«Çырăттăм, ÿкерĕттĕм – чăваш наци культуришĕн ыр ĕç туса хăварăттăм…» Çеçпĕл Мишши ачалăхĕ, шухăш- ĕмĕчĕ, ĕçĕ-хĕлĕ, пултарулăхĕ
Унăн пурте пул- нă: ăс-тăн, вĕри чĕ- ре, малашлăха çи- рĕп шанни. Вăл – поэзи шан- чăкĕ, Тĕрĕслĕхпе Тасалăх йыхравçи, чăваш чунĕн тĕслĕ- хĕ. С. Репьях, Украина писателĕ
Çеçпĕл Мишши 1899 çулхи ноябрĕн 16-мĕ- шĕнче Канаш районĕн Касаккасси ялĕнче çуралнă. Амăшĕ – Агафия Николаевна, аш- шĕ – Кузьма Федорович. Шăллĕсем – Гурий, Петр, Кирилл тата Илья, йăмăкĕ – Ульяна.
Мишша 9 уйăхра утма пуçланă, çулта- лăк тултарсан ка- лаçма вĕреннĕ. 5-6 çулта вулама- çырма тытăннă. Кĕнеке вулама, ÿкерчĕк тума питĕ юратнă. Тĕрĕ тĕрле- ме те ăста пулнă. Юрă та шăрантарнă, сăвă та çырнă.
Гипнотизер – чĕлхеçĕ-вĕрÿçĕ, ăрăмçă, сыватма- сиплеме пĕлекен çын, куç пăвакан. «Поэт! Вăл хăех ăрăмçă кун-çулĕпе пурăнать. Мишша çынсене чĕлхепе куç пăвĕ. Пурнăç манран урăхла куç пăвакан чутласа кăларĕ».
çулсенче Шăхасанти пуçламăш шкулта вĕреннĕ. Тĕрĕс та илемлĕ вуланă, çыру ĕçĕсене тăрăшса çырнă. Унăн почеркĕ чи пахи пулнă. Вăл вырăсла та, чăвашла та таса калаçнă.
«Пĕр каçхине, мунча кĕрсе тухсан, Миш- ша ытти ачасемпе выртмана каять. Ун- тан вăл хытă шăнса таврăнать, часах ап- траса ÿкет, ури шы- çса каять. Сиплесен те – иртсе каймасть, уксахласа утакан пулса юлать».
«Эх, Мишша, Мишша! Ытла телейсĕр çуралтăн-çке эсĕ, ывăлăм! Ачалăх сăпки ытла та час татăлса анчĕ пулас саншăн…» Агафия Николаевна, Çеçпĕл Мишши амăшĕ. «Пирĕн ачалăх сăпки пулман та…» Çеçпĕл Мишши
Шăхасанти пуçламăш шкултан Мишша Мухтав хучĕпе вĕренсе тухнă. Малалла вĕренме кайма ăна 43 тенкĕ кирлĕ пул- нă. Темле тăрăшсан та Мишшана вĕренме яма укçа тупайман амăшĕ. Вара унăн ирĕксĕрех ĕçе кĕмелле пулнă – 1914 ç.ç. Шăха- санти вулăс кантурĕнче çыруçăра ĕçлет.
1914 çулта Мишша Шăха- санти икĕ класлă шкула вĕ- ренме кĕнĕ. Мишша чухлĕ кĕнеке вулакан ача вĕрене- кенсен хушшинче пулман.Вăл çырнă сочиненисене час-ча- сах пĕтĕм класс умĕнче вула- са панă. Литература вĕреннĕ май Мишша поэзипе интерес- ленме тытăнать, сăвăсем çырма пуçлать. Шкулта алă- па çырса «Çăлтăр» журнал кăларма тытăнаççĕ. Редакто- рĕ – Çеçпĕл. Ку журналта унăн «Скоро» ятлă пĕрремĕш сăвви кун çути курать.
Çеçпĕл Мишши чăваш поэзине пуçласа яракансенчен пĕри, тÿрĕ кăмăллă, вĕри чунлă, кăвар чĕреллĕ çамрăк. Ухсай Яккăвĕ, Чăваш халăх поэчĕ