Чăвашсен паллă поэчĕ Нестер Янкас çуралнăранпа 100 çул çитнине халалласа (1909-1942) Авторсем: Михайлова З.П., Михайлов В.М., Красноармейски иккĕмĕш шкулĕ.

Презентация:



Advertisements
Похожие презентации
Василий Василий Иванович Иванович Чапаев Чапаев ( ) ( )
Advertisements

Чĕмпĕр чǎваш шкулĕ – культура вучахĕ Красноармейски иккĕмĕш шкулĕн 10 б класĕнче вĕренекен Спиридонова Мальвина хатĕрленĕ Ертÿçи – Михайлова З.П
2012 çулхи ака уйăхĕ. Паян, 2011 çулхи чÿк уйăхĕн 11 – мĕшĕнче, шкула пуçтарăнтăмăр. Уроксем пуçланчĕç! Каникул кунĕсем иртсе кайрĕç. Халĕ ĕнтĕ çанна.
чӑваш халӑхӗн мӑнаҫлӑхӗпе мухтавӗ, ҫӗнӗ ҫыруллӑ сӑмахлӑха пуҫараканӗ, хура халӑха ҫутта туртаканӗ. Ӑна пурте пӗр камӑллӑн чӑваш сӑмахлӑхӗн классикӗ тесе.
Çĕнĕ Кинчерти пĕтĕмĕшле пĕлÿ паракан тĕп шкул. Яков Ухсай - чăваш поэзийĕн çăлтăрĕ.
Юхма Михаил Николаевич – Чăваш халăх писателĕ, Чăваш, Тутар, Удмурт, Мари Эл Республикисен тава тивĕçĕлĕ ĕçченĕ. Вăл пурĕ 200 ытла кĕнеке кăларнă. Унăн.
Министерство образования и молодежной политики Чувашской Республики Постановлением Президиума Верховного Совета Чувашской Республики от 9 апреля 1992 года.
Туссем калаçнă чух, тăван чĕлхемĕм, Шур акăш тĕкĕ евĕр эс çемçе. Санпа ман халăх чапĕ те илемĕ Çÿрет çÿлте те çĕр çинче вĕçсе. Юрланă чух сассу хитре.
Çын… Çĕр çинче çынран ăсли, çынран вăйли, çынран хакли мĕн пур-ши? Çĕр çинчи чи аслă хуçа вăл – Çын. Вăл çут тĕнчене килет те пурнăç тăвать. Кашни çын.
1 ЧĂВАШ РЕСПУБЛИКИН ВĔРЕНЎ ТАТА ÇАМРĂКСЕН ПОЛИТИКИН МИНИСТРЕСТВИ ВĂРМАР РАЙОН АДМИНИСТРАЦИЙĔН ВĔРЕНЎПЕ ÇАМРĂКСЕН ПОЛИТИКИН МИНИСТРЕСТВИ «МĂНÇЫРМАРИ ПĔТĔМĔШЛЕ.
Урок эпиграф\: Урок эпиграф\: «Ват сын – т=ват сын» «Ват сын – т=ват сын» (Ваттисен с=мах\) (Ваттисен с=мах\) Ěç пурнǎçлаканĕ: Павлова Елена, МОУ «Тузисярмусская.
«Çырăттăм, ÿкерĕттĕм – чăваш наци культуришĕн ыр ĕç туса хăварăттăм…» Çеçпĕл Мишши ачалăхĕ, шухăш- ĕмĕчĕ, ĕçĕ-хĕлĕ, пултарулăхĕ.
Çын… Çĕр çинче çынран ăсли, çынран вăйли, çынран хакли мĕн пур-ши? Çĕр çинчи чи аслă хуçа вăл – Çын. Вăл çут тĕнчене килет те пурнăç тăвать. Кашни çын.
Якку Ухсай!.. Утатăн чĕррĕн Халăхпала куллен-кунах. Çĕн ĕмĕре хастаррăн кĕтĕн, Мĕншĕн тесен чăвашăн çĕрĕ Чунра упрать ялан сана. Георгий Ефимов, Чăваш.
Иван Яковлевич Яковлев. Чăвашсен ку тарана çити упраннă пуянлахĕ тата тĕлĕнтермĕшĕ вăл – чĕлхе, юрă, тĕрĕ. Чăвашсен çĕр пин сăмах, çĕр пин юрă, çĕр пин.
Чăваш халăх поэчĕ Петĕр Хусанкай çуралнăранпа 100 çул çитнине халалланă ĕçсен пĕтĕмлетĕвĕ Красноармейски иккĕмĕш шкулĕ Хатĕрлекенсем: З. П. Михайлова,
«Истори кустăрми» вăйă Сценарие хатĕрлекенĕ - чăваш чĕлхипе литературине вĕрентекенĕ Федорова Елена Сергеевна.
Чăваш чĕлхи кабинечĕ шкулăн 2-мĕш хутĕнче вырнаçнă. Унăн лаптăкăшĕ 46 тăваткал метр шутланать. Кунта 2 доска, 4 шкаф, компьютер, ун валли сĕтел, проектор,
Манăн ĕмĕт архитектор артист агроном адвокат автомеханик астроном акушер автослесарь.
К.В.Иванов пурнăçĕпе пултарул ӑ хĕн паллă енĕсем К.В.Иванов пурнăçĕпе пултарул ӑ хĕн паллă енĕсем Романова Людмила Геннадьевна чăваш чĕлхипе литератури.
Транксрипт:

Чăвашсен паллă поэчĕ Нестер Янкас çуралнăранпа 100 çул çитнине халалласа ( ) Авторсем: Михайлова З.П., Михайлов В.М., Красноармейски иккĕмĕш шкулĕ

Ентеш-поэтăмăр Нестер Янкас – пирĕн районта çуралса ÿснĕ паллă çынсенчен пĕри. Вăл чăваш литературинче тарăн йĕр хăварнă, тăван халăх валли кĕске тапхăртах вунă кĕнеке- не яхăн çырса пичетленĕ. Анчах та унăн кун-çулĕ вăхăтсăр татăлнă. Сталин ахăр саманин тискерлĕхне пула вăтăр виççĕрех пирĕнтен уйрăлса кайнă вăл, çырас тенĕ сăввисене те çырайман, шутласа хунă кĕнекине те кăларайман.

Поэтăн йăх-несĕлĕ Иван Ефим Кирилл Иустиния Акулина МитрофанНестер АннаГригорийЛиза Михаил Тамара Владимир Инна Раиса Петр Сетнер Валерий Роза Раиса Мария Леонид Захар Надежда Валерий Александр Лиза Катя

Çуралнă ялăм - Янкасăм Нестер Янкас 1909 çулхи нарăсăн 20- мĕшĕнче Красноармейски районне кĕрекен Янкас Упи ялĕнче çуралнă

Ачалăх кунĕсем Нестер Янкас амăшĕ Çĕньял Карай ялĕнчен пулнă. Нестерăн кукашшĕ пÿртсем тума çÿренĕ, сĕтел-пукан, чÿрече рамисем ăсталанă. Ырă кăмăллă кукамăшĕпе шÿтлеме юратакан кукашшĕ ачасене питĕ юратнă, иккĕшĕ те юмах ăстисем пулнă. Нестер ача чухне вĕсен асамлă юмахĕсене итлеме юратнă. Юмахсем ачасене пĕрре савăнтарса култарнă, тепре кулянтарса тарăн шухăша янă.

Нестер – шкул ачи Ашшĕ çар службинче чухне Митраппанпа Нестер Янкас шкулне çÿреме пуçланă. Вĕсем иккĕшĕ те пĕр класрах вĕреннĕ. Иккĕшĕ те ĕлкĕрсе пыракан вĕренекенсен шутĕнче пулнă. Митраппан арифметикăпа палăрнă пулсан, Нестер литература тата истори пред- мечĕсемпе ĕлкĕререх пынă. Вулама, сăвăсе- не пăхмасăр калама юратнă. Тантăшсем хушшинче пуçарулăхпа, шÿтлес, мыскара тăвас енĕпе палăрса тăнă. Çынсен асапне чĕре патне илнĕ, вăй çитнĕ таран пулăшма васканă.

Вируй сăввисем Шкулта «Пучах» ятлă стена хаçачĕ тухса тăнă. Редколлегире Нестерпа Митраппан та пулнă. Хаçатăн пĕр номерĕнче ВИРУЙ хушаматлă авторăн тăват çавраран тăракан сăвви тухнă.Автор сăвăра çурхи çут çанталă- ка сăнарласа панă, сăвă пурне те кăмăла кайнă (Янкас шкулĕнче ку вăхăтра Спиридо- нов Василий Спиридоновичпа унăн мăшăрĕ Клавдия Ивановна Горина учительсем ĕçленĕ). Çакăн хыççăн Вируй сăввисем хаçатра тăтăшах тухма пуçланă.

Ĕçпе вĕренÿ Нестер 6 çул вĕренмелли Упи шкулĕнче тата Çĕрпÿ хулинчи икĕ сыпăклă шкулта вĕреннĕ. Каярахпа вăл Шупашкарти типографи çумĕнчи ФЗО шкулне кĕнĕ. Çак вĕренÿпе ĕçре вăл хăйĕн чăн-чăн вырăнне тупнăшăн савăннă. Çамрăк рабочи-наборщик сăвă-калав çырма пуçланă. Нестерăн пултарулăхĕ çултан çул ÿссе пынă. Вăл наборщик ĕçĕнче вăй хунипе пĕрлех «Сунтал» журналта ĕçлеме пуçланă. Хăйĕн сăввисен пĕрремĕш кĕнекине хатĕрлесе çитернĕ.

«Çуралтăм эп çынçиенсем ман çĕр-шывра алхаснă чух…» 1941 çулхи çĕртме уйăхĕн 25-мĕшĕнче Нестер Янкаса арестленĕ. Ухтару çурçĕр иртни икĕ сехетре пуçланнă та виçĕ сехет те 20 минут- ра вĕçленнĕ. Тăватă уйăх хушши кунĕн-çĕрĕн тĕпченĕ. Нестер Янкас тĕлĕшпе 3254 номерлĕ уголовнăй ĕç пуçарнă. Нестер Янкаса влаçра тăракансем умĕнче айăпламалли сăлтавсем çаксем пулса тăнă: Кулак ывăлĕ пулнине тата хăйне суйлав прависĕр хăварнине комсо- мола тата партине кĕнĕ чух каламанни; Партине тата Совет правительствине ертсе пыракансем тĕлĕшпе ют шухăшсем шухăшласа кăларни; Буржулла националистпа Мĕтри Юманпа çыхăну тытни тата социали- змшăн кĕрешме чĕнекен хайлавсем çырманни. Нестер Янкаса 1941 çулхи октябрĕн 21-мĕшĕнче Чăваш АССРĕн Аслă Сучĕн приговорĕпе РСФСР Уголовнăй кодексĕн 58-мĕш статйин 10-мĕш пункчĕпе килĕшÿллĕн айăпланă, 10 çула хупса лартма, çав срок хыççăн тата 5 çул хушши суйлав прависĕр хăварма йышăннă. Нестер Янкас хăй айăпне йышăнман, кассаци жалоби те парса пăхнă. Анчах РСФСР Аслă Сучĕн уголовнăй ĕçĕсен коллегийĕн 1942 çулхи мартăн 20-мĕшĕнчи определенийĕпе килĕшÿллĕн приговора вăйрах хăварнă.

Нестер Янкас çемйи Нестер Янкас мăшăрĕ – Анна Макаровна Малышкина, филармони артистки. Вĕсен виçĕ ача пулнă: Сетнер («Нарспири» Сетнер пек нихăçан та мăшкăл тÿсмĕ, пĕлмĕ асапа» - Н.Я.), Валерий («Валерий Чкалов экипажĕ полюс урлă Америкăна вĕçнĕ тĕле вĕсен тепĕр ывăл çуралчĕ. Ачана Валерий ят пачĕç» - Г.К.), Роза («Ку хĕр ача роза чечекĕ пек хĕп-хĕрлĕ, хитре» - П.Х.) çулхи кĕркунне çак ачасен пурнăçĕ вăхăтсăр татăлнă: «халăх тăшманĕн» ачисем тесе урама хăваласа кăларнăскерсем выçăллă- тутăллă тата сивĕ витере пурăннипе чире кайса вилнĕ. Сетнер улттăра, Валерий тăваттăра, Роза иккĕре пулнă.

Поэтăн юлашки сăмахĕ Нестер Янкас малтан Атăл Леш енче, унтан Улатăрти, кайран Свердлов облаçĕн Анат Тагилри лагерьсенче асапланнă çулхи декабрĕн 27-мĕш кунĕнче 33 çулхи Нестерĕн кун-çулĕ вĕçленнĕ. Диагноз: «Причина смерти – упадок сердечной де- ятельности». Унăн вилес умĕнхи сăмахĕсем çапла пулнă: «Мана, пĕр айăп çук çынна, хам юлташсе- мех халăх тăшманĕ тесе сутрĕç, тĕрмене ячĕç. Эпĕ айăплă мар! Эпĕ халăх тăшманĕ мар! Эпĕ совет поэчĕ!»

Нестер Янкас кĕнекисем

Сăвăç кĕнекисем

Нестер Янкас поэмисем «Ўкĕтлĕ каç» «Шурăмпуç» «Ялта» «Михаç» «Мухтавлă вилĕмре» «Юлашки юхха» «Зейнаб»

Нестер Янкас калав-очеркĕсем Юлашки вăхăтра Янкас прозăра та вăй хунă: вăл вунна яхăн калав-очерк пичетленĕ. Вĕсенчен паллăраххисем: «Катя», «Сăрнаев», «Праскипе Петĕр», «Телейлĕ çул», «Тыткăнра».

Поэт-куçаруçă Ăсталăха вĕренес тесе те, ытти халăх литературине хамăр халăх хушшине сарас тесе те поэт тăлмач ĕçне юратса туса пынă. Вăл А.Пушкин, М.Лермонтов, Т.Шевченко, Джамбул Джамбаев, М.Гафури çырнисене чылай куçарнă. Поэт А.С.Пушкинăнне «Хыт кукар ры- царь» сăвăлла трагедине, «Чаадаева», «Ял», «Хĕллехи каç», «Хĕллехи ир», «Тĕрме çынни», «Палăк», «Кайăк», «Шăпчăкпа кук- кук» сăввисене (пурĕ 18) куçарнă. Кунсăр пуçне М.Ю.Лермонтовăнне «Пирĕн вăхăтри герой» повеçĕн «Тамань» сыпăкне чăвашла куçарнă. Куçару кĕнекисем пурĕ иккĕ пичет- леннĕ: «Сăвăсем» (1937), «Пĕчĕк трагеди- сем» (1938).

Нестер Янкас сăнарĕ - ÿнерте Николай Иванов скульптор ĕçĕПаллă мар художник ĕçĕ

Нестер Янкас ячĕллĕ Преми лауреачĕн ятне пурĕ 61 уйрăм çынпа коллектив илме тивĕçлĕ пулнă. Çав шутра: Юрий Сементер, Ăсан Уçăпĕ, Геннадий Юмарт, Николай Карай, Леонид Антонов, Шетмĕ Михали, Николай Ершов, Георгий Тусли, Эдисон Патмар, Иван Афанасьев, Гурий Дубров, Анатолий Раськин, Геннадий Сергеев, Гурий Яманак, Виктор Данилов тата ыт. те. Нестер Янкас Преми лауреачĕсем

Пирĕн шкул учителĕсем - лауреатсем Н.А.Андреев Л.Г.Григорьев

Пирĕн шкул учителĕсем - лауреатсем В.М.Михайлов«Кăмăлпи» фольклор ушкăнĕ. Ертÿçи – З.П.Михайлова

Нестер Янкас – пирĕн асра Пирĕн патра хăнара – поэт шăллĕ Г. К. Кириллов, Г.Мальцев тата В.Синичкин çыравçăсем (1989 çул).

Поэт шăллĕ патĕнче - тĕлпулура Поэт шăллĕ патĕнче тĕл пулура пултăмăр. Ăшă калаçу пулса иртрĕ. Эпир Григорий Кирил- ловича пиччĕшĕ ятне çĕклесе пынăшăн пысăк тав сăмахĕ каларăмăр.

Нестер Янкас – халăх асĕнче 1.Янкас ялĕн урамĕ 2.Янкас ячĕллĕ музей 3.Янкас ячĕллĕ пĕрлĕх 4.Янкас ячĕллĕ Преми

Ентешсем поэта чыслани Нестер Янкас çуралнăранпа 100 çул итнине уявлани Фоторепортаж

Сăмах ăсти Янкасăн ăсĕпе кăмăлĕ кăна мар, чĕлхи те пуян, тирпейлĕ. Тăван чĕлхене лайăх пĕлни, халăх юрри- сенчен вĕренни унăн поэзине чĕрĕлĕх сĕткенĕ кÿрсе тăрать. Çавăнпа унăн сăввисем çепĕç кĕвĕ- ллĕ. Геннадий Юмарт