Чăваш чĕлхи урокĕсенче ваттисен сăмахĕсемпе усă курасси Çĕнĕ Шупашкарти 3 - мĕш вăтам шкулта чăваш чĕлхи вĕрентекен Пименова Л.Г. çырнă проект ĕçĕ Ваттисен.

Презентация:



Advertisements
Похожие презентации
1. Ырăлăх, ыркăмăллăх, сăпайлăх сăмахсен пĕлтерĕшне тарăнрах ăнланма тăрăшасси. Ырă çын пулас тесен мĕнлерех пулмаллине пăхса тухасси. «Сана усал тума.
Advertisements

Çын… Çĕр çинче çынран ăсли, çынран вăйли, çынран хакли мĕн пур-ши? Çĕр çинчи чи аслă хуçа вăл – Çын. Вăл çут тĕнчене килет те пурнăç тăвать. Кашни çын.
Манăн ĕмĕт архитектор артист агроном адвокат автомеханик астроном акушер автослесарь.
Пуçлансассăн П-пала Шутсăр кирлĕ япала. Лав çинчи утта ялан Унпала туртса çыхан. Пуçлансассăн Т-пала Пирĕн кăмăл тулмалла, Тĕрлĕ халăх асĕнче Çак сăмах.
«Cлакпуç çăлкуçĕсем» Эпир маттур ачасем. Эпир хастар ачасем. Ĕçлер пĕрле тăрăшса, Пĕрне-пĕри пулăшса, Кирлĕ чухне тупăшса.
2012 çулхи ака уйăхĕ. Паян, 2011 çулхи чÿк уйăхĕн 11 – мĕшĕнче, шкула пуçтарăнтăмăр. Уроксем пуçланчĕç! Каникул кунĕсем иртсе кайрĕç. Халĕ ĕнтĕ çанна.
Предмет: Чăваш литератури Урок: 35 Тема: Петěр Хусанкайн «Таня» тата выр ă с çыравçин Маргарита Алигер ă н «Зоя» поэмисенчи патт ă р хĕр с ă нарĕ Контингент:
Пуçлансассăн П-пала Шутсăр кирлĕ япала. Лав çинчи утта ялан Унпала туртса çыхан. Пуçлансассăн Т-пала Пирĕн кăмăл тулмалла, Тĕрлĕ халăх асĕнче Çак сăмах.
Чÿк уй ăхĕн 30-мĕшĕ Ытлари кун Фонетика хăнăхтарăвĕ Чă-чĕ-че-чÿк уйăхĕн вĕçĕнче; Лă-лĕ-ле-уяв ячĕпеле; Çă-çе-се-чечек çыххи илсе; Ру-рÿ-ре-саламлăр асаннĕре;
Çын… Çĕр çинче çынран ăсли, çынран вăйли, çынран хакли мĕн пур-ши? Çĕр çинчи чи аслă хуçа вăл – Çын. Вăл çут тĕнчене килет те пурнăç тăвать. Кашни çын.
Работу выполнила: Григорьева Мария, ученица 9 класса МОУ «Юманайская СОШ Шумерлинского района ЧР Руководитель: Григорьева З.А., учительница чувашского.
Чăваш республики Элēк районě Ураскилтри пěтěмěшле пěлÿ паракан вăтам шкул Краснова Кристина,Ефимова Екатерина 8 класс Вěрентекенě Терентьева Э.Н.
Килти чĕр чунсемпе паллашар-и?. ۩ Килти выльăх- чĕрлĕхсемпе кайăк-кĕшĕксем çинчен вĕреннине пĕтĕмлетсе хăварасси. ۩Ачасен пуплевне аталантарасси. ۩Чĕр.
1 Урок тĕсĕ: хутăш урок 1.Учитель сăмахĕ. Урок темипе кăсăклантарса ярасси, шухăшлама хистесси. 2.Эпиграф шухăшне уçса парасси. 3. Словарь ĕçĕ. 4. Вăйă.
Сăпарлăх тĕллевĕ: чĕр чунсене юратма, чăн юратăва суя юратуран уйăрса илме вĕрентесси. Пĕлÿ тĕллевĕ: чăвашла предложенисене тĕрĕс йĕркелесси. Аталантару.
Туссем калаçнă чух, тăван чĕлхемĕм, Шур акăш тĕкĕ евĕр эс çемçе. Санпа ман халăх чапĕ те илемĕ Çÿрет çÿлте те çĕр çинче вĕçсе. Юрланă чух сассу хитре.
Комсомольски районĕн 70 çулхи юбилейĕ тĕлне хатĕрленĕ «Чечеклен, илемлен, ман юратнă Каçал ен» конкурс презентацийĕ Презентацие хатĕрлекен: Хирти Мăнтăр.
100 çулхи юбилей тĕлне. Ухсаевские стихи и поэмы – это биография самого поэта и его поколения. Его сонеты покоряют и глубиной мысли, и полнотой раздумий.
у т с у т с л ă х Сăмах ту. Пуçлансассăн П-пала Укçа шутлан унпала. Лавккари тавар ялан Сутăнать унпа, тăнлан. Пуçлансассăн Т-пала Юлташ пулать санпала.
Чĕмпĕр чǎваш шкулĕ – культура вучахĕ Красноармейски иккĕмĕш шкулĕн 10 б класĕнче вĕренекен Спиридонова Мальвина хатĕрленĕ Ертÿçи – Михайлова З.П
Транксрипт:

Чăваш чĕлхи урокĕсенче ваттисен сăмахĕсемпе усă курасси Çĕнĕ Шупашкарти 3 - мĕш вăтам шкулта чăваш чĕлхи вĕрентекен Пименова Л.Г. çырнă проект ĕçĕ Ваттисен сăмахĕсене вĕреннĕ чух усă курмалли проект

Кÿртĕм. Ваттисен сăмахĕсем - ламран лама куçса пыракан сăнарлă сăмахсем. Вĕсем шухăша кĕскен те çивĕччĕн, ытарлăн палăртаççĕ. Ваттисен сăмахĕсенче халăхăн кун-çулĕ, ăс-хакăлĕ, шухăшлавĕ, тĕнчекурăмĕ ÿкерĕннĕ. Халăхпа тата унăн чĕлхипе пĕрле ваттисен сăмахĕсем çуралаççĕ, халăх унпа пурăнать. Вĕсенче кулянни, пурнăç опычĕ, философийĕ палăрать. Ваттисен сăмахĕсем авалхи, анлă усă куракан жанр шутланаççĕ. Ваттисен сăмахĕсем – ваттисем ăс парса, вĕрентсе каланă сăмахсем. Вĕсен тĕп тĕллевĕсем: ачан тĕнчекурăмне аталантарасси, ăна илемлĕхе курма-туйма пулăшасси, ырăпа усала, лайăхпа начара уйăрма вĕрентесси, ĕçе хăнăхтарасси. Вырăс шкулĕнче чăваш чĕлхине вĕрентмелли вĕрентÿ кĕнекисенче ваттисен сăмахĕсем чылай. Урокра вĕсемпе усă курни вĕренекенсене шухăшлама, ĕçлеме, пурăнма вĕрентет. Ваттисен сăмахĕсем вĕрентÿ, воспитани ĕçĕнче питех те пĕлтерĕшлĕ. Г.Н. Волков, халăх педагогикине ăслăлăх тĕлĕшĕнчен йĕркелесе яраканĕ, ваттисен сăмахĕсенче илемлĕх, кăмăл-сипет, дидактика никĕсне асăрханă, тарăн тĕпченĕ. «Чувашская этнопедагогика» кĕнекинче вăл ваттисем сăмахĕсем пирки çапла çырнă: «Пословицы и поговорки главной своей целью имеют формирование нравственного облика подрастающего поколения: само название их ассоциируется с представлением о поучениях, нравоучениях…» Ваттисен сăмахĕсене ку таранччен сахал тĕпченĕ.Чĕлхеçĕсем вĕсене сайра хутра çеç чăваш чĕлхин ку е вăл ыйтăвне çирĕплетнĕ чух ÿкерчĕк пек усă курнă. Ваттисен сăмахĕсенче халăх тăван çут çанталăк, унăн пулăмĕсем çине мĕнле пăхни, тавракурăмĕ палăрнă. Чăваш чĕлхинчи ваттисен сăмахĕсемпе каларăшсем çинчен Н.В.Никольский, Н.А.Андреев, М.Ф.Чернов, И.С.Серов çырнă.

Проблемăсене палăртса тухни 1. Ваттисен сăмахĕсемпе усă курса воспитани тĕллевĕсене пурнăçлама май пур – и? 2. Вĕренекен асĕнче ваттисен сăмахĕ упранса юлтăр тесен мĕнле ĕçсем туса ирттерме пулать – ши? Гипотеза Вĕрентмелли кĕнекесенче ваттисен сăмахĕсене тишкерсе тухсан, вĕсене системăласан, тĕрлĕ майлă хăнăхтарусен системине палăртсан, хушма материал пуххи тума май пулĕ-ши? Проект актуаллăхĕ Чăваш чĕлхине вĕрентмелли кĕнекесенче ваттисен сăмахĕсене, шел пулин те, системăлани çук. Вĕсене ытларах чухне хăйсене уйрăм, кĕнекери текст материалĕсемпе çыхăнтармасăр панă. Кунсăр пуçне ваттисен сăмахĕсемпе ĕçлеме панă хушу ĕçĕсем ытларах чух пĕр евĕрлĕ. Тата халăх сăмахлăхĕн тĕслĕхĕсене çав тери анлă панă.Вĕсене пуплевре анла уса курма май паракан меслетсемпе хушма ĕçсем сахалтарах. Ваттисен сăмахĕсем ачасен тавракурăмне аталантарас шутпа питĕ пысăк пĕлтерĕшлĕ, анчах вĕренекенсене вĕсене астуса юлса калаçура усă курма йывăр. Тепĕр çитменлĕх вăл – ваттисен сăмахĕсем ытларах чухне пĕтĕм вĕренÿ курсĕ тăршшĕпе те пĕрер хут çеç тĕл пулни. Ăна темиçе хут та аса илсе çирĕплетсе тăмалла.Çак шутпа кашни урокрах ваттисен сăмахĕсемпе тĕрлĕ хăнăхтарусем туса пыни вырăнлă пулĕ.

Тĕп тĕллев: Ачасене валли ваттисен сăмахĕсене асра тытма пулăшакан хăнăхтарусем туса хатĕрлесси, вĕсемпе урокра анлă усă курасси. Тĕп задачăсем: 1. Вырăс шкулĕнче чăваш чĕлхине вĕрентмелли кĕнекесенче ваттисен сăмахĕсене тишкерсе тухасси, ушкăнласси. 2. Ваттисен сăмахĕсем çинчен çырнă материалсене тишкересси. 3. Ваттисен сăмахĕсемпе урокра ĕçлемелли хăнăхтарусем çырасси. Пулмалли результат: ваттисен сăмахĕсемпе урокра е урок тулашĕнче усă курмалли хушма материал пуххи туса хатĕрлесси.

Вырăс шкулĕнче чăваш чĕлхине вĕрентмелли кĕнекесенче ваттисен сăмахĕсене тишкерсе тухасси, вĕсене ушкăнласси. Атте – анне Атте-аннерен хакли никам та çук тĕнчере Виççĕри ывăл ача ашшĕне пулăштăр, виççĕри хĕрача амăшне пулăштăр. Çын пуласси ачран паллă. Аçу - аннÿне хисепле. Амăшне хирĕç вĕрекен анчăк кашкăр кулли пулнă. Амăшĕ епле, хĕрĕ çапла. Амăш сĕчĕпе тăн кĕмесен качака сĕчĕпе тăн кĕмест. Ваттин вĕрентес пулать, çамрăккин итлес пулать. Аçу - аннÿ чысне нихçан та ан ман. Ват çын сăмахĕ ватăлмасть теççĕ. Ватта сума сăвакан хăй те ватă пулакан. Ватта курсан çĕлĕке ил. Ват çын – тăват çын. Ватти ăс памасăр ĕç ăнмасть. Ывăлне кура ашшĕ ватăлнă. Пилсĕр çынна хурлăх пусса антарать. Ашшĕ – амăш пиллĕхĕ вутра та çунмасть, шывра та путмасть. Ашшĕ – амăш варĕ ывăл – хĕрте, ывăл – хĕр чĕри упара. Арçын ача ашшĕ çумне, хĕр ача амăш çумне çыпăçать. Хĕрарăмсăр кил - çулăмсăр вучах, ар çынсăр кил - хĕвелсĕр кун.

Ăс Ватă çерçие хывăхпа улталаймăн. Алăра ĕç пултă, пуçра ăс пултăр. Ăс-тăна мĕн виличчен пухас пулать. Ватти ăс памасăр çамрăкки вĕренеймест. Ăса ĕмĕрĕпе пухаççĕ. Ăса мул тумасть, мула ăс тăвать. Ăслă çын нихçан та çынна ухмах темест. Ватти ăс памасăр ĕç ăнмасть. Ăслă çынпа тус пулсан ăслă пулăн, ухмахпа тус пулсан ухмах пулăн. Ваттин вĕрентес пулать, çамрăккин итлес пулать. Ăсли ăсласа иличчен ухмаххи персе ярать. Ăслă çынпа тус пулсан ăслă пулăн, ухмахпа тус пулсан ухмах пулăн. Ырă калаçнă çĕре çу тумлать, усал калаçнă çĕре юн тумлать. Инçе шухăшла та, çывăхра пурăн. Кашни хăйĕн ăсĕпе пурăнать. Ăсран катăк пулмасан – çынран катăк мар. Мул – эрнелĕх, ăс – яланлăх. Вăйлăран вăйли пур, ăслăран ăсли пур. Калаканни маннă тет, итлекенни манман тет. Ялан ăспа çÿресен ялти ватă ятламасть. Вăйпа пĕрне çĕнĕн, пĕлÿпе пине çĕнĕн. Кайăк хитре тĕкĕпе, этем хитре ăсĕпе.

Вăрман Касма çăмăл - ÿстерме йывăр. Пĕр йывăç касрăн пулсан икĕ йывăç ларт. Вăрман пек пуянни çук, уй пек асли çук. Йывăçа лартма часах та, уссине курма часах мар. Вăрман пек пуянни çук, хир пек асли çук. Уй куçлă, вăрман хăлхаллă. Вăрман çур тăлăп. Вăрмана мар, вăрмантан вутă турттараççĕ. Вăрмантан туясăр килмеççĕ. Йывăççине кура çимĕçĕ. Вăрман çур тăлăп. Юман кĕрĕкпе те çара пуçăн çеç йĕркеллĕ ÿсет.

Вĕренÿ Вĕренни – çутă, вĕренменни – тĕттĕм. Вĕрентекен пур чухне вĕренсе юл. Вĕрентсен упа та ташлама вĕренет. Вĕреннĕ çын вĕренерен те хурама тăвĕ. Вĕреннĕ çын виçĕ айванран ирттерет. Вĕреннĕ çынна виçĕ айван вĕрентес çук. Вĕренни мулран хаклă. Вĕренни çăкăр ыйтмасть. Вĕреннĕ çын – тăватă çын. Ватта итлес пулать, çамрăка вĕрентес пулать. Вĕренмесĕр вĕрен те явма çук теççĕ. Кам нумай вулать, вăл нумай пĕлет. Ăса ачаран пух, çырма пĕчĕкрен вĕрен. Вĕреннĕ чух ĕçлесе пыр, ĕçленĕ чух вĕренсе пыр. Ялан ăспа çÿресен ялти ватă ятламасть. Ĕмĕр пурăн, ĕмĕр вĕрен. Хутла пĕлнинчен ырри çук. Вĕренме ан ÿркен, ÿлĕм хăвнах кирлĕ пулĕ. Вĕренни – вăй.

Ĕç, ĕçченлĕх Ĕç çынна илем кÿрет. Вĕренмесĕр вĕрен те явма çук теççĕ. Этем ĕçĕпе ырă. Кайăк хитре тĕкĕпе, этем хитре ăсĕпе. Кам ĕçре малта, çав маттур ялта. Ĕçрен куç хăрать те, алă тăвать. Чĕлхÿпе васкиччен ĕçÿпе васка. Çын ĕçĕпе паха. Ĕç ĕçлемесĕр ÿсĕнмест. Ĕçрен хăраман ăста пулнă. Ĕç вăл – пурнăç илемĕ. Ир тăнă кайăк тутă пулнă тет. Ĕçченĕн ĕçĕ ăнсах пырать. Ĕçчен алă ĕç тупать. Алă - ура пур çинче ахаль ларни килĕшмест. Ĕçлеме çеç ан ÿркен – пурте пулать. Чĕлхепе мар, ĕçпе мухтан. Ялан вăйă мар, ĕçлес те пулать. Кам ырă ĕç тăвать, унăн ячĕ ĕмĕре юлать. Ĕçрен ан хăра, вăл хăй санран хăратăр. Ĕçне кура – хисепĕ. Ăсти епле - ĕçĕ çапла. Ĕçченĕн ĕçĕ ăнсах пырать. Ĕçрен хăракан ырă курман. Ÿркевлĕх ÿкерет, пите пĕçертет. Уçламасăр услам çу та пулмасть. Пурнăç тăвас тесен тарличчен ĕçлес пулать. Кашни япалан хăйĕн вăхăчĕ. Çывăракан тилĕ чăх тытмасть. Яшка вутпа пиçет, этем ĕçпе пиçет. Кам ытларах ĕçлет, çав ытларах илет. Ĕçленĕ чух апат тутланать. Ĕçе ыранччен хăварсан ĕмĕрлĕх юлать. Ĕçлеме ÿркенекен хăй пуçне çухатнă. Ĕç апат ыйтмасть, вăл хăй тăрантарать. Ансата кĕтекене хăйне йывăр пулнă. Ĕç çĕклет, ÿркев ÿкерет. Паян тумалли ĕçе ырана ан хăвар. Иккĕн икерчĕ çиме, саккăрăн вăрман касма лайăх.

Ĕç тăрантарать. кахал пăсать. Ĕçрен ан хăра, вăл хăй санран хăратăр. Ĕç тăрантарать, кахал пăсать. Паян тумалли ĕçе ырана ан хăвар. Çĕр çинче этем туман ĕç çук. Ир тăракан çерçи тулă пĕрчи тупнă. Аллусене кĕсьере ан тыт. Кахал урине тăхăннă çĕре ĕçчен ĕçне туса пĕтернĕ. Ĕçлесе тупнă укçа виличченех тăрантарать. Ырă ĕç хăйне хăех мухтать. Усал ĕçпе ырă ят илтеймĕн. Тÿрĕпе кукăр килĕштермеççĕ. Ĕçне кура кашăк шыра. Чĕлхÿпе ан васка - ĕçÿпе васка. Пысăк ĕç пĕчĕккинчен пуçланать. Ир тăнă кайăк тутă пулнă тет. Алă - ура пур çинче ахаль ларни килĕшмест. Ÿркенмен ăста пулнă. Куç хăрать те, алă тăвать. Алăра ĕç пултăр, пуçра ăс пултăр. Халăхпа вĕрсен хапха та уçăлать. Ярăнас килет пулсан çунашкине туртма ан ÿркен.

Кĕнеке Кĕнеке çынна ăс пухма пулăшать. Кĕнеке пурне те пĕлет. Пĕлÿ çăлкуçĕ – кĕнекере. Кĕнекепе туслан, пурнăçра ăслă пулан. Кĕнеке пĕлет те калаçмасть. Кĕнеке вула, кĕнекене сыхла. Кĕнекÿне вула та ĕçне ан пăрах. Кĕнекÿ пулсан телей пур сан. Кĕркунне. Кĕрхи пуян - хĕл ăшши. Кĕрхи кун – тутă кун. Кĕр пуйтарать. çур çухатать. Кĕркунне какай, çуркунне серте тутлă. Кĕркунне çерçи те пуян. Кĕр мăнтăр, çур ырхан. Кĕр пуçтарать, çур çухатать. Кĕрхи çумăр татах килет, çурхи çумăр çулпа иртет. Кĕр хăна пухать. Кĕр çимĕçпе пуян. Кĕрпе кĕрĕк тăхăн.

Паттăрлăх. Паттăрсем çапăçура çуралаççĕ. Кам çĕршыва юратать, вăл тăшмана кураймасть. Пуçна çухатсан та, чысна ан çухат. Тăван çĕршыв – анне, ют çĕршыв - амаçури. Тÿрĕпе кукăр килĕштермеççĕ. Çип çинçе çĕртен татăлать. Хăюлăх чул ватать. Паттăр вилет те ыр ят юлать. Паттăр ячĕ ĕмĕре, хăравçăн виç куна. Паттăрлăх çапăçу хирĕнче курăнать. Пуян, пуянлăх Пуянăн вăкăрĕ те çăмарта тăвать. Пуян çыннăн кушакĕ те пулă тытать. Вăл алă çын аллипе, хĕрĕх çын хÿттипе пурăнать. Çын мулĕ кĕмесĕр çын пуймасть. Пуян çыннăн пÿрнине кассан та юн юхмасть. Туртаканĕ ларса пыраканнине юратман. Ырă ячĕ хуçине, хаяр ячĕ тарçине. Хуçине кура тарçи. Пуянлăх вăл – сывлăх. Пуян çынăн пăрçи те хытă. Пуянăн ĕни те сакăр ураллă. Пуянăн тăванĕ те пуян.

Сăмах. Сăмах патăн – пурнăçла. Сăмах ылтăнпа пĕр. Чĕлхепе Атăла та пĕвелеме пулать. Сăмаха каличчен пуç тавра виççĕ çавăрса шухăшла. Сивĕ яшка сивĕтмест, сивĕ сăмах сивĕтет. Çынна сăпайлăх илем кÿрет. Шăрчăк çыннăн турти кĕске. Усал сăмах утпа çÿрет, ырри – çуран. Ут вĕçерĕнет – тыттарать, сăмах вĕçерĕнет – тыттармасть. Усал хыпар – тÿр çулпа, ырă хыпар – тавра çулпа. Ырă хыпар – ырхан лаша çинче, усал хыпар – урхамах çинче. Сăмах ылтăнпа пĕр. Сăмахпа мар, ĕçпе ту. Сăмах вăйне вăкăр вăйĕ çитмен. Сăмахшăн кивçене каймаççĕ.

Сăпайлăх. Пĕрре усал туни пин хут лайăх тунине çухатать. Сĕтел хушшине ыттисенчен мала ларма ан васка. Апат çинĕ чух ан калаç. Çинĕ чухне ан чаплаттар. Калаçакана ан пÿл. Санпа калаçакан хăлхасăр мар пулсан ан кăшкăр, сассуна ан хăпарт. Аслисене сывлăх суннă чухне аллуна малтан ан тăс, тăхта. «Эпĕ» сăмахпа час – час усă ан кур. Кама та пулин кансĕрлесен каçару ыйтма ан ман. Аллусене кĕсьере ан тыт. Атăл хĕррине çитмесĕр аттуна ан хыв. Ватăсемпе сурăхсенчен ан кул. Айван çынпа ан тавлаш. Упине тытмасăр тирне ан сÿ. Сăмах патăн – пурнăçла. Сăмах ылтăнпа пĕр. Алăк патĕнче вырăн пур чух тĕпеле ан ирт. Ура тĕпелте хывакан ырă çын мар. Каякан хăнана татах кил теме ан ман. Çын патĕнче урай шăлма хушман. Аван çыннăн алли - ури те аван. Ăслă çын нихçан та çынна ухмах темест. Ирĕклĕ çын икĕ вăйлă. Кăмăллă çыншăн пурте кăмăллă. Ырă вăрлăхран – ырă çимĕç. Лăпкă тинĕс те хумханать. Таса çăлра – таса шыв. «Килех» теме йăла пур, «каях» теме йăла çук. Алла тытман кайăкăн тĕкне татма çук. Чавкашăн чавка йăли лайăх, чакакшăн чакак йăли лайăх. Çăла ан сур – хăвăнах ĕçмелле пулĕ. Айăпа кĕрен - каçару ыйт. Ыр çын патне чĕнмесĕрех хăна пырать. Килте ларакан тăмана пулнă, тухса çÿрекен хурчка пулнă.

Сывлăх Çынна пурлăхран ытла сывлăх кирлĕ. Сывлăха пĕтерме çăмăл, тавăрма йывăр. Сывлăхран хакли нимĕн те çук. Хăвна ху таса тыт - сывлăхлă пулăн. Сывлăх пĕрре, мул нумай. Сывлăх пулсан мул пулать. Сывлăха ылтăнпа памаççĕ. Сывлăха мул сыхлать. Сывлăх пулсан пуринчен пуян. Сывлăха укçа парса илме çук. Сывлăх пултăр, сывлăх пулсан мул пулать.

Çăкăр. Çăкăртан аслă ан пул. Çăкăр – халăх пуянлăхĕ. Çăкăр вăл - çĕр-аннемĕр парни. Çăкăр вăл – чи хакли. Çăкăр вăл – пурнăç. Çăкăрта пирĕн вăй - хал. Çăкăр - çĕртен, вăй - çăкăртан. Çăкăр – чи ырри. Çав тери усал тĕнчере те, çав тери усал çын та çăкăра ырăпа çеç асăнать. Çăкăр тутине ĕçлекен пĕлет. Çăкăртан аслă пулаймăн. Çăкăр-тăвар хире-хирĕç. Çăкăр хырăм хыççăн çÿремест. Килекен çынна çăкăр лартма хушнă. Выçсан çăкăр тутлă ялан, пыл та йÿçĕ тăрансан. Тăснă çăкăртан пăрăнмаççĕ. Çăкăр – тăвар хире – хирĕç. Çăкăр пĕрчĕрен пулать.

Çулла Çуллахи кун çулталăк тăрантарать. Çу иртсен çырлана çÿремеççĕ. Çу иртсен çырла татма каймаççĕ. Çулла çĕр кĕске те, кун вăрăм. Çу ăшшине хĕве чикеймĕн. Çулла çимĕç хатĕрле, хĕл хырăмĕ аслă. Çу – пухма, хĕл – çиме. Çын Çын ăш-чикĕ - хура вăрман. Кăмăлĕ мĕнле - чунĕ çапла. Шухăшлă çыннăн ыйхи кĕске. Çынна сăпайлăх илем кÿрет. Шăрчăк çыннăн турти кĕске. Ырă çынпа çул кĕске. Çынсăр çын пурăнаймасть. Çынпа çын туслă пултăр, халăхпа халăх туслă пурăнтăр. Çынна ан тирке, хăвна та тиркемĕç. Ырă ут та такăнать, ырă çын та йăнăшать. Ыр çын патне чĕнмесĕрех хăна пырать. Вырăс çынни - ырă çын. Этем этемпе пурăнать. Этем вăл кашкăр маар. Йытă – качка вăрçса паллашать, этем калаçса паллашать. Çын ăш-чикĕ - хура вăрман. Йăваш çынтан кушак та кулать. Усал çынпа çула ан тух. Çынна пани сая каймасть. Çын ĕçре телей тупать. Çын ĕмĕрĕ пĕр пек пулмасть.

Тăван çĕршыв. Кам çĕршыва юратать, вăл тăшмана кураймасть. Пуçна çухатсан та, чысна ан çухат. Тăван çĕршыв – анне, ют çĕршыв - амаçури. Тăван çĕртен хакли нимĕн те çук. Тăван çĕр - шыв – çуралнă çĕр - шыв. Тăван çĕр – шыв – юратнă тăван анне. Тăван çĕр - шыва куç шăрçи пек сыхла. Тăван çĕр – шыв хÿтти, сан пуласлăхăн хÿтти. Тăван чĕлхе, чĕлхе. Тăван чĕлхе – иксĕлми ăс – тăн çăлкуçĕ. Тăван чĕлхе – халăхăн аваллăхĕ, тăван чĕлхе – халăхăн сумлă та телейлĕ малашлăхĕ. Чĕлхе – тăван, чĕлхе – тăшман. Чĕлхе – çын тĕрекĕ. Чĕлхепе Атăл та пĕвелеме пулать. Чĕлхене пуртă витмен. Чĕлхепе маар, ĕçпе мухтан. Чĕлхе таçта та çитерет.

Телей. Телей тени çул çинче выртмасть. Телей пан улми мар, алла тăсса татма çук. Телей сывлăшра вĕçмест, ăна ĕçре тупмалла. Телее шан, ĕçлеме ан ман. Телей хăвпа юнашар, тет. Телей ухмаха пулăшать. Телей телее шырать. Телей пăхнипе килмест. Телее кура пурнăçĕ. Теле шанса алă усса ан лар. Типтерлĕх. Мăйăра кайсан çырла татмаççĕ. Пĕр кун каймалăх пулсан виçĕ кунлăх çăкăр ил. Пурти пулсан аври тупăнать. Пурнан пурнăçра катăк пуртă та кирлĕ. Инçе хурсан илме çăмăл. Юрăсăр çын – юрлă çын. Тĕпсĕре нимĕн те çитмест. Кивви пулмасан çĕнни пулмасть. Шутласа пухнине шутламасăр ан салат.

Туслăх. Тус тени ĕмĕрлĕх пултăр. Шанчăклă тусăн хакĕ çук. Туслăха укçалла илеймĕн. Туслăх кантăк пек, ватсан – тÿрлетеймĕн. Кайăк çуначĕсемпе вăйлă, çын – туслăхпа. Туссăр çын тымарсăр йывăç пекех. Çынпа çын туслă пултăр, халăхпа халăх туслă пурăнтăр. Туслăхран хакли ним те çук. Ютпа ют çывăх туслашни тăван - хурăнташран та хаклăрах. Пĕр çын сурать – типсе пырать. çĕр çын сурать – кÿлĕ пулать. Кирек хăш пÿрнене кассан та ыратать. Этем пурте пĕр: вырăс та, тутар та, чăваш та. Хура халăх пĕр пулсан хура çĕр çинче те кимĕ шăвать. Пĕрлешÿре - вăй. Пур та пĕтет, çук та пĕтет, туслă пурăннине ним те çитмест. Кам никама та ырă тумасть, ăна пурăнма кансĕр пулать. Пĕччен пĕр ĕç, халăхпа çĕр ĕç пулать теççĕ. Тумлам шыв тинĕсе пулăшать. Пĕрлĕхре – вăй. Кашкăр кашкăра катаран курать.

Юлташ. Юлташу хăвăнтан лайăх пултăр. Юлташсăр çын туратсăр йывăç пек. Ырă çынпа паллаш, усал çынтан тар. Юлташ лайăххи инкекре курăнать. Çĕр тенкĕ пуличчен çĕр юлташ пултăр. Тус тени ĕмĕрлĕх пултăр. Шанчăклă тусăн хакĕ çук. Тусу çук пулсан тупма тăрăш, тупсан – упрама тăрăш. Тусу пулмасан – шыра, тупсан – упра. Çĕр пус пуличчен çĕр тус пултăр. Ача чух алă тус, хĕр чух хĕрĕх тус. Укçапа пуйиччен туспа пуй. Çĕр сум пуличчен çĕр тус пултăр. Пĕр тăшман пуличчен çĕр тус пултăр. Юлташна ан пăрах, юлмăн хăрах. Йышпа пĕрле чухне шиклĕх çук. Çыншăн çын – тус, юлташ, тăван. Ырă юлташпа çула тухма шанчăклă.

Хушма ĕçсем Ваттисен сăмах ĕ сене в ĕç л ĕ р. Паллă ячĕсен тупăр. 1) Ырă çынпа палаш… 2) Кам нумай вулать… 3) Ватасси çăмăл та… 4) Куç хăрать те… 5) Алăра ĕç пултăр… 6) Ĕçрен ан хăра, 7) Ĕç тăрантарать…. 8) Вăрман пек пуянни, 9) Выçăлла пур апат та тутлă, 10) Ĕни хура та 11) Кĕр пуçтарать,… 12) Вĕренни – çутă, 13) Чĕлхÿпе васкиччен 14) Кам нумай вулать, 15) Упине тытмасăр а) вăл нумай пĕлет. ă) кахал пăсать. б) çур çухатать в) пуçра ăс пултăр г) алă тăвать. д) уй пек асли çук. е) тăвасси хĕн. ё) вăл хăй санран хăратăр. ĕ) усал çынтан тар. ж) вĕренменни - тĕттĕм. з) тирне ан сÿ. и) тутăлла пыл та йÿçĕ. й) ĕçÿпе васка. к) сĕчĕ шурă. л) вăл нумай пĕлет.

Ваттисен сăмахĕсене куçарăр. 1 вариант 1.Çĕр тенкĕ пуличчен çĕр юлташ пултăр. 2. Çиччĕн пĕррене кĕтмеççĕ. 3. Çăкăр хырăм хыççăн çÿремест. 4. Хут çине çырнине пуртăпа та касса тăкаймăн. 5. Кĕнеке пурне те пĕлет. 6. Куç хăрать те, алă тăвать. 7. Çăла ан сур – хăвăнах ĕçмелле пулĕ. 8. Ĕç тăрантарать, кахал пăсать. 9. Вĕренни – çутă, вĕренменни – тĕттĕм. 10. Вĕрентсен упа та ташлама вĕренет. 11. Сăмах патăн – пурнăçла. 2 вариант 1.Пулă пуçĕнчен çĕрме пуçлать, йывăç - варринчен. 2. Чĕлхÿпе ан васка - ĕçÿпе васка. 3. Çип çинçе çĕртен татăлать. 4. Инкек пĕччен килмест. 5. Паттăрсем çапăçура çуралаççĕ. 6. Шыраканни тупать теççĕ 7. Чысна çамрăкран упра. 8. Телей тени çул çинче выртмасть. 9. Парне мар, ырă кăмăл хаклă. 10. Аçу - аннÿне хисепле. 11. Туслăха укçалла илеймĕн. Кирлĕ куçарусем. а) Семеро одного не ждут. ă) Работа кормит, лень портит. б) Не плюй в колодец, самому придётся пить. в) Дал слово – выполняй. г) Глаза боятся, а руки делают. д) Если дрессировать, то и медведь научится танцевать. е) Ученье – свет, а не ученье – тьма. ё) Что написано пером, не разрубишь топором. ĕ) Хлеб за брюхом не ходит. ж) Не имей сто рублей, а имей сто друзей. з) Книга всё знает. Кирлĕ куçарусем. а) Береги честь с молоду. ă) Кто ищет, тот всегда найдёт. б) Уважай родителей. в) Нитка рвётся там, где тонко. г) Беда одна не приходит. д) Счастье на дороге не валяется. е) Не спеши языком, торопись делом. ё) Дорог не подарок, а внимание (Добрая душа). ĕ) Рыба гниёт с головы, дерево – с коры. ж) Дружбу за деньги не купишь. з) Герои рождаются в бою.

Пĕр пек шухăшлă ваттисен сăмахĕсене тупăр. 1. Атăла курмасăр аттуна ан хыв. 2. Амăшĕ епле, хĕрĕ çапла. 3. Çĕр сум пуличчен çĕр тус пултăр. 4. Паян тумалли ĕçе ырана ан хăвар. 5. Ир тăнă кайăк тутă пулнă тет. 6. Алă - ура пур çинче ахаль ларни килĕшмест. 7. Ĕçне кура – хисепĕ. а) Çу иртсен çырла татма каймаççĕ. ă) Ĕçчен алă ĕç тупать. б) Ăсти епле - ĕçĕ çапла. в) Упине тытмасăр тирне ан сÿ. г) Ĕçлеме çеç ан ÿркен – пурте пулать. д) Ырă вăрлăхран – ырă çимĕç. е) Пĕр тăшман пуличчен çĕр тус пултăр.

Ваттисен сăмахĕсемпе усă курса калав тăвасси. - Юлташ лайăххи инкекре курăнать. - Укçапа пуйиччен туспа пуй. - Кĕр пуйтарать, çур çухатать. - Ĕçрен куç хăрать те, алă тăвать. - Ялан вăйă мар, ĕçлес те пулать. -Çăкăр хырăм хыççăн çÿремест. - Çăкăр вăл – пурнăç. - Сывлăхран хакли нимĕн те çук. - Сывлăха пĕтерме çăмăл, тавăрма йывăр. - Хăлхупа илтнине ан ĕнен, куçупа курсан – ĕнен. - Çын пуласси ачаран паллă. - Çынсăр çын пурăнаймасть. - Тăван çĕртен хакли нимĕн те çук. - Тăван çĕршыв – анне, ют çĕршыв - амаçури. - Атте-аннерен хакли никам та çук тĕнчере - Аçу - аннÿне хисепле.

Калава ваттисен сăмахĕпе пĕтĕмлетĕр. Кушак аçипе çерçи. Пĕррехинче кушак аçи хĕвел çинче хĕртĕнсе выртнă. Хайхискер ăшă та тутă пурнăçпа киленсе куçĕсене хупса мăрлатнă. Сасартăк вăл юнашарах такам сассине илтет. Куçне уçать те курать: валашка хĕрринче çерçи ларать иккен. Темĕн сăхать вăл. Кушак аçи шартах сикнĕ. Вăл шăртне вирелле тăратнă. Çерçи валашка тăрăх сиккелесе çывхах пырать. Кушак аçи чалт! çеç сикет те çерçие ярса тытма тăрать. Анчах çерçийĕ ватăскер пулнă… (Ватă çерçие хывăхпа улталаймăн). Тăван çĕршывăмăр. Хамăр пурăнакан çĕршыва эпир Тăван çĕршыв тетпĕр. Кунта пирĕн атте-анне, эпир хамăр çуралнă. Кунта пирĕн тăван чĕлхепе калаçаççĕ. Тăван çĕршыв пире хăйĕн çăкăрĕпе тăрантарса ÿстерет, хăйĕн шывне ĕçтерет. Тĕнчере, пирĕн çĕршывсăр пуçне, тĕрлĕ çĕршыв пур. Анчах этемĕн ашш.-амăшĕ пĕрре кăна. Тăван çĕршывĕ те пĕрре çеç… (Тăван çĕршыв – анне, ют çĕршыв – амаçури. Тăван çĕршывсăр çын – юрăсăр кайăкпа пĕрех) Кăмпа. Пирĕн ял хĕрринче вăрман пур. Эпир унта çырла татама та, чечек пуçтарма та çÿретпĕр. Вăрманта кăмпа пит нумай. Чи хитрисене пуçтарам – ха тесе эпĕ юри хĕрлĕ кăмпа шыраса çÿретĕп. Çерук та тăрăшса пуçтарчĕ, анчах унăн кăмписем вĕтĕ. - Эсĕ пит пĕчĕккисене татнă - çке, - терĕм эпĕ Çеруша. -Мана юрать: эпĕ хам та санран пĕчĕкрех – ха, - терĕ вăл. Кăнтăрла çитеспе киле таврăнтăмăр. Анне Çерук кăмписене курсан: -Ах, епле лайăх кăмпасем тупнă эсĕ! – тесе савăнчĕ… (Ĕç çынна илем кÿрет). Пĕр тăвансем. Çулталăкпа Çĕр питĕ туслă пулнă. Вĕсем вун икĕ ача пăхса ÿстернĕ.: ултă хĕрпе ултă ывăл. Чи аслисем – Кăрлач, Нарăс ятлă пулнă. Хĕрсенчен асли Пуш пулнă. Ÿссе çитсен те вун ик пĕр тăван питĕ туслă пурăннă. «Çу вĕçленсе пырать», - тенĕ кĕçĕн хĕрĕ Çурла. – Айтăр манн пата хăнана. Пурте килĕщнĕ. Тепĕр куне тăвансем пĕрле хăнана кайнă. Лайăх кĕтсе илнĕ Çурла тăванĕсене. Сĕтел çине çĕнĕ тырăран пĕçернĕ çăеăр, çĕнĕ çĕр улми, улма – çырла, пахча – çимĕç, сĕт – çу, купăстапа пĕçернĕ аш яшки лартнă. Пурте Çурлана тав тунă. Вăл хăй те тав сăмахĕсем каланă: «Эсир манн валли юр, çумăр çутартăр, ăшă хĕвеле пăхтартăр. Малашне те туслă пурăнар, тăвансем». (Туслăхран хакли ним те çук.

Япала ячĕсен падежĕсене тупса палăртăр. Тĕп падеж - Пуянăн вăкăрĕ те çăмарта тăвать. - Пĕр çын каять – йĕр юлать, çĕр çын çÿрет – çул юлать. - Кушак çук çĕрте шăши те патша. Камăнлăх падежĕ - Пуян çыннăн кушакĕ те пулă тытать. - Алла тытман кайăкăн тĕкне татма çук. - Айван çыннăн турти кĕске. Пару падежĕ - Пăхман хĕвеле ирĕксĕр пăхтараймăн. -Ярăнас килет пулсан çунашкине туртма ан ÿркен. -Çынна мулшăн туман, мула çыншăн тунă. Вырăн падежĕ - Çын аллинчи кукăль пысăккăн курăнать. - Таса çăлра – таса шыв. - Алăра ĕç пултăр, пуçра ăс пултăр. Туху падежĕ - Ютпа ют çывăх туслашни тăван-хурăнташран та хаклăрах. - Ыр ут пуласси тихаран паллă, ыр çын пуласси ачаран паллă. -Çерçирен хăраса кантăр акмасăр юлас мар. Пĕрлелĕх падежĕ - Укçапа пуйиччен туспа пуй - Хăлхупа илтнине ан ĕнен, куçупа курсан - ĕнен -Чĕлхепе мар, ĕçпе мухтан. Çуклăх падежĕ - Кÿршĕсĕр кун çук, вилсен те кÿршĕ кирлĕ. - Хĕрарăмсăр кил - çулăмсăр вучах, ар çынсăр кил - хĕвелсĕр кун. -Юлташсăр çын туратсăр йывăç пек. Пирке падежĕ - Лайăх пулсан – хуçишĕн, усал пулсан – тарçишĕн. - Çынна мулшăн туман, мула çыншăн тунă.

6.2. Глагол наклоненине, вăхăтне, сăпатне, хисепне палăртăр, пурлă е çуклă формăра пулнине калăр. - Ĕçрен ан хăра, вăл хăй санран хăратăр. - Паттăрсем çапăçура çуралаççĕ. - Кам çĕршыва юратать, вăл тăшмана кураймасть. - Пуçна çухатсан та чысна ан çухат. - Çынна ан тирке, хăвна та тиркемĕç. - Пĕр çын сурать – типсе пырать. çĕр çын сурать – кÿлĕ пулать. - Çынпа çын туслă пултăр, халăхпа халăх туслă пурăнтăр. - Çын мулĕ кĕмесĕр çын пуймасть. - Кĕнеке çынна ăс пухма пулăшать. - Инкек пĕччен килмест. - Уçламасăр услам çу та пулмасть. - Тÿрĕпе кукăр килĕштермеççĕ. - Вĕренмесĕр вĕрен те явма çук теççĕ. - Ватта итлес пулать, çамрăка вĕрентес пулать. - Ăса мул тумасть, мула ăс тăвать. - Ватти ăс памасăр ĕç ăнмасть. - Амăш сĕчĕпе тăн кĕмесен качака сĕчĕпе тăн кĕмест. - Ăса ĕмĕрĕпе пухаççĕ. - Çĕр çинче этем туман ĕç çук.

6.3 Хисеп ячĕсене тупăр. Шут хисеп ячĕсене пĕр е икĕ хупă сас паллипе çырнине ăнлантарса парă р. 1. Пĕр çын сурать – типсе пырать, çĕр çын сурать – кÿлĕ пулать. 2. Çиччĕн пĕррене кĕтмеççĕ. 3. Пĕр йывăç касрăн пулсан икĕ йывăç ларт. 4. Пиçнĕ-пиçмен апат иккĕ тăрантарать теççĕ. 5. Вун ик така пусакан çĕнĕ кĕрĕк курман тет. 6. Виççĕн виçме юрать. 7. Ача чух алă тус, хĕр чух хĕрĕх тус. 8. Виççĕри ывăл ача ашшĕне пулăштăр, виççĕри хĕрача амăшне пулăштăр. 9. Иккĕн икерчĕ çиме, саккăрăн вăрман касма лайăх. 10. Ват çын - тăват çын. 11. Инкек пĕччен килмест. 12. Пĕрре усал туни пин хут лайăх тунине çухатать. 13. Çĕр пус пуличчен çĕр тус пултăр. 14. Пĕр çын каять – йĕр юлать, çĕр çынçÿрет - çул юлать. 15. Ик кун утнине пĕр кунта утас çук. 16. Виççĕн виçме юрать.

Паллă ячĕсене тупăр. 1. Шанчăклă тусăн хакĕ çук. 2. Ырă ячĕ хуçине, хаяр ячĕ тарçине. 3. Касма çăмăл - ÿстерме йывăр. 4. Ăслă çын нихçан та çынна ухмах темест. 5. Кĕрхи пуян - хĕл ăшши. 6. Ырă вăрлăхран – ырă çимĕç 7. Кĕрхи кун – тутă кун. 8. Çип çинçе çĕртен татăлать. 9. Аван çыннăн алли - ури те аван. 10. Ирĕклĕ çын икĕ вăйлă. 11. Айван çынпа ан тавлаш. 12. Лăпкă тинĕс те хумханать. 13. Таса çăлра – таса шыв. 14. Ырă çынпа çул кĕске. 15. Çын ăш-чикĕ - хура вăрман. 16. Инçе хурсан илме çăмăл. 17. Ырă юлташпа çула тухма шанчăклă. 18. Юрăсăр çын – юрлă çын. 19. Йăваш çынтан кушак та кулать.

III Пĕтĕмлетÿ. Хамăр ĕçре 392 ваттисен сăмахĕ пуçтартăмăр. Вĕсене 21 ушкăна уйăртăмăр: «Атте – анне», «Ăс, «Вăрман», «Вĕренÿ», «Ĕç, ĕçченлĕх», «Кĕнеке», «Кĕркунне», «Паттăрлăх», «Пуян, пуянлăх», «Сăмах», «Сăпайлăх», «Сывлăх», «Çăкăр», «Çулла», «Çын, этем», «Тăван çĕршыв», «Тăван чĕлхе, чĕлхе». «Телей», «Типтерлĕх». «Туслăх», «Юлташ». Ваттисен сăмахĕсемпе калаçура усă курма тĕрлĕ ĕçсем туса пурнăçларăмăр: 1) ваттисен сăмахĕсене каласа е çырса пĕтересси; 2) ваттисен сăмахĕсене куçарасси; 3) пĕр пек шухăшлă ваттисен сăмахĕсене тупасси; 4) ваттисен сăмахĕсемпе усă курса калав тăвасси; 5) калава ваттисен сăмахĕпе пĕтĕмлетесси; 6) япала ячĕсен падежĕсене тупасси; 6). глагол наклоненине, вăхăтне, сăпатне, хисепне палăртасси, пурлă е çуклă формăра пулнине каласси; 7) хисеп ячĕсене тупасси. Шут хисеп ячĕсене пĕр е икĕ хупă сас паллипе çырнине ăнлантарса парасси; 8) паллă ячĕсене тупасси. Ваттисен сăмахĕсемпе урокра е урок тулашĕнче усă курмалли хушма материал пуххинчи хăнăхтарусене кашни вĕрентекен класри ачасен пĕлÿ шайне шута илсе ансатлама е кăткăслатма пултарать. Ку вăл пĕтĕмпех вĕрентекен тавçăрулăхĕнчен, ачасене ваттисен сăмахĕсемпе илентерме пултарнинчен килет.

Хуравсем Тест ĕçĕ. Паллă ячĕсене тупăр. 1ĕ, 2а, 3е, 4г, 5в, 6ё, 7ă,8д, 9и, 10к, 11б, 12ж, 13й, 14л, 15з. Ваттисен сăмахĕсене куçарăр. 1 вариант. 1ж, 2а, 3ĕ, 4ё. 5з, 6г, 7б, 8ă, 9е, 10д, 11в. 2 вариант. 1ĕ, 2е, 3в, 4г, 5з, 6д, 7а, 8ă, 9ё, 10б, 11ж. Пĕр пек ваттисен сăмахĕсене тупăр. 1в, 2д, 3е, 4а, 5ă, 6г, 7б. Грамматика ĕçĕ Хисеп ячĕсем: 1. Пĕр, çĕр, 2. Çиччĕн, пĕррене, 3. Пĕр, икĕ, 4. Иккĕ, 5. Вун ик, 6. Виççĕн, 7. Алă, хĕрĕх, 8. Виççĕри, 9. Иккĕн, саккăрăн, 10. Тăват, 11. Пĕччен, 12. Пĕрре, пин, 13. Çĕр, 14. Пĕр, çĕр, 15. Ик, пĕр, 16. Виççĕн. Паллă ячĕсем: 1. Шанчăклă, 2. ырă, хаяр, 3. çăмăл, йывăр, 4. ăслă, ухмах, 5. пуян, 6. ырă, 7. кĕрхи, тутă, 8. çинçе, 9. аван, 10.ирĕклĕ, 11. айван, 12. лăпкă, 13. таса, 14. Ырă, 15. хура, 16. ырă, шанчăклă, 17. инçе, çăмăл, 18. юрлă, 19. йăваш.

Усă курнă литература Антонова З.С. Йăлана кĕмен уроксем: вĕренÿ пособийĕ. – Шупашкар, 2002 Ваттисен сăмахĕсем, каларăшсем, сутмалли юмахсем. – 2-мĕш кăларăм. - Шупашкар: Власова Т.А. Чăваш чĕлхине вĕрентнĕ май ачасен сапăрлăх туйăмне аталантарасси: методика материалĕсем. – Шупашкар: Л.А. Наумов издательстви, Максимова Р.А. Диктантсен пуххи// Халăх ăс-хакăлĕ. – – 2(5). Сергеев Л.П., Ефимов В.Е. Грамматика вăййисем: 1-4 классем валли. – Шупашкар: Чăваш кĕнеке издательстви: Смирнова Л.А. Чăваш халăх сăмахлăхĕпе урокра усă курасси// Халăх шкулĕ. – – 1 Стандарт начального и общего образования по чувашскому языку в образовательных учреждениях с русским языком обучения/ И.А. Андреев. Чăваш халăх пултарулăхĕ. Ваттисен сăмахĕсем/ О.Н. Терентьева. - Шупашкар: Чăваш чĕлхи: вырăс шкулĕсенчи 1-9 классен программи/ И. А. Андреев çырса хатĕрленĕ. – Шупашкар, Патмар Э.И. Халăх ăслăлăхĕ (Ваттисен сăмахĕсемпе каларăшсем). - Çĕрпÿ, text=картинки http;//foto/cheb/ru/foto

Ĕç содержанийĕ Кÿртĕм. 1.Проект актуаллăхĕ. 2. Проблемăсене палăртса тухни. 3.Гипотеза. 4.Пĕтĕмĕшле тĕллев, тĕп задачăсем, пулмалли результат. I. Тĕп пай. 1. Вырăс шкулĕнче чăваш чĕлхине вĕрентмелли кĕнекесенче ваттисен сăмахĕсене тишкерсе тухасси, ушкăнласси. 2. Ваттисен сăмахĕсемпе урокра ĕçлемелли хăнăхтарусем çырасси. II. Пĕтĕмлетÿ. III. Тест хуравĕсем IV. Усă курнă литература.