Предметсем: литература вулавĕ, тăван тавралăх, технологи Проекта хатĕрлекенсем: Нĕркеçри пĕтĕмĕшле пĕлÿ паракан вăтам шкулта 3 –мĕш класра вĕренекенсем.

Презентация:



Advertisements
Похожие презентации
(5-9-МĔШ КЛАССЕМ ХУШШИНЧЕ ИРТТЕРНĔ УЯВ) ч чăвашсен авалхи йăли-йĕркисене тытса пырасси; илемлĕхе курма, туйма вĕрентесси; тăван халăха юратма, упрама вĕрентесси;
Advertisements

2012 çулхи ака уйăхĕ. Паян, 2011 çулхи чÿк уйăхĕн 11 – мĕшĕнче, шкула пуçтарăнтăмăр. Уроксем пуçланчĕç! Каникул кунĕсем иртсе кайрĕç. Халĕ ĕнтĕ çанна.
Манăн ĕмĕт архитектор артист агроном адвокат автомеханик астроном акушер автослесарь.
Ватти сывă чух,çамрăка хуйхă çук Пĕтĕмлетÿ урокĕ.
Чăваш чĕлхи кабинечĕ шкулăн 2-мĕш хутĕнче вырнаçнă. Унăн лаптăкăшĕ 46 тăваткал метр шутланать. Кунта 2 доска, 4 шкаф, компьютер, ун валли сĕтел, проектор,
Лариса Геннадьевна Афанасьева Чăваш Республикин Çĕнĕ Шупашкар хулинчи муниципаллă пĕтĕмĕшле пĕлÿ паракан 4-мĕш вăтам шкулти пĕрремĕш категориллĕ чăваш.
Фамилия Прохорова Имя, отчествоЛюдмила Николаевна Дата рождения (число, месяц, год) 5октябрь 1958 год Серия и паспорта, кем и когда выдан
Мăн асаттесен талăкри вăхăт курăмĕ (суточное время наших предков) Лексикологипе хронологи тишкерĕвĕ Тĕпчев ĕçĕн авторĕ – Красноармейски иккĕмĕш шкулĕн.
Чĕмпĕр чǎваш шкулĕ – культура вучахĕ Красноармейски иккĕмĕш шкулĕн 10 б класĕнче вĕренекен Спиридонова Мальвина хатĕрленĕ Ертÿçи – Михайлова З.П
Çулталăкăн тăватă вăхăт ХĕллеÇуркунне Çулла Кĕркунне.
Çĕнĕ Кинчерти пĕтĕмĕшле пĕлÿ паракан тĕп шкул. Яков Ухсай - чăваш поэзийĕн çăлтăрĕ.
В. Сухомлинский çырнă юмах 4-м ĕш класра ирттернĕ уçă урок Тилĕ çури –шкул ачи.
Сăпарлăх тĕллевĕ: чĕр чунсене юратма, чăн юратăва суя юратуран уйăрса илме вĕрентесси. Пĕлÿ тĕллевĕ: чăвашла предложенисене тĕрĕс йĕркелесси. Аталантару.
Элěк районě Вырăс Сурăмěнчи пěтěмěшле пěлÿ паракан вăтам шкул.
Ефимова В.П. Чăваш уявěсем Эсир мěнле чăваш уявěсене пěлетěр?
1 Урок тĕсĕ: хутăш урок 1.Учитель сăмахĕ. Урок темипе кăсăклантарса ярасси, шухăшлама хистесси. 2.Эпиграф шухăшне уçса парасси. 3. Словарь ĕçĕ. 4. Вăйă.
Урок теми: «Мĕнле хĕлле?»юмах. Урок тĕллевĕ:юмах йĕркелесси.
(Вырăс шкулĕн 3-мĕш класĕнче ИКТпе усă курса ирттермелли урок) Сапăрлăх тĕллевĕсем% 1? Çынсем хушшинче хăвна тытма е калаçма пĕлни яланах пысăк пĕлтерĕшлĕ.
Василий Василий Иванович Иванович Чапаев Чапаев ( ) ( )
Çын… Çĕр çинче çынран ăсли, çынран вăйли, çынран хакли мĕн пур-ши? Çĕр çинчи чи аслă хуçа вăл – Çын. Вăл çут тĕнчене килет те пурнăç тăвать. Кашни çын.
Транксрипт:

Предметсем: литература вулавĕ, тăван тавралăх, технологи Проекта хатĕрлекенсем: Нĕркеçри пĕтĕмĕшле пĕлÿ паракан вăтам шкулта 3 –мĕш класра вĕренекенсем Проекта хÿтĕлекенĕ: Максимова Анастасия Ертÿçи: Краснова Галина Петровна Ĕç вăхăчĕ: 3 сехет Проект тĕсĕ: ушкăнпа ĕçлесси Çăварни уявĕ

Проектăн тĕллевĕ : Чăваш халăхĕн ырă та илемлĕ çурхи уявĕ çăварни çинчен тĕпчесси, сценарине хатĕрлесси. Задачăсем: 1)тĕрлĕ литературăна усă курса çăварни уявĕ çинчен пĕлесси; 2)ялти ватăсенчен уявăн сăвви – юррине ыйтса çырасси, ушкăнри ачасене паллаштарасси; 3) çăварни «карчăкне» ăсталасси, икерчĕ пĕçерме хăнăхасси; Проблема: Ĕлĕкхи йăла – йĕркесем çинчен манас марччĕ. Аслисенчен вĕренсех пырасчĕ

Проектпа ĕçленĕ май хуравламалли ыйтусем: 1)Мĕншĕн çак уява Çăварни тесе каланă? 2)Çак уявăн тĕп апачĕ мĕншĕн икерчĕ пулнă? 3)Ĕлĕк Нĕркеç ялĕнче çак уява мĕнле ирттернĕ?

Проекта пурнăçа кĕртмелли меслетсемпе мелсем: шырав тĕпчев сÿтсе явни тишкерÿ пĕтĕмлетÿ. Кирлĕ хатĕрсем: уяв çинчен çырса панă кĕнекесем,журналсем альбом ручка.

Пĕрремĕш сехет: Тĕпчев, шырав тапхăрĕ Ушкăнсем çине пайланасси, ĕç суйласси, информации пуçтарасси: 1 – мĕш ушкăн çăварни уявĕ çинчен тĕпчет. 2 - мĕш ушкăн Çăварни карчăкне ăсталас йĕркене ыйтса пĕлет, икерчĕ пĕçерме вĕренет. 3 – мĕш ушкăн уявăн сăвви – юррине, каларăшне ялти ватăсенчен пуçтарать. 2 - мĕш ушкăн Çăварни карчăкне ăсталас йĕркене ыйтса пĕлет, икерчĕ пĕçерме вĕренет.

Çăварни уявĕ çинчен Хĕле чыслăн ăсатмасан вăл çуркуннене кĕтсе илме чăрмантарасса авалхи чăвашсем çирĕп ĕненнĕ. Çавăнпа та çăварнине питĕ савăнăçлăн ирттерме тăрăшнă.Ĕлĕк çак уяв икĕ эрнене тăсăлнă: аслă çăварни, кĕçĕн çăварни. Христос тĕнĕ сарăлнă май ăна вырăссемпе пĕр вăхăтра ирттерме пуçланă, чăвашсем те эрне хушши çеç уявлама тытăннă. Çăварни вăл - çу эрни. Вăл çак эрнере çуллă икерчĕ, тутлă апат – çимĕç çимеллине те пĕлтерет. Çуллă икерчĕ вара хĕвел майлă, çавăн пекех çаврака, тĕсĕ те унăн хĕвелпе пĕр пек. Халăх уява малтан хатĕрленме тытăннă. Хĕрсем çĕнĕ кĕпе çĕленĕ, тутăрĕсемпе саппунĕсене тĕрлесе илемлетнĕ. Каччăсем катаччи чупма лашисене сĕлĕ çитернĕ, çунисене юсанă, сăрланă. Аслисенчен ачасем те юлман: тăвайккине шыв сапса якатнă, çунашкисене майланă, пăрала ăсталанă.

Ача – пăча уявра Лидия Ивановна каласа панинчен… Çăварни уявне ача – пăча пуçланă, Ятарласа тунă тăвайккинчен чи малтан ярăнса анакан ачана ака-суха ĕçне пуçлаттарнă. Çак ачана шыв çулĕ уçакан тенĕ. Ăна икерчĕпе, мăйăрпа хăналанă. Тăвайккинчен ярăнса аннă май такмакламалли сăвă йĕркисем: Киле кайма кун çути, Çерçи ури хуçăлтăр, Катăк çатма икерчи. Кантăр вăрăм пултăр!

Яшсемпе хĕрсем Петрова Вера Васильевнăран çырса илни Уявра çамрăксем катаччи чупнă. Лашисене шăнкăравпа, тутăрсемпе илемлетнĕ. Хĕрсем икĕ аркăллă чăваш кĕпи тăхăннă, тĕрĕллĕ саппун çакнă, тĕрленĕ тутăр çыхнă. Вăхăт иртнĕçемĕн пысăк çÿçеллĕ тутăр çыхма пуçланă. Лашапа катаччи чупнă май юрламалли юрă йĕркисем: 1) Катач çуни çапла ай, пулать – и, катач çуни çапла пулать – и, Пар ут кÿлмесĕрех шăвать – и? 2) Катач хăни çапла ай, пулать – и, катач хăни çапла пулать – и, пĕр юрламасăрах каять – и? 3)Юр шурă та çиме ай, юрамасть, юр шурă та çиме юрамасть, Тăван хамрăн пăрахма юрамасть.,

Çăварни уявĕ Нĕркеçре… Любовь Степановна Ивановăран çырса илни: Нĕркеçре уява питĕ савăнăçлă ирттеретчĕç. Ваттисем тăвайккинчен çунапа ярăнатчĕç. Вĕсене çăварни карчăкĕ, старикĕ тетчĕç. Тăвайккинче çуллă икерчĕ çинĕ, юрă юрланă. Юлашки кун ватти – вĕтти чуп туса пĕр - пĕринчен каçару ыйтнă. ăсталанă çăварни карчăкне çунтарса янă.

Иккĕмĕш сехет. Пуçра- ăс, алăра- ĕç 1- мĕш ушкăн çăварни карчăкне асталать; 2- мĕш ушкăн икерчĕ пĕçерет. 3 - мĕш ушкăн вăйăсем хатĕрлет. Пĕрле вăйă – юрă сăмахĕсене вĕренетпĕр, сценари çыратпăр

Результат Çырнă сценари тăрăх уява ирттерни

Усă курнă литература: Арлан М. Çăварни килет/ Тантăш. 9, Егоров Н. Çăварни/ Халăх шкулĕ. 1,1993. Кульева А. Р, Кульев О.Г. Уявсем, проектсем, тĕрĕслев ĕçĕсем. Шупашкар.: Чернова Н. Н. Пирĕн уявсем. Шупашкар.: 2006