Чĕмпĕр чǎваш шкулĕ – культура вучахĕ Красноармейски иккĕмĕш шкулĕн 10 б класĕнче вĕренекен Спиридонова Мальвина хатĕрленĕ Ертÿçи – Михайлова З.П. 2008.

Презентация:



Advertisements
Похожие презентации
Иван Яковлевич Яковлев. Чăвашсен ку тарана çити упраннă пуянлахĕ тата тĕлĕнтермĕшĕ вăл – чĕлхе, юрă, тĕрĕ. Чăвашсен çĕр пин сăмах, çĕр пин юрă, çĕр пин.
Advertisements

Министерство образования и молодежной политики Чувашской Республики Постановлением Президиума Верховного Совета Чувашской Республики от 9 апреля 1992 года.
К.В.Иванов пурнăçĕпе пултарул ӑ хĕн паллă енĕсем К.В.Иванов пурнăçĕпе пултарул ӑ хĕн паллă енĕсем Романова Людмила Геннадьевна чăваш чĕлхипе литератури.
Чăваш чĕлхи кабинечĕ шкулăн 2-мĕш хутĕнче вырнаçнă. Унăн лаптăкăшĕ 46 тăваткал метр шутланать. Кунта 2 доска, 4 шкаф, компьютер, ун валли сĕтел, проектор,
Юхма Михаил Николаевич – Чăваш халăх писателĕ, Чăваш, Тутар, Удмурт, Мари Эл Республикисен тава тивĕçĕлĕ ĕçченĕ. Вăл пурĕ 200 ытла кĕнеке кăларнă. Унăн.
Туссем калаçнă чух, тăван чĕлхемĕм, Шур акăш тĕкĕ евĕр эс çемçе. Санпа ман халăх чапĕ те илемĕ Çÿрет çÿлте те çĕр çинче вĕçсе. Юрланă чух сассу хитре.
Фамилия Прохорова Имя, отчествоЛюдмила Николаевна Дата рождения (число, месяц, год) 5октябрь 1958 год Серия и паспорта, кем и когда выдан
Василий Василий Иванович Иванович Чапаев Чапаев ( ) ( )
чӑваш халӑхӗн мӑнаҫлӑхӗпе мухтавӗ, ҫӗнӗ ҫыруллӑ сӑмахлӑха пуҫараканӗ, хура халӑха ҫутта туртаканӗ. Ӑна пурте пӗр камӑллӑн чӑваш сӑмахлӑхӗн классикӗ тесе.
ИванЯковлевичЯковлев( ). И.Я.Яковлев с ǎ махĕ: Юратат ǎ п ч ǎ вашсене, вĕсене пĕтĕм чунтан телей сунат ǎ п. Ч ǎ вашсене телейлĕ т ǎ вас тенисĕр.
Предмет: Чăваш литератури Урок: 35 Тема: Петěр Хусанкайн «Таня» тата выр ă с çыравçин Маргарита Алигер ă н «Зоя» поэмисенчи патт ă р хĕр с ă нарĕ Контингент:
«Çырăттăм, ÿкерĕттĕм – чăваш наци культуришĕн ыр ĕç туса хăварăттăм…» Çеçпĕл Мишши ачалăхĕ, шухăш- ĕмĕчĕ, ĕçĕ-хĕлĕ, пултарулăхĕ.
Семен Петрович Горский çуралнăранпа 110 çул ( )
Элěк районě Ураскилтри пěтěмěшле пěлÿ паракан вăтам шкул Сорокина Алиса 9 класс Вěрентекенě Терентьева Э.Н.
Сăпарлăх тĕллевĕ: чĕр чунсене юратма, чăн юратăва суя юратуран уйăрса илме вĕрентесси. Пĕлÿ тĕллевĕ: чăвашла предложенисене тĕрĕс йĕркелесси. Аталантару.
Вăрнар районĕ, Санарпуçĕнчи пĕтĕмĕшле пĕлÿ паракан вăтам шкул Александров Константин пурнăçланă.
2012 çулхи ака уйăхĕ. Паян, 2011 çулхи чÿк уйăхĕн 11 – мĕшĕнче, шкула пуçтарăнтăмăр. Уроксем пуçланчĕç! Каникул кунĕсем иртсе кайрĕç. Халĕ ĕнтĕ çанна.
1 Урок тĕсĕ: хутăш урок 1.Учитель сăмахĕ. Урок темипе кăсăклантарса ярасси, шухăшлама хистесси. 2.Эпиграф шухăшне уçса парасси. 3. Словарь ĕçĕ. 4. Вăйă.
Манăн ĕмĕт архитектор артист агроном адвокат автомеханик астроном акушер автослесарь.
Чăваш халăх поэчĕ Петĕр Хусанкай çуралнăранпа 100 çул çитнине халалланă ĕçсен пĕтĕмлетĕвĕ Красноармейски иккĕмĕш шкулĕ Хатĕрлекенсем: З. П. Михайлова,
Транксрипт:

Чĕмпĕр чǎваш шкулĕ – культура вучахĕ Красноармейски иккĕмĕш шкулĕн 10б класĕнче вĕренекен Спиридонова Мальвина хатĕрленĕ Ертÿçи – Михайлова З.П çул «ЯКОВЛЕВ М ĂНУКĔСЕМ» КОНКУРС

Пур çĕрте те ялсенче Хура халăх хушшинче Хут вĕренме тытăнчĕç, Шкулсем нумай уçăлчĕç. Вĕсен чĕри Чĕмпĕрте, Аслă чăваш шкулĕнче. Кĕнекесем çаптарчĕç, Çын хушшине салатрĕç; Кĕçке ĕнтĕ куçĕсем Уçăлаççĕ чăвашсен. Кĕçке курма пуçларĕç, Тĕнче курма пуçларĕç. Çав ĕçсене кам турĕ, Çак таранччен тăрăшрĕ? Çак таранччен тарăхса, Чăвашсемшĕн тăрăшса Кун-çулĕнче курнине, Шухăшпала шурнине Кам каласа парĕ-ши? Кам ырă ят сарĕ-ши? Константин Иванов

Кăвак çут чаршавне уçнă Улăп Ăс-тăн вучахĕ пулнă Чĕмпĕр шкулĕ Тавах сана, ăслай-вĕрентекен! Эс парнелерĕн чăваша çырулăх, Пĕрремĕш хут тыттартăн кĕнеке. Юрий Вирьял

Тĕнче хĕвелпе çуталать, этем - пĕлÿпе Чĕмпĕр чăваш шкулĕн вĕрентекенĕсем

Чĕмпĕр шкулĕн пĕрремĕш утăмĕсем

И.Я.Яковлев çĕнĕ çырулăх туса йĕркеленĕ, литература чĕлхине никĕслеме тытăннă. Çак ĕçе юлташĕсене тата пултаруллă вĕренекенĕсене явăçтарнă.

1871 çулхи кĕркунне тĕлне чăваш букварĕн пĕрремĕш варианчĕ хатĕр пулнă çулта «Чăваш ачисене çырăва вĕренмелли кĕнеке» ятпа (1200 экземпляр, 56 страница) пичетленсе тухнă. Букварь тытăмĕ çапла пулнă: умсăмах, азбука тата вулама вĕренмелли текстсем, ăс паракан кĕске калавсем, кĕлĕсем, хушса пани. Букварь тăвас ĕçре Яковлев ваттисен сăмахĕсемпе тата каларăшсемпе ытларах усă курнă. Кун пек туни ачасен чунĕсем патне хăвăртрах çитме май парать тенĕ. Ваттисен ĕмĕрхи ăслă сăмахĕсем пурнăçа, халăха, тăван чĕлхене юратма вĕрентнĕ. И.Я.Яковлев букварĕ пĕтĕмпе 33 хутчен пичетленнĕ.

К.В.Иванов чăваш букварьне иллюстрациленĕ

И.Я.Яковлев калавĕсем – халăх ăслăлăхĕпе халăх вĕрентĕвĕ

И.Я.Яковлев уçнă Чĕмпĕр шкулĕ ÿссех, пысăклансах пынă, чăвашсен культура центрĕ пулса тăнă

Чĕмпĕр шкулĕнче ачасен музыка пĕлĕвне ÿстерес тĕлĕшпе 3 хор тата 3 оркестр ĕçленĕ

1878 çулта Чĕмпĕрти чăваш шкулĕ çумĕнче хĕрарăмсен уйрăмĕ уçăлнă. Ку уйрăма И.Я.Яковлев мăшăрĕ Екатерина Алексеевна 1881 çулччен тÿлевсĕрех ертсе пынă, мĕншĕн тесен çак çултан тин патшалăх шучĕпе тытса тăма пуçланă. Унччен вара И.Я.Яковлев тăкаксене хăй кĕсйинчен саплаштарса тăнă

Чăваш шкулĕн кун-çулĕ çапла пуçланнă: 1868 çулта – 1 вĕренекен 1869 çулта – 3 вĕренекен 1870 çулта – 4 вĕренекен 1871 çулта – 7 вĕренекен 1872 çулта – 26 ача 1873 çулта – 32 ача 1874 çулта – 32 ача 1875 çулта – 55 ача 1892 çулта шкул çумĕнче 150 теçеттин çĕр пулнă çулта шкул 300 гектар ытла çĕр туянать çулсенче шкул хăй вăйĕпе 3 йывăç çурт, лаша вити, кĕлетсем, 40 ĕне вырнаçмалăх вите, путвал, 2 сарай (ял хуçалăх машинисем валли), 2 нÿхреп, шыв пăрăхĕ, мунча, 6 кĕпер, 76 рамăллă парник, кĕпе çумалли çурт-прачечнăй ĕçе кĕртнĕ çулта 8 ĕне, 12 сысна çури туяннă. Хушма хуçалăх çĕрĕ çинче 23 гектар çĕр улми, 2,5 гектар пахча çимĕç, 25 гектар ыраш, 4 гектар пăрçа, 2 гектар ясмăк, 7 гектар сĕлĕ, çур гектар тулă акса ÿстернĕ.

Мастерскойĕнче сĕтел-пукан, иконостассем, рамăсем, сунтăхсем, ĕç хатĕрĕсем (молотилка, сеялка, сÿресем, тимĕр сухасем) ăсталанă. Вĕсене сутса самаях пайта илнĕ. Шкулта фотостуди, изостуди ĕçленĕ. 3 хорпа 3 оркестр хăйĕн пултарулăхĕпе тĕлĕнтернĕ. Çĕвĕ тата ал ĕç япалисем ăсталанă, вĕсене Чулхула ярмăрккине выставкăна тăратнă, ылтăн тата кĕмĕл медальсем илме тивĕçлĕ пулнă. Шкулта лазарет та, чиркÿ те пулнă.

Чĕмпĕр чăваш шкулĕнче Вĕренекен ачасем Ăçта пăхнă вăл тĕлте Кĕнекесем вулаççĕ. Сĕве шывĕн хĕрне те Чупа-чупа анаççĕ, Пĕр-пĕринпе йăпанса Кил шухăшне манаççĕ. Вуттине те касаççĕ, Тăприне те чаваççĕ, Тĕрлĕ пахча çимĕç те Тыр-пулă та тăваççĕ. Пăшăхаççĕ, пиçеççĕ, Ĕçпе пиçсе ÿсеççĕ, Шур тутăрпа питсене Шăла-шăла илеççĕ. Николай Полоруссов-Шелепи

Чăн-чăн чăваш академийĕ, университечĕ пулса тăнă Чĕмпĕр шкулĕ. Ку шкултан вĕренсе тухнисем чăваш халăх аталанăвĕнче тарăн йĕр хăварнă. Акă вĕсем: 1. Поэтсемпе писательсем: Игнатий Иванов, Иван Юркин, Константин Иванов, Николай Шупуççынни, Тайăр Тимкки, Ваççа Аниççи, Мархва Трубина, Тăваньялсем Çеркей, Гаврил Кореньков.

2. Драматургсем: Федор Павлов, Георгий Тал-Мăрса, Иоаким Максимов-Кошкинский 3. Тавра пĕлÿçĕ: Гурий Комиссаров-Вантер поэт

4. Этнографсем: А. Прокопьев-Милли, Г.Т.Тимофеев 5. Чĕлхеçĕсем: В.Г.Егоров, С.П.Горский, Г.М.Матвеев, Ф.Т.Тимофеев 6. Букварь çыракан: А.Т.Трофимов вĕрентекен 7. Чăваш театрне тата киноне пуçарса яраканĕ, киноактер тата кинорежиссер: Иоаким Максимов-Кошкинский

8. Композиторсем: Ф. Павлов, С. Максимов, Г. Лисков, Т. Парамонов, П. Пазухин 9. Юрăçсем: И. Васильев, А. Токсина, А. Казакова, К. Эсливанова 10. Ученăйсем: П. Миронов математик, Н. Охотников математик, И. Корнилов химик, И. Данилов профессор 11. Патшалăх деятелĕ: Д.С. Элмен 12. Çар çыннисем: И. Космовский, З. Трофимов 13. Ĕç геройĕсем: Т. Кривов, И.Я.Зайцев 14. Вăрçă геройĕ: Н.В.Соколов

Чĕмпĕр шкулĕ – наци культурин вучахĕ Чĕмпĕр чăваш шкулĕ 1200 çынна яхăн вĕрентсе хатĕрленĕ. Вĕсенчен ытларахăшĕ ялти шкулсене таврăнса И.Я.Яковлев пуçланă ĕçе малалла тăснă – халăха çутта кăларнă. Наци кадрĕсем хатĕрлес ĕçре çав тери пысăк вырăн йышăнать шкул. Çак шкултан вĕренсе тухнисем литературăра, искусствăра, музыкăра, ял хуçалăх ĕçĕнче, наукăпа техника аталанăвĕнче палăрма пуçлаççĕ, чăваша çĕнĕ пусăма çĕклеççĕ.

И.Я.Яковлев тăрăшнипе чăваш ялĕсенче 400 ытла шкул уçăлнă Чăваш учителĕсене хатĕрлес тата чăваш шкулĕсем уçас ĕçре И.Я.Яковлева И.Н.Ульянов питĕ нумай пулăшнă. Пĕрремĕш чăваш наци шкулне уçнă И.Я.Яковлев Хусанта вĕреннĕ вăхăтра çак шкула И.Н.Ульянов патшалăх укçипе тытса тăмалла тунă. Вăлах И.Я.Яковлев пичетлесе кăларнă букваре чăваш ялĕсене çитерекенĕ пулнă, ачасене чăвашла вĕрентмешкĕн тăрăшма хушнă.

Сарă хĕвел чăвашшăн та Ăшшăн пăхĕ сарăлса. Çутта тухнă хура халăх Пурнăç тăвĕ савăнса. Ваççа Аниççи Çав çутă – пĕлÿлĕх çути, Шăтса чăшăл тухрĕ калча. Тĕшши тулчĕ, кĕчĕ тути. Тайма пуç, Иван Якăльча. Алексей Воробьев Кĕтнĕ халăх: çитрĕ те Аслă Улăп пархатарĕ Ăслă-пуçлă чăн этем Çынсене çутта кăларчĕ. Александр Тимбай

Çуралнă ялăма килсе кĕрсессĕн, Пире ăс панă шкулăн умĕнчен Эп, Яковлев ятне аса илмесĕр, Сума сумасăр, нихăçан иртмен. Вăй илтĕмĕр çĕнĕ тĕнче тумалăх, Çитетпĕр çÿллĕ ĕмĕтсем патне. Çапах нихçан, нихçан та манмĕ халăх Хăйне букварь тыттарнă çын ятне. Александр Алка

Юрататăп чăвашсене, вĕсене пĕтĕм чунтан ырлăх сунатăп. Чăвашсене телейлĕ тăвас тенисĕр пуçне манăн пурнăçра урăх нимĕнле тĕллев те пулман. И.Я.Яковлев