Мăн асаттесен талăкри вăхăт курăмĕ (суточное время наших предков) Лексикологипе хронологи тишкерĕвĕ Тĕпчев ĕçĕн авторĕ – Красноармейски иккĕмĕш шкулĕн.

Презентация:



Advertisements
Похожие презентации
1. Ырăлăх, ыркăмăллăх, сăпайлăх сăмахсен пĕлтерĕшне тарăнрах ăнланма тăрăшасси. Ырă çын пулас тесен мĕнлерех пулмаллине пăхса тухасси. «Сана усал тума.
Advertisements

Сăпарлăх тĕллевĕ: чĕр чунсене юратма, чăн юратăва суя юратуран уйăрса илме вĕрентесси. Пĕлÿ тĕллевĕ: чăвашла предложенисене тĕрĕс йĕркелесси. Аталантару.
Çын… Çĕр çинче çынран ăсли, çынран вăйли, çынран хакли мĕн пур-ши? Çĕр çинчи чи аслă хуçа вăл – Çын. Вăл çут тĕнчене килет те пурнăç тăвать. Кашни çын.
Манăн ĕмĕт архитектор артист агроном адвокат автомеханик астроном акушер автослесарь.
Çын… Çĕр çинче çынран ăсли, çынран вăйли, çынран хакли мĕн пур-ши? Çĕр çинчи чи аслă хуçа вăл – Çын. Вăл çут тĕнчене килет те пурнăç тăвать. Кашни çын.
Япала паллă ятне хисеп ылмаштарать Местоимени кам? мĕн? мĕнле? хăш? миçе? епле?... -чĕ(-ччĕ) (мĕнлерех еплерех)
Чĕмпĕр чǎваш шкулĕ – культура вучахĕ Красноармейски иккĕмĕш шкулĕн 10 б класĕнче вĕренекен Спиридонова Мальвина хатĕрленĕ Ертÿçи – Михайлова З.П
Кĕркунне Ку хăçан пулать? Хĕвел ялан пăхать. Кунсем ăшă. Тÿпе кăвак. Çынсем вăрманта кăмпа-çырла пуçтараççĕ, канаççĕ. Ачасем шкулта вĕренмеççĕ. Вĕсем ялта.
Комсомольски районĕн 70 çулхи юбилейĕ тĕлне хатĕрленĕ «Чечеклен, илемлен, ман юратнă Каçал ен» конкурс презентацийĕ Презентацие хатĕрлекен: Хирти Мăнтăр.
1 Урок тĕсĕ: хутăш урок 1.Учитель сăмахĕ. Урок темипе кăсăклантарса ярасси, шухăшлама хистесси. 2.Эпиграф шухăшне уçса парасси. 3. Словарь ĕçĕ. 4. Вăйă.
(Вырăс шкулĕн 3-мĕш класĕнче ИКТпе усă курса ирттермелли урок) Сапăрлăх тĕллевĕсем% 1? Çынсем хушшинче хăвна тытма е калаçма пĕлни яланах пысăк пĕлтерĕшлĕ.
1 ЧĂВАШ РЕСПУБЛИКИН ВĔРЕНЎ ТАТА ÇАМРĂКСЕН ПОЛИТИКИН МИНИСТРЕСТВИ ВĂРМАР РАЙОН АДМИНИСТРАЦИЙĔН ВĔРЕНЎПЕ ÇАМРĂКСЕН ПОЛИТИКИН МИНИСТРЕСТВИ «МĂНÇЫРМАРИ ПĔТĔМĔШЛЕ.
2012 çулхи ака уйăхĕ. Паян, 2011 çулхи чÿк уйăхĕн 11 – мĕшĕнче, шкула пуçтарăнтăмăр. Уроксем пуçланчĕç! Каникул кунĕсем иртсе кайрĕç. Халĕ ĕнтĕ çанна.
Предметсем: литература вулавĕ, тăван тавралăх, технологи Проекта хатĕрлекенсем: Нĕркеçри пĕтĕмĕшле пĕлÿ паракан вăтам шкулта 3 –мĕш класра вĕренекенсем.
Çĕнĕ Кинчерти пĕтĕмĕшле пĕлÿ паракан тĕп шкул. Яков Ухсай - чăваш поэзийĕн çăлтăрĕ.
Йăрă, вăрăм хÿреллě. Хěлле сăрă, çулла хěрлě сарă. … вăрманта пурăнать. Йăвине хăвăла тăвать. Питě ěçчен хăй. Ку мěнле чěр чун-ши?
I - мĕш вариант А. 1. Какая группа слов относится к чувашским национальным блюдам? а) турăх, чăкăт, шÿрпе, хуплу, çăкăр; ă) хăйма, çу, чăкăт, тултармăш,
Министерство образования и молодежной политики Чувашской Республики Постановлением Президиума Верховного Совета Чувашской Республики от 9 апреля 1992 года.
Чăваш чĕлхи кабинечĕ шкулăн 2-мĕш хутĕнче вырнаçнă. Унăн лаптăкăшĕ 46 тăваткал метр шутланать. Кунта 2 доска, 4 шкаф, компьютер, ун валли сĕтел, проектор,
Артемьев Александр Спиридонович прозăçă, сăвăç, литература критикĕ, тăлмач çулхи авăн уйăхĕн 14- мĕшĕнче Етĕрне уесĕн (халĕ Чăваш Енĕн Элĕк районĕ)
Транксрипт:

Мăн асаттесен талăкри вăхăт курăмĕ (суточное время наших предков) Лексикологипе хронологи тишкерĕвĕ Тĕпчев ĕçĕн авторĕ – Красноармейски иккĕмĕш шкулĕн 9б класĕнче вĕренекен Марков Николай Наука ертÿçи – З.П.Михайлова

План 1. Ĕç тĕллевĕсем 2. Умĕн калани 3. Лексикологипе хронологи тишкерĕвĕ 1) Талăкри вăхăт паллисем: Ир… Кăнтăр… Каç… Çĕр… 2) Çут çанталăк тата вăхăт курăмĕ 3) Ĕлĕк-авал сехетсĕрех пурăнма пултарнин сăлтавĕсем 4) Ĕлĕкхи вăхăтри кун тăрăмне паянхи сехет çине куçарсан… 5) Паянхи пурнăçра вăхăта сехетпе палăртмасан… 4. Пĕтĕмлетÿ 5. Усă курнă литература

Ĕç тĕллевĕсем Хам тĕллĕн ĕçлес ăсталăха ÿстересси. Мăн асаттесен талăкри вăхăт курăмне лексикологипе хронологи енчен тĕпчесе пĕлесси. Ăс-тăна тата тавра курăма анлăлатасси, чĕлхе пуянлăхне ÿстересси. Хамăн пултарулăха, çырас-тĕпчес ăсталăха тĕрĕслесе пăхасси. Тăван халăхăн ĕлĕкхи пурнăçне анлăрах тĕпчесе пĕлесси. Ĕлĕк-авал талăкри вăхăта тĕрлĕрен сăмахсемпе, сăмах çаврăнăшĕсемпе, ăнлавсемпе палăртнине çирĕплетсе парасси, паянхи сехет çине куçарса кăтартасси. Тăван чĕлхе пуянлăхне кăтартасси.

Канăç паман ыйту Мана шухăшлаттаракан, канăç паман ыйту вăл – пирĕн несĕлсем сехет шухăшласа кăлариччен талăкри вăхăт курăмне епле палăртнă-ши? Хальхи вăхăтра эпир кашни самантрах вăхăт пĕлме сехет йĕпписем çине пăхатпăр вĕт-ха. Питĕ ансат, нимĕнле чăрмав та çук. Ĕлĕк вара талăкри вăхăта тĕп-тĕрĕс палăртма май пулман ĕнтĕ. Апла пулин те халăх хăçан ыйхăран вăранмаллине, хăçан уя ĕçлеме каймаллине, хăçан вăййа тухмаллине лайăх пĕлнĕ. Мĕнле чухланă-ши? Мĕнле ăнкарнă-ши? Мĕнле сăмахсемпе, ăнлавсемпе усă курнă-ши вĕсем талăкри вăхăта палăртма? Çавна тĕпчесе пĕлес терĕм те ĕнтĕ эпĕ хамăн ĕçĕмре.

Тăван халăхăмăрăн авалхи кун-çулне тĕпчесе пĕлесси вăл яланах актуаллă Эпĕ çак ыйтăва çутатса парас тесе интересленсех ĕçлерĕм. Тăван халăхăмăрăн авалхи кун-çулне тĕпчесе пĕлесси вăл яланах актуаллă. Ку вăл ырă та пархатарлă ĕç. Иртнине пĕлме тарăшни вăл пирĕн ăс-хакăл шайĕ, пирĕн культура шайĕ. Ку вăл хамăр асаттесене сума суни. Халăх историйĕ кĕнекесенче çеç мар, пирĕн ăс-тăнра та пулмалла, вăл пирĕн асăмăртан нихăçан та тухас çук. Çак шухăшсене тĕпе хурса хатĕрлерĕм те ĕнтĕ эпĕ хамăн шыравпа тĕпчев ĕçне.

Талăк вăхăчĕсене палăртакан ăнлавсем Н.И.Ашмарин словарĕнчи талăкри вăхăт паллисем Талăкри вăхăта Хĕвелпе палăртни Талăкри вăхăта çутăлни-тĕттĕмленни тăрăх палăртни Елена Енькка таврапĕлÿçĕ каланă тăрăх Никифор Наумов таврапĕлÿçĕ каланă тăрăх Çынсенчен ыйтса пĕлнĕ тăрăх

Мăн асаттесен талăкри вăхăт курăмне паянхи сехет йĕппи çине куçарсан… паянхи сехет йĕппи çине куçарсан

Сехетсĕрех пурăнма пултарнă Çут çанталăка, чĕр чуна сăнаса вăхăта палăртма пултарнă. Кун тăршшĕнчи вăхăта хĕвеле, мĕлкене пăхса пĕлнĕ. Каçхи-çĕрлехи вăхăта тĕттĕм пулнинчен, автан авăтнинчен чухланă. Ир кÿлĕме шурăмпуçĕнчен, хĕвел тухнинчен пĕлнĕ. Çут çанталăк вăрттăнлăхĕсене лайăх пĕлни сехете те ылмаштарнă, вăхăта унсăрах лайăх пĕлсе тăнă.

Паянхи кун сехет пулман пулсан… Çынсем ĕçе те, шкула та, автобус çине те ĕлкĕреймен пулĕччĕç. Хăш вăхăтра ирхи апат, кăнтăрлахи апат, каçхи апат тумаллине те ăнланаймĕччĕç. Кун йĕрки пăсăлнă пулĕччĕ, никам та ним туса та ĕлкĕреймен пулĕччĕ. Çĕнĕ çул çитнине те, телефильмсем, передачăсем хăçан курмаллине те пĕлеймен пулăттăмăр. Хăçан çывăрма выртса хăçан тăмаллине те пĕлмен пулăттăмăр. Спортсменсем те хăйсем миçе минутра чупса тухнине чухлайман пулĕччĕç. Поездсем, самолетсем пĕр-пĕринпе çапăннă пулĕччĕç. Заводсемпе предприятисем тухăçлă ĕçлеймен пулĕччĕç. Пурнăç хальхи пек хăвăртлăхпа аталанайман пулĕччĕ.

Пĕтĕмлетÿ Сехет шухăшласа кăларнă хыççăн, ман шутпа, пурнăç самаях çамăлланнă, талăкри вăхăта пĕлме ансатрах пулнă. Сехет шухăшласа кăларни пурнăç малалла кайнине пĕлтернĕ. Халĕ эпир сехетсĕр пĕр кун та пурăнма пултараймастпăр. Сехет вăл пирĕншĕн сывлăш пекех кирлĕ. Халиччен эпĕ унăн пĕлтерĕшĕ çинчен шухăшламан та. Тĕпчев ĕçĕ çырса вара сехет пурнăçра мĕн тери кирлине питĕ лайăх ăнланса илтĕм, мăн асаттесем талăкри вăхăта палăртма нумай сăмахпа, ăнлавпа усă курнине, вĕсен чĕлхи пуян пулнине çирĕплетсе патăм.

Усă курнă литература 1. Н.И.Ашмарин. Словарь чувашского языка. 17 томов. 2. М.И.Скворцов. Чăвашла-вырăсла словарь. Мускав, 1992, 22 стр. 3. Елена Енькка. Родной край. 6-7 класс, Чебоксары, 2004, 185 стр. 4. Якуркка Микихверĕ. Чăвашăн тĕнче, пĕлĕтпе çĕр, пĕлĕт çинчи çăлтăрсем çинчен вĕрентсе каланă авалхи пĕлĕвĕ. «Хыпар» кĕнеки. 13. Шупашкар. 1995, çĕртме, М.Р.Федотов. Этимологический словарь чувашского языка. 1 том. Чебоксары, 1996.