Якку Ухсай!.. Утатăн чĕррĕн Халăхпала куллен-кунах. Çĕн ĕмĕре хастаррăн кĕтĕн, Мĕншĕн тесен чăвашăн çĕрĕ Чунра упрать ялан сана. Георгий Ефимов, Чăваш.

Презентация:



Advertisements
Похожие презентации
Çĕнĕ Кинчерти пĕтĕмĕшле пĕлÿ паракан тĕп шкул. Яков Ухсай - чăваш поэзийĕн çăлтăрĕ.
Advertisements

100 çулхи юбилей тĕлне. Ухсаевские стихи и поэмы – это биография самого поэта и его поколения. Его сонеты покоряют и глубиной мысли, и полнотой раздумий.
Чĕмпĕр чǎваш шкулĕ – культура вучахĕ Красноармейски иккĕмĕш шкулĕн 10 б класĕнче вĕренекен Спиридонова Мальвина хатĕрленĕ Ертÿçи – Михайлова З.П
К.В.Иванов пурнăçĕпе пултарул ӑ хĕн паллă енĕсем К.В.Иванов пурнăçĕпе пултарул ӑ хĕн паллă енĕсем Романова Людмила Геннадьевна чăваш чĕлхипе литератури.
чӑваш халӑхӗн мӑнаҫлӑхӗпе мухтавӗ, ҫӗнӗ ҫыруллӑ сӑмахлӑха пуҫараканӗ, хура халӑха ҫутта туртаканӗ. Ӑна пурте пӗр камӑллӑн чӑваш сӑмахлӑхӗн классикӗ тесе.
Иван Яковлевич Яковлев. Чăвашсен ку тарана çити упраннă пуянлахĕ тата тĕлĕнтермĕшĕ вăл – чĕлхе, юрă, тĕрĕ. Чăвашсен çĕр пин сăмах, çĕр пин юрă, çĕр пин.
Манăн ĕмĕт архитектор артист агроном адвокат автомеханик астроном акушер автослесарь.
Урок эпиграф\: Урок эпиграф\: «Ват сын – т=ват сын» «Ват сын – т=ват сын» (Ваттисен с=мах\) (Ваттисен с=мах\) Ěç пурнǎçлаканĕ: Павлова Елена, МОУ «Тузисярмусская.
Артемьев Александр Спиридонович прозăçă, сăвăç, литература критикĕ, тăлмач çулхи авăн уйăхĕн 14- мĕшĕнче Етĕрне уесĕн (халĕ Чăваш Енĕн Элĕк районĕ)
Урок теми: Я.Г.Ухсай пурнăçěпе пултарулăхě Эпиграф: Тÿрě тытрăм эп хама,. Утрăм халăх çулěпе. Я. Ухсай. План 1. Я.Ухсай ачалăхěпе вěренěвě. 2. Вăрçăчченхи.
Чăвашсен паллă поэчĕ Нестер Янкас çуралнăранпа 100 çул çитнине халалласа ( ) Авторсем: Михайлова З.П., Михайлов В.М., Красноармейски иккĕмĕш шкулĕ.
Элěк районě Ураскилтри пěтěмěшле пěлÿ паракан вăтам шкул Сорокина Алиса 9 класс Вěрентекенě Терентьева Э.Н.
1 ЧĂВАШ РЕСПУБЛИКИН ВĔРЕНЎ ТАТА ÇАМРĂКСЕН ПОЛИТИКИН МИНИСТРЕСТВИ ВĂРМАР РАЙОН АДМИНИСТРАЦИЙĔН ВĔРЕНЎПЕ ÇАМРĂКСЕН ПОЛИТИКИН МИНИСТРЕСТВИ «МĂНÇЫРМАРИ ПĔТĔМĔШЛЕ.
Предмет: Чăваш литератури Урок: 35 Тема: Петěр Хусанкайн «Таня» тата выр ă с çыравçин Маргарита Алигер ă н «Зоя» поэмисенчи патт ă р хĕр с ă нарĕ Контингент:
Ачасем валли çыракан хěрарăм çыравçă (Ева Николаевна Лисина) Авторě Петрова Анна.
2012 çулхи ака уйăхĕ. Паян, 2011 çулхи чÿк уйăхĕн 11 – мĕшĕнче, шкула пуçтарăнтăмăр. Уроксем пуçланчĕç! Каникул кунĕсем иртсе кайрĕç. Халĕ ĕнтĕ çанна.
Çын… Çĕр çинче çынран ăсли, çынран вăйли, çынран хакли мĕн пур-ши? Çĕр çинчи чи аслă хуçа вăл – Çын. Вăл çут тĕнчене килет те пурнăç тăвать. Кашни çын.
Василий Василий Иванович Иванович Чапаев Чапаев ( ) ( )
«Чăваш чĕлхи вăл -манăн чун та ĕмĕт, Хĕвел те уйăхăм – тăван чĕлхе». Ухсай Яккăвĕ.
Туссем калаçнă чух, тăван чĕлхемĕм, Шур акăш тĕкĕ евĕр эс çемçе. Санпа ман халăх чапĕ те илемĕ Çÿрет çÿлте те çĕр çинче вĕçсе. Юрланă чух сассу хитре.
Транксрипт:

Якку Ухсай!.. Утатăн чĕррĕн Халăхпала куллен-кунах. Çĕн ĕмĕре хастаррăн кĕтĕн, Мĕншĕн тесен чăвашăн çĕрĕ Чунра упрать ялан сана. Георгий Ефимов, Чăваш халăх поэчĕ Ухсай Яккăвĕн пултарулăх çул-йĕрĕ

«Пирĕн несĕлсем кунта Атăл хĕрринчен тĕрлĕ куланайпа хĕн-хура хирĕç пăлхав çĕкленĕшĕн тата христиан тĕнне вăйпа йышăнтарассинчен хăранипе тарса килнĕ. Каярахпа чылаях вăйлă халăх шутланма тытăннă чăвашсем хăйсен мехелĕпе Пелепей хулине никĕсленĕ. Анчах авалхи çĕр-шывĕнчии типшар вĕсене кунта та канлĕх паман. Кĕçех вĕсем пурăнакан çĕре те сутуçăсем, тĕрлĕ тÿре-шара, вĕсем хыççăн чиркÿ çыннисем çитнĕ. Патшалăх ячĕпе вĕсем чиркÿ ларттараççĕ., чăвашсем ăна çунтарса яраççĕ. Елизавета Петровна патша хушнипе чăвашсене хуларан кăларса яраççĕ. Пелепей пăлхавçисен- чен пĕри (ăна Кашкăр тенĕ) сĕм вăрмана кĕрсе Слак шывĕ хĕррине вырнаçать, ял никĕс- лет. Тĕне кĕнĕ Йăван ятлă чăвашпа тĕне кĕмен Пăртта ятлă арăмĕ пуçласа янă йăхран çĕрме пуянсем те, чĕлхе ăстисем те, аслă çыруçăсем те тухнă. Вĕсенчен пĕри – чăваш литературине тата чăваш литература чĕлхине никĕслекенĕ Константин Васильвич Иванов поэт, вилĕмсĕр «Нарспи» авторĕ.

«Эпĕ хура кĕркунне, хура пÿртре çурал- нă, çавăнпа хура пулнă пулас. Кĕрхи тата хĕллехи каçсенче атте мана час-часах тахçан авал пулнă ĕçсем çинчен каласа паратчĕ. Вăл хутла пĕлместчĕ, вырăсла ăнланмастчĕ, анчах чăвашла унран лайăх пĕлекенни таврара пулман. Халĕ аттем – манăн пĕрремĕш вĕрентекенĕм – каланă сĕтеклĕ те сăнарлă сăмах çаврисене аса илме тăрăшатăп. Чăвашла атте пек çемçен, тасан, кĕвĕллĕн калаçакансене питĕ сайра куратăп. Арлакан анне вара (ултă ача валли çи-пуç çĕлеме сÿс, йĕтĕн тата çăм çип нумай кирлĕ пулнă) йĕке юррине юрланă майĕпе пире юмах ярса паратчĕ, хăш чухне пĕр юмахах виçшер каçа тăсăлатчĕ. Юрласса вара чăвашла кăна мар, тутарла та, пушкăртла та шă- рантаратчĕ, ку чĕлхесене вăл япăх мар пĕлетчĕ». Яков Гаврилович Ухсай Пушкăрт Республикин Пелепей районĕнчи Слакпуç ялĕнче 1911 çулхи ноябрĕн 26-мĕшĕнче хресчен çемйинче çуралнă.

«Ачалăхăм тĕнче икке пайланнă вăхăта килчĕ манăн. Шуррисемпе хĕрлисем хушшинче хаяр çапăçусем иртетчĕç.Эпир пĕтăм çемйипе нÿхрепе анса ларнă вăхăтсем те пулнă. Урал тăрăхĕ граждан вăрçи-харçинчен тасалса пĕтсенех ялта çĕнĕ пурнăç вĕреме тытăнчĕ. Купца кĕлечĕ пулнă пы-сăк чул çурт кĕçех халăх çурчĕн ятне илчĕ. Унта чăваш драматургĕсен тата Ĕ пхÿри чăваш педтех- никумĕнче вĕренекенсем куçарнă вырăс авторĕсен пьесисене лартатчĕç. Çав спектакльсене шуйттан вăййи тесе ят панăччĕ ваттисем. Курма кĕрекен халăх укçан мар, çăмартан тÿлетчĕ. Драма кружокне ертсе пыракансем вара çăмартине сутса краççын туянатчĕç. Эпĕ, театр ĕçĕпе интересленсе кайнăскер, пьеса çырас тесе шутларăм. Пĕрре- мĕш пулăмне халь те астăватăп. Çакна эпĕ хамăн пиччене вуласа патăм - ăна килĕшрĕ. Вара вăл чукун çул çинче юр тасатса илнĕ укçапа мана хут-кăранташ туянса пачĕ. Манăн таса, хитре тетраде ниепле те пуçлас килмерĕ, ăна эпĕ хамăн чаплă хайлав валли упрас терĕм». Якку çулсенче ялти пуçламăш шкулта вĕреннĕ. «Чăн-чăн чернила мĕнрен ту- нине эпир пĕлмен. Эпир ăна чирлĕ юман çулçисем çинче ÿсекен çăпан сĕткенĕнчен тăваттăмăр. Кăран- ташне вара вĕрене хунавĕнчен ăсталаттăмаăр. Варринчи хăвăлне кăларса унта ирĕлтернĕ тăхлан яраттăмăр.Сарă хут çине тăхлан кăранташпа çырма пит кансĕрччĕ, алă ывăнатчĕ, пÿрнесем хăпарса тухни те пулнă»

«Пишпÿлекри хресчен ачисен шкулĕ, пирĕн ялтан 40 çухрăмра вырнаçнăскер, интернатчĕ. Унта эпĕ 1925 çулта кĕтĕм. Анне мана кунта çуран илсе килчĕ. Минтер тата михĕ парса хăварчĕ. çывăр-ма эпĕ çав миххе кĕрсе выртаттăм. Простынĕ те, утиялĕ те хăехчĕ вăл. Пÿлĕмре пĕр вăтăр ача ытлаччĕ. Эпĕ вырăсла аран-аран кăна калаçкалаттăмччĕ. Вырăсла вĕреннĕçемĕн вырăс тĕнчине кĕтĕм, Пушкинпа, Лермонтовпа канашларăм, Алексей Кольцов, Иван Никитин поэтсемпе пĕрле вырăсла юрăсем юрларăм. Кăшт каярах пирĕн шкулăн библиотекине Некрасов кĕнекине илсе пычĕç. Пурăна киле вăл манăн юратнă поэт пулса тăчĕ.çĕнĕ кĕнеке черетĕнче çын пулни пăшăрхантаратчĕ. Библиотекăна темле майпа Байрон кĕнеки пырсан, хăю çитерсе директор патне кайса çав кĕнекене мана парнелеме ыйтрăм. Парнешĕн тав тăвас тесе виçĕ кун хушши шкул кухни валли юман вутти çуртăм. Шкулта литература кружокĕ ĕçлетчĕ. «çулăм» ятлă алçыру журналĕнче трактор, çĕр ĕç юлташлăхĕ çинчен çырнă сăвăсем туха пуçларĕç. Манăн пĕрремĕш сăввăм «Тĕрмере» ятлăччĕ. «Ирĕклĕхшĕн кĕрешекенсем» ятлă вăрăм поэма çыртăм»

«1928 çулта эпĕ Ĕпхÿри вĕрентÿ интитучĕн хатĕрленÿ уйрăмне вĕренме кĕтĕм. Вун çиччĕри çамрăк, эпĕ студентсен столовăйĕнче вăрăм черетре вăхăт иртнишĕн кулянаттăм, кĕнеке вулас сехетсем усăсăр çухалнишĕн пăшăрханаттăм. Таçта Александр Блок пилĕк çултах сăвă çырнă тенине вуласан пушшех ÿкĕне пуçларăм. Ĕпхÿре маншăн чăн-чăн кĕнеке тĕнчи уçăлчĕ. Институт библио-текин çÿллĕ сентрисем хушшинче тĕлĕкри пек тăраттăм эпĕ. Аксаков библиотекин вулав залĕнче тем вăхăтчен лараттăм. çĕрле вара, общежитире пурте çывăрса кайсан, сăвă çырма лараттăм, тăван уй-хире мĕнле тунсăхланине шурă хут çине кăлараттăм. «Юратрăм эп, хирсем, сире» сăвă, 1928 çулта çырнăскер, тепĕр çулне «Сунтал» журналта кун çути курчĕ. Ку вара маншăн чăн-чăн уяв пулчĕ. çавнашкал çĕкленÿ каярахпа сăвăлла роман-семпе трагедисем пичетленсе тухсан та пулман. Ĕпхÿре эпĕ икĕ çул вĕрентĕм, пушкăр поэчĕсемпе нумайăшĕнпе паллашрăм, вĕсен кĕнекисене те чылай вуларăм. Мажит Гафурин йывăç пÿртĕнче час-часах пулаттăм эпĕ.»

« 1930 çулта атте Глуховская станцийĕнче 14 пăт хуратул сутрĕ. çав укçапа эпĕ Мускава тухса кайрăм. Пушкăрт республикин çут ĕç комиссиариачĕ сĕннипе мана М.Ю.Ломоносов ячĕллĕ Мускав университетне вĕренме илчĕç. Темиçе кунтанах хамăр факультетрах вĕренекен Муса Джалильпе паллашрăм. Литература фа-культетĕнчи юлташăмсенчен нумайăшĕ мĕнле те пулин «изм» ялавĕ (Леф, конструктивизм – футуризм юхăмĕсем) айĕнче тăратчĕ. Формализмла шкулсен танатинче нумаях тăмарăм пулин те вал мана пĕр хушă халăхла юхăмран пăрчĕ, ÿсес-аталанас туртăма чарчĕ. Вĕреннĕ вăхăтра эпĕ Мускаври «Коммунар» хаçатпа çыхăну тытаттăм, ятарлă корреспондент пулса чăвашсем йышлăн ĕçлекен хуласене, предприятисене кайса çÿреттĕм.»

« çулсенче Пушкăртстанри машинăпа трактор станцийĕсен политпайĕсем çумĕнчи хаçатсенче ĕçлерĕм. Очерксем, фельетонсем, тĕрленчĕксем çыраттăм, ĕçри çитĕнÿсемпе çитменлĕхсене палăртаттăм, каярахпа çав çынсем ман сăвăсемпе поэмăсен геройĕсем пулса тăратчĕç çулта Шупашкара куçса килтĕм,Чăваш писателĕсен Союзĕн правлени секретарĕнче ĕçлеме пуçларăм çулта тăван яла куçса кайрăм çулта мана Шупашкара чĕнсе илчĕç. Кунта Писательсен Союзĕпе искусство ĕçĕсен управленийĕ «Нарспи» поэма тăрăх пĕрремĕш чăваш опери валли либретто çырма хушрĕç çулхи çуркунне эпĕ Шупашкара куçса килтĕм тереспублика хаçатĕнче корреспондентра ĕçлерĕм, кĕркунне Чĕмпĕре куçса кайрăм, уни Чăваш педагогика училищинче чăваш чĕлхипе литератури вĕрентрĕм».

«Вăрçă кăварĕ витĕр вăркăнатăп…» Тăван çĕршывăн Аслă вăрçи пуçлансан эпĕ халăх çарĕн отрядĕнче çапăçнă, 1942 çулхи çу уйăхĕнче вĕренÿ батальонĕн курсанчĕ пулнă. Мана дивизи комиссарĕ Мельников хăйĕн патне чĕнсе илчĕ те «Родина зовет» хаçатра ĕçлеме хушрĕ. Корреспондент ĕçĕ çăмăл мар çулхи нарăс уйăхĕнче нимĕç бомбин сывлăш хумĕ мана çĕклесе çапрĕ, çапла эпĕ çурăм шăммине амантрăм. Хамăн тăван чĕлхепе ĕçлеме манăн вăхăт пулман. Вăрçă сăввисемпе çырнă кĕнекуе пĕчĕк пулчĕ. Вăрçă çулĕпе Прагăна çитрĕм çулта киле таврăнтăм. Чăвашгиз кĕнеке редакторĕ пулса 1949 çулччен ĕçлерĕм. Ĕç хĕсметĕнчен тухса «Ту урлă çул» сăвăлла романа тата «Кĕлпук мучи» поэмăна çырса пĕтертĕм»

Яков Ухсай пултарулăхĕнче виçĕ пысăк тапхăр. 30-мĕш çулсенче çырни – пултарулăхĕн пĕр пайĕ. Тăван çĕршывăн Аслă вăрçинчи тата ун хыççăнхи çыру ĕçĕ ( çулсем) - тепĕр шай çулсенчи «этемпе çут çанталăк шăпи» çинчен çырнисем – Раççей публицистикипе поэзийĕ шедеврĕсем. Вĕсенче Ухсай Яккăвĕн тĕнчекурăмне, хастарлăхне, философине тата гражданла позицине тупма пулать. Публицистикăра Я.Ухсай вичкĕн ăслă та çивĕч чĕлхеллĕ. Шырав чĕмми пурри ăна Ĕпхÿри тĕпчев институтне илсе çитернĕ. Унта кĕске вăхăт хушши ĕçлесех пысăк ĕç туса хăварнă. Чи сумли – К.В.Иванов еткерне пухни; ун çинчен нумай-нумай статья тата «К.В.Иванов» кĕнеке çырни.

Силпи юрăçи сăввăн нумай тĕсне сăнаса пăхнă, çавсене хамăр поэзи çÿпçине кĕртсе хăварнă, вĕсен шутĕнче – октава, сонет, новелла, баллада, эпиграмма, мадригал, памфлет, элеги, идилли, рапсоди… Вăлах поэзин нумай тĕрлĕ формипе усă курнă, унăнне эпир сюжетлă е сюжетсăр поэма, поэма-трагеди е поэма-комеди, асаилÿ поэмипе пĕрлех поэма-çыру, поэма- асăрхаттару, поэма-фантази, поэма-юмах куратпăр. Ухсайăн поэзи тĕнчи çав тери анлă та иксĕлми пуян. Пуçласа сăвăлла юмах, сăвăлла калав, сăвăлла повесть, сă- вăлла драма, сăвăлла роман çырнă, унра- нах «çирĕм йĕркеллĕ строфа» та хамăр поэ- зире юлнă. çавăнпа та ăна сăвă техникине пĕрмай çĕнетсе пынă ăстаçă тесе хаклат- пăр.

Чăваш поэзийĕнче Ухсай Яккăвĕ - чи тухăçлă ĕçленĕ нумай енлĕ сăвăç, унăн пуян еткерне çапла ушкăнлама пулать: ПĔРРЕМĔШ УШКĂН – лирика хайлавĕсем: сăвăсем, сăвă ярăмĕсем. ИККĔМĔШ УШКĂН – лиро-эпика пурлăхĕ: малтанхи поэмăсем, «Хурçă та çуннă чух» ярăм, «Ача чухнехи çăлтăрăм» трилоги («Чапаевпа тĕл пулни», «Ача чухнехи çăлтăрăм», «Силпири асамат кĕперĕ»), «Шурă хурăнпа калаçни» поэма. ВИççĔМĔШ УШКĂН – эпикăлла поэзи, хресчен шăпин пенталогийĕ: «Халăхăн ылтăн кĕнеки», «çĕр», «Кĕлпук мучи», «Ту урлă çул», «Акăшкÿль» хайлавсем. ТĂВАТТĂМĔШ УШКĂН – истори йĕрĕ: «Ĕмĕт», «Аслă çурт умĕнче», «Чĕмпĕр» хайлавсем. ПИЛЛĔКМĔШ УШКĂН – шăпа философийĕ: «Тутимĕр», «Шуйттан чури» трагедисем.

«Эп час-часах яла кайса пурăнатăп. çулталăкăн кирек хăш вăхăтĕнче те. Ниме пăхăнман çил-тăмана та, кĕрхи чарусăр çумăра та, çуллахи шăрăха та, чечеклĕ çур- куннене те юрататăп. çурхи ешерÿ çинчен кăна çыракан поэтсен сăввисене тарăхса ву- латăп. Вĕсен туйăмĕсем мана шапа евĕрлĕ туйăнаççĕ. Шапа çанталăк сивĕтсен шăнса хытать те пăр айĕнче хĕлĕпе çывăрать.çурхи ăшă ешерÿ çитсен вăранать те хайхи – пĕ- тĕм вăйĕпе кăваклатма тытăнать. Поэт чĕ- ринче те шапан сивĕ юнĕ кăна пулни – питĕ начар япала. Ку вăл сăвăç чунĕнче тĕп туйăм – çĕр-аннемĕре юратни – çуккине пĕлтерет. çавна кура манăн та пĕр вăхăтрах кăштах агроном та, физик та, химик та пулмалла вара тин эпĕ хĕвел айĕнчи уйăх айĕнчи çăлтăрлă тÿпе айĕнчи çĕрĕн поэзилĕхне ăнкарса илме пултарăп».

Чăваш литературинче Ухсай Яккăвĕн (Яков Гаврилович Ухсайăн) ячĕ - чăнни- пех чаплă ят. Вăл – Чăваш халăх поэчĕ (1950), Чăваш Республикин ÿнер тава тивĕçлĕ ĕçченĕ (1945), Чăваш Республи- кин К.В.Иванов ячĕллĕ патшалăх преми- йĕн (1971) тата Раççей Федерацийĕн М.Горький ячĕллĕ патшалăх премийĕн лауреачĕ (1972), хисеплĕ çил çунатçă (1977), Чăваш Республикин Ĕç Мухтавĕ-пе Паттăрлăх Кĕнекин сăпачĕ (1984), Тă-ван çĕршвы Аслă вăрçин 1-мĕшпе 2-мĕш степеньлĕ орденĕсен, «Хисеп палли», Ĕç- лĕх Хĕрлĕ Ялав, Октябрь революцийĕн тата Ленин орденĕсен кавалерĕ; поэт, драматург, куçаруçă, публицист, вĕрентÿ- çĕ, тĕпчевçĕ, хăй пурăннă чухне 52 кĕнеке (пĕтĕмпе 62 кĕнеке) авторĕ.

Кĕмĕл кайăк вĕçет Шупашкар тавралла – Ун паян Кĕслету тăррине каймалла. Сывă пул, тăван кил, анлă Атăл, сыв пул, Яш çăкаллă урам, ĕмĕрех ешĕл юл… Эпĕ выртăп лере, Кĕслету тăрринче, Ватăлса пĕркеленнĕ Урал хĕрринче. Юрă юрлĕç унта çуркунне çитнĕçем Иванов тавралла пухăнан Нарсписем… Юрий Сементер