕ Пименова Татьяна 5А класс 108 балл вĕренÿ çулĕ Николаев Михаил Пименова Татьяна 6А класс 100 балл 110 балл вĕренÿ çулĕ Романова Анастасия Пименова Татьяна 7А класс 115 балл 117 балл

Чăваш чĕлхипе литературин тата КРК учителĕсен пĕрлешĕвĕн ларăвĕсем те çак кабинетрах иртеççĕ. Кунта эпир тĕрлĕ ыйтусем сÿтсе яватпăр. Кабинетра компьютер пулни пирĕн ĕçе тата та çăмăллатать. Компьютера кăтарту хатĕрĕ вырăнĕне усă курма пулать, пĕр-пĕр ăслая çирĕплетме те май парать, шырав- тĕпчев ĕçне йĕркелеме те пулăшать, кирлĕ информацине тупма та часах пулать тата ытти ĕç те тума пулать.