1. Ырăлăх, ыркăмăллăх, сăпайлăх сăмахсен пĕлтерĕшне тарăнрах ăнланма тăрăшасси. Ырă çын пулас тесен мĕнлерех пулмаллине пăхса тухасси. «Сана усал тума çуратман, ырă тума çуратнă! Ăна эсĕ ан ман – мĕн вăй çитнĕ таран çынсене ырă тума тăрăш», - тенĕ И.Я.Яковлев. - Апла пулсан, кам-ха вăл ырă çын? - Çын ыркăмăллăхне мĕнпе виçсе хаклатпăр? - Мĕнлерех ăнланатăр эсир ырă, ыркăмăллăх, ырăлăх сăмахсене?
Ырă, сапăр, савăк, сăпай, кăмăллă, туслă, сумлă, лăпкă, тăнлă, хастар ăслă
Ырă – добрый, хороший, превосходный, отличный, здоровый, милый, святой. Ырă кăмăл – доброта, доброе сердце тесе ăнлантарать Н.И. Ашмарин чĕлхеçĕ «Чăваш сăмахĕсем» кĕнекинче. М.И.Скворцов Чăвашла-вырăсла» словарьте çакăн пек ăнлантарать: Ыркăмăллăх - çынсене ăнланма, пулăшма тăрăшни, ырă тума ăнтăлни. - Мĕнлерех ăнланатăр эсир ыркăмăллăх сăмахăн пĕлтерĕшне? - Кама эпир ырă кăмăллă çын тетпĕр? Эпир сирĕнпе ыркăмăллă- и? Ырă кăмăллă пулас тесен мĕнлерех пулмалла-ши? Ăçта палăрать ыркăмăллăх?
Сирĕн шухăшăра тата каланă сăмахсене çирĕплетсе хăварас тесе сирĕнпе «Пĕри- пуриншĕн, пурте- пĕриншĕн» вăйă выляса илĕпĕр. Çитĕнекен çын эпир каланă ырă енсене пурне те илеймесен? Çак енсем вĕсем çын çуралсанах унра палăраççĕ-ши е вĕсене пĕтĕм пурнăç тăршшĕпе аталантарса пымалла- ши?
кăнттам чăркăш курайманлăх ултав илемсрлх кÿрентерÿ чăрсăр урмăш сăпайсăрлăх çепĕç ыр юрату чăнлăх чиперлĕх, илемлĕх ăнлану сапăрлăх лăпкăлăх сăпайлăх
Кашни çын çĕр çине таса чунлă çуралса килет. Пурнăçра вăл мĕнлерех пуласси вара ачаранах палăрать. Авалхи чăвашсем ырăсем тесе этем кун-çулне йĕркелесе, сыхласа-упраса, аталантарса тăракан турăсене каланă. Апла пулсан ырă çын Турă пек таса чунлă пулмалла. Ырă çын вăл – кăмăллă, чипер тата сапăр, пĕтĕмĕшле илсен – хисеплĕ те сăваплă çын. Çын ырă çын пулни ун калаçăвĕ – пуплевĕнчен, тыткаларăшĕнчен, ĕçĕ-хĕлĕнчен курăнать. Ырă çынран ырлăх тапса тăрать.
Ырă кун пултăр! - Сывлăх сунатăп - Аван-и? - Çÿреççĕ-и-ха? - Салам алейкум! - Сывă-и? - Чиперех çÿретĕр-и? - Чупаççĕ-и? - Чипер юлăр! - Тепре тĕл пуличчен! - Сывă пулăр! - Ырă каç пултăр! - Ну, хальлĕхе! - Тепре куриччен. - Ыранччен.
Ыр сунакан хур курмасть. Ыр туни çухалмасть. Ырă ĕçĕн çимĕçĕ те ырă. Ырă ĕçĕн хакĕ пысăк. Ыр вăрлăхран ыр çимĕç. Ырри усала çĕнтерет. Ырлăхран ырман теççĕ. Ырă çынна пĕтĕм тĕнче тăван. Ырă тус укçаран хаклăрах. Ырра курсан ырă пулăн, усала курсан усал пулăн.
1) Ачасем, мĕн каланă пулăттăр эсир ку ачасем пирки? 2) Туслă-и вĕсем пĕр-пĕринпе, йывăр вăхăтра пĕр-пĕрне пулăшĕç-ши? 3) Ыркăмăллă теме пултаратпăр - эпир вĕсене? 4) Сирĕн хушăра çакăн пек ачасем тĕл пулмаççĕ-ши? Мĕнлерех хаклатăр эсир туслăха. 5) Мĕн тумалла-ши çак ачасен туслă, ыркăмăллă, сăпайлă пулччĕр тесен? Хăвăрăн шухăшăра каласа парăр. 6) Мĕн пулнă пулĕччĕ -ши тĕнчене хĕвел пăхма пăрахсан? 7) Ыр кăмăллăх пулмасан çынсемпе мĕн пулнă пулĕччĕ- ши?
Халĕ вара ура çине тăрса пĕр-пĕрин енне питпе çаврăнса, алран-алă тытăнса, ăшă кулăпа пĕр-пĕрне ырă сунар. Куратăр- и, сирте халь пуринче те мĕн чухлĕ ырăлăх, сапăрлăх. Эпир пурте пĕр-пĕрне мĕн чухлĕ ырă тума пултаратпăр. Çакăн хыççăн тĕнче те, хамăр та кăштах улшăннине туятпăр. Мĕншĕн тесен эпир ыркăмăллă çынсем, ырă ĕçсем тума та пултаратпăр.
Ыркăмăл вăл- çынсене ырă туни, çыншăн çын тус, юлташ, тăван пулни тесе палăртать Г.Н.Волков. «Ырă, кăмăллă сунăм ыттисене хăйĕн чун ăшшине паракансенче чылайччен упранать.Чăн-чăн ыр кăмăллăх ху пурăнакан çынсенче лайăххине çеç курнинче палăрать» теса калать А.Кипеч. Çыншăн çын – тус, юлташ тата тăван. Пирĕн пĕрне-пĕри пулăшса, ăнланса, хисеплесе, хакласа пурăнма вĕренмелле. «ЭТЕМ ЭТЕМЕ ЭМЕЛ» - тенĕ Е.В.Васильев педагогока наукисен докторĕ.
Çапла, пĕри теприне кÿрентерекен, теприн сывлăхне пĕтерекен мар, пурăнма пулăшакан эмел пулмалла пирĕн. Эмел çыннăн сывлăхне çирĕплетет, малалла пурăнма пулăшать. Эмел пулсачĕ пурнăçра! Ĕçчен те сăпайлă, туслăхлă та сывлăхлă, ырă кăмăллă та сăпайлă, илемлĕ, тĕрĕс пурăнасчĕ. Хăш чухне йÿçĕ эмел пекех пулсан та, тĕрĕссине куçран каласа малалла суясăр, ирĕклĕ пурăнасчĕ, ыркăмăллă, ырă çын пуласчĕ!
Ырă сăмах Ыр сăмах калама ан ÿркенĕр. Ыр сăмах – ырă вăрлăх пекех. Тулăх чун-чĕрене вăл ÿкĕт-тĕк- Ырă тухĕ шăтса кĕпĕрех. Ыр сăмах калама ан ÿркенĕр – Вăл лексен типсе хăрнă чуна – Тĕппипех пулмасан та (ĕненĕр!) – Пăлхантарĕ кăштах сив юна. Ыр сăмах калама ан ÿркенĕр – Пулмасан та хăш чух ун усси – Пулас çуккă сиен. Ан хĕрхенĕр! – Ыр сăмах чылай чух – чун уççи. Ыр сăмах калама ан ÿркенĕр!